Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Паян, пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, чӑваш элемӗсен — гербпа ялавӑн — авторӗ Элли Юрьев ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ.
XX ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринчи чӑваш ӳнерӗ ҫак ӑстапа нумай енлӗ ҫыхӑннӑ.
Чӑваш Енӗн пӗрремӗш геральдистне «вут-ҫулӑм чунлӑ ҫын» тесе каланӑ иккен. Ятарлӑ компьютер программисем ҫук чухнех вӑл хӑйӗн шрифчӗсене шухӑшласа кӑларнӑ, Чӑваш Енӗн пӗрремӗш космонавчӗ валли кӑкӑр ҫине хакмалли паллӑна ӳкернӗ, 400 ытла кӗнекене илемлетнӗ, Гагарин кӗперӗн чукун решеткин эрешне ӳкернӗ.
Пулас художник 1936 ҫулхи пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗ ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти ача-пӑча ӳнер шкулӗнче (1949-1951), Шупашкрати ӳнер училищинче (1951-1952), Тбилиссири патшалӑхӑн ӳнер академийӗнче (1958-1964) вӗреннӗ.
