Ҫутҫанталӑк
Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес 10 кунра республикӑра ҫанталӑк нормӑран 2 градус сивӗрех тӑрӗ. Паян ҫумӑр ҫӑвӑть, ыран уяртӗ. Анчах сивӗрех пулӗ. Вырсарникун ӑшӑтӗ, термометр 17-22 градус кӑтартӗ. Тунтикун тата кӑштах ӑшӑтӗ. Эрне варринче каллех сивӗтӗ, 10-15 градус кӑна ӑшӑ пулӗ, ҫӗрле – 1-3 градус. Хӑш-пӗр ҫӗрте ҫӗрле шӑнтма пултарать. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 25-26-мӗшӗсенче ӑшӑ таврӑнӗ. Ҫиллӗ пулӗ, аслати авӑтма пултарӗ. Сывлӑш 25-26 градус таран ӑшӑтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Ҫемье архивӗнчи сӑн Красноармейски округӗнче пурӑнакан Ивановсем «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медальне тивӗҫнӗ. Чыслав ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери ҫемье кунӗнче, пулнӑ. Галинӑпа Владимир 5 ачана воспитани параҫҫӗ. Ивановсем ҫемье ҫавӑрнӑранпа утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 29 ҫул ҫитет. Галина ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫлет, Владимир - караул пуҫлӑхӗ. Ҫемье ял-йыш хушшинче хисепе тивӗҫнӗ. Кил ӑшшин управҫи чечексем ӳстерме, тутлӑ апат пӗҫерме, ҫыхма юратать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн Кӗҫех суту-илӳ центрӗсенче полицейскисем тӑма пуҫлӗҫ. Анчах чӑн-чӑннисем мар, картонран тунисем. Вӗсен аллинче информаци листовки пулӗ. Унта ҫынсене ултавҫӑсенчен мӗнле хӳтӗленмелли пирки ҫырса кӑтартнӑ. Ҫак «полици лейтенанчӗсем» йӗрке хуралҫисем тата банк ӗҫченӗсем нихӑҫан та мессенджер урлӑ шӑнкӑравламаннине, укҫана хӑрушсӑр счет ҫине куҫарма ыйтманнине аса илтерӗҫ. Палламан ҫын шӑнкӑравласан унпа калаҫмалла мар, телефона сӳнтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
Вӑрнар округӗнчи «инфекционка» кӑҫал ҫулталӑк вӗҫлениччен ӗҫлемӗ. Унта юсав ӗҫӗсем тӑвӗҫ. Пульницӑна ҫӗнетнӗ вӑхӑтра пациентсене Канаш округӗнчи Шӑхасанти пульницӑна илсе кайӗҫ. Палӑртмалла: ку «инфекционкӑна» 1993 ҫулта хута янӑ. Унта 16 бокс пур. Пӗри хӑрушӑ инфекципе чирлекен пациентсем валли. 2013 ҫулта инфекци уйрӑмӗнче тӗплӗ юсав ирттернӗ ӗнтӗ. Ун чухне канализацие, водопровода, электрикӑна улӑштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ ЧР промышленноҫ министрӗ Борис Марковцев ӗҫрен кайнӑ. Вӑл ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче отпуска кайнӑ. Ӗнер вара ӗҫе тухсан хӑйӗн ирӗкӗпе каймашкӑн заявлени ҫырнӑ. Ырантан министр тивӗҫӗсене Дмитрий Гринев пурнӑҫлӗ. Вӑл - министр ҫумӗ. Борис Марковцев ЧР Промышленноҫ министерствине пӗлтӗр утӑ уйӑхӗнче килнӗ. Вӑл 1978 ҫулта Владивостокра ҫуралнӑ, 2016-2021 ҫулсенче РФ Промышленноҫ министерствинче ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
cheb.ru порталта вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗксем Шупашкарта Хӑйӑр кӳлепесен фестивалӗ ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 16 сехетре уҫӑлӗ. Аса илтерер: ун пек фестивале хулара темиҫе ҫул та ирттермен. Кӑҫал ӑна ҫӗнӗрен пуҫарма йышӑннӑ. Фестивале уҫнӑ ҫӗре Чӑваш Енри, Красноярскри, Санкт-Петербургри, Ижевскри тата Тӗменти скульпторсем хутшӑнӗҫ. Фестивалӗн илемлӗх ертӳҫи Андрей Молоков пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти юханшыв порчӗн территорийӗнче 15 скульптура пулӗ. Спискра – Андриян Николаев космонавт, Константин Иванов поэт, Надежда Павлова балерина. Лапамра ачасем валли юмах лапамӗ те пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
chuvdram.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗн, чӑваш халӑх артисчӗн Владимир Семёновӑн юбилей каҫӗ иртрӗ. Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вӑл 75 ҫул тултарнӑ. Пулас артист Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял-Покровски ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл яштака та вӑр-вар, ҫӑмӑл кӗлеткеллӗ. Ӑна саламлама ӗнер тӑван тӑрӑхӗнчисем те пырса ҫитнӗ. Ленинградри театр училищинче пӗрле вӗреннӗ Михаил Боярский тата Сергей Паршин артистсем тата ыттисем саламлӑ телеграммӑсем янӑ. Анатолий Аксаков депутат ячӗпе те саламларӗҫ. Юбилей каҫӗнче «Чунӑм, Лиза-Акулина» кӑтартрӗҫ. Унта артист Григорий Муромский боярин ролӗнче вылярӗ. |
Персона
Николай Фролов архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Шупашкарта пурӑнакан, Патӑрьел районӗнче ҫуралнӑ Николай Фролов паян 75 ҫул тултарнӑ. «Ӗмӗре эпӗ юрласа ирттернӗ», — тет тивӗҫлӗ канури хастар арҫын. Николай Николаевич яланах юрлама юратнӑ. Паян та вӑл тӗрлӗ ансамбле ҫӳрет, ҫав шутра хулари социаллӑ центрти «Калинушка» ансамбльте те юрлать. «Сцена ҫинче пӗччен юрланӑ чухне вӑл ҫарта тӑхӑннӑ тумне тӑхӑнма юратать», — каласа кӑтартать учрежденин музыка ертӳҫи Валентина Телей. Николай Фролов 16-ра аякри Оренбург облаҫне тухса кайнӑ. Тракторист пулма вӗренес ӗмӗтлӗскере ытла ҫамрӑк тесе илесшӗн те пулман, анчах питех те аякран пынине кура хӗрхеннӗ, вӗренме йышӑннӑ. Кайран каччӑ трактористра ӗҫленӗ, салтакра пулнӑ, Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ заводра тӑрӑшнӑ. Промтракторта ӗҫлесен 2-3 ҫултанах хваттер параҫҫӗ тесе илӗртнӗрен унта ӗҫе авырнаҫнӑ. Заводра вӑл сумлӑ токарь пулнӑ. 37 ҫул хушшинче 27 наградӑна тивӗҫнӗ. Мӑшӑрӗпе, Екатерина Сильвестровнӑпа, 49 ҫул ӗнтӗ килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ, пӗр хӗрпе икӗ ывӑл ҫуратса ӳстернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Лидия Филиппова сӑнӳкерчӗкӗ Ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче «Плакат» издательствӑра «Пурӑн, пирӗн Ҫеҫпӗл!» – «Живи, наш Сеспель!» сӑвӑ кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Ҫеҫпӗл Мишши —поэт-реформатор, силлабо-тоника сӑвӑ виҫине чӑваш поэзине кӗртнӗ сӑвӑҫ, драматург, прозаик, патшалӑх тата общество ӗҫченӗ. «Пурӑн, пирӗн Ҫеҫпӗл!» – «Живи, наш Сеспель!» сӑвӑ кӗнекине Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ. Унта поэт ҫинчен вырӑсла тата чӑвашла ҫырнӑ Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи (Чӑваш Енри, Бурят Республикинчи, Мари Элти, Пушкӑртстанри, Тутарстанри, Оренбургпа Чӗмпӗр облаҫӗсенчи, Мускаври) тата Киеври 90 авторӑн сӑвви кӗнӗ. Кӗнекене Лидия Филиппова поэт тата публицист пухса хатӗрленӗ, тӗп редакторӗ-консультанчӗ – чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер. Лидия Ивановна сӑвӑ авторӗсене ҫеҫ мар, ҫӗнӗ кӑларӑма кун ҫути кӑтратма пулӑшнӑ меценатсене те: Ю.А. Попова, Ю.А. Зорина, О.В. Мешкова, Ю.М. Карпова, Ф.Н. Волкова, А.П. Князева, И.В. Клементьевӑна, Н.Е. Лукианова — тав тӑвать. Кӗнекене Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче хӑтлӗҫ. |
Хулара
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан Людмила Порфирьева хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра тусӗ сӗннипе ҫӳреме пуҫланӑ. Унта вӑл, ытти ватӑ пекех, хӑйӗн чун киленӗҫне тупнӑ. Людмила Николаевна ал ӗҫӗпе аппаланма юратать. Вӑл ҫав енӗпе ӗҫлекен проектсене хастар хутшӑнать. Тава тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм нумаях пулмасть татӑк-кӗсӗкрен тӗрлӗ япала ҫӗлеме тытӑннӑ. Ача пахчинче педагог-воспитатель ӗҫӗнче тимлесе пенсие тухнӑ хӗрарӑм ҫӗвӗ машини умне хаваслансах ларать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |