|
Культура
![]() vk.com/dramteatr21 сӑнӳкерчӗкӗ Мускаври Борис Щукин ячӗллӗ театр институчӗ килес ҫул тата тепӗр ултӑ ҫамрӑка вӗренме илме хатӗр иккен. Кун пирки Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче пӗлтернӗ. «Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ сцена ӳнерне юратакан пултаруллӑ яш-кӗрӗме суйласа илсе хатӗрленӳ курсӗ уҫасшӑн. Ҫут ҫанталӑк панӑ тивлете сӳнме ан парӑр, хӗрсемпе каччӑсем, конкурса хутшӑнӑр! Ку — сире шӑпа пӳрнӗ телей!» — хыпарланӑ театрӑн пресс-служби. Актер факультетӗнче вӗренекенсем общежитире тӳлевсӗр пурӑнӗҫ. Унтан вӗренсе тухсан вӗсене Чӑваш патшалӑх академи драма театрне ӗҫлеме илӗҫ. Вӗренме кӗрес ӗмӗтлисен 16-21 ҫулсенче пулмалла, чӑвашла пӗлмелле. Вӗсене театрта авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 14 сехетре тата 28-мӗшӗнче 11 сехетре итлесе пӑхӗҫ. Унта сӑвӑ, халап, монолог, юрӑ вӗренсе каймалла. Мӗнпур хайлав чӑвашла пулмалла. Тӗплӗнрех ыйтса пӗлес тесен тата итлеве ҫырӑнма 8 (8352) 62-02-21 телефонпа тунтикунтан пуҫласа эрнекун каҫчен, ирхи 9 сехетрен 17 сехетчен, шӑнкӑравламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫурт-йӗр
![]() forum.na-svyazi.ru сайтра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк Территорисене аталанма пулӑшакан фонд Чӑваш Енӗн заявкине ырланӑ май республикӑри ишӗлекен 20 ҫуртри ҫынсене ҫӗнӗ ҫӗре куҫарма йышӑннӑ. Ӗнер иртнӗ ларура фонд тата тепӗр 6 регионӑн заявкине ырланӑ, ҫав шутра Чӑваш Енӗнне те. Кӑҫалхи программӑна Шупашкарти пӗр ҫурт та лекеймен. Халӗ вара Ҫӗнӗ Шупашкарти, Канашри, Ҫӗмӗрлери, Вӑрнар тата Ҫӗрпӳ районӗсенчи 20 ҫурт лекнӗ, вӗсенче 256 ҫын пурӑнать-мӗн. Вӗсен адресӗ ҫапларах: Ҫӗнӗ Шупашкар – Силикат урамӗнчи 12-мӗш тата 14-мӗш ҫуртсем; Вӑрнар – Ашмаров урамӗнчи 6-мӗш тата Путевой урамри 23-мӗш ҫуртсем; Ҫӗрпӳ – Гагарин урамӗнчи 35-мӗш, Гоголь урамӗнчи 13-мӗш, Ҫаран урамӗнчи 5-мӗш ҫуртсем; Ҫӗрпӳ районӗнчи Хирти Тукай ялӗнчи Ҫамрӑксен урамӗнчи 13-мӗш ҫурт; Канаш – Кабалин урамӗнчи 5-мӗш ҫурт; Ҫӗмӗрле – Киров урамӗнчи 75-мӗш, Красноармейски урамӗнчи 1-мӗш тата 17-мӗш ҫуртсем, Мопр урамӗнчи 23-мӗш, Свердлов урамӗнчи 92-мӗш, 92а, 105-мӗш, Стройучасток урамри 9-мӗш, Тургенев урамӗнчи 17-мӗш, Угольник урамӗнчи 5-мӗш, Францев урамӗнчи 1а ҫуртсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() cap.ru сайтри сӑн Элӗк округӗнчи «Новый путь» хуҫалӑхӑн зоотехникӗ Регина Долгова Пӗтӗм Раҫҫейри конкурса хутшӑнса ТОП-10 йыша кӗнӗ. Пирӗн ентеш професси ӑсталӑхӗн «Профессире — чи лайӑххи» конкурсра «Зоотехник» номинацире хутшӑннӑ. Тупӑшу Ленинград облаҫӗнче иртнӗ. Финала регион тапхӑрӗнче ҫӗнтернӗ специалистсем ӑсталӑхне тӗрӗсленӗ. Финал пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Регина Долгова 6-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне Самар облаҫӗнчи Юлия Зацепина тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() novokosino.mos.ru сайтри сӑн Улатӑр округӗнчи Алтышевӑри 80-ри кинемей ҫухални пирки ӗнер кӑна пӗлтернӗччӗ. Ӑна икӗ кун вӑрманта ҫухалса ҫӳренӗ хыҫҫӑн, телее, тупнӑ, вӑл чӗрӗ-сывах. Аса илтерер: кинемей авӑнӑн 7-мӗшӗнче вӑрмана кӑмпана кайнӑ та киле таврӑнман. Ӑна тӳрех полицейскисем, «Лиза Алерт» нимеҫисем шырама пуҫланӑ, вӑрманта сасӑ тата ҫутӑ сигналӗсем панӑ. Кинемее ҫав кунах тупайман. Ӗнер ӑна хӑйӗн килӗнчен темиҫе километрта асӑрханӑ. Ватӑскер ҫухалса ҫӳресен те кӑмпапа туп-тулли карҫинккине аллинчен яман, пӗрлех йӑтса ҫӳренӗ. Ӑна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулман, ҫавна май тӳрех киле ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() Лидия Филиппова архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Ку хайлав Лидия Филиппова журналист-ҫыравҫӑн хӑйӗн ентешне – Ҫеҫпӗл Мишши поэта – халалласа ҫырнӑ иккӗмӗш поэми ӗнтӗ. Пӗрремӗшӗ 2022 ҫулта «Хальхи самана» («Век нынешний») ятпа кун ҫути курнӑ. Ҫӗнӗ поэмӑна тӑван чӗлхепе пӗрлех вырӑсла (куҫаруҫи Любовь Петрова), акӑлчанла (Надежда Колесникова), украинла (Надежда Лисовая) тата марилле (Дина Рычкова) тӗрӗс тата илемлӗ куҫарма пултарнӑ. Ҫакӑ вулакансен йышне тата та ӳстерме май парать. Сӑмах май, вырӑсла тата акӑлчанла куҫару варианчӗсем виҫҫӗ таранах пулса кайнӑ иккен. Ҫавӑнпа вӗсене уйрӑм кӗнекен кӑларас шухӑш пуррине те пӗлтерчӗ Лидия Ивановна. Поэмӑра автор Ҫеҫпӗл Мишшин пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗн ҫулӗпе утать, Шӑхасанта, Теччӗре, Хусанта, Мускавра, Евпаторире, Харьковра, Киевра, Остерта «пулать», унӑн шӑпине, чун ыратӑвӗне тата хастарлӑхне ӑнланма тӑрӑшать. «Ҫеҫпӗл йӗрӗпе» поэма - чӑваш литературин хаклӑ еткерӗ пулса тӑчӗ. Вӑл вулакансене Ҫеҫпӗл Мишшин таланчӗпе ҫывӑхрах паллашма, унӑн сӑввисене тарӑнрах ӑнланма хистет. Поэма хӑйӗн илемӗпе тата шухӑш тарӑнӑшӗпе тыткӑнлать. Лидия Филиппова сӑвӑ йӗркисемпе Ҫеҫпӗл Мишшин чунне уҫса парать, унӑн пурнӑҫ ҫулӗнчи йывӑрлӑхсене, ӗмӗт-шухӑшӗсене вулакан патне ҫитерет. |
|
Республикӑра
![]() www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри ачасен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑй тата Чӑваш Енри профессионал медиаторсен ассоциацийӗ килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен калакан килӗшӗве алӑ пуснӑ. Документа ачасен хӳтӗлевҫи Алевтина Федорова тата ассоциаци президенчӗ Екатерина Саламатова алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Медиатор тӗллевӗ — тавлашуллӑ ыйтӑва суда ҫитмесӗр, калаҫса татӑлса, пӗр-пӗрин шухӑшне шута илсе тата тӗпе хурса татса пама вӗрентесси. Ҫемьере ӑнланманлӑх сиксе тухсан та калаҫса татӑлнине нимӗн те ҫитмест. Шӑпах ҫав ыйтупа ӗҫлӗҫ те профессилле медиаторсем. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, ассоциаци прездиденчӗ чылай ҫул юристра ӗҫленӗ, унӑн психологи пӗлӗвӗ те пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Раҫҫейре
![]() РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков шалӑвне цифрӑллӑ тенкӗпе илме тытӑнӗ. Депутат халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ку енӗпе тӗнчери пӗрремӗш ҫын пулӗ. Сӑмах май, цифрӑллӑ тенкӗпе анлӑ усӑ курассине Раҫҫейре 2026 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласшӑн. 2028 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен вара унпа мӗнпур банк тата пысӑк компанисем усӑ курма пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Раҫҫейре
![]() Иртнӗ канмалли кунсенче Шупашкарти шкул ачине «Голос. Дети» кӑларӑмра кӑтартнӑ. 15 ҫулти Дмитрий Еремеев жюри умне Евгений Трофимов репертуарӗнчи «Самолеты» юрӑпа тухнӑ. Анчах, шел те, пирӗн ентеш тепӗр тапхӑра лекеймен. Владимир Пресняков унӑн куҫӑм тапхӑрӗ пулнӑ май сасси улшӑнса пынине каланӑ. Дима Билан пирӗн ентеше мухтанӑ, ӑнӑҫу суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() "Контактри" сӑн Вӑрнар районӗн тӗп пульницине ҫамрӑк тухтӑр ӗҫлеме килнӗ. Елена Тимофеева – эндокринолог. Вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ, унтан тухтӑрсене ҫӗнӗ пӗлӳ паракан Институтра ординатурӑра вӗреннӗ. Елена Сергеевна район пульницинче пациентсене амбулатори мелӗпе йышӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() Паян Чӑваш Енӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валерий Игнатьев 75 ҫул тултарнӑ. Вӑл — аранжировщик, сасӑ режиссерӗ тата композитор. Валерий Викторович республикӑри чи пултаруллӑ профессионал аранжировщиксенчен пӗри шутланать. Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл тӗрлӗ енлӗ наци музыкине аталантарма нумай тӳпе хывнӑ. Ҫав шутра «Нарспи» чӑвашла пӗрремӗш мюзиклпа, «Авалхи сас» программӑпа ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
