Ку хайлав Лидия Филиппова журналист-ҫыравҫӑн хӑйӗн ентешне – Ҫеҫпӗл Мишши поэта – халалласа ҫырнӑ иккӗмӗш поэми ӗнтӗ. Пӗрремӗшӗ 2022 ҫулта «Хальхи самана» («Век нынешний») ятпа кун ҫути курнӑ.
Ҫӗнӗ поэмӑна тӑван чӗлхепе пӗрлех вырӑсла (куҫаруҫи Любовь Петрова), акӑлчанла (Надежда Колесникова), украинла (Надежда Лисовая) тата марилле (Дина Рычкова) тӗрӗс тата илемлӗ куҫарма пултарнӑ. Ҫакӑ вулакансен йышне тата та ӳстерме май парать. Сӑмах май, вырӑсла тата акӑлчанла куҫару варианчӗсем виҫҫӗ таранах пулса кайнӑ иккен. Ҫавӑнпа вӗсене уйрӑм кӗнекен кӑларас шухӑш пуррине те пӗлтерчӗ Лидия Ивановна.
Поэмӑра автор Ҫеҫпӗл Мишшин пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗн ҫулӗпе утать, Шӑхасанта, Теччӗре, Хусанта, Мускавра, Евпаторире, Харьковра, Киевра, Остерта «пулать», унӑн шӑпине, чун ыратӑвӗне тата хастарлӑхне ӑнланма тӑрӑшать.
«Ҫеҫпӗл йӗрӗпе» поэма - чӑваш литературин хаклӑ еткерӗ пулса тӑчӗ. Вӑл вулакансене Ҫеҫпӗл Мишшин таланчӗпе ҫывӑхрах паллашма, унӑн сӑввисене тарӑнрах ӑнланма хистет.
Поэма хӑйӗн илемӗпе тата шухӑш тарӑнӑшӗпе тыткӑнлать. Лидия Филиппова сӑвӑ йӗркисемпе Ҫеҫпӗл Мишшин чунне уҫса парать, унӑн пурнӑҫ ҫулӗнчи йывӑрлӑхсене, ӗмӗт-шухӑшӗсене вулакан патне ҫитерет. Поэтӑн сӑнарӗ чӗрӗлле, уҫҫӑн курӑнать, унӑн пултарулӑхӗ вара халӑхшӑн мӗнле пӗлтерӗшлӗ пулнине ӑнланма пулӑшать.
Кӗнекене тӗрлӗ чӗлхепе куҫарни чӑваш литературишӗн пысӑк ҫитӗнӳ пулса тӑрать. Ҫакӑ вара тӗнчери вулакансене пирӗн культурипе паллашма, чӑваш поэзине юратма май парать. Куҫаруҫӑсен ӑсталӑхӗпе пула Ҫеҫпӗл Мишшин сӑввисем тӗрлӗ халӑх чӗлхисемпе янӑраҫҫӗ, вӗсен илемӗпе тарӑнлӑхӗ сыхланса юлать…» – палӑртать кӗнекен редактор-консультанчӗ, чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер.
«Ҫеҫпӗл йӗрӗпе» поэма пире хамӑрӑн историпе культура еткерлӗхне хисеплеме, чӑваш литературин пуянлӑхне упрама хистет. Кӗнеке пичетленсе тухни тата ӑна халӑх умне кӑларни – чӑваш интеллигенцийӗшӗн те, вулакансемшӗн те пысӑк уяв. Ку вӑл – чӑваш литератури аталанӑвӗнче ҫӗнӗ утӑм туни. Вӑл пире хамӑрӑн халӑхӑмӑрпа мухтанма, унӑн пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшма хавхалантарать. Ҫак кӗнеке кашни килте пултӑр, поэма йӗркисем вара пирӗн чӗрере ӗмӗрлӗхех упранччӑр.