Акӑлчан сӑмахӗ (эп халь вӑл ӑҫтан килнине шыраса тӑмӑп ӗнтӗ) вырӑс чӗлхинче хӑйӗн валли вырӑн тупнӑ пулсан чӑваш чӗлхинче ма вырӑн тупмалла мар вара?
Кун пирки çÿлерех пăхăр.
Акă компьютер сăмахах илер. Акăлчанла вăл computer. Фонетикăлла транскрипци - |kəmˈpjuːtər|. Çав транскрипцие чăвашла çырас пулсан — кăмпйуттă. Урăхла каласан, ăна вырăсла каласси акăлчанла калассинчен уйрăлса тăрать. Мĕншĕн тесен вырăсла [компйуччĕр] теççĕ. Чăваш çырулăхне майлăн майлаштарасси йăлана кĕмен.
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (1.9-мӗш пункт)
Лидия // 1304.09.8619
2025.04.14 19:25
Салам! Чи малтан Плотниковсем пек ҫынсем пурри савӑнтарать. Пысӑк тав сӑмахӗ манран. Раскладкӑ туса пани мӗн тери вӑйлӑ япала пулса кайрӗ. Вырӑсла вӗреннисем те чӑвашла вулама вӗренсе пыраҫҫӗ. Чӑваш саспаллисемпе паллашаҫҫӗ. Пирӗн Пушкӑрт Республикинче чӑвашлӑха упраса юлма тӑрӑшакансем сахал мар. Яка ҫырма тӑрӑшатпӑр. Анчах та официаллӑ, политикӑ сӑмахӗсенчен хӑтӑлса пулмаҫ, паллах. Пурпӗр те, калаҫӑва, йӑлана кӗнӗ вырӑс сӑмахӗсемпе ҫӳплетпӗр.Тӗслӗхрен:
"Звонит" тумалла - шӑнкӑравламалла теес вырӑнне;
"По моему" - ман шутпа;
"Досконально" - тӗпӗ-йӗрӗпе;
"Значит" - апла пулин;
"На зло" - вӗчӗхсе, кураймасӑр...тата ыт. те.Пит пулмасан, вырӑс сӑмахӗсене ҫырура ковычкӑ ӑшне хупса ҫырмалла тетччӗҫ пире Университетра вӗреннӗ чухне. Ним йывӑрлӑхӗ те ҫук, ман шутпа. Ман калас сӑмах: пурте хамӑртан килет.Эпир аталаннине курса, тӳресем те пирӗн енне ҫаврӑнӗҫ. Мускаври "Акатуй" епле чапла пулчӗ. Вӑл, Мускав ертсе пыман пулсан, Раҫҫей ҫул паман пулсан пулӗччӗ-ши? Хамӑрӑн йыша ӳстермелле, культура пуянлӑхне кашни утӑмра кӑтартмалла! Кӑлтӑксем ҫеҫ шыраса ларсан, лайӑххине те ҫухатас марччӗ. Ку ҫулсенче ҫитӗнӳсем те сахал мар.Чӑвашӑмсене хисеплесе,
Лидия Шурҫӑл, ҫыравҫӑ.
Эпир кунта Аçтахар статйине сÿтсе яватпăр. Статьян теми — чĕлхе. Чĕлхе вара вăл — сăмах. Чĕлхе сăмахсăр пулмасть. Статья авторĕ хай те хайлавĕнче сăмахсенех шĕкĕлчет, урăх ниме те мар. Ăçта кунта йăнăш? Логика вăчăрин хăш сыпăкĕнче йăнăшнă? Йăнăша кам кăтартать — çавна тавтапуç.
Халăхран пытарса çав халăха чĕлхе культурине хăнăхтарма пулать-и? Çук.
Енчен çын чăвашла калаçура «назло» (е насло) тет пулсан, çакă уншăн чăвашла эквивалент тахçанах лексиконран тухса ÿкнине пĕлтерет.
Эппин, уншăн капла калани яланах «ăнланмалла» пулса тухать. Чăвашла эквивалентпа калани уншăн — ăнланмалла та мар. Çавă çеç.