Вӗренӳ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Чӑваш Енри 11 вӗренӳ учрежденири ачасене эвакуацилеме тивнӗ. Мина хуни ҫинче калакан хыпар Шупашкарти 91 вӗренӳ организацине ҫитнӗ. Шупашкар районӗнчи 20 шкулпа ача пахчине те ҫавӑн пек майпа хӑратнӑ. Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, шкулсемпе ача пахчисен администрацийӗсем ятарлӑ службӑсене ҫийӗнчех пӗлтернӗ. Ачасемпе ӗҫченсене ҫывӑхри учрежденисене эвакуациленӗ. Шкулсемпе ача пахчисенче паян право хуралӗн ӗҫченӗсем ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Тӗнчере юлашки кунсенче пулса иртекен пулӑмсем пирӗн ҫӗршыв экономикине палӑрмаллах пырса ҫапассине тавҫӑрма йывӑр мар. Апла пулсан ҫӗнӗ тапхӑра кӗтсе илме пирӗн хатӗр пулмалла. Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хаксене тытса тӑрасси пирки каланӑ. Теприсем ҫак ансат мар саманапа усӑ курса хаксене хӑпартса ярас хӑрушлӑх пур. Элтепер апла тума юраманнине, лару-тӑрӑва сӑнаса тӑмаллине палӑртса хӑварнӑ. Иртнӗ эрнере пирӗн республикӑра штаб ӗҫне йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Раҫҫейре паян Тӗп банк тӗп ставкӑна (выр. «ключевая ставка») 20 процент таран ҫитерме йышӑннӑ. Ку таранччен вӑл 9,5 процентпа танлашнӑ. Паян тӑрук 10,5 процент хӑпарнӑ. Ҫакна Раҫҫей экономики валли условисем тӗпрен улшӑннипе ҫыхӑнтарнӑ. Тӗп банк ставка малашне те ӳсме пултарассине систерет. Ставкӑна ӳстерни пирки паян Тӗп банк председателӗ Эльвира Набиуллина 16 сехетре (Мускав вӑхӑчӗпе) официаллӑ майпа пӗлтерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Пулӑ тытма юратакансен "Пулӑҫ - пулӑҫа" спорт фестивалӗ кӑҫалхипе 18-мӗш хут иртмеллеччӗ. Анчах ҫанталӑка пула ӑна йӗркелемӗҫ. Кун пирки Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Пулатов Инстаграмри страницинче пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Шупашкарти шыв управӗнче пӑр ирӗлме, тапранма тытӑннӑ. Ҫавна май хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ фестивале хутшӑнакансене хӑрушсӑрлӑхпа туллин тивӗҫтерейменнине палӑртнӑ. Фестивале ҫитес ҫула куҫарма йышӑннӑ. Палӑртмалла: ӑна Ҫӗнӗ Шупашкарта 2000 ҫулсен пуҫламӑшӗнче ирттерме тытӑннӑ. Пӗр хушӑ фестивале йӗркелеме пӑрахнӑ. Пӗлтӗр каллех ирттерме тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
Кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланса пыраҫҫӗ. Юлашки талӑкра 237 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. Нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 229 ҫын пулнӑ. 7 ҫын вара каварлӑ вируса парӑнтарайман. Ку таранччен 4409 ҫын кӑшӑлвируса пула леш тӗнчене ӑсаннӑ. Юлашки талӑкра 69 ҫын сывалнӑ. 45 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. Пандеми пуҫланнӑранпа 73143 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. 53175-шӗ сывалнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
avatars.mds.yandex сайтри сӑн Раҫҫейре кӑшӑлвируспа официаллӑ мар майпа чирленӗ ҫынсене QR-код пама тытӑнни пирки пӗлтернӗччӗ. Чӑваш Енре те ҫынсем организмра антителӑсем пуррипе ҫуккине пӗлес тесе анализ параҫҫӗ. Ку таранччен 5 пин ҫын анализ пама кайнӑ. Вӗсенчен 702-шӗн организмӗнче антителӑсем пурри ҫирӗпленнӗ. Вӗсене QR-код панӑ. Аса илтерер: антителӑсем пур тӑк сертификата ҫур ҫуллӑха параҫҫӗ. Анчах ӑна кайран тӑсма май пулмӗ. Сӑмах май, унччен кун пек майпа пӗрремӗш ҫын сертификат илни пирки пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
im0-tub-ru.yandex.net сайтри сӑн Чӑвш Енре йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ хӗрарӑмсем валли тепӗр центр уҫӑлӗ. Сӑмах май, унашкалли Шупашкарта пур ӗнтӗ. ЧР Ӗҫлев министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, йывӑрлӑха лекнӗ хӗрарӑмсене пулӑшакан уйрӑм Канашри халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центр ҫумӗнче уҫӑлӗ. Унта пепке кӗтекен хӗрарӑмсем, ачаллисем, упӑшкинчен хур куракансем килме пултараҫҫӗ. Центрта вӗсем валли хӑтлӑ та ӑшӑ вырӑн пулӗ. Кунсӑр пуҫне хӗрарӑмсемпе психологсем, тухтӑрсем ӗҫлӗҫ. Кирлӗ пулсан юристсем те пулӑшӗҫ. Канашри уйрӑм пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче уҫӑлӗ. Палӑртмалла: Шупашкарти кризис центрне ҫулсерен 1 пин хӗрарӑм пулӑшу ыйтма пырать. Вӗсенчен 20-шне вырӑнпа тивӗҫтереҫҫӗ. Пулӑшу ыйтма аякри районсенчен те килеҫҫӗ. Пӗлтӗр унашкал центр Улатӑрта уҫӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, 18 сехет те 30 минутра, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗн, баритон-сасӑллӑ Иван Николаев солистӑн пултарулӑх каҫӗ иртӗ. Иван Николаев Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер инстиутӗнче Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш Ен халӑх артистки, Валентина Смирнова-Геворкян профессор класӗнче вӗреннӗ. 2011 ҫулта Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑскер сцена ҫинчи 10 ҫулхине халаллӗ. Уяв каҫӗнче анлӑ сарӑлнӑ классика, хитре хореографи номерӗсем, халӑх юррисем, эстрада хичӗсем тата ытти композици пулӗ. Ҫав концертра сцена ҫине Сартури тата Краснодарти солистсем, «Артикль» вокал проекчӗн ӑстисем, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
Тин кӑна кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ чакма тытӑннӑччӗ. Юлашки талӑкри статистика вара каллех урӑхла хыпарлать: чирлекенсем нумайланнӑ. Юлашки талӑкра республикӑра 234 ҫын инфекциленнӗ, 136 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. Иртнӗ талӑкра 67 ҫын сывалнӑ. Стационара лекекенсен йышӗ каллех нумайланнӑ. Кӗҫнерникун 73 ҫынна вырттарнӑ пулсан эрнекун 109 ҫын унта лекнӗ. Юлашки талӑкра 8 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Хальхи вӑхӑтра килте, ковид-госпитальте сипленекенсен йышӗ 15,4 пин ҫынпа танлашать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта ҫӗнӗ ача пахчи уҫӑлнӑ. Вӑл «Краски детства» ятлӑ. Ача пахчи Алькешре уҫӑлнӑ. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсем ача пахчине туса пӗтерессе икӗ ҫул кӗтнӗ. Унта 160 ача ҫӳреме тытӑнӗ. Пӗтӗмпе 8 ушкӑн пулӗ. Шӑпӑрлансем валли бассейн, лего-студи, хушма пӗлӳ илмелли пӳлӗм тата мастерской пур. Ҫавӑн пекех музыка залӗ, физкультура залӗ, методпӳлӗм, медицина блокӗ, апат пӗҫермелли блок вырнаҫнӑ. Ача пахчине хута яма 158,5 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Ҫӗнӗ ача пахчи хута ярса Алькешре 1,5 ҫул тултарман ачасен черетне пӗтернӗ. Сӑмах май, тепӗр уйӑхран Шупашкарти 14-мӗш микрорайонта та ача пахчи хута кайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни ҫуралнӑ. | ||
| Данилов-Чалдун Максим Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абрамов Иван Кузьмич, РСФСР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Антонов Иван Захарович, чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чаппан вӑрҫи пуҫланнӑ. | ||
| Ленский Леонид Александрович, тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михлеев Дмитрий Никонорович, чӑваш кинорежиссёрӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ярды Валерий Николаевич, чӑваш спортсменӗ, тӗнче чемпионӗ ҫуралнӑ. | ||
| Галкин Андрей Петрович, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |