Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкар районӗпе юхса иртекен Йӑршу юханшывӗ урлӑ вырӑнти хастарсем кӗпер хывасшӑн. Хӑйсен вӑйӗпе мар-ха, патшалах укҫпе. Анчах унсӑр пуҫне вӗсем хӑйсен тӳпине те хывнӑ.
«Ниме - Народный бюджет» программӑна хутшӑнса килсерен укҫа пухнӑ. Халӗ кӗпере туса паракан организацие палӑртмалла, ӑна суйласа илме аукцион ирттересси пирки тӳре-шара пӗлтернӗ ӗнтӗ.
Йӑршу юханшывӗ урлӑ хывма палӑртнӑ кӗпер чиркӳллӗ Шемшер ялӗпе Тавӑшкассине ҫыхӑнтарӗ.
Подрядчикӑн ӗҫе кӑҫалхи ҫу-авӑн уйӑхӗсенче пурнӑҫламалла. Кӗпере тума 9,8 миллион тенкӗ укҫа уйӑрма палӑртнӑ. Ӑна республика бюджетӗнчен тата вырӑнти хыснаран уйӑрмалла, унсӑр пуҫне халпӑх пухса панӑ кӗмӗл те пур.
Аукциона ака уйӑхӗн 8-мӗшӗччен пӗтӗмлетмелле.
