«Хавал» чӑваш пуҫару ушкӑнӗ, ЧР Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерстви тата «Хыпар» Издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» редакцийӗ нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче Чӑваш ҫамрӑкӗсен форумне йӗркелеҫҫӗ. Форума пӗтӗм тӗнчери Тӑван чӗлхе кунне халалланӑ.
Унта 9-11-мӗш классенче вӗренекен тата чӑвашлӑхпа кӑсӑкланакан 18-35 ҫулсенчи ҫамрӑксене йыхравлаҫҫӗ. Форум 10 сехетре пуҫланать. 9 сехетре регистрацилеме тытӑнаҫҫӗ.
Форума килнӗ ҫамрӑксемпе чӑваш хутлӑхӗнче палӑрнӑ ҫамрӑк экспертсем, усламҫӑсем, культура ҫыннисем тӗл пулса калаҫӗҫ, халӑх эткерлӗхне упраса аталантарассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явӗҫ.
Германире «Чӑваш чӗлхи» фильм ӳкереҫҫӗ. Ҫакӑн пирки Фейсбукра Виктор Чугаров режиссер хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр.
Эпир Виктор Чугаровпа ҫыхӑнса фильм тӗллевӗпе кӑсӑклантӑмӑр. Акӑ епле хуравларӗ вӑл пире: «Фильм ӳкересси — маншӑн ӗҫ мар. Вӑл — манӑн чун киленӗҫӗ. Ӑна ӳкернӗ май эпӗ чунтан киленетӗп, пултарулӑха аталантаратӑп».
Виктор Чугаров фильмӗнчи сӑнарсем — чӑвашла пӗлекен ҫынсем. Нимӗҫсем-и вӗсем е урӑх наци ҫыннисем-и — пӗрех.
Кайран ҫав фильма пӑхни пӗр ачан чунӗнче те пулин чӑваш чӗлхи вӗренес кӑмӑл ҫуратасса тем пекех шанать Виктор Чугаров.
Ҫитес уйӑхра Виктор Парижра пурӑнакан, чӑвашла калаҫакан ҫынсене шырама пуҫласшӑн. Вӗсене те вӑл фильмра сӑнарласшӑн. Пуш уйӑхӗнче Шупашкарта ӳкерме ӗмӗтленет.
Кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче Берлинта чӑвашсен тӗлпулӑвӗ иртӗ.
Паян кун тӑван халӑхӑн мухтавлӑ академикӗ Алексей Трофимов (Сатук) ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать.
Алексей Сатук пирки Л. Пэленич Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, вӑл — чӑваш ӳнерӗнче искусствоведени докторӗ ята тивӗҫнӗ пӗрремӗш ӑслайҫӑ-тӗпчевҫӗ тата Раҫҫей художество академийӗн Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсем йышӗнчи пӗртен-пӗр хисеплӗ академикӗ.
Л. Пэленич Алексей Трофимова «малашне те чӑвашлӑх тӗнчинче хальхи пекех ҫирӗп ӑс-туйӑмпа малаллах утма» суннӑ. «Эсир пурнӑҫ сӑмахне, тӗнчемӗр тем пекех вӗркевлӗ пулин те ялан тӳрӗ чунпа хак парса, ырӑ кӑмӑллӑн вӗрентсе калатӑр. Тавах сире ӳнер вӑрттӑнлӑхӗсене ҫухалма паманнишӗн. Эсир ырӑ-сывӑ пурӑннӑ чух чӑваш тӗнчийӗ малашне те ешерме тивӗҫ», — тесе пӗтӗмлетнӗ.
Тольятти хулинчи «Центр поддержки общественных инициатив» (чӑв. Халӑх пӗрлешӗвӗсене пулӑшакан центр) муниципалитетӑн хысна учрежденийӗ наци кухнин «Новогодний хоровод» (чӑв. Ҫӗнӗ ҫул вӑйӑ карти) конкурс ирттерет.
Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, унта вӑл тарӑхри хастар чӑвашсем те хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри, Наталия Панфиленко, акӑ, конкурса виҫӗ тӗрлӗ апат: хуплу, салма яшки, ҫӑмарта хӑпартни — тӑратнӑ.
Конкурса хутшӑнакансемшӗн сасӑлас тесен ҫак каҫӑпа https://vk.com/album-68654581_260074289. Ӗҫсен сӑн ӳкерчӗкӗсемпе пӗрлех вӑл е ку апата епле хатӗрлемеллине те вӗрентсе ҫырнӑ. Онлайн-сасӑлав кӑрлачӑн 28-мӗшӗччен пырӗ. Пӗр-пӗр апата суйласа уншӑн сасӑланӑ хыҫҫӑн теприншӗн сасӑлама май ҫук.
Ҫитес уйӑхра Шупашкарта Чӑваш музыкин фестивалӗ иртӗ. Ӑна Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче йӗркелеме палӑртса хунӑ.
Фестиваль нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче гала-концертпа уҫӑлӗ. Унта чӑваш композиторӗсен хайлавӗсемпе киленме май пулӗ. Нарӑсӑн 21-мӗшӗнче «Аттила» балет кӑтартӗҫ. Программӑра ҫавӑн пекех — Григорий Хирбюн «Нарспи», Федор Васильевӑн «Шыварманӗ» оперисем тата унӑн «Сарпике» балечӗ.
Андрей Михайлов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн ертӳҫисем паянхи пресс-конференцире наци кадрӗсем енӗпе йывӑррине палӑртнӑ. Анатолий Ильин режиссер чӑвашла пӗлекен солистсем сахал тесе каланӑ. Аслӑ ҫулти сӑнарсене калӑплама артистсем ҫителӗклӗ-мӗн, анчах ҫамрӑккисем валли специалистсем ҫук тенӗ вӑл.
Кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче чӑвашсен паллӑран та паллӑ сӑвӑҫи Петӗр Хусанкай ҫуралнӑ. Чӑвашсен хастар ушкӑнӗ, Владимир Степанов ҫыравҫӑ пуҫарнипе, ку куна паллӑ туса яланах Петӗр Хусанкай вил тӑпри ҫине ҫитсе пуҫ таять. Кӑҫал та ку йӑлана пӑсмарӗҫ — пысӑк ушкӑнпа пухӑнчӗҫ.
Яланхи пекех паллӑ поэта сума суса ҫывӑхри 14-мӗш номерлӗ Всеволод Архипов ячӗллӗ кадет шкулӗн ачисем ҫитрӗҫ (ертӳҫи Светлана Петрушкина), Петӗр Хусанкайӑн сӑввисене вуласа пачӗҫ.
Паллӑ поэта сума суса килнисен йышӗнче кӑҫал Атнер Хусанкай тӗпчевҫӗ, Владимир Степанов ҫыравҫӑ, Василий Кервен ҫыравҫӑ, Геннадий Дегтярев чӗлхеҫӗ, Виталий Родионов профессор, Владимир Милютин хореограф, Алексей Сӗрмек усламҫӑ, ЧНК вице-президенчӗ Тимӗр Тяпкин, Марина Карягина сӑвӑҫ, Владислав Николаев ҫыравҫӑ, Вера Никифорова литература тӗпчевҫи тата ыттисем пулчӗҫ.
Петӗр Хусанкай 1907 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче Тутарстанти Сиктӗрме ялӗнче ҫуралнӑ. Хусанти Чӑваш педагогика техникумӗнче, Хӗвелтухӑҫ педагогика институтӗнче, Мускаври аслӑ литература курсӗсенче вӗреннӗ. Унӑн пурӗ 50 кӗнеке ытла тухнӑ, вӗсенчен 35-ӗшӗ — чӑвашла.
(чӗнсе калани)
Иртнӗ эрнере, кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче, чӑваш халӑхӗн Ваттисен канашӗнче тӗрлӗ ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. Вунӑ темӑран та ытла шӗкӗлчерӗмӗр ҫав кун: пурте ватӑсен чунне ыраттараҫҫӗ. Тепӗр енчен, патшалӑх ҫыннисем вӗсене курмаҫҫӗ пуль те, ҫавӑнпа та хамӑр хушӑра та пулин калаҫса илсе чуна уҫас, кӑштах та пулин тӗтӗм кӑларас. Тен чиновниксен куҫӗсене чӗпӗтӗ ҫак йӳҫӗ тӗтӗм…
Палӑртнӑ темӑсем хушшинче чӑваш ҫӗрӗ ҫинче тӗрлӗ сӑлтавсене асӑнса юпасемпе палӑксене лартасси ҫинчен те. Хамӑр вӑйпа та, патшалӑх укҫипе те. Кӗтнӗ ҫӗртенех чи ҫивӗччи Хаяр Иван патша палӑкне Шупашкарта лартасси ҫинчен пирки. Хаяр патша сӑмахӗсем пурне те ҫӳҫентереҫҫӗ пуль: вӑрҫӑ пуҫарнӑ, тутарсем ҫине тапӑннӑ, Хусан хулине ҫӗнтерсе илнӗ, нумай ҫынна ҫактарса вӗлерни ҫинчен илткеленӗ ӗнтӗ. Ҫав пуҫтах чӑваш ҫыннисене те чылай йышлӑ ҫактарнӑ имӗш, историксем те ҫырса палӑртнӑ пулас. Юратман пулмалла хаяр вырӑс патша чӑвашсене, ҫавӑнпа чӑваш ҫӗрӗ ҫинче, Шупашкар хулинче палӑка лартас плансене хирӗҫлес пулать, эппин петици ҫитермелле…
Виҫӗ-тӑватӑ писатель, тепӗр паллӑ сӑвӑҫ та кун ҫинчен хӗрсех питлерӗҫ вырӑнти намӑссӑрсене!
Акӑлчансен «Свинка Пеппа» (чӑв. Пеппа сысна ҫури) мультфильмне чӑвашла куҫарнӑ. «Idel.Реалии» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра Эрсубай Янгаров пӗлтернӗ тӑрӑх, хастарсем хальлӗхе ҫичӗ серине чӑвашлатнӑ.
Мультфильма «YouTube» видеохостингра тата халӑх ушкӑнӗсенчи «Медиа-контент на чувашском языке» (чӑв. Чӑвашла медиа-контент) лапамра пӑхма пулать.
Мультфильма чӑвашла куҫарас ӗҫе Киевра ҫуралнӑ, вырӑс тата белорус юнӗллӗ Артём Федоринчик лингвист йӗркелесе пынӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Шупашкарти Вӗренӳ институтӗнче ӗҫлет. Акӑлчан мультфильмне чӑвашла куҫарма Александр Блинов лингвист-полиглотӑн «Хавал» чӑваш халӑх пӗрлешӗвӗ тавра пухӑннӑ хастарсем (тата тӗрӗсрех каласан, Блиновӑн «Ӑнӑҫу чӗлхи» чӗлхе шкулӗнче ӗҫлекенсем) самай пулӑшнӑ. Вӗсем текста та куҫарнӑ, сӑнарсене те чӑвашла калаҫтарнӑ.
2019 ҫулӑн ӗҫлемелли пӗрремӗш кунӗнче Шупашкарти Мускав районӗн ЗАГС пайӗнче икӗ ачана хӑйне евӗрлӗ ятпа регистрациленӗ. Администраци сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, пепкесене Турхан тата Радмила ятсем хунӑ.
Ҫак икӗ ача пӗр ҫемьерен мар. Турхан Лукиановсен ҫемйинче кун ҫути курнӑ. Арҫын ача вӗсен — пӗрремӗш пепке. Турханӑн ашшӗ ячӗ те чӑваш ячӗллӗ — вӑл Тайӑр ятлӑ, Николай Лукианов паллӑ юристӑн кӗҫӗн ывӑлӗ.
Хӗрача Радмила вара Анатолипе Елена ҫемйинче ҫуралнӑ. Мӑшӑр виҫҫӗмӗш ачана кун ҫути парнеленӗ.
Сӑмах май, пӗлтӗр Шупашкарта Космос Александрович ҫурални пирки нумаях пулмасть хыпарланӑччӗ.
Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче чӑваш чӗлхипе чӑвашлӑх ыйтӑвне хускатнине час-часах асӑрхама пулать. «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Эсӗ — ман хӗвелӗм, эсӗ — ман тӗнче» пабликра та чӑваш чӗлхи пирки сӑмах пуҫарнӑ.
«Паян ҫамрӑк ашшӗ-амӑшӗсенчен нумайӑшӗ пепкисене вырӑсла калаҫса ӳстерет. Мӗн сӑлтавпа-ши? Ахӑртнех, тӗпренчӗкӗсене чӑваш чӗлхи кулленхи пурнӑҫра кирлӗ пулмасть, вырӑсла калаҫни вара пур алӑка та яри уҫать тесе шутланӑран ҫапла хӑтланаҫҫӗ», — тесе ҫырнӑ унта.
«Манӑн тете, Шупашкарта пурӑнать пулин те, икӗ ывӑлне чӑвашла калаҫса ӳстерет. «Ашшӗн чӗлхине пӗлмен ачасем ашшӗне чӑнласах хисеплеме пултараҫҫӗ-и вара?» — тет вӑл пӗр иккӗленмесӗр», — хӑпартланнӑ пост авторӗ пиччӗшӗпе.
Пӗр енчен, чӑваш арӗ-арӑмӗ хӑйӗн ачисемпе хӑть Шупашкарта, хӑть Хусанпа Мускавра, хӑть чикӗ леш енче тӑван чӗлхепе пупленинчен тӗлӗнмелли нимӗн те ҫук-ха. Анчах пурте апла туманран ирӗксӗрех тӗлӗнме те хӑпартланма тивет курӑнать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |