Нумаях пулмасть Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑм ялӗнчи культура ҫуртӗнче тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлева халалланӑ курав уҫӑлнӑ.
«Иван Яковлевич Яковлев – чӑвашсене ҫутта кӑлараканӗ» ят панӑскерпе районти вӗрентекенсем паллашнӑ.
Вырӑнти ял тӑрӑхӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, курава Чӑваш Сурӑм ял вулавӑшӗ тата таврапӗлӳ музейӗ кӗнекесенчен йӗркеленӗ. Ӑна вӗсем культура ҫурчӗн фойине вырнаҫтарнӑ.
Куравра 1928 ҫулта пичетленнӗ «Халӑха вӗрентес ӗҫ», 1958 ҫулхи «Чӑваш календарӗ», 1986 ҫулхи «Иван Яковлевич Яковлев», 1958 ҫулхи «Иван Яковлевич Яковлев — 1848-1930» тата ытти кӗнеке вырӑн тупнӑ. «Халӑха вӗрентес ӗҫ» кӗнеке Чӗмпӗр шкулне уҫнӑранпа 60 ҫул тата ӑна йӗркелекенӗн 80 ҫулхине халалланӑ. Кӑларӑма унчченхи чӑваш шрифчӗпе пичетленӗ. Курава ытти паха экспонат та пуянлатать.
Чӑваш халӑх сайчӗ ертсе пынипе йӗркеленекен Электронлӑ сӑмахсар Н.И. Ашмарин хатӗрленӗ «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекин» черетлӗ томӗпе пуянланчӗ. Хальхинче эпир 14-мӗш тома кӗртрӗмӗр. Унччен маларах 11,12 тата 13-мӗш тома электронлӑ варианта куҫарса вырнаҫтарнӑччӗ. Ҫапла май халь словарьти С саспаллирен пуҫласа Тӑтӑшлӑ сӑмах таран пирӗн электронлӑ сӑмахсарта паллашма май пур. Пурӗ 11 пин ытла сӑмах кӗртнӗ. Ку пӗтӗм кӗнекесене электронлӑ варианта хатӗрлесе параканӗ — Алина Иванова.
Н.И. Ашмаринӑн 17 томран тӑракан «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекине» эпир электронлӑ варианта Николай Ивановичӑн пысӑк юбилейӗ тӗлне куҫарса ҫитересшӗн. Ку ӗҫе кашни хутшӑнма пултарать. Пӗр кӗнекене хатӗрлесе ҫитернӗшӗн 7000 тенкӗ тӳлетпӗр. Аса илтеретпӗр, Николай Иванович Ашмарин 1870 ҫулхи юпан 4-мӗшӗнче ҫуралнӑ.
Ҫак ыйту тавра пуҫ ватать Пушкӑртстанри Федоровка районӗнче пурӑнакан Аркадий Русаков ҫыравҫӑ.
«Эпир — чӑвашсем, тӑван чӗлхешӗн хамӑр пуҫ ватмасан, уншӑн урӑх никам та тӑрӑшмасси паллӑ. Эпир ӑна пӗлни ытти ҫынсене кирлӗ мар, ҫав шутра депутатсене те. Ҫавӑнпа вӗсем, тӑван чӗлхесене шкулсенче вӗренмесен те юрать тесе уйлаҫҫӗ, ав... Ҫак кӑткӑс саманара тӑван чӗлхене упраса хӑварасси — чӑваш халӑхӗн, чӑваш лидерӗсен, кашни чӑваш ҫыннин тивӗҫӗ. Хальхи глобализаципе урбанизаци саманинче туслӑ та хӑйӑнлану шайӗ пысӑк, пуҫаруллӑ халӑхсем ҫеҫ сыхланса юлма пултараҫҫӗ. Чӑваш халӑхӗ тата унӑн ҫыннисем, халӑх суйланӑ лидерсем шӑп та лӑп ҫапла пулассине шанатӑп. Ҫакӑн пек пулни халӑха выльӑх кӗтӗвӗнчен уйӑрса тӑрать», — тесе ҫырнӑ вӑл ҫав тӑрӑхри «Урал сасси» хаҫатра.
Ҫӗрпӳ районӗнчи культура аталанӑвӗпе вулавӑш центрӗнче хайлав хитре вулакансен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. «Упрар тӑван чӗлхемӗре» ят панӑскере Иван Андреев чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Иван Андреевич, сӑмах май каласан, 1928-мӗш ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Элӗк районӗнчи Хитекушкӑнь ялӗнче ҫуралнӑ. 2011 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче чӗри тапма чарӑннӑ.
Конкурса 7-8-мӗш классенче вӗренекен районти ачасем хутшӑннӑ. Ӑмӑртӑва уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ район администрацийӗн вӗренӳ тата социаллӑ аталану пайӗн методисчӗ Марина Викторова оратор ӑсталӑхӗ пурнӑҫра кирлӗ ӳнер тесе палӑртнӑ.
Конкурса 4 номинаципе: «Тӑван ҫӗр-шыв», «Чӑваш чӗлхи», «Ҫемье», «Туслӑх» — ирттернӗ.
Иркутск тӑрӑхӗнчи «Юлташ» чӑвашсен наципе культура автономийӗн ваттисен канашӗн пайташӗ Леонид Максимов «100 лет уголовному розыску России» (чӑв. Раҫҫейӗн пуҫиле шыравне 100 ҫул) медале тивӗҫнӗ. Эпир ку хыпара автономи ертӳҫи Вероника Тимофеева Фейсбукра пӗлтерни тӑрӑх пӗлтӗмӗр. Паян асӑннӑ служба ӗҫченӗсем професси уявне палӑртаҫҫӗ.
Вероника Тимофеева ҫырнӑ тӑрӑх, Леонид Сергеевич Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерствин Транспорт ҫинчи Хӗвелтухӑҫ-Ҫӗпӗр лини управленийӗ ҫинчен кӗнекесем ҫырать.
Автономи хастарӗ хӑш тӑрӑхри чӑваш пулнине пӗлес тесе эпир уҫӑ ҫӑлкуҫсемпе усӑ куртӑмӑр. Транспорт ҫинчи Хӗвелтухӑҫ-Ҫӗпӗр лини управленийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Леонид Максимов Самара облаҫӗнче 1943 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Омскра милицин аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. Милицин отставкӑри полковникӗ.
«АиФ-Казань» хаҫатра Тутарстанра пурӑнакан, чӑн тӗне тытса пыракан чӑвашсем ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. «Старшая мать и покупка ребёнка: обычаи чувашских язычников» статьяра чӑн тӗне пӑхӑнакансем Тутарстанра 15 пине яхӑн ҫын пулнине хыпарланӑ. «Аксу районӗнче пурӑнакан чӑвашсене те авалхи тӗн культурине упраса хӑварма май килнӗ», — ӑшшӑн пӗлтернӗ хаҫатҫӑсем. 37 пин ҫынтан чӑвашсем 15 пин тесе пӗлтернӗ. Тӗне кӗменнисем виҫӗ пине яхӑн тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Йӑла-йӗркепе паллаштарни кӑсӑклӑ. Туй кӗркунне иртнине асӑннӑ. Ачана ӗлӗк хӗлле пӳртре, ҫулла мунчара ҫуратнине каланӑ. Кӑвапана касакан ҫын кӑмӑлӗ пепкене лекнине ӗненнине палӑртнӑ. Тин ҫеҫ ҫуралнӑ ачана амӑшӗ чи малтан хӑйӗн ҫывӑх тусне, хӗрарӑма, тытма ирӗк панӑ. Вӑлах ӑна чи малтан ӗмӗртнӗ.
Алексей Федяров право сыхлавҫи Ҫӗпӗр тӑрӑхӗнчи «Новая газета - Регион» электрон хаҫатра чуна тивмелле аса илӳ пичетленӗ.
Унта вӑл Сӑр юханшывӗ ҫывӑхӗнчи чӑваш ялне сӑнланӑ. Паянхине тата виҫӗ теҫетке ҫула яхӑн каяллахине. Тата тӗрӗсрех каласан, 27 ҫул каяллахине.
Вӑл хӑйне, улттӑри ачана, аслашшӗ вӑрманти утара илсе кайнине аса илнӗ. «Ури уксахлать пулсан та манран хытӑрах утатчӗ, анчах эп тан пырайманнине кура ман утӑпа пыратчӗ», — ӑшшӑн аса илнӗ Алексей Федяров.
Автор аслашшӗн таса чӑвашла калаҫӑвӗпе киленнине тата чӑваш чӗлхи килӗшнине те палӑртнӑ. Тата ҫырма хӗрринче пушӑ ларакан, чалӑшнӑ ҫуртран хӑранине аса илнӗ. «Анчах хӑрамалла мар: пӳртре йӗрӗх пурӑннӑ чух шикленӳ ҫуралать — вӑл пӳрте ҫын килес мартан хӑрать. Вӑл кайсан пӳрт чалӑшать», — чуна тивмелле ҫырса кӑтартнӑ право сыхлавҫи.
Паян вара ял пушанать. Апла вӗсенчен йӗрӗх кайнӑ...
Ыран, авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Тутарстанри Теччӗ районӗнчи Кӑнна Кушкинче «Чӳклеме» уяв иртӗ.
Теччӗ район администрацийӗн пресс-служби пӗлтерни тӑрӑх ку хыпара «Тэтэш таннары» (чӑв. Теччӗ шуҫӑмӗсем) тӗнче тетелӗнчи хаҫатра ҫырнӑ.
Кӑнна Кушкинчи уяв 10 сехет те 30 минутра пуҫланмалла. Савӑнӑҫлӑ мероприятин программипе паллаштарнӑ май унта чӑваш эстрадин артисчӗсем концертпа ҫитессине, Чӑваш Енри тата Тутарстанри Теччӗ районӗнчи пултарулӑх ӑстисем пулассине пӗлтернӗ. Халӑх промыслисен, ремеслисен, декоративлӑ прикладной ӳнер куравӗсем ӗҫлӗҫ. Сувенир продукцине туянма май туса парӗҫ. Тӗрлӗ ӑсталӑх сехечӗ ирттерме шантараҫҫӗ. Наци апат-ҫимӗҫне сутӗҫ. Ачасем валли ҫеҫ мар, аслисем валли те аттракционсем ӗҫлӗҫ, спорт вӑййисем иртӗҫ.
Пӗрремӗш ҫавра. Чӑваш пӗтнипе пӗтменни пирки калаҫнӑ чух Ҫеҫпеле асра тытар, Ҫеҫпӗл умӗнче намӑсланар.
Паянхи чӑваш наци ӑнӗнчи (сознанийӗнчи), чӑваш наци тӗнчетуйӑмӗнчи тӗпри кӑмӑла палӑртма/ӑнланса илме пӑхсан ирӗксӗрех Ҫеҫпӗл сӑввисем аса килеҫҫӗ. (Ун сӑввисем каҫ тӗттӗмне самантлаха сирекен ҫиҫӗм пек: халӑх чунӗнчи шухӑша кӗменни, сӗмленни уҫӑмланать, наци шӑпин ҫырӑвне вулас кӑмӑл пирте – Ҫеҫпӗле ӑша илнисенче – амаланать.). 1921 ҫулхи ҫуркунне ҫырнӑ сӑввине поэтӑмӑр «Йӑвӑр шухӑшсем» тесе ят панӑ. Сӑвӑ ӑҫта ҫырӑнни те пӗлтерӗшлӗ – Шупашкарта, чӑвашсен тӗп хулинче.
Шупашкартан тухрӑм, тӳрех утрӑм,
Атӑл тӑвайккийӗ ҫине ухрӑм.
Акӑ куҫӑм умӗнче чӑваш ҫӗрӗ…
Тӑван ҫӗршыв тавра чунӑм вӗҫрӗ.
Атӑл шавланине итлерӗм:
Чуна лӑплантарса пули, терӗм.
Анчах канӑҫсӑр чунӑм лӑпланмарӗ,
Пуҫран йӑвӑр шухӑш каймарӗ.
Тӑван ҫӗршыв, сана ӗненеттӗм,
Пулас мухтавлӑхна сисеттӗм…
Халиччен шанчӑкпа чӗре ҫунчӗ…
Паян теме сиссе ӗмӗт сӳнчӗ.
Шанчӑксӑр чунӑма сивӗ ҫапрӗ,
Сивӗннӗ чӗрере вӑйӑм чакрӗ.
Шупашкарта пурӑнакан, Пушкӑртстанра ҫуралнӑ Леонид Андреев-Лесник Николай Ванерккен икӗ кӗнекине цифрӑлаттарса типографире пичетлеттернӗ.
Леонид Андреев хӑй вӑхӑтӗнче колхозра, счетоводра, истори учителӗнче, судьяра ӗҫленӗ. Псевдонима Вӑрман хуҫалӑхӗн министерствинче юридици службин пайӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленине кура илнӗ.
Хастар ватӑ темиҫе ҫул ӗнтӗ чӑваш чӗлхин орфографи правилисене тишкерет.
Халӗ унӑн аллинче — Ванерккен 1926 ҫулта пичетленнӗ «Чӑваш чӗлхийӗн орфокрафи словарӗ» тата 1929 ҫулта кун ҫути курнӑ «Чӑвашла ҫырасси (правӗлӑсемпе орфокрафи словарӗ)» кӗнекисем. Цифрӑлаттарма 500 тенкӗ тӳленӗ, икӗ кӗнекене пӗр ҫӗре пухса кӑларма — 750 тенкӗ. Саппас пултӑр тесе икӗ экземплярпа пичетлеттернӗ.
«Хальхи вӑхӑтри орфографи правилисене сӳтсе явнӑ чух Тимухха Хӗветӗрӗн, каярах Ванеркке ятне пуҫласа илтрӗм. Унтан вӗсен ӗҫӗсемпе кӑсӑкланма пуҫларӑм», — каласа кӑтартрӗ ҫак йӗркесен авторне Леонид Андреев-Лесник.
Хальхи вӑхӑтри тӗпчевҫӗсенчен вӑл Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченне Геннадий Дегтярёва хисепленине палӑртать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |