Политика
Кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Петр Краснова Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗн должноҫӗнчен кӑларнӑччӗ. Вӑл ӑна 5 ҫул ертсе пынӑ. Паян институтра кам директор пуканне йышӑнасси паллӑ пулнӑ. Ҫав ҫыннах – Петр Краснов. Петр Степанович 1956 ҫулта Комсомольски районӗнче Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче ҫуралнӑ. 1994-2005 ҫулсенче информаципе пичет министрӗ пулнӑ. 2011 ҫултанпа – ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ. 2002 ҫултанпа – «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Дмитрий Швечков. Инстаграмри @csonkalin сӑнӳкерчӗкӗ Паян, пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Донбаса Чӑваш Енрен гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатнӑ. Пурӗ 20 тонна. Ҫав шутра – сакӑр тонна ҫӑнӑх, икӗ тонна кӗрпе. Асӑннӑ апат-ҫимӗҫе Чӑваш Енри аграрисем туса илнӗ тыр-пултан хатӗрленӗ. Унсӑр пуҫне тепӗр вунӑ тонна ытти апат-ҫимӗҫ тата куллен кирлӗ тавар ӑсаннӑ. Калӑпӑшлӑ пулӑшӑва «Чӑвашҫӑкӑрпродукт», «Чӑваш Республикин апат-ҫимӗҫ фончӗ», «Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ», «Букет Чувашии», «Химпром» предприятисем, «Пике» фабрика уйӑрса панӑ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, уйрӑм ҫынсем те май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Сӑмахран, Шупашкарта пурӑнакан 28 ҫулти Дмитрий Швечков хӑй укҫипе тӗрлӗ тавар туянса Халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен хулари центра пырса панӑ. Унтисем тавара адресатсем патне ӑсатма пулӑшӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Николай Исмуков Чӑваш халӑх поэчӗ, философи наукисен докторӗ Николай Аверкиевич Исмуков педагог 1942 ҫулхи пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫӗнче сӑвӑ-юрӑллӑ кил-йышра ҫуралнӑ. Йӳнеҫтерӳллӗ те пархатарлӑ ҫул утса тухнӑ сӑвӑҫӑ. Вӑл пуҫламӑш класрах хӑйӗн тӑванӗ Митта Ваҫлейӗ пек пулас тесе сӑвӑсемпе аппаланма пуҫланӑ та, поэзи урхамахне алӑран нихҫан та вӗҫертмен. Ӗҫлесе укҫа-тенкӗ тупнӑ, кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке кӑларнӑ. Патшалӑх ертӳҫисем ӑна вӑхӑтра асӑрханӑ, хисеплӗ ятсемпе, премисемпе, нумай томлӑ ҫырнисен пуххине кӑларнипе хавхалантарнӑ. Ӑслӑ та ӗҫчен каччӑ самант та алӑ усса пурӑнман. Вӑл Шупашкарта художество училищинче, Свердловскра университетра вӗреннӗ. Шкулта, Ҫӗрпӳри ялхуҫалӑх техникумӗнче, Шупашкарти коопераци институтӗнче ӗҫленӗ. Мускавра аспирантурӑра тӑрӑшнӑ. Философи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ пулса тӑнӑ. Чӑваш тӗнчекурӑмӗпе ӑс-хакӑлӗ ҫинчен философ куҫӗпе хӑй шухӑшне пуҫласа калама пултарнӑ. Н.А. Исмуковӑн пархатарлӑ ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен «Писатели Чувашии» (2006), «Писатели. Библиотека президента Чувашской Республики. Т. 6» (2008) пухчӑсенче тӗплӗ каласа хӑварнӑ. |
Пӑтӑрмахсем
im0-tub-ru.yandex.net сайтри сӑн Чӑваш Енре 64 ҫулти арҫын ҫӑкӑр тип пыра кайнипе чутах вилмен. Ӑна васкавлӑ медпулӑшу фельдшерӗ Сергей Николаев, Ҫӗрпӳри подстанци ӗҫченӗ, ҫӑлса хӑварнӑ. Ку нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пулнӑ. Каҫхине апатланнӑ чухне арҫын ҫӑкӑра пырне лартнӑ. Вӑл ҫавӑнтах сывлӑш ҫитменнипе аптӑрама пуҫланӑ. Тӑванӗсем часрах медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем ҫитсен пациента тӗрӗсленӗ те пырӗнче темӗн ларнине асӑрханӑ. Сергей Николаев фельдшер ӑна пӗрремӗш медпулӑшу панӑ. Арҫын ирӗклӗн сывлама пуҫласан ӑна пульницӑна малалла сипленмешкӗн илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче чӑваш наукипе культуринче хӑйӗн ятне хӑварнӑ Семен Горский (13.02.1897-22.10.1975) профессора, филологи наукисен докторне, Чӑваш АССР наукин тава тивӗҫлӗ ӗҫченне, актера, режиссера асра тытса портрет-каҫ иртӗ. «Ученый-педагог, актер и режиссер Семен Горский» ят панӑ мероприятие ӑсчах ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Вӑл пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 14 сехетре пуҫланӗ. Унта ученӑйӑн хӗрӗ Вера Семеновна та хутшӑнӗ. Семен Горский 1918-1922 ҫулсенче Чӑваш театрӗнче актер тата режиссер пулса ӗҫленӗ. Унтан вӑл пурнӑҫне педагогикӑна халалланӑ. 1951 ҫулта чӑваш литература чӗлхин историне тӗпчесе доктор диссертацине ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ Раҫҫей ӑслӑлӑх кунне халалланӑ пӗтӗмлетӳллӗ ӑслӑлӑх сессине йыхравланӑ. Вӑл пуш уйӑхӗн 1—2-мӗшӗнче иртӗ. Унта хутшӑнакансене Ученӑй канашӗн залне йыхравлаҫҫӗ. Мероприяти ыран, пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, 10 сехетре институтӑн директорӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Геннадий Николаев уҫӗ. Пӗрремӗш сессире чӑваш халӑхӗн этногенезӗпе кун-ҫулӗ ҫинчен калаҫӗҫ, иккӗмӗшӗнче Раҫҫей империйӗ пулса кайни тата чӑвашсем ҫинчен калаҫӗҫ. Кун йӗркинчи ытти ыйту та кӑсӑклӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
oleniy.ru сӑнӳкерчӗкӗ Вӑрмар районӗнчи арҫынна хир качакине вӗлернӗшӗн явап тыттарӗҫ. Шалти ӗҫсен министерствин Вӑрмар районӗнчи пайне республикӑн Ҫутҫанталӑк тата экологи министерствин чӗрчунсене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен дирекцийӗ такам хир качакине персе вӗлерни ҫинчен пӗлтернӗ. Чӗрчунӑн тирне тата пуҫне Саруй ял ҫывӑхӗнче асӑрханӑ. Пакунлисем вырӑнти 36 ҫулти арҫын килӗнче хир качакин ашне тупнӑ. Ҫав ҫынна унччен хӗҫпӑшала саккуна пӑсса упранӑшӑн явап тыттарнӑ. Саккуна пӑсса сунара кайнӑшӑн халӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Шупашкарта каллех ҫемье газ сӗрӗмӗпе чутах наркӑмӑшланса вилмен. Нарӑс уйӑхӗнче кун пек тӗслӗх иккӗмӗш хут пулнӑ. Виҫӗ эрне каялла Патрис Лумумба урамӗнчи пилӗк хутлӑ ҫуртра ҫынсем газ сӗрӗмӗнчен шар курнӑччӗ. Хальхинче – Афанасьев урамӗнче. Нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче каҫхи 9 сехет хыҫҫӑн ҫак урамри 4-мӗш ҫуртра 1978 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑм тата унӑн 13-ри, 4 ҫулти ачисем наркӑмӑшланнӑ. Газ колонкин сӗрӗме туртмалли хатӗрӗ ӗҫлемен. Хӗрарӑмпа ачасене пульницӑна илсе ҫитернӗ. Палӑртмалла: пилӗк хутлӑ ҫурт 1968 ҫулта хута янӑскер. Ӑна «Ниди» управляющи компанийӗ пӑхса тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Праивтельство ҫуртӗнче Ҫӑварнипе ҫыхӑннӑ мероприятисем пирки калаҫнӑ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри ертӳҫи Надежда Луговская республикӑра массӑллӑ мероприятисене ирттерме юраманни пирки тӳрех каланӑ. Ку кӑшӑлвирус сарӑлнипе ҫыхӑннӑ. ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов та ҫавӑн пекех шутлать. Вӑл та массӑллӑ мероприятисене ирттерме юраманнине асӑннӑ. Ҫавӑн пекех тепӗр сӑлтав ҫинче те чарӑнса тӑнӑ. Ку Донбасри лару-тӑрупа ҫыхӑннӑ. Ҫавна май Правительство ҫуртӗнче Ҫӑварнине ҫемьепе ирттерме сӗннӗ: пӗрле ларса икерчӗ ҫимелле, чей ӗҫмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Gettyimages.ru © Vincent Boisgard / EyeEm сӑнӳкерчӗкӗ Пирӗн ҫӗршыв урлӑ 36 ҫӗршыв самолёчӗсене вӗҫсе иртме чарнӑ. Ҫакӑ — Раҫҫейри авиакомпанисен самолёчӗсене хӑйсен территорийӗ урлӑ вӗҫтерме Европӑри тата тӗрлӗ вырӑнти хӑш-пӗр ҫӗршыв чарнӑран тунӑ йышӑну. Раҫҫей урлӑ вӗҫсе каҫма Австрири, Албанири, Ангильяри, Бельгири, Болгаринчи, Британири Виргинский утравӗсене, Великобританири, Венгрири, Германири, Гибралтарти, Грецири, Данири (ҫав шутра — Гренланди, Фарер утравӗсем, Территори тинӗсӗ), Джерсинчи, Ирландири, Исландири, Испанири, Италири, Канадӑри, Кипрти, Латвирии, Литвари, Люксембургри, Мальтӑри, Нидерландри, Норвегири, Польшӑри, Португалири, Румынири, Словакири, Словенири, Финляндири, Францири, Хорватири, Чехири, Швецири, Эстонири авиакомпанисене чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни ҫуралнӑ. | ||
| Данилов-Чалдун Максим Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абрамов Иван Кузьмич, РСФСР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Антонов Иван Захарович, чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чаппан вӑрҫи пуҫланнӑ. | ||
| Ленский Леонид Александрович, тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михлеев Дмитрий Никонорович, чӑваш кинорежиссёрӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ярды Валерий Николаевич, чӑваш спортсменӗ, тӗнче чемпионӗ ҫуралнӑ. | ||
| Галкин Андрей Петрович, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |