Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Иртнӗ эрнере Элӗкри тӗп вулавӑшра чӑваш ҫыравҫисемпе тӗлпулу иртнӗ. Мероприятие Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн 155 ҫулхине халалланӑ. Тӗлпулӑва Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ тата Раҫҫейри писательсен пӗрлешӗвӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ йӗркеленӗ.
Хальзи вӑхӑтри калем ӑстисемпе тӗл пулса калаҫма, вӗсен пултарулӑхӗпе паллашса, авторсен хайлавӗсене итлеме Элӗкри И.Я. Яковлев ячӗллӗ вӑтам шкулта 7-мӗш класра вӗренекенсене йыхравланӑ.
Чӑваш ҫыравҫисемпе тӗл пулма вулавӑша пӗрмай ҫӳрекен кӗнеке тусӗсене те чӗннӗ, вӗсем те хавхалансах пынӑ.
Пухӑннисем итлесе ларнипех ҫырлахман, хӑйсене кӑсӑклантаракан ыйтусене пама пултарнӑ. Ҫыравҫӑсем кашни ыйтӑвах тӗплӗн хуравланӑ, хӑйсен пултарулӑхӗпе тата пурнӑҫ ҫулӗпе кӑсӑкланнӑшӑн тав тунӑ.
