|
Тӗнчере
![]() Чӑвашсем тӗрӗк халӑхӗсен «Курултай» фестивальне хутшӑнаҫҫӗ. Вӑл Кипрта иртет. Фестивале Чӑваш Енри, Тутарстанри, Самар облаҫӗнчи чӑвашсем хутшӑнаҫҫӗ. Чӑваш Республикин делегацийӗ йышӗнче — Чӑваш халӑх поэчӗ Раиса Сарпи, Ольга Осипова юрӑҫ, Элтияр Александров журналист, юрӑҫ тата блогер, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисчӗ Лев Плотников. Вӗсем Кипрта чӑваш халӑхӗн культурипе, юрри-ташшипе паллаштараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрнере те хӗвеллӗ ҫанталӑк савӑнтарӗ. Ырантан, ытларикунран, кӑнтӑр енчен вӗрекен ҫилпе пӗрле Чӑваш Ене ӑшӑ килме тытӑнӗ, ҫавна май ҫӗрлесерен тӑм ӳкме пӑрахӗ, кӑнтӑрла 18-23 градус ӑшӑ пулӗ. Кӗҫнерникун пӗлӗтленӗ. Анчах ҫумӑр шӑматкун кӑна ҫӑвӗ. Канмалли кунсенче ҫил вӑйланӗ, вырсарникун вара сивӗтме тытӑнӗ. Ҫитес тунтикун кӑнтӑрла термометр 12-17 градус кӑна кӑтартӗ. Ан кулянӑр, ӑшӑ таврӑнӗ! Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑнӑн 25-мӗшӗнче республикӑна каллех тропика ӑшши килме пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн Ӗҫ министерствин сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри Екатерина Петрова «Лучший по профессии» (чӑв. Профессире чи лайӑххи) ҫӗршыв шайӗнчи конкурсра «Ҫӗвӗҫ» номинацире ҫӗнтернӗ. Конкурсра 130 ҫын хутшӑнса финала 19 ҫын тухнӑ. Чӑваш Ен хӗрарӑмӗ виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ. Пӗрремӗш вырӑна тухнӑ ҫын 1 миллион тенке тивӗҫнӗ, иккӗмӗш вырӑна тухни — 500 пин тенке, Екатерина — 300 пин тенке. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Авӑн уйӑхӗн 13-мешӗнче ирхине Вӑрнар округӗнчи Шӑхаль ялӗнче пушар пулнӑ. Шел те, ку пысӑк инкекпе вӗҫленнӗ — унта икӗ ҫын ҫунса кайнӑ. Ҫулӑмпа 3 техника, 7 пушарнӑй кӗрешнӗ. Пушара сӳнтерсен пӳртре икӗ ҫын виллине тупнӑ. Халӗ специалистсем ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Кунта криминал ҫукки паллӑ. Инкек сӑлтавне палӑртма тӗрлӗ экспертиза тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Кӑсӑклӑ
Персона
Аслӑ Чалтан вӑрҫинче пуҫ хунӑ паттӑр командира — Андрей Петтоки поэта (1905–1942), «Ленинҫул» колхоз ертӳҫине, чӑваш писателӗсен Союзӗн председательне, халӑх манмасть. Унӑн ҫавра юбилейӗсене ку таранччен Шупашкарта, Самарта, Муркашра тата тӑван ялӗнче Ахманере чыслӑ ирттернӗччӗ. 2005 ҫулта поэт 100 ҫулӗ тӗлне Геннадий Дегтярев ентешӗ «Андрей Петтоки; поэт кун-ҫулӗпе пултарулӑхне ҫӗнӗлле пӑхни» сумлӑ кӗнеке пухрӗ, эпӗ «Андрей Петтоки сӑвӑҫӑ» брошюра кӑларнӑччӗ, Самарта (унта сӑвӑҫ мӑшӑрӗпе хӗрӗ пурӑнатчӗҫ) «Очищая мир любовью» выставка ӗҫлерӗ. А.Т. Петтоки 110 ҫулӗ валли Муркаш вулавӑшӗ библиографиллӗ буклет пичетлерӗ.
Кӑҫал Андрей Петтоки ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитет. Ахманесем ӑна Ҫӗнтерӳ 80 ҫулӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Тӗрӗс тунӑ. Рота командирӗ аслӑ лейтенант Андрей Петтоки, тискер тыткӑнран хӑтӑлма пултарнӑскер, нимӗҫсемпе хаяррӑн ҫапӑҫса атакӑри салтакӗсем умӗнчех паттӑррӑн вилнӗ. Поэт шӑлнӗн (вӑл та вӑрҫӑра пӗтнӗ) Василий Трофимович Петуховӑн мӑнукӗ Галина Валерияновна Михайлова — Республика сыватӑшӗнче санитаркӑра тӑрӑшаканскер — кӑҫал Ахмане урамӗнчи поэт палӑкӗ таврине тирпейлесе чечеклетнӗ. |
|
Вӗренӳ
![]() pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти шкулсенчен пӗринче педагога укҫа енчен хӗсӗрленине тупса палӑртнӑ. Кӑлтӑка прокуратура асӑрханӑ. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн вӗҫӗччен учительсенчен пӗрне ыттисенчен самай сахалтарах преми парса пынӑ. Вӗрентекен вара ытти чухнехи пекех ӗҫленӗ, ӑна дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарман. Унчченхи приказсене тишкернӗ те, тӑрӑшса ӗҫленине палӑрнӑ. Суйласа преми панӑшӑн шкул директорне прокуратура штрафлама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерстви качакапа сурӑх ӗрчетекенсене субсиди парассине пӗлтернӗ. Укҫана тивӗҫес текенсенчен заявкӑсене авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен йышӑнма пуҫлӗҫ. Документсене авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнчи ҫурҫӗрччен парса ӗлкӗрмелле. Субсиди валли пурӗ 2,4 млн тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Тӗплӗнрех пӗлес тесен Ял хуҫалӑх министерствипе ҫыхӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ скриншот Шупашкарти Чапаев поселокӗнче «Атал» стадион умӗнче ларёксем уҫса тултарнӑ. Унччен унта маршруткӑсем хӑйсен рейсӗсене кӗтсе ларнӑ. Темиҫе ҫул каялла Шупашкарта суту-илӳ павильонӗсене хупма тытӑнчӗҫ, ҫавна тӳре-шара киосксем хулана сӑнсӑрлатнипе сӑлтавларӗҫ. Халӗ, ав, каллех павильонсем уҫӑлма пуҫларӗҫ. Ӑна-кӑна тӗшмӗртекенсем палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсенче санитари нормине пӑхӑнса ӗҫлеме май ҫук, мӗншӗн тесен канализаци тата шыв ҫук. Ҫӗр лаптӑкне кама тата мӗнле майпа уйӑрса пани те иккӗлентерет тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн промышленность тата энергетика министрӗ Сергей Лекарев хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Ку должноҫре тивӗҫе пурнӑҫлама Марат Якушева шаннӑ. «Марат Рифкатович экономикӑн чӑн секторне аван ӑнланать, юлашки ҫулсенче вӑл Шупашкарти аш-какай комбинатне ӑнӑҫлӑ ертсе пычӗ», — ырласа ҫырнӑ республика ертӳҫи Олег Николаев. Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ Сергей Артамонов хыпарланӑ тӑрӑх, Марат Якушев республикӑри промышленность предприятийӗсене чӗрӗк ӗмӗр ытла ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Тӗнчере
![]() islamnews.ru сӑнӳкерчӗкӗ Азербайджанра ҫывӑх тӑвансене мӑшӑрланма чарнӑ. Пирӗншӗн, чӑвашсемшӗн (чӑвашсемшӗн кӑна-и, вырӑссемшӗн те) кун пек хыпар тӗлӗнмеллисен йышӗнчен-ха. Ара, пирӗн халӑхӑмӑр ун пек аташмасть. «Ҫичӗ ӑру таран хутшӑнса пурӑнмалла, ҫичӗ ӑру таран пӗрлешме юрамасть», — тесе кукамай хамӑра та калатчӗ. Иккӗмӗш сыпӑкри тӑвансене мӑшӑрланма кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнченпе чарнӑ хыҫҫӑн Азербайджанра ҫемье ҫавӑрнисен шучӗ икӗ хут чакнӑ. Асӑннӑ уйӑхра унта 2694 мӑшӑр ҫемье ҫавӑрнӑ, ку вӑл ҫӗртме уйӑхӗнчинчен икӗ хута яхӑн сахалрах-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
