Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарти апатлану технологийӗпе коммерци техникумӗнче поварсен хушшинче «Профессире чи лайӑххи» конкурс иртнӗ. Республикари ултӑ кулинар тупӑшса хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартнӑ: пулӑран, аш-какайран апат-ҫимӗҫ пӗҫернӗ, десерт хатӗрленӗ.

Чи маттурри – Александр Гониашвили. Василий Лашманов тата Екатерина Адамова призерсем пулса тӑнӑ.

Александр Чӑваш Ен чысне Раҫҫей шайӗнче хӳтӗлӗ, «Чӑваш ланчӗ» телепроекта хутшӑнӗ.

 

Раҫҫейре
1tv.ru сайтри сӑн
1tv.ru сайтри сӑн

Ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Пӗрремӗш каналпа Дмитрий Крылов ертсе пыракан «Непутевые заметки» кӑларӑмра Чӑваш Ен пирки кӑтартӗҫ. Кӑларӑм 9 сехет те 10 минутра пуҫланать. Малалли ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пулӗ.

Кӑларӑмра чӑвашсен культури, ӗлӗкхи йӑли-йӗрки, еткерӗ пирки каласа кӑтартӗҫ. Ӳкерӳ ушкӑнӗ Етӗрне, Муркаш, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар тата Канаш округӗсенче пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_21867
 

Пӑтӑрмахсем
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн

Паян 11 сехет те 20 минутра Вӑрмар поселокӗ ҫывӑхӗнче хӑрушӑ авари пулнӑ. «Фольксваген Поло» пысӑк хӑвӑртлӑхпа хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса «Опель Астра» ҫине пырса кӗнӗ.

Авари тӑватӑ ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ. «Фольксваген» рулӗ умӗнче ларнӑ 68 ҫулти арҫын, «Опельти» 59 ҫулти хӗрарӑм (вӑл пульницӑра вилнӗ), 58-ти тата 29-ти арҫынсем.

Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑваш Енри физика учителӗ лотерея, выляса миллионер пулса тӑнӑ! Питӗ ӑннӑ ӑна: вӑл нумаях пулмасть лотерейӑра 1 миллион тенкӗ выляса илнӗ.

Ҫак телейлӗ ҫын – Геннадий Конузин

Вӑл 2022 ҫулта лотерея билечӗсене тӑтӑшах туяннӑ. Пӗррехинче кӑштах выляса та илнӗ. Кайран пӗр вӑхӑт билет туянман вӑл. Пурӑна киле ӑнӑҫӑва тепӗр хут тӗрӗслесе пӑхма шухӑшланӑ. Чӑнах та ӑннӑ: 1 миллион тенкӗ выляса илнӗ!

«Мана пурнӑҫра ӑнать», – тет учитель.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_13545
 

Политика

Промышленноҫ аталанӑвӗн фончӗн ертӳҫине Евгений Теллина ӗҫрен кӑларни пирки пӗлтӗрнӗччӗ. Халӗ ӑна ЧР промышленноҫ министрӗн ҫумне лартасси пирки хушу тухнӑ.

Аса илтерер: вӑл Промышленноҫ аталанӑвӗн фондне 3 ҫул ертсе пынӑ. Евгений Теллин Елчӗк районӗнче 1982 ҫулта ҫуралнӑ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен «Тӗнче экономики» специальноҫпе вӗренсе тухнӑ.

Хале ЧР промышленноҫ тата энергетика министрӗн Сергей Лекаревӑн икӗ ҫум: Дмитрий Гринев и Евгений Теллин.

 

Экономика
russian.alibaba.com сайтри сӑн
russian.alibaba.com сайтри сӑн

Чӑваш продукцине чикӗ леш енне те ӑсатаҫҫӗ. Экспорт ытларах Китая, Казахстана, Монголие каять.

Китая чӑх ури ӑсатаҫҫӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Китая 2,2 пин тонна шӑнтнӑ чӑх ури янӑ. Казахстана вара — 55 тонна ӗне ашӗ, 60 тонна сӗт юр-варӗ, кайӑк-кӗшӗк валли 20 тонна комбикорм.

Монголире вара чӑваш мороженӑйне ӑсатаҫҫӗ — кӑҫал унта 12 тонна ҫак пылак ҫимӗҫе янӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Политика

Чӑваш Енри промышленноҫ аталанӑвӗн фончӗн ертӳҫине Евгений Теллина ӗҫрен кӑларнӑ. Ҫапла йышӑннӑ ӗнер Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ.

Вӑл ку должноҫре 3 ҫула яхӑн ӗҫленӗ, ку пукана 2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче йышӑннӑ.

Евгений Теллин унччен, 2004-2020 ҫулсенче, банк тытӑмӗнче ӗҫленӗ. Промышленноҫ аталанӑвӗн фондне 2020 ҫулта килнӗ, 2021 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ертӳҫӗ ҫумӗ пулса тӑнӑ. «Чеб.ру» информацийӗ тӑрӑх, ӑна ЧР промышленноҫ министрӗн пӗрремӗш ҫумне лартма пултараҫҫӗ.

 

Раҫҫейре
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Паян ҫӗрле Етӗрне округӗнчи Юманай ялӗнче ҫурт ҫунма пуҫланӑ. Вӑрман урамӗнчи йывӑҫ ҫурта ҫулӑм ярса илнӗ.

Шел те, 66 ҫулти кил хуҫи урама тухса ӗлкӗреймен. Пушар 86 тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ, ӑна 7 специалист тата 3 техника сӳнтернӗ.

Халӗ пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Сӑмах май, иртнӗ талӑкра республикӑра икӗ пушар пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia/8850
 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта Ҫӗнҫӗпӗрти арҫын подъездсенчи велосипедсемпе самокатсене вӑрласа ҫӳренӗ. Велосипедсем хулари Новоилларионовски, М.Павлов, Богдан Хмельницкй тата ытти хӑш-пӗр ҫӗрти ҫуртсенчен ҫухалнӑ. Вӑрӑна видеокамера ӳкерсе илнӗ. Ҫын япалине черетлӗ хутчен вӑрласан вӑл велосипеда иртен-ҫӳрене туянма сӗннӗ. Кун пирки ҫынсем йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ.

34 ҫулти арҫын унччен судпа айӑпланнӑскер иккен. Хальлӗхе ӑна 70 пин тенкӗ ытла тенкӗлӗх 5 хутчен вӑрланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

 

Культура
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта кӑҫал та пукане театрӗсен «Карусель сказок» (чӑв. Юмахсен каруҫҫелӗ) фестивалӗ иртнт. Мероприятисем ҫӗртме уйӑхӗн 22-24-мӗшӗсенче пулӗҫ.

Театр ҫав кунсенче 15 ытла коллектива йышӑнӗ.

Аса илтерер: фестивалӗн пӗрремӗш тапхӑрӗ ҫу уйӑхӗн 7-10-мӗшӗсенче пулса иртнӗ. Хальхи – иккӗмӗш тапхӑр.

Фестиваль программине Республика кунне тата Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 46, 47, 48, 49, 50, 51, 52, 53, 54, 55, [56], 57, 58, 59, 60, 61, 62, 63, 64, 65, 66, ... 3967
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.08.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тен, ку эрнере пессимистла кӑмӑл пулӗ. Ҫынсем халӗ сире хирӗҫ, ҫавӑнпа кӑмӑла кайман ҫынсемпе хутшӑнма ан тӑрӑшӑр. Тарӑхмалла мар, тӗнчери пулӑмсенчен аякра пулмалла. Хыпарсем ан пӑхӑр, тӗнче тетелӗнче те вӗсене ан пӑхӑр. Хурлӑхлӑ хыпар курас хӑрушлӑх пур.

Ҫурла, 24

1919
106
Паасонен Хайкки, финн-угр чӗлхисен паллӑ тӗпчевҫи, фольклорист тата этнограф вилнӗ.
1993
32
Каховский Василий Филиппович, паллӑ археолог ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...