Чӑваш чӗлхи
Вӗренӳ институчӗн сайтӗнчен касса илнӗ Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ сценарисен «Чӑвашла уяв янратӑр!» конкурсне ирттернӗ. Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса мухтава тивӗҫнӗ ентешсене халалланӑ чӑвашла мероприятисен сценарийӗсене виҫӗ номинаципе йышӑннӑ: «Класс сехечӗн сценарийӗ», «Уроксем хыҫҫӑнхи мероприятисен сценарийӗ», «Ача садӗнче ирттермелли уяв сценарийӗ». Конкурса пурӗ 174 сценари килнӗ. Чи хастаррисен шутӗнче Елчӗк, Етӗрне, Йӗпреҫ, Вӑрнар, Вӑрмар, Канаш, Куславкка, Патӑрьел, Тӑвай, Шупашкар, Элӗк районӗсенче, Канаш, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче ӗҫлекен педагогсем пулнӑ. Жюри 75 ҫӗнтерӳҫӗпе призёра палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
www.chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ Нумаях пулмасть Вӑрнар районӗнчи тӗп вулавӑшра Анатолий Емельянов ҫыравҫӑна тата Петӗр Ялкире халалласа тӗлпулу ирттернӗ. Ку хыпара Чӑваш кӗнеке издательствин сайтӗнче хыпарланӑ. Сайтри хыпарта Анатолий Емельянов ҫыравҫӑ «хӑйӗн геройӗсен пурнӑҫне, ӗҫне-хӗлне, шухӑш-кӑмӑлне витӗр курса-пӗлсе» тӑнине палӑртса хӑварнӑ. Унӑн паллӑрах кӗнекисем — «Ҫавал сарӑлсан», «Чапшӑн пурӑнмастпӑр», «Ҫырма Куҫми», «Кӗмӗл ҫил», «Шӑнкӑрав курӑкӗ», «Хура кӑрӑҫ». Анатолий Емельянов ҫуралнӑранпа кӑҫалхи кӑрлач уйӑхн 10-мӗшӗнче 90 ҫул ҫитнӗ. 2000 ҫулта вӑл ҫак тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. «Петр Тихонов (Ялгир) Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралнӑ пулсан та вӑрнарсемшӗн ентеш пекех ҫывӑх, мӗншӗн тесен вӑл чылай ҫул хушши ҫак районта ӗҫленӗ, ку тӑрӑха савса сахал мар сӑвӑ шӑрҫаланӑ», — пӗлтернӗ Чӑваш кӗнеке издательстви. Паллӑ ҫыравҫӑсен ячӗпе йӗркеленӗ тӗлпулусене Профессиллӗ писательсен союзӗн председателӗ Улькка Эльмен, Людмила Сачкова, Лидия Филиппова, Анатолий Кибеч тата Галина Антонова (Матвеева) ҫыравҫӑсем, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Галина Антонова хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
https://culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗсем Пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче «Ҫавал» эстрадӑпа фольклор ансамблӗн 45 ҫулхине халалласа уяв концерчӗ иртнӗ. Концерт курма тата артистсене паллӑ кунпа саламлама республикӑн культура мнистрӗ Светлана Каликова тата ытти тӳре-шара та пырса ҫитнӗ. Чӑваш Республикин Элтеперӗн Тав хучӗпе Александр Жуковские, Чӑваш Республикин Культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗсен министерствин Хисеп хучӗпе Ольга Николаевӑна, асӑннӑ ведомствӑн Тав хучӗпе Михаил Николаевпа Иван Степанова хавхалантарнӑ. Концертра халӑх юратакан «Ах, савни, савни», «Хура лаша», «Кил ӑшши», «Тарӑн-тарӑн ҫырмара», «Шупашкар», «Как за Доном», «За тихой рекой», «Россиюшка», «Нам жить — не тужить» тата ытти юрӑ янӑранӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтӗнчи сӑн Пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче нумай хутлӑ ҫурт ҫывӑхӗнче арҫын виллине тупнӑ Кун пирки "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ Юрий Шакеев пӗлтернӗ. Арҫын виллине 15 сехет ҫурӑра асӑрханӑ. Вӑл Гузовский урамӗнчи 14-мӗш ҫуртри тӑваттӑмӗш хутри балкон ҫинчен ӳкнӗ. Вырӑна полици ӗҫченӗсем, васкавлӑ медпулӑшу бригади ҫитнӗ. Мӗн пулнӑ-ха? Следстви комитечӗ халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хӑйӗн шалӑвӗн пӗр пайне Донбасс ҫыннисем валли уйӑрса пама йышӑннӑ. Кун пирки вӑл Патшалӑх Канашӗнче политика партийӗсен ертӳҫисемпе тӗл пулсан каланӑ. "Пӗрле" фонд Донбасс валли укҫа пухма тытӑннӑ. Олег Алексеевич ӗҫ укҫин пӗр пайне фонда хывӗ. Олег Николаев хальхи ҫӑмӑл мар лару-тӑрура салтаксене, Луганск тата Донецк облаҫӗсенче пурӑнакансене пулӑшни пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Вӑл 2018 ҫулхи пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Кӑҫал 104 ҫул тултарнӑ. Сӑмах – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Федор Рыбкин пирки. Ветеран халӗ Шупашкарта пурӑнать. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑл Ленинграда ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Куншӑн ӑна «Лениграда хӳтӗленӗшӗн» медальпе чысланӑ. Фронтран таврӑнсан Федор Рыбкин ял хуҫалӑхӗнче ӗҫленӗ, Тутарстанри Ҫырчаллӑри совхоза ертсе пынӑ, зоотехник тата ветеринар пулнӑ. Вӑл 80 ҫулта кӑна ӗҫ пӑрахса тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Ыран республикӑра ҫил самай вӑйланать, ҫил-таман тухать. Каҫхине ҫил ҫеккунтра 19-21 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Атмосфера пусӑмӗ 736 мм ҫитӗ. Ыран каҫ енне уяртӗ те сивӗтме тытӑнӗ. Вырсарникун ирхине 14 градус сивӗ пулӗ. Ҫил вара лӑпланӗ. Пушӑн 7-8-мӗшӗсенче юр ҫӑвӗ. Анчах ҫапах сивӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Каҫсерен 20-25 градус таранах сивӗтме пултарӗ. Савӑнтараканни вара – хӗвел. Хӗвел пӑхни кама савӑнтармӗ. Иккӗмӗш декада пуҫламӑшӗнче 2-7 градус таран ӑшӑтӗ. Пушӑн 11-12-мӗшӗсенче кӑштах юр ҫӑвӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑвашлӑх
Хисеплӗ хӑнасем, вулакансем! Тӗнчери тата Раҫҫейри лару-тӑрӑва пула «Чӑваш халӑх сайчӗ» умӗнче пысӑк йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Унӑн ӗҫӗ тӗпрен илсен хамӑн укҫа ҫинче тытӑнса тӑрать. Ман тупӑшран килет. Шел те, паянхи кун тупӑшсем палӑрмаллах чакрӗҫ. Ҫавна пула журналистсене тӳлемелӗх, сервер тӑкакӗсене саплаштармалӑх укҫа-тенкӗ ҫитмессе пултарать. Эпӗ никамран та укҫа кӗлмӗҫленсе ыйтман. Тар тӑкса ӗҫлесе илнӗ укҫана кама та пулин пама йывӑррине шкул саккинченех пӗлетӗп. Пӗлместӗп хальхи шкул программинче пур-и, ҫук-и вӑл калав — пӗр ача пирки унта сӑмахччӗ. Хайхи ача ҫӑмӑллӑн укҫа ӗҫлесе илет те аслисем вӑл укҫана кӑвайта пӑрахаҫҫӗ. Ачи кун пирки ним те шарламасть. Тепӗр хутӗнче ача тар тӑкса укҫана ӗҫлесе илет. Аслисем каллех вӑл укҫана кӑвайта пӑрахма тӑраҫҫӗ те ачи вара тӳрех хирӗҫ тӑрать. Ара, тар тӑкса ӗҫлесе илнӗ укҫан хисепӗ пысӑк! Пирӗн халӑх хытӑ тесе эп ҫавна пулах каламастӑп — кашни пуса тар тӑкса ӗҫлесе илнӗрен ӑна ют ҫынна, лешӗ ӑна пархатарлӑ ӗҫе юрасса шантарать пулин те, пама йывӑртарах ҫав. |
Ял хуҫалӑхӗ
Ҫӗрулми туянма - черет Ӗнер Шупашкарта "Ҫӗрулми" курав пӗрремӗш кун ӗҫленӗ. Тӗнче тетелӗнчи тӗрлӗ ҫӑлкуҫ ҫынсем унта черет тӑрсах ҫак пахча ҫимӗҫе туянни пирки пӗлтерчӗҫ. Черечӗ самаях пысӑк пулнӑ. Пӗр кунра куравра ҫынсем 35 тонна вӑрлӑх ҫӗрулми туяннӑ. Танлаштармашкӑн: иртнӗ ҫул икӗ кунра 35 тонна ҫимӗҫ сутнӑ. Курав паян та ӗҫлет. Унта ирхи 10 сехетрен пуҫласа каҫхи 5 сехетчен ҫӗрулми туянма пулать. Ҫынсем ҫӗрулми нумай туяннине кура курава ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче те ирттерме йышӑннӑ. Ӑна Шупашкарта кӑна мар, районсенче те йӗркелесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Светлана Гордеева сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Мелодии чувашских узоров. Асамлӑ тӗрӗ» курав ӗҫлеме тытӑннӑ. Ӑна ӗҫе пуҫӑнакан ӑстасен тӗррисенчен йӗркеленӗ. Вӗсем — вулавӑшри «Асамлӑ тӗрӗ» кружока ҫӳрекенсем. Пултарулӑх ушкӑнне халӑх художество промыслисен ӑсти Надежда Кузнецова ертсе пырать. Кружока вулавӑшра 2013 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ӗҫлеттерсе янӑ. Ӑна пуҫарса яма Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Евгения Жачева хутшӑннӑ. Пултарулӑх ушкӑнне вӑл 5 ҫул ертсе пынӑ. Вулавӑшра ӗнер уҫӑлнӑ курава Раҫҫей халӑхӗсен культура эткерлӗхн ҫулталӑкне халалланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни ҫуралнӑ. | ||
| Данилов-Чалдун Максим Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абрамов Иван Кузьмич, РСФСР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Антонов Иван Захарович, чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чаппан вӑрҫи пуҫланнӑ. | ||
| Ленский Леонид Александрович, тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михлеев Дмитрий Никонорович, чӑваш кинорежиссёрӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ярды Валерий Николаевич, чӑваш спортсменӗ, тӗнче чемпионӗ ҫуралнӑ. | ||
| Галкин Андрей Петрович, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |