Сывлӑх
![]() Чӑваш Ене ачасемпе ҫамрӑксене кӑшӑлвирусран прививка тумалли вакцина ҫитнӗ. Ҫак кунсенче «Фармаци» аптека складне 2190 доза вакцина кӳрсе килнӗ. «Спутник М» вакцинӑна медицина организацийӗсене валеҫӗҫ. Вӑл «Спутник V» пекех, анчах унти япала 5 хут сахалрах. Ӑна та икӗ тапхӑрпа пурнӑҫлаҫҫӗ: иккӗмӗш укола 3 эрнерен тӑваҫҫӗ Палӑртмалла: ку прививкӑна наци календарьне кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ольга Хлебникова. fs01.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен полтикин министрӗн ҫумне Ольга Хлебниковӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ольга Апполоновнӑна министр ҫумӗ пулма 2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче шаннӑ. Унччен вӑл Шупашкарти апатлану технологийӗн тата коммерцин техникумӗнче малтан директорӑн вӗренӳпе производство енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса, 2019 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа 2021 ҫулхи ҫурла уйӑхӗччен директор пулса тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Лиза Алерт" сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта 21 ҫулти хӗр ҫухалнӑ. Выркина Дарья Андреевна килтен ӗнер, ҫӗртмен 1-мӗшӗнче, тухса кайнӑ та таврӑнман. Кун пирки "Лиза Алерт" шырав отрячӗ пӗлтерет. Килтен кайнӑ чухне вӑл ҫутӑ тӗслӗ сӑран куртка, хура джинс шӑлавар, хура футболка, кӗрен кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ. Хӑй 165 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ тӗттӗм, куҫӗ хӑмӑр тӗслӗ. Дарьйӑна куракансене 8 800 700 54 52 е 112 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Александр Блинов. visitvolga.ru сӑнӳкерчӗкӗ Мускаври чӑвашсемпе Александр Блинов полиглот, лингвист тӗл пулӗ. Кун пирки «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи хӑйен страницинче Павел Нягин чӑваш пӗлтернӗ. «Салам пурне те! Ҫитес «Сӑмахкуна» полиглот, чӑвашсен «Хавал» пуҫару ушкӑнӗн йӗртӳҫи Алпарух (Александр Блинов) килӗ. Вӑл нумай чӗлхелӗх (билингвизм/полилингвизм) пирки чӑвашла каласа парӗ. Пурне те килме сӗнетпӗр!» — пӗлтернӗ хыпарта. Тӗлпулу ыран, ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, 19:30 сехетре Мускаври Некрасов ячӗллӗ вулавӑшри 513-мӗш пӳлӗмре пулӗ. Асӑннӑ культура учрежденийӗ Бауманская метроран инҫе мар вырнаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() it-tehnik.ru сайтри сӑн Аслӑ шкулта вӗренекен студентка практика тухмалли вырӑн шыраса ултавҫӑсен тӗлне лекнӗ. Ҫав ҫынна тупнӑ. Ӑна Чӗмпӗрте тытса чарнӑ. 5-мӗш курсра ӑс пухакан хӗр пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче полицие пырса заявлени ҫырнӑ. Вӑл тӗнче тетелӗнче практика вырӑнӗ шырани пирки пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ. Пӗр ҫын шӑнкӑравласа вырӑн сӗннӗ. Анчах куншӑн 3200 тенкӗ ыйтнӑ. Студентка укҫа куҫарса парсан тин ултавҫӑ серепине лекнине ӑнланнӑ. Чӗмпӗрте пурӑнакан 21 ҫулти каччӑна тытса чарнӑ. Вӑл укҫана пӗлӗшӗн карточки ҫине куҫарттарнӑ. Хӑйӗн валли тӗнче тетелӗнче нумай страница уҫнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() pravoved-plus.ru сайтри сӑн Кӑҫал нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫӗрле Шупашкарти пӗр каҫхи клуб умӗнче 33 ҫулти арҫын ӑна шала кӗртменнипе харкашма пуҫланӑ. Клуб ӗҫченӗсем полицие шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Пакунлисем вырӑна ҫитсен хайхи арҫынна лӑпланма ыйтнӑ. Лешӗ пушшех те урса кайнӑ - полицейские питӗнчен чӑмӑрӗпе ҫапнӑ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Суд пулнӑ. Ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 1 ҫул та 4 уйӑхлӑха яма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Варнава митрополита асра тытнине палӑртса Шупашкарта музей-пӳлӗм уҫнӑ. Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Варнава митрополит леш тӗнчене уйрӑлса кайнӑранпа 2 ҫул ҫитнӗ. Ҫавна май Арҫынсен Ҫветтуй Троица мӑнастирӗнче музей-пӳлӗм уҫма йышӑннӑ. Унта Варнава 1990-2020-мӗш ҫулсенче пурӑннӑ кельӑна куҫарнӑ. Келья Ҫеҫпӗл урамӗнчи 14-мӗш ҫуртра пулнӑ. Пӳлӗме ҫӗнӗ ҫӗре куҫарса кайиччен ӑна сӑн тата видео ӳкерсе илнӗ. Кайран мӗнпур япалана хӑйӗн унчченхи вырӑнне вырнаҫтарса хунӑ. Варнава Шупашкарпа Чӑваш Енӗн епархине 43 ҫул ертсе пынӑ. Пирӗн республикӑна вӑл куҫса килнӗ чух 35 прихут кӑна пулнӑ, Варнава ӗҫленӗ вӑхӑтра Турра кӗлтумалли ятарлӑ вырӑнсем 210-а яхӑн уҫӑлнӑ, 7 мӑнастире юсаса ҫӗнетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарти Мускав районӗн сучӗн ҫуртне кӗнӗ арҫын картлашка ҫине ларнӑ та тӑнне ҫухатнӑ. Хуралҫӑ часрах васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Вӗсем ҫитиччен вӑл 56-ри арҫыннӑн чӗрине массаж тунӑ. Килсе ҫитнӗ реанимаци бригади пациентӑн миокард инфаркчӗ пулнине палӑртнӑ. Бригада реанимаци туса пацинта клиника вилӗмӗнчен кӑларнӑ. Халӗ пациент Республикӑри клиника пульницинче выртать. Реанимаци бригади йышӗнче Олег Косов тухтӑр, Владимир Матюшкин медбрат тата Елена Ефимова медсестра пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Прокуратура архивӗнчи сӑн Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче каҫхине Шупашкарта Наци вулавӑшӗ умӗнче вырнаҫнӑ Иван Яковлев палӑкӗн облицовка плити 6 ҫулти хӗрача ури ҫине ӳкнӗ. Телее, ача аманнӑ ҫеҫ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ, тухтӑрсем пулӑшу кӳнӗ хыҫҫӑн киле ӑсатнӑ. Палӑк "ЖКХ тата хӑтлӑх управленийӗн" балансӗ ҫинче. Килӗшӳ тунӑ хыҫҫӑн ӑна "Зеленстрой" пӑхса тӑрать. Прокуратура икӗ организаци тӗлӗшпе те представлени ҫырнӑ. Ведомство ыйтнипе халӗ палӑка юсас ӗҫ пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Улатӑр хулинче пурӑнакан 17 ҫулти ҫамрӑк айфон туянас тесе ултавҫӑ капкӑнне ҫакланнӑ. Колледжра вӗренекенскер телефона пӗлтӗрхи кӗркунне илме шухӑш тытнӑ, ҫавна май тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳсем вуланӑ. Ҫу каҫипе ӗҫленӗ укҫана перекетлӗ пухса пынӑскер хӑйне килӗшекен пӗр пӗлтерӗве асӑрханӑ. Телефона сутаканни Улатӑр ҫамрӑкӗпе часах ҫыхӑннӑ. Ҫав ҫын каччӑна телефон номерӗпе 10 пин тенкӗ куҫарса пама ыйтнӑ. Укҫана куҫарса панӑ хыҫҫӑн телефон сутакан йӗп пек этем ҫухалнӑ. Пуҫиле шырав ӗҫченӗсем ултавҫа тупса палӑртнӑ. Вӑл Липецк облаҫӗнчен иккен, Мускавра пурӑнать. 25 ҫулхи качча тытса чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Адрианович, педагог пӗлӗвне илнӗ пӗрремӗш чӑваш вӗнетевҫи вилнӗ. | ||
| Федоров Николай Васильевич, Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Егоров Иван Павлович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарта В.И. Чапаев музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта хӑвӑрт утакансен XXIII тӗнче кубокӗ уҫӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |