Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: «Ухсай Яккӑвӗ — тӑван ҫӗр поэчӗ» конкурс иртнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 15.05.2019 19:43 | 1782 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Пушкӑртстанри Ермеккей районӗнчи Эрехӗрринчи вулавӑшра илемлӗ вулакансен «Ухсай Яккӑвӗ — тӑван ҫӗр поэчӗ» район шайӗнчи конкурсӗ иртнӗ.

Асӑннӑ регионти «Урал сасси» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш халӑх поэтне халалласа йӗркеленӗ мероприятие эрехӗррисем тӗплӗн хатӗрленнӗ. Вулавӑшпа нумай функциллӗ клубӑн залӗсене чӑваш наци стилӗпе илемлетни кӑна мӗне тӑнӑ! Конкурса хутшӑнакансем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнипе пӗрлех ӗлӗкхи япаласене тата музей экспоначӗсене курса киленнӗ.

Ялти вулавӑш ӗҫченӗ Светлана Яковлева пухӑннисене Яков Гавриловичӑн пурнӑҫӗпе тата литературӑри пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ‚ видеопрезентаци кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл «Юратрӑм эп‚ хирсем‚ сире...» кӗнекесен куравне хатӗрленӗ.

Уява хутшӑнакансем те чӑваш наци тумӗсем тӑхӑнса конкурса хӑйне евӗр илем кӳнӗ.

Сӑвӑ вулакансем икӗ ушкӑна пайланса ӑмӑртнӑ. Пӗринче 14 ҫула ҫитичченхи ачасем пулнӑ, тепринче – 15 ҫултан пуҫласа 30 ҫула ҫитичченхи ҫамрӑксем.

#чӑваш чӗлхи, #чӑвашлӑх, #конкурссем, #ачасем, #Пушкӑртстан, #вулавӑшсем, #Ермеккей районӗ, #Эрехӗрри, #ҫамрӑксем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем