Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ялӗнче ҫуралнӑ Светлана Прокопьева «Красавица Ёрдынских игр» (чӑв. Ёрдын вӑййисен пики) конкурса хутшӑнӗ. Ҫакна Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Юлташ» культурӑпа наци автономийӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева Фейсбукра пӗлтернӗ.
Конкурс 2019 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Иркутск облаҫӗнчи Еланцы ялӗнчен 8 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Хоторук текен вырӑнта пулӗ. Ӑна «Ёрдынские игры» (чӑв. Ёрдын ваййисем) халӑхсем хушшинчи Пӗтӗм тӗнчери этнокультура фестивалӗ иртнӗ май йӗркелеҫҫӗ.
19 ҫулти Светлана Прокопьева «Раҫҫей чӑваш пики—2018» конкурса хутшӑннӑ. Шӑпах унта ӑна Иркутск тӑрӑхӗнчи ӑмӑртӑва хутшӑнма сертификат панӑ.
Шупашкар район хӗрӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи медицина факультечӗн стоматологи уйрӑмӗнче вӗренет.
«...Как чувашская девушка Аталпи счастье чувашскому народу искала на земле Иркутской…» — ҫакӑн ятпа пӗлтернӗ чун ыратӑвне Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Юлташ» наципе культура автономийӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева Фейсбукра. Унта вӑл асӑннӑ тӑрӑхри кӗпӗрне пухӑвӗ ирттерекен социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проектсен конкурсне кӑҫал та ӑнӑҫсӑр хутшӑннине хыпарланӑ.
Унта тӗрлӗ общество организацийӗ пурӗ 174 проект тӑратнӑ, вӗсенчен 55-шӗ ҫӗнтернӗ.
Ун пек конкурса «Юлташ» 2016 ҫулта пуҫласа хутшӑннӑ. Ҫавӑн чухне автономи Акатуй ирттерме ӗмӗтленнӗ. Анчах 300 пин тенкӗ вырӑнне 170 пин те 302 тенкӗ ҫеҫ уйӑрнӑ имӗш.
«Жюри пайташӗсемшӗн камсем вӗсем, чӑвашсем? Ну, халӑх. Ун пеккисем нумай кунта. Хайсен шучӗпе ташласа юрлаччӑр», — тенӗ курӑнать вӗсем», — ҫапларах пӗтӗмлетнӗ Вероника Тимофеева. 2017 ҫулта чӑваш чӗлхине упраса хӑварассипе проект хатӗрленӗ. Анчах ун чух та ӑнман. Кӑҫал вӗсем чӑвашсем пурӑнакан вырӑнта спорт лапамӗсене аталантарассипе ҫыхӑннӑ проект калӑпланӑ. Пӗрех ҫӗнтереймен.
2016 ҫулта «Раҫҫей Чӑваш пики» конкурсра ҫӗтернӗ Тутарстанри чӑваш хӗрне Ксения Романовӑна паян кун та укҫа паман имӗш. Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫатӗнче Ирина Кузьмина ҫырнӑ тӑрӑх, хӗре сцена ҫинче 30 пин тенкӗлӗх сертификат тыттарнӑ, «анчах укҫи пике патне паянхи кун та ҫитмен».
Ксения Романова икӗ ҫул ӗнтӗ Чӑваш Конгресне ҫак ыйтупа шӑнкӑравлать, анчах кашнинче шантарнине кӑна илтет имӗш.
«Раҫҫей чӑваш пики» конкурса Шупашкарта ирттерме тытӑннӑранпа тӗлӗнтерекенни ҫулран ҫул ытларах та ытларах. Раҫҫей регионӗсенчи пикесене ку конкурсра питӗ юратманни, унран ытла – кӗтменни палӑрать. Ноябрӗн 30-мӗшӗнче иртнӗ «Раҫҫей чӑваш пики» конкурса та акӑ, «Чӑваш пики – 2016» титула хуҫинчен, Тутарстанри Ксения Романоваран, туртса илчӗҫ те Виктория Тихоновӑна (вӑл 2015 ҫулхи конкурсӑн ҫӗнтерӳҫи) пачӗҫ. Шӑпах ӑна 2016 ҫулхи конкурсӑн ҫӗнтерӳҫи тесе пӗлтерсе жюрие лартрӗҫ. Йӑнӑшнӑ кӑна пуль текен шухӑш та пулчӗ малтан, анчах та йӗркелӳҫӗсем ятарласах ҫапла тунинчен тунмарӗҫ: «Пӗлтӗр Романова жюриреччӗ-ҫке, кашни ҫул ӑна лартсан тӗрӗс мар. 2015 ҫул хыҫҫӑн 2016 ҫула асӑнмасӑр 2017 ҫине сиксе кайни хитре маррипе ҫапла турӑмӑр», – терӗҫ пӗр вӑтанмасӑрах», — ҫырнӑ «Суварта».
Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫачӗ «Эпӗ мар» юрӑ тавлашу ҫуратнине пӗлтерет. Ӑна Владимир Егоров юрӑҫ шӑрантарать. «Сӑмахӗсем те, кӗвви те хамӑн тет. Анчах та Анатолий Никитин композитор ҫак юрра (тӗрӗсрех каласан «Мана мар» юрра) хӑй ҫырнине ӗнентерет, ӑна вӑл 1996—1997 ҫулсенче юрланӑ...», — хыпарланӑ хаҫатра.
МИХ пӗлтернӗ тӑрӑх, «ҫамрӑк «автор» юрра кӑшт кӑна урӑхлатнӑ, ҫапах та кӗввин тӗп пайне, сӑмахӗсене Никитинран «шӑйӑрнӑ» та ҫапла «Мана мар» юрӑ «Эпӗ мар» пулса тӑнӑ имӗш. Тава тивӗҫлӗ артист сӑмахӗсемпе, ҫак юрра юрлама унран никам та ирӗк илмен. Никитин хӑйӗн автор правине халӗ судра хӳтӗлес шухӑшлӑ».
Владимир Егоров Тутарстанри чӑваш журналисчӗсене ҫак юрӑ халӑхӑн пулнине каланӑ. «Сана мар» юрӑ халӑхра 70-мӗш ҫулсенчех анлӑ сарӑлнине ӗнентернӗ вӑл.
Тутарстанри чӑвашсем «Раҫҫей чӑваш пики» конкурса кӳреннӗ. Кун пирки асӑннӑ регионти чӑвашсен «Сувар» хаҫачӗн тӗп редакторӗ Константин Малышев пӗлтернӗ. «Тутарстанри чӑваш пики» конкурсӑн дирекцийӗн делегацийӗ конкурсран кӳренсе тухса кайнӑ. Ӑмӑртӑва килес ҫул та хальхиллех ирттерсен килмессине систернӗ.
Конкурса ҫӗршывӑн виҫӗ регионӗнчен: Чӑваш Енрен, Тутарстанран тата Тӗмен облаҫӗнчен — ҫеҫ хутшӑннӑ иккен. Чӑваш Енрен вара кашни районтан явӑҫтарнӑ. Апла пулсан «Чӑваш Енӗн чӑваш пики» темелле пулман-ши? Ҫак ыйту тавра пуҫ ватать «Сувар» хаҫат.
Кӳршӗллӗ регионти йӑхташӑмӑрсене конкурсра Чӑваш Енри хӗрсен ҫеҫ мала тухма шанчӑк пур пек туйӑннӑ. Тутарстанри пикене «Ӑслӑ чӑваш пики» номинацире палӑртнӑ.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче СССР халӑх артистне Максим Дорминдонтович Михайлова халалласа ирттернӗ опера фестивалӗ гала-концертпа хупӑннӑ.
Унта пулнӑ «Хыпар» хаҫат журналисчӗ Надежда Смирнова таеатра «чӑвашлӑх хуҫаланма пуҫлани фойене кӗрсенех» сиснӗ.
Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, «гардеробра тум йышӑнакансенчен пуҫласа программа сутакансем таранах чӑваш тумӗпе» пулнӑ. Сцена ҫинчи артистсене те чӑваш ҫи-пуҫне тӑхӑннӑ пикесем чечек ҫыххисем тыттарнӑ. «Анчах, шел, концерт репертуарӗнче ҫеҫ пулмарӗ чӑваш юрри-ҫемми. Йӗркелӳҫӗсем тепӗр фестивальте ҫакна шута илессе шанатпӑр», — хыпарланӑ журналист «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче, аса илтерер, пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнченпе Валерий Клементьев директор пулса ӗҫлет.
Чӑваш наци радиовӗн эфирӗнче паян «Самана таппи» кӑларӑм пулчӗ. Вӑл — «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Тӑван Атӑл» журналӗпе пӗрле йӗркеленӗ передача. Ӑна Рената Волкова тата «Тӑван Атӑл» журнал редакторӗ Лидия Филиппова ертсе пычӗҫ. Кӑларӑма Анатолий Кипеч ҫыравҫӑ, Альбина Юрату сӑвӑҫ, Александр Осипов музыковед хутшӑнчӗҫ.
Кӑларӑмра хальхи вӑхӑтри чӑваш поэзине тата эстрадине тишкерес тӗллев лартнӑ. Александр Осипов ташламалли тата итлемелли юрӑсем пур тесшӗн пулчӗ. Айван сӑмахсемлӗ юрӑсем пирки калаҫнӑ май Альбина Юрату ҫамрӑксене хӑйсен хӗрӳлӗхне кӑларса яма ун пеккисем те кирлӗ тесшӗн пулчӗ.
Юрӑсенче вырӑс сӑмахӗсене усӑ курни пирки те сӑмах хускатрӗҫ. Хӑш-пӗр юрӑра вӑрланӑ кӗвӗ тӗл пулни пирки те калаҫу пулчӗ.
Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхӗнче Чӑваш чӗлхи шкулӗ черетлӗ хутчен уҫӑлать. Вӑл кӑҫалхипе улттӑмӗш хут ӗҫлӗ.
Чӑваш чӗлхи шкулне Леонид Волков полпредра тӑрӑшнӑ чухне Чӑваш культурин Мускаври пӗрлӗхӗпе пӗр шухӑшлӑ пулса уҫнӑ. Чӑваш Енӗн официаллӑ порталӗнче сыхланса юлнӑ 2013 ҫулхи сӑнӳкерчӗксене тата хыпара тишкерсен курса Леонид Волков уҫни яр уҫҫӑн курӑнать.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче те занятисем тӳлевсӗр пулӗҫ. Унта лекес тесен (495) 953-21-59 (полпредствӑн телефонӗ) е чӗлхене вӗрентекен Оксана Антонова патне 8-968-079-98-52 шӑнкӑравламалла, polprchuv@cap.ru электрон адреспа та ҫырса яма юрать.
Чӑваш чӗлхине шӑматкунсерен вӗрентӗҫ. Пӗрремӗш заняти раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче иртӗ.
«Заброшенные хутора: как пустеют воронежские деревни. Еланский» ятпа Раҫҫейӗн информацин агентствин Воронежри пайӗ тишкерӳллӗ статья пичетленӗ. Журналистсем регионти пӗтсе пыракан пӗчӗк ялсемпе паллаштаракан хӑйсен проекчӗн черетлӗ материалӗнче Еланский поселокпа паллаштарнӑ.
Еланский поселокра паян 15-е яхӑн ҫын пурӑнать иккен. Вӗсенчен чи асли — 78-та, ҫамрӑкраххи — 37-ри хӗрарӑм.
Тахҫан вырӑнти ял хуҫалӑх предприятийӗ ура ҫинче ҫирӗп тӑнӑ. Вӑл аркансан ял ҫыннисем пысӑкрах ялсене е хуланалла тапса сикнӗ. Ял пушанса юлнӑ.
61 ҫулти Сергей Фроловпа 16 ҫул ӗнтӗ пӗр хуҫалӑх тытса пурӑнакан 57-ри Елена Соснова — Воронеж тӑрӑхне 33 ҫул каялла Чӑвашран куҫса кайнӑ. Иккӗшӗн те малтанхи мӑшӑрӗсенчен икшер ача. Елена ҫичӗ юта хӗр тусӗ кайнӑ хыҫҫӑн тухса кайнӑ. Вӗсем патне Чӑваш Енри тӑванӗсем час-часах пырса ҫӳреҫҫӗ иккен. Вӗсене чӑваш кукӑлӗпе хӑналаҫҫӗ. Ҫапла пӗлтернӗ ентешӗмӗр журналистсене.
«Аталану» ассоциаци (нумай чӗлхеллӗ ачасем)» ятлӑ ушкӑн Улӑп паттӑрпа паллаштарасшӑн.
«Контактра» халӑх ушкӑнӗнче «Аталану» асоциаци ҫапла ҫырса хунӑ: «Хаклӑ тӑванӑмӑрсем, вырсарни кун, чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, 10:00 сехетре пурне те ача-пӑча клубне йыхравлатпӑр. Программӑра: Улӑп паттӑрпа паллашни, ун пирки юмах итлени, чӑваш юрри-ташшине вӗренни, Наци радиовӗпе ҫыхӑну йӗркелени. Шӑпӑрлансене тата ашшӗ-амӑшне 10 сехете Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районне, 9-мӗш пилӗкҫуллӑх пр., 19/37, «Язык для успеха» (чӑв. Ӑнӑҫу чӗлхи — Т.Т.) ют чӗлхе шкулне ҫитме ыйтатпӑр».
Улӑп паттӑрпа паллашма, чӑвӑш юрри-ташшине вӗренес кӑмӑллисем тӗплӗнрех ыйтса пӗлес тесен 8-905-198-77-95 телефон номерӗпе шӑнкӑравлама сӗннӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |