Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.6 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Куславкка округӗнчи Варасӑр ялӗнче пурӑнакан Рожновсем туй тунӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ. Алексей Калистратовичпа Ефросиния Николаевна 1956 ҫулта пӗрлешнӗ. Вӗсем 5 ача ҫуратса ӳстренӗ, кашнине пӗлӳ парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ.

Ҫемье пуҫӗ ӗмӗр тӑршшӗпе ял хуҫалӑхӗнче ӗҫленӗ: колхозра рабочирен пуҫланӑ та механизатора ҫитнӗ. Кил ӑшшин управҫи шкул хыҫҫӑн Мускавра ӗҫленӗ, анчах чунӗ тӑван тӑрӑхах туртнӑ. Унтан таврӑнсан рабочи пулнӑ, кайран — хмелевод.

Паянхи кун Рожновсен – 6 мӑнук, 7 кӗҫӗн мӑнук.

 

Персона
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Раиса Сарпи сӑвӑҫ 75 ҫул тултарнине халалланӑ каҫ иртнӗ.

Музейра ҫав кун «Пурнӑҫланнӑ ӗмӗт» курав уҫӑлнӑ. Поэта саламлама поэтсемпе прозаиксем, кӗнеке кӑларакансемпе вулавӑш ӗҫченӗсем, журналистсемпе артистсем, сӑвӑҫӑн пултарулӑхне сума сӑвакансем пуҫтарӑннӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ҫӗрпӳ районӗнче вырнаҫнӑ алӑк фабрикинче пушар тухнӑ. Инкек шӑматкун, кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, пулса иртнӗ.

Молодежнӑй поселокри фабрикӑра пӑчкӑ кӗрпи бункерӗ ҫунма пуҫланӑ.

Асӑннӑ поселокра «Estet» компанийӗн производстви вырнаҫнӑ.

 

Раҫҫейре
chuvsu.ru сайтри сӑн
chuvsu.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енри баянист Егор Матвеевский тата унӑн мӑшӑрӗ Оксана Мускава кайса Андрей Малахов «Россия 1» телеканалпа ертсе пыракан «Песни от всей души» кӑларӑма хутшӑннӑ.

Хальлӗхе кӑларӑм хӑҫан эфира тухасси паллӑ мар, анчах Матвеевскийсем кулиса хыҫӗнчи кадрсене кӑтартнӑ.

Сӑмах май, Егор кӑларӑма иккӗмӗш хут хутшӑнать, Оксана вара – пӗрремӗш хут.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_26376
 

Ҫутҫанталӑк
«Ҫанталӑк 21» порталти сӑн
«Ҫанталӑк 21» порталти сӑн

Республикӑра 30 градуслӑ шартлама сивӗ 2023 ҫулхи кӑрлачранпа пулман. Айлӑмлӑ вырӑнсенче машина датчикӗсем 35-38 градус сивӗ кӑтартнӑ. Ҫапла пӗлтерет «Ҫанталӑк 21» сайт.

Ку эрнере мӗнле ҫанталӑк пулӗ-ха? Сивӗ ҫанталӑк парӑнӗ, ҫапах паян ҫӗрле самай сивӗ пулӗ-ха, хӑш-пӗр ҫӗрте 25-30 градус пулӗ.

Ыран кӑнтӑрла термометр 8-13 градус сивӗ кӑтартӗ. Анчах ҫил вӑйланӗ, ҫавӑнпа 19-24 градус сивӗ пек туйӑнӗ. Ҫанталӑк ӑшӑтнӑ май юр ҫума пуҫлӗ. Унӑн хулӑнӑшӗ 4 кунра 15-20 сантиметр таран ӳсӗ.

Ытларикун ытларах республикӑн ҫурҫӗр енче юр ҫӑвӗ. Юнкун кӑштах сахалрах ҫӑвӗ, анчах – чылай округра. Кӗҫнерникун вара каллех юр вӑйлӑрах ҫума пуҫлӗ, ҫӗрле термометр 0 градус кӑтартӗ.

Шӑматкун каллех сивӗ ҫанталӑк таврӑнӗ. Хальлӗхе «Ҫанталӑк 21» сайт кун пирки прогноз хатӗрлемен.

 

Персона
vk.com/chuvradio сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/chuvradio сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш радиора ӗҫлекен Маргарита Кабетова нумаях пулмасть 70 ҫул тултарнӑ. Ку хыпара эпир каярах юлса пӗлтӗмӗр пулин те хыпарласах килчӗ.

Ӗҫтешӗсем калашле, чӑваш радиовӗн сумлӑ историйӗ унӑн ячӗпе уйрӑлми ҫыхӑннӑ. Радиоитлекенсен кунӗ чӑваш гимнӗ янӑранӑ хыҫҫӑн Маргарита Кабетова сывлӑх суннинчен пуҫланать.

«Тӳрӗ эфирти передачӑна ертсе пырать-и, ӑшӑ салам, ҫӗнӗ хыпарсем вулать-и - пур информацие те ӑнланса, чун-чӗре витӗр кӑларса юратнӑ итлекен патне ҫитерме тӑрӑшать», — тесе ӑшшӑн палӑртаҫҫӗ унӑн ӗҫтешӗсем.

Чӑваш патшалӑх телерадиокомпанийӗнче чылай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшнӑшӑн вӑл сахал мар наградӑна тивӗҫнӗ. Ҫав шутра — Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ята та.

Маргарита Кабетова Тутарстанри Юдино поселокӗнче (халӗ вӑл Хусанӑн микрорайонӗ шутланать) 1956 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Улатӑрта 15-ри хӗрача ҫул урлӑ каҫма тӑрсан аварие лекнӗ. Инкек Мускав урамӗнчи 130-мӗш ҫурт патӗнче пулнӑ.

Хӗрача «зебра» урлӑ каҫма тӑнӑ. Ун ҫине машина пырса кӗнӗ. Руль умӗнче 19 ҫулти каччӑ пулнӑ. Вӑл правана нумаях пулмасть кӑна, чӳк уйӑхӗнче, илнӗ. Апла пулин те хытӑ ҫӳренӗшӗн тата ыттишӗн административлӑ йӗркене 23 хут пӑсса ӗлкӗрнӗ.

Хӗрача суранланнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-54381767_266108
 

Ҫурт-йӗр
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти тӳре-шара чикансене муниципалитет ҫӗрӗ ҫинче хӑйсем тӗллӗн туса лартнӑ хуралтӑсене сӳтме ыйтнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.

Аса илтерер: Алькешри Гоголь, 1-мӗш Кӑнтӑр, Аялти, 2-мӗш Аялти урамсенче хӑй тӗллӗн туса лартнӑ 32 хуралтӑна шута илнӗ иккен. Тӳре-шара вӗсен хуҫисене кӑмӑлпа сӳтмесен ирӗксӗр сӳтесси пирки асӑрхаттарнӑ. Хальлӗхе 6-шне сӳтнӗ.

 

Республикӑра
 cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Вӑрнарти аш-какай мясокомбинатӗнче продукцие упрамалли хальхи вӑхӑтри склад туса лартнӑ. Унта пӗр харӑс 60 тонна продукци вырнаҫать, ку вӑл унччен пулнинчен 2,5 хут пысӑкрах, саккаса вара 4 сехетре пурнӑҫлама пултараҫҫӗ-мӗн.

Предприятири роботсем, вӗсене унта

Вася теме юратаҫҫӗ, талӑкӗпех ӗҫлеҫҫӗ. Ҫынсем вара комплекса ӗҫлеттерессишӗн яваплӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_26323
 

Персона
ЧР Культура министерствин сӑнӳкерчӗкӗ
ЧР Культура министерствин сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти Патшалӑхӑн хальхи вӑхӑтри историйӗн архивӗнче чӑваш халӑх поэчӗн Юрий Сементерӗн 85 ҫулхи юбилейне халалланӑ курав уҫӑлнӑ. «Зеркало чувашской души» (чӑв. Чӑваш чунӗн тӗкӗрӗ) документлӑ куравра поэтӑн пирвайхи публикацийӗсенчен пуҫласа халӑхра ят-сум илнӗ хайлавӗсем таранах вырӑн тупнӑ. Унӑн алҫырӑвӗсем те пур.

Курава уҫма 85 ҫулти поэт хӑй те хутшӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-170179245_10571
 

Страницӑсем: 1 ... 49, 50, 51, 52, 53, 54, 55, 56, 57, 58, [59], 60, 61, 62, 63, 64, 65, 66, 67, 68, 69, ... 4138
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне укҫапа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсенчен пуҫланӗ, ҫавӑнпа ытлашши тӑкакланасран асӑрханӑр. Ӗҫре ӑнланманлӑхсем сиксе тухма пултарӗҫ, анчах эрне варринелле лару-тӑру йӗркеленӗ. Харпӑр пурнӑҫра ӑнлану пулӗ.

Ака, 11

1858
168
Ефимов Никита Ефимович, фольклор пухаканӗ, этнограф, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1896
130
Казаков Георгий Николаевич, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1927
99
Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ.
1942
84
Михайлов Феликс Михайлович, спорт йӗркелӳҫи, ишес енӗпе тӗнче шайӗнчи тӳре ҫуралнӑ.
1946
80
Козлова Зинаида Алексеевна, фольклор пухаканӗ, профессор, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1956
70
Николаев Юрий Михайлович, патшалӑх ӗҫченӗ, ЧР вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
2014
12
Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...