РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков шалӑвне цифрӑллӑ тенкӗпе илме тытӑнӗ. Депутат халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ку енӗпе тӗнчери пӗрремӗш ҫын пулӗ.
Сӑмах май, Раҫҫейре цифрӑллӑ тенкӗне 2026 ҫулхи аван уйӑхӗнчен анлӑ ҫаврӑнӑша кӗртӗсшӗн. 2028 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен вара унпа мӗнпур банк тата пысӑк компанисем усӑ курма пултарӗҫ.