Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Президент пепкелӗх центрӗнче 3420 грамм таякан, 55 сантиметр тӑршшӗ хӗрача ҫуралнӑ. Пиллӗкмӗш кунхине тӑрук унӑн сывлӑхӗ япӑхланма пуҫланӑ. Унӑн чӗре чирӗ пулнӑ иккен. Чӑваш Енри тухтӑрсем ҫӗршыври пысӑк квалификациллӗ тухтӑрсемпе канашланӑ. Икӗ эрне сиплесен пӗчӗк ачана ИВЛ аппаратпа сывлаттарма пӑрахнӑ, тин ҫуралнӑ ачасен патологи уйрӑмне куҫарнӑ. Хӗрача кӑкӑр сӗчӗпе часах ӳт хушма пуҫланӑ. 3900 грамм тайма пуҫласан, сывлӑхӗ лайӑхлансан амӑшӗпе ачине киле янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |