|
Пӑтӑрмахсем
![]() Комсомольски тӑрӑхӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 39 ҫулти хӗрарӑм патне «Смотри, на видео это ты?» (чӑв. Пӑх, ку видео ҫинче эсӗ-и?) тесе ҫырнӑ ҫыру килсе выртнӑ. Хӗрарӑм ҫав ҫырӑва уҫса пӑхас тенӗ ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланнӑ. Вируслӑ APK-файл вӗсене ют ҫын телефонӗнчи хыпарсене (push-хыпарсене, смс-ҫырусене, галерейӑри сӑнӳкерчӗксене) пӑхма май парать. Вара хайхисем ниҫта та ӗҫлемен хӗрарӑм ячӗпе 170 пин тенкӗ кредит илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ сцена ҫине тухма ӗмӗтленекен ачасене йыхравлаҫҫӗ. Вӗсене ача-пӑча театр студине чӗнеҫҫӗ. Икӗ ушкӑн пулӗ. Пӗринче 9-12 ҫулсенчисем вӗренӗҫ, тепринче — 13-16 ҫулсенчисем. Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, пултаруллӑ артистсем тӗрлӗ ӑсталӑх сехечӗсем ирттерӗҫ, ачасене сцена ҫинче хускалма, илемлӗ калаҫма, янӑравлӑ юрлама, хӑйсене ирӗклӗрех тытма вӗрентӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти Чӑваш тӗррин музейӗнче Чӗмпӗрти ӑстасен ӗҫӗсен куравӗ уҫӑлӗ. Курав ячӗ — «Симбирские узоры: традиционная и современная вышивка» (чӑв. Чӗмпӗрти эрешсем: йӑлана кӗнӗ тата хальхи вӑхӑтри тӗрӗ). Ку проект авторӗсем — Наталья Новоселец тата Сергей Кольцов. Аксессуарсене вӗсем этностиль мелӗпе ӑсталаҫҫӗ, алӑпа тӗрлесе тата Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗнчи халӑхсен эрешӗсемпе капӑрлатаҫҫӗ. Курав чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче хупӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Хальлӗхе республикӑра тӑм ӳкмен. Анчах синоптиксем ҫитес вӑхӑтра шӑнтма пултарассине пӗлтереҫҫӗ. Кӗҫӗр тӑм ӳкме пултарать. Ҫитес 4 кун уяр ҫанталӑк тӑрӗ, ҫил лӑпланӗ, каҫсерен тӗтре карса илме тытӑнӗ. Кӑнтӑрласерен 14-19 градус ӑшӑ пулӗ. Ҫитес эрне варринче пӗр-икӗ кунлӑха 20 градус ӑшӑ килӗ. Ҫӗрлесерен те самай ӑшӑтӗ. Ҫумӑр иккӗмӗш декада вӗҫӗнче кӑна ҫӑвӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Хӗрӗхри юрату. Вӑл тата хӗрӳрех», — тесе юрлатчӗ пӗр юрӑҫ хӑй вӑхӑтӗнче. Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрти стационар уйрӑмӗнче пурӑнакан Мильковсем хӑйсен телейне 70 ҫул урлӑ каҫсан тупнӑ. Паян та 74 ҫулти Галина Александровнӑпа 75-ри Сергей Степанович пӗрне пӗри юратса та хисеплесе, пӗр-пӗрин ҫине ӑш пиллӗн те юратуллӑн пӑхса пурӑнаҫҫӗ. Паян республикӑра суйлав пуҫланчӗ те, суйлава та вӗсем пӗрле кайнӑ. Таҫта аякка мар-ха. Ватӑсене хӗрхенсе центр суйлав комиссийӗн членӗсене социаллӑ учреждение йыхравланӑ. Центрта унта-кунта тухса ҫуреймен ватӑсем те пурӑнаҫҫӗ-ҫке. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш наци музейӗн сӑнӳкерчӗкӗ Авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, 18 сехетре, Чӗмпӗрти ӑста Сергей Кольцов Шупашкарта вырнаҫнӑ Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттинче экскурси ирттерӗ. Экскурси тӳлевсӗр пулӗ-ха, анчах музея кӗме тӳлемелле: аслисен — 300 тенкӗ, шкул ачисен, студентсен тата пенсионерсен – 150 тенкӗ. Сергей «Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти» проекта хутшӑннӑ пӗртен-пӗр арҫын. Чӗмпӗр облаҫӗн карттине вӑл хӑй тӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре ял хуҫалӑх ярмӑрккисене ирттересси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Вӗсем кӑҫал та ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Ярмӑрккӑсем ҫак канмалли кунсенче, авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, уҫӑлӗҫ те юпан 12-мӗшӗччен ӗҫлӗҫ. Кун пек суту-илӳ вырӑнӗсем республикӑри кашни муниципалитетрах пулӗҫ. Ярмӑрккӑра фермерсем экологи тӗлӗшӗнчен таса продукци сутӗҫ. Хамӑр патра туса илнӗ пахча ҫимӗҫе лавккаринчен самай йӳнӗрехпе туянма май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() Амайа Юратса тунӑ сӑн Чӑваш Енри фотоӳнерҫӗ Амайа Юратса Пӗтӗм тӗнчери Global Peace Photo Award конкурсӑн финалне тухнӑ. Унӑн сӑнӳкерчӗкӗ – Раҫҫейрен ҫак хисепе тивӗҫнӗ пӗртен-пӗр ӗҫ. Конкурса 132 ҫӗршывран пӗтӗмпе 24 пин ытла сӑнӳкерчӗк ярса панӑ. Унта хутшӑнакансен тӗнчене лӑпкӑлӑхра кӑтартмалла пулнӑ. Амайа ҫак сӑнӳкерчӗке Улатӑр хулинче тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Елчӗкре 1887 ҫулта тунӑ йывӑҫ ҫурта реставраци тӑвасшӑн. Ку – ахаль ҫурт мар. Унта хӑй вӑхӑтӗнче Алексей Алексеевич Буйновский пурӑннӑ тата ӗҫленӗ. Вӑл — тухтӑр тата революци ӗҫченӗ. Ҫак ҫурт паянхи кун та ларать, анчах ӑна юсаса ҫӗнетмелле. Унта халӗ те фойе, йышӑну пӳлӗмӗ, тухтӑрсен пӳлӗмӗсем пур. Хальлӗхе реставраци проекчӗ экспертизӑра. Чӑваш Енри патшалӑх экспертизи ӑна ырласан историпе архитектурӑн хӑйне евӗр палӑкӗ ҫӗнелӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() «На связи» форумри сӑн Чӑваш транспорт управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 60-мӗш троллейбус Ҫӗнӗ Шупашкартан килнӗ чухне «Ҫӗнӗ хула» микрорайон урлӑ кайӗ. «Химтехникум – Университет» маршрутпа ҫӳрекен троллейбус Шупашкар еннелле кайнӑ чухне Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗнчен «Ҫӗнӗ хула» микрорайона пӑрӑнса кӗрӗ. Кайран ҪҪХПИ посчӗ пулнӑ вырӑнтан тухӗ. Малалла вара хӑйӗн ҫулӗпех кайӗ. Хальлӗхе маршрут хӑҫан улшӑнассине пӗлтермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
