Чӑваш Енри шкул ачисем «Пысӑк тӑхтав» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурса хутшӑннӑ. Финала пирӗн регионтан 17 ача кайнӑ.
Конкурсра пӗтӗмпе 11-мӗш класра вӗренекен 300 ҫамрӑк ҫӗнтернӗ. Вӗсем 1-ер миллион тенкӗ илӗҫ. Ку укҫапа вӗреннӗшӗн тӳлеме пултараҫҫӗ. Аслӑ шкула кӗнӗ чухне хушма балл илме те май пур.
Тепӗр 300 ҫӗнтерӳҫи – 9-10-мӗш класра ӑс пухакансем. Вӗсем 200-шер пин тенке тивӗҫнӗ. Ку укҫана вӗреннӗ ҫӗре яма юрать, ҫавӑн пекех хӑйсене аталантарма май пур.
Пирӗн ентшсенчен ҫаксем ҫӗнтернӗ: Шупашкарти 65-мӗш шкулти Кристина Степанова, Вӑрмар районӗнчи Кӗлкеш шкулӗнчи Галина Сидорова, Шупашкарти 2-мӗш лицейри Кристина Тапинова, Шупашкарти 5-мӗш гимназири Екатерина Аврамова.
Ҫулла, шел те, шывра путса вилекенсем нумай. Кӑҫал сезон пуҫланнӑранпа пӗрремӗш инкек пулнӑ ӗнтӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Кӗлкеш ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере 50 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Унӑн кӗлеткине ял ҫыннисем туртса кӑларнӑ. Ҫав вӑхӑталла вӑл вилнӗ ӗнтӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын пулӑ тытнӑ чухне хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнман.
Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче «Тӑван чӗлхе вӑрттӑнлӑхӗсем» интернет олимпиада иртнӗ. Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «унта заявка панӑ 150 ҫынран тӗрлӗ сӑлтавсене пула пӗтӗмпе 109 учитель кӑна хутшӑннӑ».
Олимпиадӑна Вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедри йӗркеленӗ. Тӗрӗслеве чӑваш чӗлхипе литературине тата тӑван ен культурине вӗрентекенсем хушшинче ирттернӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсем тесе ҫак вӗрентекенсене палӑртнӑ: Вӑрмар районӗнчи Кӗлкеш шкулӗнчи Елена Максимова, Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӑкалӑхри Юлия Кошелева, Вӑрмарти Г.Е. Егоров ячӗллӗ шкулти Галина Васильева, Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Пӑшъелӗнчи Светлана Никитина тата Ирина Матюшкина, Шупашкар районӗнчи Тренккассинчи Ираида Фомина, Шупашкарти 49-мӗш вӑтам шкулти Вера Куракова.
Вӑрмар районӗнчи Кӗлкешри Н.А.Афанасьев ячӗллӗ шкула 30 кунлӑха хупнӑ. Кун пирки Вӑрмар районӗн сучӗ пӗлтернӗ.
Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче унти шыва тӗрӗсленӗ. Вӑл шкулти ҫӑлкуҫран килет. Ҫавӑн пекех кранран юхакан шыв пахалӑхне те пӑхнӑ. Лаборатори тӗпчевӗ палӑртнӑ тӑрӑх, шывӑн санитарипе биологи кӑтартӑвӗсем требованисемпе килӗшсе тӑман.
Хальлӗхе Вӑрмар районӗн сучӗ кӑларнӑ приговор саккунлӑ вӑя кӗмен. Вӗренӳ министерстви кун пирки мӗн пӗлтерни паллӑ мар-ха.
Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Виталий Яковлев художникӑн куравӗ уҫӑлӗ. Вӑл кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Виталий Яковлев 1949 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ хулинче ҫуралнӑ. Пӗчӗкренех графикӑпа кӑсӑкланнӑ. Унӑн амӑшӗ те ӳкерме юратнӑ.
1977 ҫулта Виталий Николаевич И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчи художествӑпа графика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ.
Виталий Яковлев – живопись ӑсти, художник-сатирик. «Капкӑн», «Крокодил», «Чаян» журналсемпе студент чухнех ҫыхӑну тытма пуҫланӑ. Пединститутран вӗренсе тухсан Вӑрмар районӗнчи Кӗлкеш, унтан Ҫӗнӗ Шупашкарти 8-мӗш тата 13-мӗш шкулсенче вӗрентекен, Шупашкарти промышленность тракторӗсен савутӗнче художник-оформитель пулса ӗҫленӗ. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, юлашки ҫулсенче вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти Митта Ваҫлейӗ ячӗллӗ 20-мӗш шкулта ӗҫленӗ.
Чӑваш Ен ҫыннисем сӑнӳкерчӗксен пӗтӗм тӗнчери конкурсне хутшӑнаҫҫӗ. «Русская цивилизация» (чӑв. Вырӑс цивилизацийӗ) конкурсра ӑмӑртакансенчен пӗри — Вӑрмар районӗнчи Кӗлкешри Н.А. Афанасьев ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулти Светлана Романова. Вӑл – педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, сӑнарлав ӳнерӗн, черчени тата тӑван ен культурин учителӗ, аслӑ квалификациллӗ педагог, Н.А. Афанасьев муйзейӗн ертӳҫи, «Тӑван ен» ача-пӑчан шыравпа таврапӗлӳ пӗрлешӗвӗн ертӳҫи. Светлана Романова ӗҫӗсемшӗн ҫак каҫӑпа https://ruscivilization.ru/ru/gallery/?filter=true&nomination=&user=3428#filters иртсе сасӑлама пулать. Конкурса вӑл 14 фото сӑнӳкерчӗк тӑратнӑ.
Чӑваш Енри тепӗр автор, Леонид Корнилов, конкурса 10 ӗҫпе https://ruscivilization.ru/ru/gallery/?filter=true&nomination=&user=3463#filters хутшӑнать.
Вӑрмар районӗнчи Тупах ялӗн ҫыннисем паттӑрсене хисеплеҫҫӗ. Вӗсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисене халалласа хӑйсен вӑйӗпе палӑк лартнӑ.
Унччен Тупах ялӗнче тимӗртен тунӑ обелиск ҫеҫ пулнӑ. Ҫавӑ ҫеҫ паттӑрсене аса илтернӗ. Халӗ вара асӑну палӑкне кирпӗчрен тунӑ, ӑна карта тытса ҫавӑрнӑ. Чи пӗлтерӗшли вара — палӑк ҫине Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ветерансен ячӗсене ҫырнӑ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ — 118 ҫын — киле таврӑнайман.
Тупахсем палӑк тӑвас шухӑша пӗлтӗр палӑртнӑ. Халӑхран укҫа пухса хӑпартнӑ ӑна. Ку кӑна мар — вӗсем строительство ӗҫӗсене те хутшӑннӑ.
Ӑна тумашкӑн 130 пин тенке яхӑн укҫа кирлӗ пулнӑ. Унпа стройматериал туяннӑ. Ытти ӗҫе вара ял ҫыннисем хӑйсемех пурнӑҫланӑ.
Сӑмах май, Кӗлкешре те хӗрӳ ӗҫ пырать. Унта та ветерансене халалласа палӑк лартасшӑн тӑрӑшаҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Кӗлкеш ялӗнче Акатуя паллӑ тунӑ. Уява ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.Н.Борцов уҫнӑ. Вӑл пурне те ӑнӑҫу сунса малашне те ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеме хавхалантарнӑ. Унтан кӗлкешсене Вӑрмар район администацийӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Александр Тихонов саламланӑ.
Кайран Г.Н.Ямуков фермер ӗҫ пӗтӗмлетӗвне тунӑ. Вӑл кӑҫал фермерсем ӗҫе лайӑх пурнӑҫланине палӑртнӑ.
Унтан концерт пуҫланнӑ. Кӗлкешсем патне Шупашкартан чӑваш эстрада артисчӗсем килнӗ. Кӗлкешре пурӑнакан Светлана Ямукова пурне те хашламапа сӑйланӑ.
Спорт ӑмӑртӑвӗсем хӗрӳ иртнӗ. Маттуррисем волейболла вылянӑ, чупнӑ, вӗрен туртнӑ, кире пуканӗ йӑтнӑ. Каярахпа пуҫланнӑ ташӑ каҫӗ ирчченех пынӑ. Кӗлкешсем Акатуйра пӗрле пухӑнса чунран савӑннӑ.
Сӑнсем (13)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |