Пушкӑртстанри Ермеккей районӗнчи Эрехӗрринчи вулавӑшра илемлӗ вулакансен «Ухсай Яккӑвӗ — тӑван ҫӗр поэчӗ» район шайӗнчи конкурсӗ иртнӗ.
Асӑннӑ регионти «Урал сасси» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш халӑх поэтне халалласа йӗркеленӗ мероприятие эрехӗррисем тӗплӗн хатӗрленнӗ. Вулавӑшпа нумай функциллӗ клубӑн залӗсене чӑваш наци стилӗпе илемлетни кӑна мӗне тӑнӑ! Конкурса хутшӑнакансем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнипе пӗрлех ӗлӗкхи япаласене тата музей экспоначӗсене курса киленнӗ.
Ялти вулавӑш ӗҫченӗ Светлана Яковлева пухӑннисене Яков Гавриловичӑн пурнӑҫӗпе тата литературӑри пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ‚ видеопрезентаци кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл «Юратрӑм эп‚ хирсем‚ сире...» кӗнекесен куравне хатӗрленӗ.
Уява хутшӑнакансем те чӑваш наци тумӗсем тӑхӑнса конкурса хӑйне евӗр илем кӳнӗ.
Сӑвӑ вулакансем икӗ ушкӑна пайланса ӑмӑртнӑ. Пӗринче 14 ҫула ҫитичченхи ачасем пулнӑ, тепринче – 15 ҫултан пуҫласа 30 ҫула ҫитичченхи ҫамрӑксем.
Нумаях пулмасть Пушкӑртстанӑн Ермеккей районӗ регионти тӗрлӗ культурӑсен тӗп центрне ҫаврӑнчӗ. Ҫулсерен ҫак тӑрӑх Ик регионӗнче пурӑнакан халӑхсен «Земля предков» (чӑв. «Асаттесен ҫӗрӗ») фестивальне ирттерет. Кӑҫал шучӗпе вӑл — вуннӑмӗш. Регион пӗлтерӗшлӗ уявра асӑннӑ тӑрӑхри ял Канашӗсен «Килӗшӳпе туслӑх ялӗ» наци ҫурчӗсене курма пулчӗ. Унта пушкӑрт‚ вырӑс‚ тутар‚ удмурт‚ украин тата мӑкшӑ халӑхӗсен культурисемпе паллаштарчӗҫ. Эрехӗррипе Хурамал ял хутлӑхӗсен ҫуртӗнче вара чӑваш кӗписем‚ тӗрленӗ тата шӑтӑкла ҫыхнӑ япаласем‚ палас тӗртмелли хатӗр‚ ҫатан‚ хӑмла хунавӗсем‚ ҫил арманӗ тата ыттине курава тӑратнӑччӗ. Пӗтӗмлетсе каласан‚ чӑвашлӑх тени кашни утӑмрах туйӑнчӗ.
Республикӑн 12 районӗнчи тата Эрӗнпур облаҫӗнчи хӑйпултарулӑх ушкӑнӗсен ӑсталӑхне Культура ҫуртӗнче компетентлӑ жюри хакларӗ. Кунта та тӗрлӗ халӑх ташши‚ юрри-кӗвви янӑрарӗ. Шел пулин те‚ чӑваш ушкӑнӗсенчен фестивальте Пелепейри «Илем» фольклор ансамбле ҫеҫ курма пулчӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |