Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫемьсем

Республикӑра
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри ачасен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑй тата Чӑваш Енри профессионал медиаторсен ассоциацийӗ килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен калакан килӗшӗве алӑ пуснӑ.

Документа ачасен хӳтӗлевҫи Алевтина Федорова тата ассоциаци президенчӗ Екатерина Саламатова алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.

Медиатор тӗллевӗ — тавлашуллӑ ыйтӑва суда ҫитмесӗр, калаҫса татӑлса, пӗр-пӗрин шухӑшне шута илсе тата тӗпе хурса татса пама вӗрентесси.

Ҫемьере ӑнланманлӑх сиксе тухсан та калаҫса татӑлнине нимӗн те ҫитмест. Шӑпах ҫав ыйтупа ӗҫлӗҫ те профессилле медиаторсем. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, ассоциаци прездиденчӗ чылай ҫул юристра ӗҫленӗ, унӑн психологи пӗлӗвӗ те пур.

 

Хулара

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр йывӑр лару-тӑрури ҫемьесенче ӳсекен ачасем валли кӑҫал та «Помоги собраться в школу!» (чӑв. Шкула пуҫтарӑнма пулӑш) акци ирттерет.

Акци ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче иртӗ. Вӑл ирхи 10 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен пырӗ. Ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисем валли шкул формине, кӗпе, ача-пӑча ытти таварне суйласа илме пултарӗ.

Ачаллӑ ҫемьесене Шупашкарти 324-мӗш Стрелоксен дивизийӗн урамӗнчи 21А ҫуртра вырнаҫнӑ Ҫемье МФЦинче кӗтеҫҫӗ.

Ыйтса пӗлмели телефон номерӗсем: 8 (8352) 51-02-68, 51-29-77.

 

Пӑтӑрмахсем

Комсомольски тӑрӑхӗнчи пӗр ялта пурӑнакан хӗрарӑм ачисем умӗнче 2 миллиона яхӑн тенкӗлӗх алимент парӑмӗ пухса тултарнӑ. Тӗрӗсрех каласан, парӑм 1,8 миллион тенке ҫитсе кайнӑ.

Ултӑ ача амӑшне халӗ пуҫиле майпа явап тытарма йышӑннӑ. Унӑн юсанмалла ҫулталӑк ӗҫлеме тивӗ, ҫав вӑхӑтра тупӑшӑн 5 процентне патшалӑха тытса юлӗҫ.

36 ҫулти хӗрарӑм официаллӑ майпа ниҫта та ӗҫлемен, вӑхӑтлах вырнаҫса тупӑш курнине хӑйне валли тӑкакланӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

с

Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм хӗрне ҫӳҫрен сӗтӗрнӗ, ӑна хӗненӗ, ятран та чӗнмен.

Чи ҫывӑх икӗ ҫын хушшинче пӑтӑрмах, тӗпрен илсен, 57-ри хӗрарӑм эрех ӗҫме юратнӑран пӗрмай сиксе тухнӑ. 14-ри хӗрачана амӑшӗ ӳсӗрри килӗшмен, вӑл ҫавӑншӑн тарӑхнӑ, амӑшне ҫавӑн пирки куҫранах каланӑ. Хӗрарӑма ҫавӑ кӑмӑлсӑрлантарнӑ, вӑл хӗрне ҫӳсрен ярса илме юратнӑ, хӗненӗ.

Халӗ хӗрача опекун патӗнче пурӑнать. Хӗрарӑма 3 ҫул та 6 уйӑхлӑха тӗрмене хупса хумасӑр ирӗкрен хӑтарма, сӑнав вӑхӑтне 3 ҫуллӑха палӑртнӑ. Хӗрне кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн 1суд хӗрарӑма 0 пин тенкӗ укҫа тӳлеттерме йышӑннӑ.

 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Шулю ялӗнче Нина Егоровнӑпа Иван Николаевич Крыцовсем пӗрлешнӗррене 55 ҫул ҫитнӗ. Вӗсем виҫӗ хӗр ӳстернӗ: Светлана, Марина тата Лидия. Паяни кун вӗсем тӑватӑ мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

Крыцовсем ӗмӗр тӑршшӗпе колхозра ӗҫленӗ. Иван Николаевич 40 ҫул водительте вӑй хунӑ. Нина Егоровна вара колхозница пулнӑ.

Крыцовсем иккӗшӗ те - Ӗҫ ветеранӗсем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_11819
 

Раҫҫейре

Чӑваш Енре пурӑнакан Шишовсен ҫемйине ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин Мускава пырса курма чӗннӗ.

«Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» тата «Мухтавлӑ амӑшӗ» орденсемпе чысланисене Мускава пырса курма ҫӗршыв ертӳҫи ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче иртнӗ онлайн-тӗлпулу вӑхӑтӗнче йыхравланӑ. Ҫавсен йышӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти 9 ачаллӑ Шишовсем те пулнӑ.

Ачасен амӑшӗ Ольга Шишова «ФедералПресс» корреспондентне тӗлпулу питех те ӑшшӑн ирсте кайнине пӗлтернӗ май пӗчӗк ачасем валли те, аслисемшӗн те кӑсӑкли нумай пулнине палӑртса хӑварнӑ. Хӗрарӑма Мускав хӑйӗн чиркӗвӗсемпе килӗшнӗ иккен. Эрне хушшинче ҫемье тӗрлӗ экскурсире пулса курнӑ.

Президент валли ҫемье тӑмран кӗнеке евӗр япала хатӗрлесе илсе кайнӑ. Ун ҫине тарӑн та ҫирӗп тымарлӑ, йӗкелсемлӗ, нумай туратлӑ юмана ӳкерсе хунӑ. Ҫийӗнчен тата Владимир Путин калашле, «Раҫҫей — пысӑк ҫемье», — тесе ҫырса хунӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Парикмахерские кайма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Пӗтӗм япӑх энерги ҫӳҫре пухӑнать, ӑна касни унран хӑтӑлма пулӑшать. Халӗ килте тӗплӗ тирпейлесен, кирлӗ мар япаласенчен хӑтӑлсан аван. Ытлашши нумай япала ан пухӑр. Чылайӑшӗ сире кирлӗ те мар.

Авӑн, 11

1902
124
Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1965
61
Чернова Вера Иосифовна, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1991
35
Кондратьев Гаврил Григорьевич, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ.
2006
20
Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ