Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ Тӗмен хулине гастрольпе тухса кайӗ. Чӑннипех те пултаруллӑ юрӑ-ташӑ ӑстисем унтисене пуш уйӑхӗн 15-16-мӗшӗсенче савӑнтарӗҫ. Ансамбль кӑҫал 95 ҫулхине палӑртӗ.
Ансамбль Василий Воробьев йӗркеленӗ рабочисемпе салтаксен хорӗпе Федор Павлов ушкӑнӗнчен 1924 ҫулта пуҫланса кайнӑ. Воробьевпа Павлов ертсе пыракан хор пӗрремӗш хут Мускава 1929 ҫулта тухса кайнӑ. Унтанпа ансамбль ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулинчи кураканӑнне кӑна кӑна мар, чикӗ леш енчисен чунне те пайтах тыткӑнланӑ.
«Хавал» чӑвашсен пуҫару ушкӑнӗ хӑйсен организацийӗн хӑтлавне чӗнет. Унта ушкӑнпа паллаштарӗҫ, хӑйсен проекчӗсем ҫинчен каласа кӑтартӗҫ.
Александр Блинов 1969 ҫулта ҫӗртмен 11-мӗшӗнче Красноармейскинче ҫуралнӑ. Татьяна Ильина журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн ашшӗпе амӑшӗ Елчӗк тӑрӑхӗнчен тухнӑ. Саша пӗчӗк чухнех ҫемйи хулана куҫса килнӗ. Ҫав вӑхӑтра ӗнерхи ял ачи чӑвашла манса кайнӑ. 1986 ҫулта Александр Шупашкарти педагогика институчӗн ют чӗлхесен факультетне вӗренме кӗнӗ. Унта вӑл хрантсус тата нимӗҫ чӗлхисене вӗреннӗ. Александр Блинов эсперанто чӗлхипе шкул ҫулӗсенчех кӑсӑкланма пуҫланӑ.
«Хавал» пуҫару ушкӑнӗн хӑтлавӗ ыран, нарӑсӑн 26-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче конференц-залта 18 сехетре иртӗ.
Ӗпхӳри П.М. Миронов ячӗллӗ Чӑваш вырсарни шкулӗнче Тӑван чӗлхе кунне ҫулсеренех уявлаҫҫӗ. Кӑҫал та ӑна ирттернӗ.
Хальхинче ачасене тӑван чӗлхе ҫынна мӗн тума кирлине хуравлама ыйтнӑ. Кӗҫӗн классенче вӗренекенсен хуравӗ уйрӑмах тӗлӗнтернӗ те , савӑнтарнӑ та.
Ыйтӑма хутшӑннӑ ултӑ ҫулхи хӗрача, акӑ, ҫапларах хуравланӑ: «Тӑван чӗлхе ҫынна ӑслӑ пулма кирлӗ!». Пилӗк ҫулти хӗрача вара: «Тӑван чӗлхе ҫынна киленӗҫ кӳрет», — тесе шухӑшлать. Тӑххӑрти хӗрача вара амӑшӗпе тата кукамӑшӗпе тӑван чӗлхепе калаҫнине пӗлтернӗ. «Эп вӗсене ӑнланнишӗн вӗсем савӑнаҫҫӗ, хамӑн вӑрттӑнлӑха уҫма май пур», — тенӗ хайхи. «Нумай халӑх чӗлхине пӗлекенӗн пуҫ мими пултаруллӑ, мӗншӗн тесен унӑн нейрон ҫыхӑнӑвӗ ытларах», — ҫавӑрттарса хунӑ 12-ри хӗрача.
Чӑвашран тухнӑ офицерсен «Сыны Отечества» (чӑв. Тӑван ҫӗршыв ывӑлӗсем) Мускаври пӗрлешӗвӗ чылайранпа ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пырать. Ҫак организацие Владислав Ильин вице-адмирал ертсе пырать.
Ӗнер Владислав Ильин Чӑваш Ен Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа тӗл пулнӑ. Вӑл хӑйсен общество организацийӗ ҫак уйӑхӑн 15-мӗшӗнче отчетпа суйлав пухӑвӗ ирттерни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Малашне пӗрлешӳ тата анлӑланӗ. Ҫакӑн пикри уставра пӑхса хӑварнӑ. «Сыны Отечества» (чӑв. Тӑван ҫӗршыв ывӑлӗсем) ушкӑнра чӑваш тымарӗллӗ ытти регион ҫыннсием те пулӗҫ. Тепӗр майлӑ каласан, пӗрлешӳ Мусква шайӗнчен тухса регионсен шайне сарӑлӗ.
Владислав Ильин, сӑмах май, Каҫал тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ. Анчах кайран унтан куҫса кайнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче чӑваш юмахӗсене вырӑсла пичетленӗ. «Золотая сумка» ят панӑскере тӑван халӑхӑмӑрӑн паллӑ та хитре юмахӗсем кӗнӗ тесе пӗлтереҫҫӗ. Вӗсене вырӑсла С.И. Шуртаков тата С.Г. Григорьев куҫарнӑ.
Чӑваш юмахӗсене вырӑсла вулакансем пурне те ҫавӑрса ҫапакан Туй-Тубалапа, Чеменпе, Эдиканпа тата Удиканпа, Ух старикпа (кӗнекере вӗсене пурне те вырӑслатса каланӑ паллах. — Т.Т.), Ҫил ачисемпе тата ытти паттӑрпа паллашӗҫ.
Чӑваш кӗнеке издательствин ертсе пыракан редакторӗ Ольга Федорова пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнекене йӑлари юмахсене те кӗртнӗ.
Ҫӗнӗ кӑларӑм тиражӗ – 2000 экземпляр. Ӑна Виктор Бритвин художник ӳкерчӗкӗсемпе капӑрлатнӑ. Кӑларӑм редакторӗ – А.Г. Майорова.
(«Кайнисене тата чӑваш туррисене таврӑнма вырӑн хатӗрлекенсем» ярӑмран)
Ҫаврака Ҫавал ҫаврӑнса юхать,
Кӑмӑла ҫӗклен сӑмахсем калать.
Эй, чӑваш тӗнчи, сарӑ кун тӗнчи,
Сан ҫинчен ялан чунӑм юр юрлать.
Ватӑях вӑрман каш та каш кашлать,
Ҫунатти ҫинче сар хӗвел ташлать.
Эй, чӑваш тӗнчи, сарӑ кун тӗнчи,
Сан ҫинчен ялан чунӑм юр юрлать.
Ҫил тивен пучах пуҫ тайса ларать,
Тӳпене, ҫӗре ӑшшӑн тав тӑвать.
Эй, чӑваш тӗнчи, сарӑ кун тӗнчи,
Сан ҫинчен ялан чунӑм юр юрлать.
Таврара хӗрӳ ӗҫ кӗвви янрать,
Ӗҫ кӗвви янрать – ҫӗнӗ вӑй парать.
Эй, чӑваш тӗнчи, сарӑ кун тӗнчи,
Сан ҫинчен ялан чунӑм юр юрлать.
Чӑваш Ҫӳл Тӗнчи пирки эп тахҫанах шухӑшлатӑп, сӗмленетӗп. (Вулӑр: Яковлев Ю.В. Скворцов – мистик // Юрий Скворцов. Шупашкар, 1992. 30–47 с.; Унӑнах: К проблеме экзистенциального страха в чувашской литературе // Чувашская литература: Вопросы истории и теории.
Ева Лисина ҫыравҫӑн кӗнеки ҫывӑх вӑхӑтра Японире пичетленмелле. Кун пирки Марина Карягина тележурналист Фейсбукра пӗлтернӗ.
«Паян ман телекӑларӑма (кунта сӑмах «Ирхи тӗпел» кӑларӑм пирки пырать. Вӑл — Марина Карягинӑн автор программи. Телеертӳҫӗ унта Чӑваш Енри ятлӑ-сумлӑ ҫынсене йыхравлать, вӗсемпе чӑваш тӗнчинчи ҫивӗч ыйтусене хускатать. — Т.Т.) Ева Лисина прозаик килчӗ. Ҫамрӑк ҫынла васкаса, ҫӑлтӑр куҫӗпе йӑлтӑр-йӑлтӑр ҫиҫсе. Кам ӗненет вӑл ҫитес ҫулла 80 тултарасса! Нумай пулмасть Швецире кèнеке кàларнàскер, каллех унта тухса кайма хатӗрленет, ҫитес вӑхӑтра Японире те кӗнеки тухмалла та — тен, унта та ҫитсе килӗ. Ева Николаевнӑна нихҫан та итлесе тӑранма ҫук!», — тесе ҫырнӑ пултаруллӑ телеертӳҫӗ, драматург тата поэт.
Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗсенче Парижра чӑвашсен тӗлпулӑвне йӗркелесшӗн. Кун пирки Виктор Чугаров Шупашкар режиссерӗ «Idelreal.org» сайтра пӗлтернӗ.
Ярсубай Янгаров автор режиссёр каланине тӗпе хураса хыпарланӑ тӑрӑх, Парижри тӗлпулӑва Чӑваш культурин Францири «Avan-T-garde» ассоциацийӗн ертӳҫипе Ольга Николаевӑпа йӗркелесшӗн. Виктор Чугаров унта «Чӑваш чӗлхи» фильма малалла ӳкерӗ. Ӑна Берлинта ӳкернине эпир маларах пӗлтернӗччӗ.
Сӑмах май каласан, кӑрлач уйӑхн вӗҫӗнче Германири чӑвашсен пӗрремӗш тӗлпулӑвӗ иртнӗ. Унта 15 ҫын пухӑннӑ. Йышра ҫӗнӗ шухӑш авторӗ Ян Шрёдер нимӗҫ журналисчӗ тата эпир маларах асӑннӑ Виктор Чугаров режиссер та пулнӑ. Ян Шрёдер И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУра нимӗҫ чӗлхи вӗрентнӗ, кунти телеканалта ӗҫленӗ, чӑваш рэпне вуланӑ.
Тутарстанри чӑвашсен республика шайӗнче тухса тӑракан «Сувар» хаҫачӗ чӗрӗк ӗмӗрхине паллӑ тӑвать. Хаҫатӑн 25 ҫулхине халалланӑ уява ыран, нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Хусанти Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче пуҫтарӑнӗҫ. Вӑл 10 сехет те 30 минутра пуҫланмалла.
Уяв программинчи мероприятисенчен пӗри — вулакансен конференцийӗ. Унта штатра тӑман авторсене, ҫыравҫӑсемпе чӑваш центрӗсен ертӳҫисене йыхравланӑ.
Тутарстанра паян 116 пин ытла чӑваш пурӑнать. Вӗсем валли район хаҫачӗсем тӑваттӑ тата республика шайӗнчи пӗр кӑларӑм пичетленет. «Сувар» обществӑпа политика, социаллӑ пурнӑҫпа экономика тата культура ыйтӑвӗсене ҫутатса тӑрать. 2008 ҫулта хаҫат Тутарстанри «ТАТМЕДИА» пичет тата массӑллӑ коммуникаци агентствин йышне кӗнӗ. Хаҫат редакторӗ — Константин Малышев. Хаҫат тиражӗ — 2 пин экземпляр ытларах.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче «Кӗмӗл Чӑваш Ен» проект ӗҫлеме пуҫланӑранпа 3 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ. Чӑваш наци телекуравӗн ӗҫченӗ Мальвина Петрова Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, унта «Кӗмӗл тумлӑ халӑх» коллекцийӗпе тата Чӑваш Енри чи чаплӑ ювелирсен ӗҫӗсене курма пултарнӑ. В. Николаев ӑста туса хатӗрленӗ тата Балтай лаҫҫинчен тухнӑ капӑрлӑхсене тӑхӑнса пӑхма тата туянма май килнӗ. «Паянхи ҫипуҫпа ӗлӗкхи эрешлӗ капӑрлӑхсем мӗнле илемлӗ пулнине хӑвӑр курса туйса илӗр!», — анонсланӑ Мальвина мероприяти иртиччен.
Каҫӑн пӗтӗм вӑрттӑнлӑхне уҫса паман вӑл, анчах интереслӗ пуласса шантарнӑ. Кӗмӗл тумлӑ тӑван халӑхӑмӑр пуянлӑхӗпе паллаштаракан мероприяти вулавӑшӑн иккӗмӗш хутӗнчи вулав пӳлӗмӗнче 16 сехетре пуҫӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |