Ку пӑтӑрмах пирки Олеся Руссакова журналист Фейсбукри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Тӗлӗнмелле истори Олесьӑн Мускавра вунӑ ҫул ытла пурӑнакан тусӗпе сиксе тухнӑ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, хайхи вӑл Канашран тӑван ялне Чарпуҫа маршруткӑпа килнӗ. Ҫавӑн чухне вӑл тусӗпе телефонпа тӗлпулу вырӑнне чӑвашла калаҫса палӑртнӑ. Маршруткӑри пассажирсенчен пӗри вырӑсла калаҫмалла тесе сиксе ӳкнӗ, водитель те чӑвашла пуплекене юратман хӗрарӑм-пассажира майлӑ пулса вӑрҫнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Мускава чӑвашсен Акатуйӗ иртнӗ. Патӑрьел районӗнчи Ҫӗньялти «Илем» халӑх фольклор ансамблӗ те унта хутшӑннӑ. Ансамбль Нацисен ҫурчӗн картишӗнче хӑнасене наци тумӗпе, чӑваш юрри-кӗввипе кӗтсе илнӗ.
Патӑрьелсем уявран савӑк кӑмӑлпа тата Хисеп грамотипе таврӑннӑ. Ара, вӗсем унта ентешӗсене те курса савӑннӑ. Хӑнасен йышӗнче Патӑрьел тӑрӑхӗнчен тухнӑ ҫынсем те пулнӑ. Вӗсем «Илем» ансамбль юрласа ташланине курса савӑннӑ, тӑвӑллӑн алӑ ҫупнӑ.
Ансамбль Раҫҫей халӑх артисчӗпе, хӑйсен ентешӗпе Станислав Садальскипе сӑн ӳкерӗннӗшӗн хӗпертенӗ. Уявра Ҫуттакӑларуҫӑн Иван Яковлевӑн тӑванӗсем, граждан вӑрҫин паттӑрӗн Василий Чапаевӑн мӑнукӗн ачи те пулнӑ.
РФ Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен суйланнӑ Валентин Шурчанов депутат — вырӑс тата ют ҫӗршыв чӗлхи мар чӗлхесене, тепӗр майлӑ каласан, наци чӗлхисене, ирӗклӗн вӗренесси тата вӗрентесси тӗлӗшпе йышӑннӑ саккуна хирӗҫ сасӑланӑ виҫӗ депутатран пӗри. Ҫакӑн пирки Agabazar ятпа ҫырнӑ автор Чӑваш халӑх сайтӗнче маларах пӗлтернӗччӗ-ха.
РФ Патшалӑх Думин депутачӗ мӗншӗн ҫапла сасӑланине «Idel.Реалии» корреспонденчӗ уҫӑмлатнӑ. Валентин Шурчанов Раҫҫей федеративлӑ республика пулнине палӑртнӑ. Наци чӗлхисене вӗрентме хӑтланса вырӑс чӗлхене хӗсӗрлемелле мар тенипе те депутат килӗшмест, мӗншӗн тесен пирӗн республикӑра вырӑс чӗлхине катертмеҫҫӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Мускаври национальноҫсен ҫуртӗнче чӑвашсен наци уявӗсенчен пӗри — Акатуй — иртнӗ. Унта ҫӗршывӑн тӗп хулинче пурӑнакансем ҫеҫ мар, тӗрлӗ регионта пурӑнакан йӑхташӑмӑрсем, ытти наци ҫыннисем те пухӑннӑ.
Уяврисене Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ пайташӗн ҫумӗ Лидия Седойкина, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ, Раҫҫейри чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи Леонид Черкесов, Мускаври чӑвашсен ентешлӗхӗн ертӳҫи Анатолий Григорьев, Мускав облаҫӗнчи чӑвашсен ентешлӗхӗн ертӳҫи Ирина Шоркина, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш Енӗн халӑх артисчӗ Станислав Садальский, Василий Чапаев дивизи командирӗн мӑнукӗ Татьяна Чапаева, чӑваш букварьне хатӗрленӗ Иван Яковлевӑн мӑнукӗн хӗрӗ Лидия Некрасова, Мускаври национальноҫсен ҫурчӗн пуҫлӑхӗ Владимир Тарасов, Николай Дупак актёр, театр режиссёрӗ, РСФСР тата Украина тава тивӗҫлӗ артисчӗ Николай Дупак, театрпа кино актерӗ Александр Кузнецов тата ыттисем хутшӑннӑ.
Нумаях пулмасть Мари Эл республикинчи Медведево поселокӗнче ҫамрӑксен этно-ушкӑнӗсен тата нацисен вокалпа инструментсен ансамблӗсен регионсем хушшинчи фестивалӗ иртнӗ.
Конкурса РФ Культура министерстви, В.Д. Поленов ячӗллӗ Патшалӑхӑн Раҫҫей Ҫурчӗ, Мари Элти Культура, пичет тата наци ӗҫӗсен министерстви, Республикӑн ӑслӑлӑхпа методика центрӗ, Мари Элти Пултарулӑх ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗ тата Медведево район алминистрацийӗн культура пайӗпе унти культурӑпа кану центрӗ йӗркеленӗ. Мероприятие этно-ушкӑнсен тата нацисен вокалпа инструментсен ансамбльсен сумне ӳстерес тӗллевпе йӗркеленӗ.
Кӳршӗллӗ регионта иртнӗ фестивале Вӑрнар районӗнчи Чӑрӑш Хирлепри культура ҫурчӗн «Аса ил» вокалпа инструментсен ансамблӗ хутшӑннӑ. Ӑна «Наци йӑли-йӗркине тытса пынӑшӑн» дипломпа чысланӑ.
Футбол енӗпе тӗнче чемпионачӗ малалла пырать. Паян пирӗн ҫӗршыв спортсменӗсем Испанипе вылӗҫ. Йышра чӑваш юнӗллӗ футболистсем пур. Ҫак хыпара Александр Белов журналист Фейсбукра иртнӗ уйӑхрах пӗлтернӗччӗ.
Калем ӑсти ҫырнӑ тӑрӑх, Сергей Игнашевич тата Артем Дзюба амӑшӗсем – чӑвашсем. Дзюба маларах Ҫӗрпӗве канма килсе ҫӳренӗ, унта футболистӑн тӑванӗсем пур иккен. Игнашевич Хӗрлӗ Чутай районӗнчи спорт шкулне бутсы ярса панӑ-мӗн. Александр Головинӑн аслашшӗ Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ, Кемӗр облаҫне ӗҫлеме тухса кайса тӗпленнӗ.
Чӑваш Енпе ячӗсем ҫыхӑннӑ, ҫӗршыв шайӗнче вылянӑ футболистсем унччен те пулнӑ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ футбол командин вратарӗ пулнӑ Александр Филимонов Йошкар-Олара ҫуралнӑ пулин те (кун пирки ҫак йӗркесен авторӗ Википедире хыпарланине тупрӗ) хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкарти «Сталь» ушкӑнра вылянӑ. Ҫӗмӗрлери Сергей Башкиров «Спартак» ушкӑнра вылянӑ, кайран Украина командисен тренерӗ пулнӑ. Александр Корченов футболист Шупашкарти «Энергире», Хусанти «Рубинта», кайран Узбекистанри «Пахтакорта» вылянӑ. 1979 ҫулта «Пахтакорта» ушкӑнпа авиакатастрофӑра вилнӗ.
Астана хулинче Казахстан Республикин Президенчӗн администрацийӗ тата Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк академийӗ «Ұлы Дала» (Анлӑ уй-хир) ятпа виҫҫӗмӗш форум ирттернӗ.
Чӑваш Республикинчен унта Тюркологсен пӗтӗм тӗнчери ассоциацийӗн президиумӗн пайташӗ, Турцири лингвистика пӗрлӗхӗн член-корреспонденчӗ, Пӗтӗм тӗнчери болгароведени академийӗн чӑн пайташӗ, Чӑваш Республикин ӑслӑлӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, филологи наукисен тухтӑрӗ Николай Егоров хутшӑннӑ.
Форумра тюркологи ӑслӑлӑхӗн аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнисене уйрӑммӑн чысланӑ. Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк академийӗн ылтӑн медальне — Николай Егоров (Чӑваш Ен), Фирдаус Хисамитдинов (Пушкӑртстан), В. Томсен ячӗллӗ кӗмӗл медальне Олег Мудрак (Мускав) тата Чулун Сампилдондов (Монголи) тивӗҫнӗ. Палӑртса хӑвармалла, Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк академийӗн ылтӑн медальне тӗрлӗ ҫулсенче казах поэчӗ Олжас Сулейманов, паллӑ тюрколог ӑсчах Дмитрий Насилов, Узбекистанри наукӑсен академийӗн академикӗ Ахмадали Аскаров, Азербайджанри наукӑсен наци академийӗн президенчӗ Акиф Ализаде, 2015 ҫулхи Нобель премийӗн лауреачӗ Азиз Санжар, Кемал Карпат историк-тюрколог, Америка историкӗ Эдвард Олуорт тата паллӑ ытти ӑсчах илнӗ.
2018 ҫулта калавсен Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери 5-мӗш ӑмӑртӑвӗ пулать
«Ҫыравҫӑсен ирӗклӗ пӗрлӗхӗ» (ҪИП) юридици сӑпачӗ йӗркелемесӗр ӗҫлекен Чӑваш тӑрӑхӗнчи халӑх пӗрлӗхӗ (штаб-хваттерӗ Чӑваш Республикин тӗп хулинче Шупашкарта вырнаҫнӑ, ертӳҫи Виталий Родионов профессор, филологи ӑслӑхӗсен докторӗ) «Еврази ҫыравҫисен пӗрлӗхӗ» юридици сӑпачӗ йӗркелесе ӗҫлекен пӗтӗм тӗнчери халӑх пӗрлӗхӗпе пӗрле (штаб-хваттерӗ Турци Республикин тӗп хулинче Анкарара вырнаҫнӑ, ертӳҫи Якуп Омероглу доцент, ветеринари ӑслӑхӗсен докторӗ) 2018 ҫулта калавсен Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери 5-мӗш ӑмӑртӑвӗн чӑваш тапхӑрне ирттересси ҫинчен пӗлтерет. Чӑваш тапхӑрӗнче ҫӗнтернӗ калава турккӑлла куҫарса пӗтӗм тӗнче шайӗнчи ӑмӑртун йӗркелӳ ушкӑнне тӑратаҫҫӗ.
1. Ӑмӑртӑва хутшӑнас текен ҫыравҫӑсен калава чӑн авторне кӑтартмасӑр, ӑмӑртӑва хутшӑнмалли ятарлӑ хушма ятпа (е шифрпа) ҫеҫ палӑртса, 2018 ҫулхи ҫурла (август) уйӑхӗн 31-мӗшӗччен ӑмӑртӑвӑн тӳре ушкӑнне ҫитерсе памалла е ҫак адрессенчен пӗрне ярса памалла:
Шупашкар - 428031, Илья Арсентьевич Иванов валли, ыйтса иличчен е электронлӑ ҫырупа: illesuvar@gmail.
Чаваш Енӗн тӗп хулинче пурӑнакан Дмитрий Орловпа Виктория Михайлова туя чӑваш йӑли-йӗркине тӗпе хурса ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ирттернӗ. Вӗсем хӑйсем валли наци тумӗсем ҫӗлеттернӗ. Ленин районӗн ЗАГС пайӗнче ҫамрӑк мӑшӑра чӑвашла ҫырӑнтарнӑ. Кун пирки «Про Город» (чӑв. «Хула пирки») кӑларӑм хыпарлать.
Хут уйӑрттармашкӑн ыйту ҫырма кайсан ҫамрӑксене ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем тӑван халӑх йӑлисене сума суса туя чӑвашла йӗркелеме сӗннӗ. Димӑпа Викӑна ку шухӑш питӗ килӗшнӗ. Кун хыҫҫӑнах вӗсем туя ҫине тӑрсах хатӗрленме тытӑннӑ.
Мӑшӑрлантару залӗнче ҫамрӑк мӑшӑра туй ҫӑкӑрӗ сӗннӗ, авалхи йывӑҫ куркаран чӑваш сӑрине астивтернӗ. Ҫӗнӗ ҫынсем пӗрремӗш ташша та чӑвашла ташланӑ. Тӑванӗсемпе тус-юлташӗ вара вӗсене чӑвашла саламланӑ.
Чӑваш халӑх сайчӗ тата чӗлхе тӗпчевҫисем «Ҫут тӗнче ӑстине — халӑх палӑкӗ» акци ирттереҫҫӗ. Михаил Иванович Скворцов профессор (1933–2016) словарьсем хайлас тӗлӗшпе ҫур ӗмӗр ытла тӑрӑшнӑ. Чӑваш, Раҫҫей тата тӗнче культурине 30 яхӑн сӑмах кӗнекипе — «алфавит йӗркипе вырнаҫнӑ ҫут тӗнчепе» —пуянлатса хӑварнӑ. Михаил Иванович ӑсталанӑ словарьсен пӗтӗмӗшле тиражӗ ҫур миллионтан иртсе кайнӑ. Ҫав словарьсемпе усӑ курса ҫӗр-ҫӗр пин ҫын — ачасем те, ҫитӗннисем те — пӗлӗвне ӳстернӗ, тавракурӑмне пуянлатнӑ.
Чухӑн республика словарь ӑстине лайӑх гонорар тӳлесе хавхалану кӳреймен. Михаил Иванович 30 ҫул ытла хваттер черетӗнче тӑнӑ, тӳре-шараран хӑтлӑ хваттер кӗтсе илеймесӗрех ҫӗре кӗнӗ — Явӑш ҫӑвинче ӗмӗрлӗх канлӗх тупнӑ.
Эппин хамӑр словарь ӑстине юратса хисепленине, унӑн ӗҫне тивӗҫлипе хакланине халӗ те пулин палӑртар-ха: вилтӑприйӗ ҫине пӗрлехи вӑйпа палӑк лартар!
Эсир унта хӑҫан та пулин ҫитетӗрех, хӑвӑр ыттисемпе пӗрле лартнӑ сумлӑ палӑк умне чӗрӗ чечек хуратӑрах, «словарь ашшӗне» пархатарлӑн пуҫ таятӑрах. Вара унӑн пӗр-пӗр словарьне алла илме те кӑмӑллӑрах пулӗ.
Хӑвӑр пирки тата куҫарнӑ нухрат пирки site@chuvash.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |