Культура
![]() Александр Блинов полиглот, «Хавал» пуҫару ушкӑнӗн хастарӗ эсперанто чӗлхин курсӗ пуҫланассине пӗлтернӗ. Курс интерактивлӑ 10 занятирен тӑрӗ. Занятие «ЗУМ» палтформӑра ирттерме палӑртнӑ. Чӗлхе практики валли тӗрлӗ ҫӗршыври хӑнасене чӗнме шантарнӑ. Вӗсем — чӗлхе ыйтӑвӗпе ӗҫлекен специалистсем. Эсперанто – пӗтӗм тӗнчери чӗлхе. Ӑна тӑван чӗлхе хыҫҫӑнхи иккӗмӗш чӗлхе тесе шухӑшласа кӑларнӑ. Эсперанто — нейтараллӑ чӗлхе. Лексика интернационаллӑ пулнине кура вӑл чӗлхене вӗренме ҫӑмӑл тесе ӗнентереҫҫӗ. Пӗрремӗш лекци ыран, ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, 20 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Вести курс будет Александр Блинов, полиглот, активист чувашской инициативной группы "Хавал" Ссылку на zoom направим на указанные при регистрации контакты Ссылка для регистрации: https://forms.gle/TEJUi4pj2AXLJuf37 Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче "Раҫҫейри чи лайӑх таксист" Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн регионти тапхӑрӗ иртнӗ. Кӑҫал унта 12 таксист хутшӑннӑ. Конкурс икӗ пайран тӑнӑ. Теори пайӗнче водительсем ҫул-йӗр правилисемпе, хулари паллӑ вырӑнсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусене хуравланӑ, аманнисене пӗрремӗш медпулӑшу панӑ. Практика пайӗнче таксистсем машинӑпа ҫӳрес ӑсталӑха кӑтартнӑ. Пӗрремӗш вырӑна "Движок" таксопарк водителӗ Артур Михайлов йышӑннӑ. Вӑл регион шайӗнчи конкурсра пӗрре мар мала тухнӑ, 2019 ҫулта вара Раҫҫей шайӗнчинче кӗмӗл призер пулнӑ. Иккӗмӗш вырӑна Евгений Мурзин тухнӑ, виҫҫӗмӗшне - Дмитрий Осипов. Мала тухнисене 15, 10 тата 5 пин тенкӗ преми панӑ. Кӑҫал конкурс финалӗ Чечняра ҫу уйӑхӗн 16-18-мӗшӗсенче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри патшалӑх тата хысна учрежденийӗсем пӗрле офис хутне туянма аукцион ирттернӗ. Пӗтӗмпе - 43 учреждени. Вӗсем 43 пине яхӑн пачка хут туянасшӑн пулнӑ. Анчах палӑртнӑ хакпа, 14,1 миллион тенкӗпе, хут сутакан тупӑнман. Аукциона хутшӑнма пӗр заявка та пулман. Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацине 1600 пачка хут кирлӗ, Мускав полпредствине - 120 пачка, Республика клиника пульницине - 7800 пачка. Аукционра хут туянма палӑртнӑ учрежденисен йышӗнче Муркаш, Улатӑр, Элӗк район администрацийӗсем те пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Аркадий Айдак: романтик, пассионарий, созидатель» кӗнекене хӑтланӑ. Кӑларӑма Аркадий Айдак тӗрлӗ ҫӗрте тухса калаҫнисене, вӑл дневниксенче ҫырса пынисене пухса пичетленӗ. Хӑтлава Етӗрне ентешлӗхӗ йӗркеленӗ. Мероприятие хутшӑнакансене республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова саламланӑ: «Етӗрне районӗнче пирӗн республикӑна Раҫҫейӗпе мухтава кӑларнӑ ҫынсем ҫуралнӑ. Эпир Николай Мордвиновпа, Николай Ашмаринпа, Тани Юнпа мухтанатӑр. Тата, паллах, Аркадий Айдакпа». Кӗнекене кӑларма Николай Малов (вӑл Патшалӑх Думин депутачӗ пулнӑччӗ) пулӑшнӑ иккен. Кӗнеке авторӗ — Алексей Леонтьев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курса Т. Ташней хатӗрленӗ коллаж Иртнӗ эрне вӗҫӗнче Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова, унӑн ҫумӗ Георгий Богуславский тата Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн директорӗ Геннадий Козлов республикӑри паллӑ художниксем: Раиса Терюкалова тата Виталий Петров (Праски Витти) — патӗнче пулнӑ. Курнӑҫура ӳнер ӑстисен пултарулӑхри планӗсене, вӗсен уйрӑм куравӗсене республикӑри музейсенче уҫассине сӳтсе явнӑ. Министр художниксен сывлӑхӗпе те кӑсӑкланнӑ. Художниксене министр чӑваш культурине ҫӗршыв тата тӗнче шайне кӑларма пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cap.ru хыпарӗпе усӑ курса хатӗрленӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви литературӑпа ӳнер ӗҫченӗсене уйӑхсерен парса тӑракан стипендие палӑртма документсене йышӑнма тытӑннӑ. Асӑннӑ укҫана 1 ҫулталӑк хушши уйӑхсерен парса тӑраҫҫӗ. Стипендие пысӑк шайри илемлӗ хайлавсен тата литературӑпа ӳнер енӗпе никӗҫ шайӗнчи тӗпчевсен авторӗсем тивӗҫӗҫ. Конкурса документсене ӗҫ коллективӗсем, респубикӑри тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӗсен ӗҫ тӑвакан органӗсем, общество пӗрлешӗвӗсем тӑратма пултараҫҫӗ. Документсене ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗ таран йышӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хула администрацийӗ 42-мӗш маршрут перевозчикӗпе, «Крокус Автопа», килӗшӗве пӑрахӑҫлӗ. Администраци кун пирки уведомлени янӑ. Тӳре-шара ӑнлантарнӑ тӑрӑх, перевозчик ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнченпе ӗҫлеме хирӗҫленӗ, 4 автобуса маршрута кӑларма пӑрахнӑ. Ҫапла майпа вӑл килӗшӳ условийӗсене пӑсать. Ҫитес вӑхӑтра администраци урӑх перевозчик тупас тӗллевпе конкурс ирттерӗ. Конкурс пуличчен вӑхӑтлӑх перевозчик пулӗ-и е ҫук-и – паллӑ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() life.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан каччӑ вӑйӑ приставкине тара илнӗ те ӑна сутса янӑ. Ӑна тупнӑ. Каччӑ тӗлӗшпе вара пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑйӑ приставкин хуҫи полицие каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӑл ӑна палламан ҫынна тара панӑ. Анчах каччӑ ҫухалнӑ, приставкӑна тавӑрса паман. Ку полицие кайса пулӑшу ыйтнӑ. Йӗрке хуралҫисем ҫак ӗҫе тунӑ 25 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл унччен те судра явап тытнӑ. Хальхинче те хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Вӑл приставка хуҫине 25 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() zyarro сайтри сӑн Сӑр юханшывӗнче пӑр кайма пуҫланӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви ӗнер хыпарланӑ тӑрӑх, Улатӑртан пуҫласа Ҫӗмӗрле таран пӑр тапраннӑ. Етӗрне тӗлӗнче юханшывра хальлӗхе улшӑнусем ҫук. Унта пӑр хулӑнӑшӗ 23-27 сантиметр. Атӑлта Ҫӗнӗ Шупашкратан Сӗнтӗрвӑрри таран шыв тухнӑ. Шомик, Шупашкар, Куславкка тӗлӗнче хальлӗхе пӑр тӑрать, анчах вӑл кӗҫ-вӗҫ тапранӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян ирхине Шупашкарти Граждан урамӗнче «Шевроле» ҫаврӑнса ӳкнӗ. Кун пирки ҪҪХПИ пӗлтерет. Ку ирхи 5 сехет те 16 минутра пулнӑ. Граждан урамӗнчи 101/1-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче машина ҫаврӑнса ӳкнӗ. Руль умӗнче 21 ҫулти каччӑ ларнӑ. Унӑн права та пулман. Хайхискер ӳсӗр пулни те палӑрнӑ, анчах вӑл медосвидетельствовани витӗр тухма килӗшмен. Водителе 10-15 талӑклӑха хупма е 30 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |