Халӑх хушшинче экстремаллӑ спортпа ҫамрӑксем кӑна аппаланма пултараҫҫӗ текен шухӑш анлӑ сарӑлнӑ. Тӗслӗхрен, сӑрт-ту юрҫӳренӗпе ытларах чухне ҫамрӑксем ярӑннине курма хӑнӑхнӑ. Ватӑ ҫынсене вара ун пек хатӗрсемпе ярӑнма питӗ йывӑр, хӑрушӑ тесе шутлаҫҫӗ. Чӑнах та, ҫулсем иртнӗҫемӗн ҫыннӑн сывлӑхӗ чакать, шӑм-шакӗ те малтанхи пек йӑрӑ та ҫирӗп мар. Ҫавӑнпа та нумайӑшӗ экстремаллӑ кану пенсионерсем валли мар тесе шухӑшлать.
Анчах та ку чӑннипех ҫапла-ши? Чӑн та 50–60 ҫултан иртнӗскерсен диван ҫинче кӑна вӑхӑта ирттерме пултараҫҫӗ-ши? Ҫук пуль. Пенсие тухсан та кӑмӑл пур пулсан адреналин шырама май пур. Паянхи кун ҫак стереотип йӑнӑш пулнине час-часах курма пулать. Ятарлӑ хатӗрленӳ, ӑста инструкторсем тата хальхи вӑхӑтри шанчӑклӑ инвентарь пулӑшнипе аслисем те ту ҫинчен ҫилпе вӗҫтерсе анаҫҫӗ. Чи кирли кунта — ҫын миҫе ҫулта пулни мар, хӑйӗн вӑй-халне тӗрӗс хаклани тата пурнӑҫа юратни.
Сӑрт-ту юрҫӳренӗсемпе кӑсӑкланакансем «Ревущие в глуши» канал пирки илтнех ӗнтӗ. Нумай пулмасть ҫак каналта пӗр кӑсӑклӑ ролик курма тиврӗ. Видео ӳкерсе пыраканӗ сӑмах май хӑйсемпе пӗрле ярӑнакан пӗр райдер (ку сӑмах юрҫӳрене тытса пыракан ҫынна палӑртать) пирки каласа кӑтартрӗ, вӑл иккен 63 ҫулта. Паллах, малтан кун пек йывӑр ҫул-йӗрпе, хулӑн юр ӑшӗнче ҫав ҫулти ҫын мӗнле тытӑнса тӑрать-ши тесе тӗлӗнме пулать. Анчах та малаллахи кадрсем пур иккӗленӗве те тӗпӗ-йӗрӗпех сиреҫҫӗ. Чӑн та, видео пӑхнӑ май ҫак арҫын ҫамрӑксенчен пӗрре те кая юлмасӑр ярӑнни куҫ умне тухать. Вӑл хӑйӗн хӑватлӑ юрҫӳренне питӗ ӑста итлеттерет, ӑна хӑйне пӑхӑнтарать. Ҫулсӑр вӑрманта, йывӑҫсем хушшипе вӑл чип-чиперех ҫӳрет. Шлемпа пулнӑран ҫын пичӗ курӑнмасть, ҫак ҫын санран чылай аслӑрах пулнине чухламастӑн та. Анчах ытти ҫамрӑксемпе танах сӑрт-тусем тӑрӑх хӑватлӑ юрҫӳренпе вӗҫтерсе кӑна пырать.
Ак тата нумай пулмасть тепӗр тӗслӗх пирки вулама тӳр килчӗ. Иккен, Сингапурта ватӑ ҫынсене паркура хӑнӑхтарма пуҫланӑ. Ятарлӑ занятисенче 50 ҫултан иртнӗ пенсионерсем урамри канмалли пукансем урлӑ сикме, лупашкасем тӑрӑх шуса тухма, тӗрӗс ӳкме тата тӗрлӗ чӑрмавсене хӑвӑрт парӑнтарма вӗренеҫҫӗ. Ватӑсем паркурпа адреналин шыраса мар, сывлӑха ҫирӗплетес тӗллевпе кӑсӑкланаҫҫӗ. Ҫакӑн йышши паркур вӗсене хӑйсен кӗлеткине тӗрӗс тытма, хӑвӑрт хускалма тата йӑнӑш ӳксен шӑм-шака амантмалла мар хӑнӑху илме пулӑшать.
Тата пӗр кӑсӑклӑ тӗслӗх — АПШри Чикаго хулинче пурӑннӑ Дороти Хоффнер кун-ҫулӗ. Вӑл 104 ҫула ҫитсен парашютпа сиксе тӗнчери чи ватӑ скайдайвер пулса тӑнӑ. Хӑйӗн ҫулне пӑхмасӑр, хӗрарӑм 4 пин метр ытла ҫӳллӗшрен самолетран сикнӗ. Ҫӗр ҫине ансан Дороти хӑйне питӗ лайӑх туйни пирки каланӑ. Хоффнер хӑй те ҫав самантра: «Эпӗ ватӑ мар, эпӗ аслӑ ҫулсенче кӑна», — тесе шӳтленӗ.
Паллах, экстремаллӑ спортпа аппаланма кӑмӑл пурри — питӗ лайӑх. Анчах та ҫулсем иртнӗҫемӗн сывлӑха уйрӑмах тимлӗх уйӑрмалла, ҫавӑнпа ку ӗҫе пикенес кӑмӑл ҫуралчӗ пулсан асӑрханулӑх туйӑмӗ пирки манмалла мар. Чи малтан тухтӑрпа канашламалла. Чӗре, юн пусӑмӗ тата шӑм-шак епле ӗҫленине тӗрӗслеттермесӗр сӑрт-ту тӑрӑх юрҫӳренпе чупни е парашютпа сикни пысӑк йӑнӑш пулӗччӗ. Сывлӑха ҫирӗплетес вырӑнне эсир суранланатӑр кӑна.
Тата тепӗр япала — хӑрушсӑрлӑх йӗркисене пӑхӑнни тата тӗрӗс хатӗрленни. Кирек мӗнле ҫӗнӗ экстремаллӑ спорта та ӑста инструкторпа пӗрле пуҫламалла. Вӑл кӗлеткене мӗнле тытмаллине ӑнлантарса парӗ, хӑш вырӑнта асӑрханмаллине кӑтартса парӗ. Йӑнӑшсене те вӑхӑтра тӳрлетӗ. Ҫавӑн пекех ятарлӑ экипировкӑна — хӳтӗлекен тумтире, шлема, куҫлӑха тата ытти шанчӑклӑ хатӗр-хӗтӗре — манса хӑвармалла мар. Ҫак йӗркесене пӑхӑнсан кӑна спорт адреналинпа пӗрлех сывлӑх тата савӑнӑҫ кӳрет, инкек-синкек патне илсе ҫитермест.
Пӗтӗмлетсе каласан, енчен те сирӗн унашкал кӑмӑл пур пулсан экстремаллӑ спорт ҫамрӑксем валли кӑна текен стереотип ҫине пӗрре те пӑхмалла мар. Ӗмӗт пур пулсан ним ҫине пӑхмасӑр ӑна пурнӑҫламалла кӑна. Эпӗ ватӑлтӑм тесе пуҫ усса лармалла мар.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.