Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхӗнче Чӑваш чӗлхи шкулӗ черетлӗ хутчен уҫӑлать. Вӑл кӑҫалхипе улттӑмӗш хут ӗҫлӗ.
Чӑваш чӗлхи шкулне Леонид Волков полпредра тӑрӑшнӑ чухне Чӑваш культурин Мускаври пӗрлӗхӗпе пӗр шухӑшлӑ пулса уҫнӑ. Чӑваш Енӗн официаллӑ порталӗнче сыхланса юлнӑ 2013 ҫулхи сӑнӳкерчӗксене тата хыпара тишкерсен курса Леонид Волков уҫни яр уҫҫӑн курӑнать.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче те занятисем тӳлевсӗр пулӗҫ. Унта лекес тесен (495) 953-21-59 (полпредствӑн телефонӗ) е чӗлхене вӗрентекен Оксана Антонова патне 8-968-079-98-52 шӑнкӑравламалла, polprchuv@cap.ru электрон адреспа та ҫырса яма юрать.
Чӑваш чӗлхине шӑматкунсерен вӗрентӗҫ. Пӗрремӗш заняти раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче иртӗ.
«Заброшенные хутора: как пустеют воронежские деревни. Еланский» ятпа Раҫҫейӗн информацин агентствин Воронежри пайӗ тишкерӳллӗ статья пичетленӗ. Журналистсем регионти пӗтсе пыракан пӗчӗк ялсемпе паллаштаракан хӑйсен проекчӗн черетлӗ материалӗнче Еланский поселокпа паллаштарнӑ.
Еланский поселокра паян 15-е яхӑн ҫын пурӑнать иккен. Вӗсенчен чи асли — 78-та, ҫамрӑкраххи — 37-ри хӗрарӑм.
Тахҫан вырӑнти ял хуҫалӑх предприятийӗ ура ҫинче ҫирӗп тӑнӑ. Вӑл аркансан ял ҫыннисем пысӑкрах ялсене е хуланалла тапса сикнӗ. Ял пушанса юлнӑ.
61 ҫулти Сергей Фроловпа 16 ҫул ӗнтӗ пӗр хуҫалӑх тытса пурӑнакан 57-ри Елена Соснова — Воронеж тӑрӑхне 33 ҫул каялла Чӑвашран куҫса кайнӑ. Иккӗшӗн те малтанхи мӑшӑрӗсенчен икшер ача. Елена ҫичӗ юта хӗр тусӗ кайнӑ хыҫҫӑн тухса кайнӑ. Вӗсем патне Чӑваш Енри тӑванӗсем час-часах пырса ҫӳреҫҫӗ иккен. Вӗсене чӑваш кукӑлӗпе хӑналаҫҫӗ. Ҫапла пӗлтернӗ ентешӗмӗр журналистсене.
«Аталану» ассоциаци (нумай чӗлхеллӗ ачасем)» ятлӑ ушкӑн Улӑп паттӑрпа паллаштарасшӑн.
«Контактра» халӑх ушкӑнӗнче «Аталану» асоциаци ҫапла ҫырса хунӑ: «Хаклӑ тӑванӑмӑрсем, вырсарни кун, чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, 10:00 сехетре пурне те ача-пӑча клубне йыхравлатпӑр. Программӑра: Улӑп паттӑрпа паллашни, ун пирки юмах итлени, чӑваш юрри-ташшине вӗренни, Наци радиовӗпе ҫыхӑну йӗркелени. Шӑпӑрлансене тата ашшӗ-амӑшне 10 сехете Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районне, 9-мӗш пилӗкҫуллӑх пр., 19/37, «Язык для успеха» (чӑв. Ӑнӑҫу чӗлхи — Т.Т.) ют чӗлхе шкулне ҫитме ыйтатпӑр».
Улӑп паттӑрпа паллашма, чӑвӑш юрри-ташшине вӗренес кӑмӑллисем тӗплӗнрех ыйтса пӗлес тесен 8-905-198-77-95 телефон номерӗпе шӑнкӑравлама сӗннӗ.
Чӳк уйӑхӗн 24-25-мӗшӗсенче Аслӑ Новгород хулинче Чӗлхесен VI фестивалӗ иртӗ. Ӑна асӑннӑ хулари Ӑслӑ Ярослав ячӗллӗ университет, Новгород облаҫӗнчи ӑслӑлӑх вулавӑшӗ тата «Страна языков» (чӑв. Чӗлхесен ҫӗршывӗ) тӗнче тетелӗнчи проект йӗркелеҫҫӗ.
Фестивале Питӗр хулинчи Чӑваш чӗлхи клубӗн ертӳҫи Екатерина Данилова тухса кайнӑ.
Ку мероприятие ют ҫӗршыври тата хамӑр тӑрӑхри чӗлхесене вӗренессипе кӑсӑклантарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ.
Фестиваль лекторӗсем — профессиллӗ лингвистсем, филологсем, полиглотсем, чӗлхене юратакансем, тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакансем.
Унта тӗрлӗ чӗлхе: нанай, грузин, эсперанто, ҫармӑс, польша, серб, китай, чӑваш, бурят, корея, пушкӑрт, серб/хорват, авалхи греци, индонези, литва, чех, араб, иокогамс пиджинӗ, яппун, испани, швед, фин, украина, каталан тата ыттисен хӑтлавӗ иртӗ.
Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер саспаллисене Акатуя пухнӑ. Тӑван халӑхӑмӑрӑн уявне вӑл чӑваш алфавитӗнчи 37 саспаллине хутшӑнтарнӑ.
Сӑмахӑмӑр — Чӑваш кӗнеке издательствинчи кӗҫӗн классенче вӗренекен шкул ачисем валли пичетленнӗ «Йӑлӑмри Акатуй» кӗнеке пирки пырать.
Кӑларӑма кӗнеке-азбука евӗр хатӗрленӗ. Унта автор кашни саспаллипе сӑвӑ урлӑ паллаштарать. Акатуя пухӑннӑ саспаллисем чӑваш лексикин хӑйне евӗрлӗхне уҫса параҫҫӗ.
Юрий Сементерӗн «Йӑлӑмри Акатуй» азбука-кӗнекин пӗтӗмӗшле тиражӗ – 1000 экземпляр. Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫӗнӗ кӑларӑма хӑйне евӗр тесе палӑртаҫҫӗ. Унтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, ӳкерчӗксемпе кӗнекене Петр Сергеев художник илемлетнӗ, редакторӗ – Ольга Иванова.
Тӗнче тетелӗнче чӑвашла ушкӑнсем йӗркеленнине курма кӑмӑллӑ. Ҫак йӗркесен авторӗ «Контактра» халӑх тетелӗнче «Подслушано ЧӐВАШЛА https://vk.com/podslushano_chavashla ушкӑн асӑрхарӗ. Унӑн хуҫи хӑйӗнпе Enga Cher тесе паллаштарнӑ. «Калаҫ, калаҫ, калаҫсан ҫӑмӑлрах», — тесе ҫырнӑ вӑл. Калаҫма вара «пурнӑҫ, юрату, ултав, савӑшу, уйрӑлу, ырату т.ыт» ҫинчен сӗннӗ.
Ушкӑна пыракан мӗнпур историне авторне пӗлтермесӗр, анонимлӑ, лартма шантарнӑ. «Хурлӑхлине те, кулӑшлине те — йӑлтах ним пытармасӑр, ҫын ҫинче калама юраманнине ҫыратпӑр. Эпир кунта ҫын ҫинче мар, вӑрттӑн калаҫатпӑр. Чи шалти туйӑмсене, чи пытарӑнчӑк шухӑшсене уҫса паратпӑр — эпир кунта никама та пӗлместпӗр, пире те кунта никам та пӗлмест», — тенӗ.
Юлашки вӑхӑтра чӑваш тӗнчи ҫухату хыҫҫӑн ҫухату тӳсет. Паян эпир тепӗр хурлӑхлӑ хыпар пӗлтӗмӗр. Чылай вӑхӑт йывӑр чирпе чирленӗ хыҫҫӑн (сӑмах май, ҫаплипех ӗҫлетчӗ, ҫаплипех ӗҫшӗн ҫунатчӗ, ҫаплипех чӑвашлӑхшӑн кулянатчӗ) Иосиф Дмитриев-Трер куҫне хупнӑ.
Чӑваш тӗнчинче тарӑн йӗр хӑварнӑ ҫын юлашки ҫлсенче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче тӗп режиссерта тимлерӗ.
Раҫҫейӗн Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗ кӑларакан «Страстной бульвар, 10» журналӑн кӑҫалхи 5-205-мӗш номерӗнче пичетленнӗ «Пока я жив, я должен заниматься чувашской драматургией» интервьюра та вӑл чӑвашлӑхшӑн ҫуннине палӑртнӑччӗ. «Хам сывӑ чух манӑн чӑваш драматургине лартмалла», — шухӑшпа канӑҫсӑрланнӑ ҫын пирӗнтен ӗмӗрлӗхе уйрӑлнӑ. Мӗнех, йывӑр тӑпру ҫамӑл пултӑр, хисеплӗ ҫыннӑмӑр.
Пушкӑртстанри чӑваш хӗрӗ «МИСС INTERNATIONAL – UFA» конкурсра хӑйӗ пултарулӑхӗпе тата тӑван халӑхӑмӑр культурипе паллаштарӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Пушкӑрт Республикин тӗп хулинче иртӗ. Унта 12 халӑх хӗрӗ хутшӑнӗ.
З.Г. Исмаилов ячӗллӗ Ӗпхӳри ӳнер институтӗнче вокал ӑсталӑхне алла илекен Екатерина Емельянова чӑваш халӑх юррисене илемлӗ шӑрантарать иккен. Вӑл фольклора та юратать. Екатерина амӑшӗпе асламӑшӗ чӑваш халӑх юррисене шӑрантарнине итлесе ӳснӗ. Амӑшӗпе иккӗшӗ Пушкӑртстанри Пишпӳлек районӗнчи чӑвашсен фольклорне пухаҫҫӗ. Ҫакна вӗсем аслӑ ӑрурисем ҫак тӗнчерен кайсан вӗсенче упраннӑ халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗрки, юрри-сӑвви ҫӗр ҫинчен ан ҫухалтӑр тесе хӑйсен кӑмӑлӗпе пуҫӑннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта хӗрпе каччӑ Мӑшӑрлану керменне хут уйӑрттармашкӑн чӑваш тумӗ тӑхӑнса пынӑ. Кун пирки хула администрацийӗ хӑйӗн официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗнче (каласа хӑвармалла: ӑна кунта пурӑнакансем ҫулленех чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ) ЗАГСра вун виҫӗ мӑшӑр ҫырӑннӑ. Вӗсен йышӗнче Александр Николаевпа Наталья Сергеева самай уйрӑлса тӑнӑ. Хайхискерсем ҫемье ҫуралнине чӑн чӑваш тумӗ тӑхӑнса ирттерме шухӑшланӑ.
Хула администрацийӗн ЗАГС пайӗн специалисчӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, уяв чӑннипех те илемлӗ иртнӗ, залра чӑвашлӑх хуҫаланнӑ. «Ҫамрӑксем мӑн аслашшӗсен ырӑ йӑли-йӗркине манманни савӑнтарать, вӗсем хӑйсен туйне чӑвашлӑх сӗмӗ кӗртни шӑпах ҫакна ҫирӗплетет», — ҫырнӑ ҫӳлерех асӑннӑ ҫӑлкуҫра.
Юпа уйӑхӗнче Чӑваш кӗнеке издательстви Чӑваш Республикинчи Красноармейски район энциклопедине 1500 экземплярпа пичетлесе кӑларчӗ. 740 страницӑра Трак енри хуҫалӑхсемпе организацисем, предприятисемпе фирмӑсем, шкулсемпе ача пахчисем, историлле палӑксемпе ҫутҫанталӑкӑн палла вырӑнӗсем ҫинчен тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ. Тӗрлӗ тӗслӗ сӑнӳкерчӗксен тӑватӑ хушма кӑларӑмӗ район пурнӑҫӗпе анлӑ курӑмлӑ паллаштарать. Кунта 1640 паллӑ ҫыннӑн кӗске биографине вырнаҫтарнӑ, вӗсенчен 870-шӗн сӑнӳкерчӗкӗ (портречӗ) пур.
Тиражран 75 экземплярӗ энциклопедие кӑларма хастар хутшӑннӑ юлташсене парнелӗх пулать, 25 экземплярӗ республикӑн библиотекисене каять. Сутлӑха 1400 экземпляр тухать, ҫавӑнпа энциклопедие илсе юлма васкамалла.
Энциклопедие районти тӗп вулавӑшра илме май пур, вӑл центрти бизнес-инкубатор ҫуртӗнче вырнаҫнӑ. Тел. 8-960-307-20-02.
Энцикопедин хӑтлавӗ чӳкӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарта Наци вулавӑшӗнче иртет. Вӑл 13:00 сехетре таврапӗлӳ уйрӑмӗнче пулӗ. Кам та кам район историпе тата культурипе кӑсӑкланать тата энциклопеди туянасшӑн — унта пырса курма йыхравлаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |