Ҫӗрпӳ районӗнчи шкулсенчи чӑваш чӗлхипме литературине вӗрентекенсем ӗнер Самар ҫӗрӗ ҫинче пулнӑ. Унта вӗсем вӑл тӑрӑхри ӗстешӗсем чӑваш чӗлхине епле вӗрентнипе паллашма кайнӑ.
«Наука и образование: сохраняя прошлое, создаем будущее» (чӑв. Аслӑлӑх тата вӗренӳ: иртнине упраса, пуласлӑха йӗркелесе) Пӗтӗм Раҫҫейри семинара ҫӗрпӳсем унччен те хутшӑннӑ. Маларах вӗсем Пензӑра, Пушкӑртстанра, Тутарстанра пулнӑ. Ҫакӑн пирки халӑхсен туслӑхӗпе паллаштаракан «ВСЕ МЫ — РОССИЯ!» (чӑв. Эпир пурте — Раҫҫей) информаци порталӗ пӗлтернӗ.
Вӗрентекенсем валли Самар хулинчи Халӑх туслӑхӗн ҫуртӗнче «Горжусь чувашским языком» (чӑв. Чӑваш чӗлхипе мухтанатӑп) ҫавра сӗтел иртнӗ.
Семинара Самар облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ тата Самар хулинчи чӑвашсен наицпе культура автономийӗ ирттерме пулӑшнӑ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, театрпа кинора вылякан Анатолий Гущин актерпа (вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралнӑ) РФ Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен суйланнӑ Леонид Черкесов тӗл пулнӑ.
Парламентари Фейсбкура ҫырнӑ тӑрӑх, «чӑваш культурине Раҫҫейре сарас енӗпе темиҫе проекта сӳтсе явнӑ, питӗ кӑсӑклӑ сӗнӳсем пур».
Актера Леонид Черкесов пулӑшуҫипе Владимир Михеевпа РФ Патшалӑх Думине кӑтартса ҫӳренӗ. «Экскурси ирттерме, тӗрӗссипе каласан, йывӑр пулчӗ! Анатолий Александровича палласа илеҫҫӗ те автограф илме ӑнтӑлаҫҫӗ», — ҫырнӑ Леонид Черкесов.
Елена Рябцеван «Юман» фильмӗ Сербири куракана хӑратнӑ. Ҫакӑн пирки ТАСС информаци агентстви асӑннӑ ҫӗршывӑн кураканӗ пӗлтернӗ тӑрӑх хыпарланӑ.
Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Сербинче кӗске метрлӑ фильмсен MikroFAF IX фестивалӗ пырать. Вӑл юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, юнкун, уҫӑлнӑ. Виҫӗ кунлӑх фестивале йӗркелекенсем чӑн е символла кӗлеткене, чикке, решеткесемпе сӑнчӑра, этем ирӗклӗхе туртӑннине кӑтартас тенӗ.
Елена Рябцеван «Юман» фильмне кинофестивалӗн тӗп программи вӑхӑтӗнче кӑтартнӑ. Сербири куракансенчен пӗри, Белграда Ядранка, ТАСС корреспондентне Павел Бушуева «Юман» фильмри мистика хӑратнипе чӗтретнине пӗлтернӗ.
Кӗске метражлӑ ӗҫсен фестивалӗ ыран, юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, хупӑнмалла. Кинофильмсене виҫӗ номинацире хаклӗҫ.
Пушкӑртстанри Пелепей районӗнчи Слакпуҫ чӑваш ялӗ асӑннӑ тӑрӑхра чи хитре ял ятне илессишӗн тупӑшать. «Самое красивое село Республики Башкортостан» (чӑв. Пушкӑртстанри чи хитре ял) конкурса кӑҫал пуҫласа ирттерме йышӑннӑ. Ӳлӗмрен ӑна ҫулсерен йӗркелесшӗн. Ӑмӑрту ирттерме кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Пушкӑртстанри муниципалитет пӗрлешӗвӗсен канашӗн правленийӗ йышӑннӑ.
Ял пурнӑҫне хисепе хуракан, тӑван тавралӑха хаклама вӗрентекен, вырӑнти хӑй тытӑмлӑха аталантарма пулӑшакан конкурса 47 заявка ҫитнӗ. Конкурс комиссийӗ вӗсенчен 20-шне иккӗмӗш тура хутшӑнтарма йышӑннӑ. Халӗ bash.news/bst/konkurs/best_of_the_best_selo сайтра интерактивлӑ сасӑлав пырать. Вӑл юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Ун хыҫҫӑн 5 финалиста суйласа илӗҫ.
Молдави радиоэфирӗнче чӑваш филологӗ, литература критикӗ Атнер Хусанкай пулнӑ. Ru.sputnik.md пӗлтернӗ тӑрӑх, Атнер Петрович чӑваш халӑхӗн хӑйне евӗрлӗхӗпе паллаштарнӑ.
«Чӑвашсем — тӗрӗксенчен пуҫланса кайнӑ халӑх. Эпир Атӑлҫи тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ, пирӗнпе юнашар мӑкшӑсем, ҫармӑссем пурӑннӑран чӗлхемӗрте финпа угор сӑмахӗсем йышлӑ. Пӗр вӑхӑтра чӑвашсене ту ҫинчи черемиссем тесе каланӑ. 18-19-мӗш ӗмӗрӗсенче пирӗн пирки темле ӑнланмалла мар халӑх тесе шухӑшланӑ. Чӑн та, ытти тӗрӗк халӑхӗпе, калӑпӑр, тутарсемпе, казахсемпе, турккӑсемпе танлаштарсан чӑваш чӗлхи вӑйлӑ уйрӑлса тӑрать», — каласа кӑтартнӑ чӑваш филологӗ.
Тӑван халӑхӑмӑра 16-мӗш ӗмӗрте православи тӗнне йышӑнтарма пуҫланине, 19-мӗш ӗмӗрте православи кӗнекисене чӑвашла куҫарма, чиркӳре кӗлле чӑвашла ирттерме, шкулсенче чӑвашла вӗрентме тытӑнсан православи енӗпе ҫутта кӑларасси вӑй илнине пӗлтернӗ. Пирӗн хушӑмӑрта вырӑс хушамачӗллисем нумаййи ҫинчен те асӑнса хӑварнӑ.
Самара облаҫенчи Тольяттинче чӑваш чӗлхи вӗрентме пуҫланӑ. Ҫак майпа Тольятти ҫыннисем ҫеҫ мар, Жигулевск хулинче тата Ставрополь районӗнче пурӑнакансем те усӑ кураяҫҫӗ.
Вӑл тӑрӑхрисем валли йӗркелекен чӑваш чӗлхи урокне ӗнер, юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, тепӗр хутчен йӗркеленӗ.
Чӑваш чӗлхин вырсарни шкулӗ уйӑхӑн кашни иккӗмӗш тата тӑваттӑмӗш вырсарни кунӗнче, Тольяттинчи «Истоки» (чӑв. Ҫӑлкуҫсем) вулавӑшра 15 сехетре ӗҫлӗ. Вулавӑш хулари Горький урамӗнчи 42-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ.
Занятие Владимир Левуков чӑваш ҫыравҫи, Раҫҫейри писательсен союзӗн пайташӗ Владимир Левуков ирттерет.
Владимир Левуков пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш чӗлхин клубне ҫӳрекенсем чӑвашла тӗрӗс калаҫма вӗренӗҫ, тӑван халӑх историне шӗкӗлчӗҫ.
«Чӑваш театрӗ тата чӑваш драматургийӗ хальхи вӑхӑтра мӗнле шайлашӑнса пырать? Пур-и пирӗн республикӑра чӑн-чӑн драматургсем? Театрсенче ҫителӗклӗ-и пьесӑсем? Тен, сирӗн тата мӗнле те пулсан ҫӗнӗлӗх курас килет?», — тесе ҫырнӑ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи «Чун-чӗре сасси» ушкӑнра.
Ҫак ыйту тавпа пуҫ ватакансенчен пӗри, Николай Семенов, «Паянхи ҫамрӑк драматургсене асӑнаяс та ҫук пуль... Екатерина Романовна пӗлет пулсан анчах... Арсений Тарасов, Борис Чиндыков, Николай Угарин(юлашки вӑхӑтра тем, ытлах илтсе кайман ун пирки, чиперех пурнать пулӗ те) тата ыт.
— вӗсем, паллах, пур, анчах вӗсен ӗҫне малалла тӑсакансем кирлӗ. Вырӑсларан чӑвашла куҫарнипе инҫех каяймӑпӑр», — тесе ҫырнӑ.
Ҫамрӑк драматургсене Чӑваш халӑхне сайтне вулакансем, тен, пӗлеҫҫӗ-паллаҫҫӗ пулӗ. Тем пекехчӗ.
Юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкарта наци тумӗсен «Чувашия многоликая» (чӑв. Нумай сӑнлӑ Чӑваш Ен) III фестивалӗ иртӗ. Меропрятие Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пулӑшнипе Халӑхсен туслӑх ҫурчӗ йӗркелет. Вӑл Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче иртмелле.
Фестивале Чӑваш Енри паллӑ художник-модельерсем, хӑй тӗллӗн вӗреннӗ этнографи тата фольклор ушкӑнӗсем хутшӑнӗҫ.
Подиумпа утакансем наци тумтирне театрализациленӗ спектакль евӗр кӑтартӗҫ.
Фестивале пуҫласа 2013 ҫулта ирттернӗ. Ӑна йӗркелекенсем пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприяти тӗллевӗ — чӑваш наци культурине упраса хӑварма тата аталантарма пулӑшасси. Фестиваль юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 13 сехетре пуҫланмалла.
Севастополь хулинче Чӑваш Енри пураран чиркӳ хӑпартаҫҫӗ. Кун пирки ҫак йӗркесен авторне Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Крым Республикинчи тата Севастопольти пайташӗ Андрей Яковлев паян пӗлтерчӗ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, Севастопольти чӑвашсен наципе культура обществин хастарӗсем Гурий ҫветтуй храмӗнче пулнӑ. Чиркӗве Севастополе хӳтӗлесе пуҫ хунисене асӑнса тума пуҫланӑ.
Чиркӳ хӑпартакансемпе Севастопольти чӑвашсен «Туслӑх» фольклор ушкӑнӗ те (ӑна Мариной Громенко ертсе пырать) хутшӑннӑ. Унти чӑвашсен наципе культура обществин ертӳҫи Любовь Тавлуй чӑваш чӗлхине, наци йӑли-йӗркине упраса хӑварас тӗлӗшпе асӑннӑ тӑрӑхра туса ирттерекен ӗҫсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Чиркӗве Чӑваш Енри Роман Чернов, Николай Маркелов, Григорий Тигинов, Григорий Афанасьев, Владимир Апраксин строительсем хӑпартаҫҫӗ.
Шупашкар районӗнчи Кӗҫӗн Сӗнтӗр ялӗнче Кӗр сӑри уявне ирттерме палӑртса хунӑ. Ӑна йӗркелекенӗсем — Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви, Шупашкар район администрацийӗ, Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен пӗрлешӗвӗ. Уяв юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 11 сехетре пуҫланмалла.
Унта хутшӑнакансене 10 сехетре регистрацилеме пуҫлӗҫ. Уява савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура 11 сехетре уҫнӑ хыҫҫӑн мероприяти малалла тӑсӑлӗ. Кӗр пуянлӑхӗпе паллаштаракан апат-ҫимӗҫ куравне 12 сехетре уҫӗҫ. 12 сехет те 30 минутра чӑваш ӗҫми-ҫимин конкурсӗ те иртӗ.
Юрра-ташша юратакансем валли те ҫав кун чун киленӗҫӗ тупӑнӗ. Малтан концерт пулӗ, унтан вӗсем валли ташӑ каҫӗ йӗркелӗҫ. Спорт ӑмӑртӑвне те программӑна кӗртнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |