Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.0 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вирьял Юрий Петрович

Вирьял Юрий Петрович (чӑн хушамачӗ Петров) — чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ. 1936 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Красноармейски районне кӗрекен Еншик Чуллӑра ҫуралнӑ. 1993 ҫулхи авӑнӑн 16-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.

1967 ҫултанпа СССР ҪП членӗ шутланать. 1993 ҫулта Чӑваш республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ятне панӑ.

Кун-ҫулӗ

1961 ҫулта Чӑваш патшалӑх педагогика институтне, 1968 ҫулта А. М. Горький ячӗллӗ литиратура институтне пӗтернӗ. «Пионер сасси» хаҫатпа «Тӑван Атӑл» журнал редакциӗсенче, чӑваш кӗнеке издательствинче ӗҫленӗ.

Ӗҫӗсем

Юрий Вирьялӑн сӑвӑ пуххи нумай пичӗтленсе тухнӑ. Вӑл ача-пӑча валли сӑвӑсем ҫырнӑ, ун сӑввисемпе юрӑ та нумай кӗвӗленӗ. Чылай чӗлхерен чӑвашла сӑвӑсем куҫарнӑ.

Пичӗтленсе тухнӑ кӗнекисем:

  • «Сенкерленчӗ шуҫӑм. Юрӑсем» (1962);
  • «Ҫӑлтӑрсен вӑййи» (1975);
  • «Туслӑх асамачӗ» (1985);
  • тата ыттисем.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2009-08-18 15:35:31 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5435 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org