Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -21.7 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: чӑвашлӑх

Ӳнер
«Чӑвашкино»  ҫурчӗ. http://yandex.ru сӑнӳкерчӗкӗ
«Чӑвашкино» ҫурчӗ. http://yandex.ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗ тата электрон документацийӗн архивӗ 2020 ҫулта ӳкермелли фильмсене палӑртма ыйтать. Ҫак ыйтӑва учреждени халӑх шухӑшне тӗпе хурса татса парасшӑн. «Асран кайми» программӑна кӗртес шухӑшпа ҫынсем 10 фильмшӑн сасӑлама пултараҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне ҫынсен хӑйсен те сӗнме май пур. Программӑна кӗме тивӗҫ ӗҫсене 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗччен халӑхпа тишкерӗҫ.

Списокра ҫак ӗҫсем: Н.И. Ашмарин ҫинчен художествӑпа документлӑ фильм; Мӗтри Юман ҫинчен художествӑпа документлӑ фильм; В.Н. Яковлев ҫинчен документлӑ фильм; А.А. Трофимов ҫинчен документлӑ фильм; «Реванш Волжской Болгарии в XV веке» художествӑпа документлӑ фильм; П.Е. Егоров ҫинчен документлӑ фильм; Г.Н. Айги ҫинчен документлӑ фильм; А.Н. Крылов адмирал ҫинчен документлӑ фильм; А.А. Кокель ҫинчен художествӑпа документлӑ фильм; Л.П. Кураков ҫинчен художествӑпа документлӑ фильм; С.М. Ислюков ҫинчен художествӑпа документлӑ фильм; «Рождение чувашской буквы» анимаци фильмӗ; «Билясувар-Веде Сувар-Шупашкар» художествӑпа документлӑ фильм; «Чувашской автономии — быть» художествӑпа документлӑ фильм; В.Д. Димитриев ҫинчен художествӑпа документлӑ фильм; И.

Малалла...

 

Культура

Чӑваш кӗнеке издательствинче чӑваш пуканине ӑсталакан Терентий Дверенина халалланӑ кӗнеке-альбом пичетленӗ. «Чувашский мир Терентия Дверенина» ятлӑ ӗҫӗн авторӗ — Геннадий Иванов-Орков ӳнерҫӗ.

Апла кӗнеке унччен пулманччӗ-и вара тесе пуҫ ватма кирлӗ мар. Пулнӑ. 2009 ҫулта. Халӗ, ав, вунӑ ҫул иртсен, ӳркенмен Геннадий Иванов-Орков ӗҫе ҫӗнетнӗ, пуянлатнӑ, тарӑнлатнӑ, туллилетнӗ.

Кӗнеке-альбома алла илсен хӑй тӗллӗн вӗреннӗ алӑ ӑстин пултарулӑхӗпе ҫеҫ мар, Дверенин шурсухал ҫинчен те тӗплӗнрех пӗлме май килӗ.

Терентий Парамонович пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичӗпӳрт ялӗнче ҫуралнӑ. Рационализаторла сӗнӳсен авторӗ те вӑл, пахчаҫӑ та. 85-е ҫитсен чӑваш пуканине ӑсталама тытӑннӑ.

 

Культура
«Раҫҫей 24» телеканалтан илнӗ скриншот
«Раҫҫей 24» телеканалтан илнӗ скриншот

Чӑваш Енри влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсемпе Правительство ҫуртӗнче тунтикунсерен ирттерекен ӗнерхи планеркӑра Чӑваш патшалӑх автономине туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине уявланӑ чух усӑ курмалли логотипа тишкернӗ.

Концепцие хатӗрлекенсем логотипра наци тӗсӗсемпе, тӗррисемпе тата ерешӗсемпе усӑ курнӑ. Ҫавракапа та пур. Татти-сыпписӗр йӗр вӑхӑтпа инҫӗше пӗрлештерет тесе шухӑшлаҫҫӗ. Логотипри ҫаврака хӗвеле палӑртать тесе ӑнлантарнӑ. Чӑваш автономине туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ май вӑл тата «ҫавра» датӑна пӗлтерет тенӗ. Логотипра Чӑваш Енри паллӑ вырӑнсене, сӑнсене, производствӑри кадрсене усӑ курнӑ.

Логотиппа полиграфи продукцине кӑларнӑ, ытти ҫавӑн пек ҫӗрте усӑ курасшӑн.

Логотип концепцине уява хатӗрленсе ирттерессипе ҫыхӑннӑ йӗркелӳ ушкӑнӗн ларӑвӗнче сӳтсе явӗҫ.

 

Харпӑр шухӑш Чӑвашлӑх

Валерий Туркай ыйтнипе 2003 ҫулта тухнӑ Петӗр Ялкирӑн статйине вырнаҫтаратпӑр. Вӑл «Писательсен пӗрлешӗвӗ — 80-ра» ятлӑ. Статья вырнаҫтарма Валерий Туркая, ахӑртнех, пирӗн сайтра пӗлтернӗ «Чӑваш ҫыравҫисем союз юбилейне пухӑнӗҫ» хыпар хистенӗ. Чӑваш ҫыравҫисен пӗрлӗхӗ миҫе ҫулхи юбилейне тата хӑҫан палӑртмаллине ҫак статьяпа паллашнӑ хыҫҫӑн татса пама пулать тесе шутлатпӑр.

«Чӑваш халӑх сайчӗн» тӗп редакторӗ Николай (Аҫтахар) Плотников.

«Писательсен пӗрлешӗвӗ — 80-ра»

Чӑваш ҫыравҫисене пӗр ушкӑна пӗрлештерес шухӑша Ҫеҫпӗл Мишши 1921 ҫулхи пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Вӑрнар техникумӗнче вӗренекен Н. Ваҫанкка поэт патне ҫырнӑ ҫырӑвӗнче палӑртнӑ. 1923 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче «Канаш» хаҫат редакцийӗнче тата кӗнеке издательствинче ӗҫлекен ҫыравҫӑсем хӑйсен пухӑвӗнче Чӑваш писателӗсемпе журналисчӗсен «Канаш» союзне туса хума йышӑнаҫҫӗ. Унӑн бюровне Николай Золотова, Николай Шупуҫҫыннине, Хумма Ҫеменне, Степан Лашмана, Николай Патмана, Лява Платунне, Ананий Элтивана суйлаҫҫӗ.

Малалла...

 

Харпӑр шухӑш Чӑвашлӑх

17 ӗмӗрте-20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Пушкӑртстанра пурӑннӑ типтерсен (тептярьсен) сословийӗ чӑваш халӑх историйӗнче пысӑк пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать пулсан та, ҫак анлӑ сарӑлнӑ халӑх сословийӗ ҫинчен чӑваш историкӗсем ҫырни ҫукпа пӗрех. Пӗтӗмӗшле илсен, типтерсем ҫинчен тутар-пушкӑрт историкӗсем (А.З.Асфандияров, Р.К.Рахимов, Р.Г.Кузеев, Д.М.Исхаков тата ыттисем), тата вӗсем ҫырнипе усӑ курса, ытти ӑсчахсем ҫыраҫҫӗ. Ҫакна шута илсе, типтерсен историйӗ ҫине чӑвашла куҫпа пӑхса, эпӗ ҫак тишкӗрӳллӗ статьяна ҫырас терӗм.

Типтерсем (тептярьсем) 17-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Пушкӑртстанри халӑхсен пысӑк социаллӑ ушкӑнӗ пек паллӑ пулса тӑраҫҫӗ. Ку ушкӑн Вырӑс патшалӑхӗ Хусан ханлӑхне ҫапса аркатнӑ хыҫҫӑнхи тапхӑрта, унти халӑхсем Пушкӑртстана йышлӑн куҫса , пушкӑртсенчен ҫӗр илсе пурӑна пуҫланӑ саманара палӑрма тытӑннӑ. Асӑннӑ халӑхсем хушшинче чӑвашсем, вӗсен ҫывӑх тӑванӗсем пулса тӑракан бесерменсем, вотяксем (удмуртсем), марисем (ҫармӑссем), тутарсем, мӑкшӑсем, хӑйсен ӑрӑвӗсенчен чухӑнлӑха пула тухса ӳкнӗ пушкӑртсем пулнӑ.

Малалла...

 

Культура
 Алмаз Фаттахов сӑнӳкерчӗкӗ
Алмаз Фаттахов сӑнӳкерчӗкӗ

Раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Тутарстанри Анат Камӑри Чӑваш наципе культура центрӗ 30 ҫулхи юбилейне тата Чӑваш гимназийӗ уҫӑлнӑранпа 20 ҫул ҫитнине уявланӑ.

И. Садыков ячӗллӗ ачасен пултарулӑх центрӗнче иртнӗ савӑнӑҫлӑ каҫа Францирен Галина Спиридонова та килсе ҫитнӗ. Вӑл хӑйне пӗр хрантсус 1942 ҫулта ӑсталанӑ телей кайӑкне илсе килнӗ. Ӑна Галина Михайловна 34 номерлӗ гимнази-интернат директорне (вӑлах Анат Камӑри ЧНКЦ Канашӗн ертӳҫи иккен) Галина Ляховӑна панӑ.

Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫатӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче Францине тыткӑна лекнӗ совет салтакӗсене илсе пынӑ. Пӗчӗк хрантсус вӗсене шеллесе вӑрттӑн апат ҫитернӗ. Пӗр салтакӗ ҫав ачана алӑ вӗҫҫӗн тунӑ куйкӑрӑша парнеленӗ. Малашне ҫав реликви Анат Камӑра упранӗ.

 

Чӑвашлӑх

Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Юлташ» наципе культура автономийӗ хӗллехи «Улах» ирттерӗҫ. Ҫакӑн пирки пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева Фейсбукра пӗлтернӗ.

Улаха пухӑннисене чӑвашсен йӑли-йӗркипе (юрри-ташшипе) паллаштарнипе пӗрлех вӗсем валли ӑсталӑх класӗсем йӗркелӗҫ. Ӑсталӑх класӗсенче чӑваш тӗррине тӗрлеме тӳлевсӗр вӗрентӗҫ.

Улах каҫӗ ҫак шӑматкун, раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, иртӗ. Вӑл 14 сехетре пуҫланӗ.

Улах каҫне хутшӑнас текенсен Иркутск хулинчи Литвинов урамӗнчи 16-мӗш «в» ҫурти 310-мӗш пӳлӗмре вырнаҫнӑ офиса йыхравлаҫҫӗ.

Аса илтерер, чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Иркутск хулинче Иакинф Бичурин ӑсчаха халалласа облаҫри таврапӗлӳҫӗсен пӗрремӗш конференцине йӗркеленӗччӗ.

 

Чӑваш чӗлхи

Паян республикӑри сумлӑ предприятисенчен пӗрин сайтне кӗме сӑлтав тупӑнчӗ. Сӑмахӑм — сумлӑ кӑна мар, чӑваш ятне ҫӗршывӗпе сарма пулӑшакан вӑрӑм кун-ҫуллӑ организацисенчен пӗрин пирки. Ку вӑл — «Паха тӗрӗ» хапрӑк. Шупашкар районӗнчи Алькешри пӗчӗк хапрӑкран кун-ҫулне пуҫланӑскер пӗлтӗрхи кӗркунне 95 ҫул тултарнине сумлӑн уявларӗ.

Предприяти хальхи саманара та чӑваш тӗррине манӑҫтармарӗ. Ӑна сарас тӗллевпе куравсем те вӗҫӗм ирттерет.

Ҫав вӑхӑтрах предприяти сайчӗ кӑмӑла пӑсрӗ. Контенчӗ мар-ха. Питӗ лайӑх йӗркеленӗ ӑна. Анчах хыпарсенче, чӑваш эрешӗсемпе паллаштаракан «Вышивка» ярӑмра та, чӑвашла ятсене ҫырнӑ чух чӑваш саспаллийӗсемпе усӑ курман. «Пӗркенчӗк» тата ытти темиҫе сӑмаха ҫеҫ чӑваш саспаллийӗсемпе ҫавӑрттарса хунӑ. Ыттисем — «хаю», «шатакла», «сусе», «шарса»... Текстсенче «Паха тере» тени те куҫа тӑрӑнчӗ.

Чӑвашла саспаллисемпе мӗншӗн усӑ курмастӑр тесе ҫак йӗркесен авторӗ шӑнкӑравласах каларӗ. Шута илме шантарчӗҫ...

 

Чӑвашлӑх

«Чӑваш ятне илесси паян ҫӑмӑл ӗҫ мар, анчах та Никита Тӗнче https://vk.com/tenche_travel хыҫҫӑн тепӗр хастар чӑваш Андрей Суварин https://vk.com/id305371751 ятне те, хушаматне те улӑштарать!» Ҫапла хыпарланӑ «Хавал» ушкӑн страницинче. Ятпа хушамата ылмаштарни ҫинчен калакан хут сӑнӳкерчӗкне те (ҫыннӑн уйрӑм даннӑйӗсене пӗлтерме те юрать тесе ҫуралнӑ кунне тата вырӑнне эпир хуратас терӗмӗр) вырнаҫтарнӑ.

Вӑрнар районӗнче ҫуралнӑ, Шупашкарта пурӑнакан, пӗр предприяти пуҫлӑхӗнче тӑрӑшакан Андрей Суваринӑн «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи страницине эпир юриех кӗрсе пӑхрӑмӑр. Чӑн та, унта та ҫӗнӗ ят кӑтартнӑ. Халӗ вӑл — Вырак Митясен.

Аса илтерер, 2018 ҫулта паллӑ чӑваш велоҫулҫӳревҫӗ Никита Васильев хушаматне улӑштарнӑччӗ. Халӑх ушкӑнӗсенчи аккаунтсене те Nikita Tenche тесе ылмаштарчӗ вӑл. Халӗ ӑна тӗнче, Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчен пуҫласа Америка таранах, Никита Тӗнче ятпа пӗлет.

Хушамата улӑштарнин сӑлтавне те ӑнлантарнӑччӗ Никита. «Ачамсем хушамат пирки ыйтсан чӑвашсене тӗне кӗртнӗ чух вырӑнти пачӑшкӑ пирӗн несӗлӗмӗре Вася ят панӑ, эпир унран пуҫланса кайнӑ тес-и?», — тенӗччӗ чӑваш ялавӗпе тӗнче курса ҫӳреме кӑмӑллакан ҫамрӑк.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-12972450_14411Т
 

Чӑвашлӑх
Надежда Лисовая архивӗнчи сӑнӳкерчӗксем
Надежда Лисовая архивӗнчи сӑнӳкерчӗксем

Украинӑри чӑвашсен пӗрлӗхӗсен ҫӗнӗ ертӳҫине суйланӑ. Ҫакӑн пирки унти чӑвашсен пӗрлӗхӗсен ертӳҫинче чылай ҫул тӑрӑшнӑ Надежда Лисовая Фейсбукра раштавӑн 7-мӗшӗнче пӗлтернӗ.

«Хаклӑ юлташсем тата ентешсем! Паян, раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, пирӗн ентешлӗхре ырӑ улшӑну пулса иртрӗ. Михаил Люллина манӑн ӗҫӗме тӑсма килӗшнӗшӗн питӗ тав тӑватӑп. Сидоров хӑйӗн кандидатурине сирнӗ, нумай сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн Михаил Владимирович ҫак лава туртма килӗшрӗ. Ӑна уншӑн пысӑк тав. Ӑна сывлӑх тата тивӗҫе пурнӑҫлама ӑнӑҫу сунар! Ҫавӑн пекех хамӑн мӗнпур ентеше ҫак ҫулсенче пулӑшса пынӑшӑн, ҫана ӑнланнӑшӑн тав тӑватӑп. Ыррине тата сывлӑх сунатӑп», — тесе ҫырнӑ Надежда Лисовая.

Маларах эпир Украинӑри чӑвашсем Ҫеҫпӗл ҫуртне туянма ӗмӗтленнине пӗлтернӗччӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 115, 116, 117, 118, 119, 120, 121, 122, 123, 124, [125], 126, 127, 128, 129, 130, 131, 132, 133, 134, 135, ... 240
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тен, тупӑшлӑ контракт алӑ пусатӑр, коммерци операцине вӗҫлетӗр. Ку эсир юлашки вӑхӑтра тӗллев патне талпӑннин кӑтартӑвӗ пулӗ. Эгоцентризм патнелле туртӑннине пула ҫемьере е ӗҫтешсемпе ӑнланманлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ.

Кӑрлач, 25

1884
142
Матвеев Тимофей Матвеевич, чӑваш чӗлхин паллӑ тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1886
140
Кӳкеҫре хут вӗрентекен шкул уҫнӑ.
1908
118
Ухсай Мария Дмитриевна, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1910
116
Митта Петр Егорович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1923
103
Микиш Павӑлӗ, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ.
1925
101
«Ҫӗнӗ ял» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1927
99
Иванов Владимир Миронович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ ҫуралнӑ.
1941
85
Тимухха Хӗветӗрӗ, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ГУЛАГ лагерӗнче вилнӗ.
1944
82
Митта Петр Егорович, чӑваш ҫыравҫи вилнӗ.
1945
81
Желтухин Герман Николаевич, чӑваш журналисчӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1972
54
Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ.
1974
52
Егоров Василий Георгиевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1998
28
Николаев Георгий Николаевич, доцент, РСФСР тава тивӗҫлӗ строителӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та