![]() Этем тени хӑш-пӗр чухне ҫутҫанталӑкпа ытла та сӗмсӗррӗн усӑ курать — ҫӳпӗлет, терпейсӗрлӗх кӗртет. Авӑнӑн 8-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кукашни шкулӗн ачисем «Таса ҫыран» акци ирттерсе вырӑнти пӗве ҫыранӗсене ҫӳп-ҫапран тасатрӗҫ. Пластик савӑт, хут таткисем, кӑвайт юлашкийӗсем — ку ӑпӑр-тапӑра, паллах, ют ҫынсем мар, канма е пулӑ тытма килекенсем хӑварнӑ. Вӗсем пуҫтарманнине шкул ачисем, 7-8 классенче вӗренекенсем пӗр ҫӗре пухрӗҫ. Уйрӑмах 7-мӗш класс ачисем хастар ӗҫлерӗҫ. Пӗтӗмӗшле 50 кило ытла пуҫтарӑнчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ӗлӗкхи ала валли те ӗҫ пур Киров ял тӑрӑхӗ Йӗпреҫ районӗн вӑрманлӑ тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ. Пӑкӑян, Спотара, Тарӑнвар, Юпал ялӗсем иртнӗ ӗмӗрӗн 20-30-мӗш ҫулӗсенче вӑрман касакансем никӗсленипе пуҫланса кайнӑ. Пысӑках мар пулин те вӗсем — пурнӑс унта та вӗресе тӑрать. Кунти халӑх хуҫалӑхӗсенче ҫӗрулми, тырӑ, ытти тӗрлӗ пахча ҫимӗҫ ӳстереҫҫӗ. Сӑмахӑмӑр вара Семёнов Александр Иванович ӳстернӗ сӗлӗ пирки пулӗ — нумай пулмасть вӗсем выльӑхшӑн тутлӑ апата вырса кӗртнӗ. Тухӑҫлӑ — хӑйсен ҫӗр лаптӑкӗнчен тонна ытла пуҫтарма пултарнӑ. Тасатасса вара хуҫалӑх ӗлӗкхи мелпе усӑ курнӑ — алапа. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Эйпеҫ вулавӑшӗнче Кӗнеке — пӗлӳ ҫӑлкуҫӗ. Тин кӑна тухнӑ кӗнекене яланах алӑра тытма кӑмӑллӑ — ҫӗнни вӑл пӗлменни патне ҫул уҫать-ҫке. Эйпеҫ ял вулавӑшӗнче (Йӗпреҫ районӗ) темиҫе кун каялла шӑпах ҫӗнӗ кӗнекесемпе паллашрӗҫ те. Кӗнеке керменӗн ертӳҫи Ирина Григорьева курава интереслӗ ирттерчӗ — вулавӑша пуянлатнӑ ҫӗнӗ кӑларӑмсем пирки каласа пачӗ. Уйрӑмах ачасене Н. Максимовӑн «Пӗр хӗрес айӗнче», В. Тараватӑн «Кӗтмен венчечӗ», Ю. Скворцовӑн «Избранное», Н. Ярандайӑн «Кӗмӗл сулӑллӑ сехечӗ», Д. Суслинӑн «Хӑрушӑ вӑрттӑнлӑхӗ» тата ыттисем кӑмӑла кайрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() сайт пичӗ Нумай пулмасть пӗтӗм тӗнчери «Симӗс планета» ача-пӑча экологи форумӗ Мускавра ирттерекен ӑмӑртӑвӑн ҫӗнтерӳҫӗ-лауреачӗсене пӗлтерчӗҫ. Вӗсем хушшинче Чӑаш Енрен хутшӑннисем те пур — Красноармейски иккӗмӗш шкулӗнче 11-мӗш класра вӗренекен Михайлов Алексей (сӑмах май, вӑл «Трак ен» сайтӑн администраторӗ те). Алеша хӑйӗн «Космос тата Ҫӗр» ятлӑ сайчӗпе «Хальхи технологисем — ҫутҫанталӑка хӳтӗлес ӗҫре» (экологи тата ҫут ҫанталӑка хӳтӗлес темӑпа хатӗрленӗ сайтсен тата Internetри web-страницӑсен ӑмӑртӑвӗ) ятлӑ номинацире лауреат ятне ҫӗнсе илнӗ. Ку проект ӗҫӗн ертӳҫи — ҫак шкулта чӑваш чӗлхипе общество пӗлӗвне вӗрентекен Михайлов В.М. Пӗтӗм чун-чӗререн саламлатпӑр! Малашне пысӑкрах ҫитӗнӳсем тума сунатпӑр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Стендсемпе паллашнӑ май Эрнекун, авӑнӑн 9-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев «Россия — спортивная держава» (чӑв. Раҫҫей — спортпа туслӑ патшалӑх) канашлу ларӑвне хутшӑннӑ. Пӗтӗм тӗнче шайӗнчи мероприятие Мӑкшӑ рсепубликин тӗп хулинче — Саранскра — уҫӑлнӑ. Асӑннӑ канашлу авӑнӑн 11-мӗшӗччен пырӗ. Конференцинчи «ҫавра сӗтелсенче» спорта аталантарассине, массӑллӑ информаци хатӗрӗсемпе ӗҫлекенсен ҫамрӑксем хушшинче сывӑ пурнӑҫ йӗркине ӳстермелли витӗмлӗхе вӑйлатассине тата ытти пӗлтерӗшлӗ ыйтусене пӑхса тухма палӑртнӑ. Канашлу кунӗсенче хулара Пӗтӗм тӗнче шайӗнчи хӑвӑрт утассипе ӑмӑртусем пыраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех хӗрарӑмсем хушшинче ITF теннисла выляссипе, Раҫҫейри Кубок этапӗсем велосипедпа чупассипе, Пӗтӗм Раҫҫейри тег-регби ачасен турнирӗ тата та нумай пысӑк мероприятисем иртеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне алӗҫ ӑстисен пултаруллӑх куравӗсем ӗҫлеҫҫӗ тата спорт пирки каласа паракан киновӗн халӑхсен хушшинчи виҫҫӗмӗш Фестивалӗ иртет. Канашлӑва Чӑваш Ен те хастаррӑн хутшӑнать — пирӗн тӑрӑхран Саранска сумлӑ делегаци кайнӑ. Вӗсем хушшинче спортӑн тӗрӗ енӗпе чапа тухнӑ паллӑ спортсменсемпе тренерсем, физкультура учителӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Тутарстан ҫӗр ӗҫченӗсем 1572,5 пин гектар ҫинчи пӗрчӗллӗ тӗш-тырра ҫанталӑк пӑсӑличчен пухса кӗртме ӗлкӗрчӗҫ. Кун пирки «Сувар» хаҫат сайчӗ пӗлтерет. Тырӑ йышӑнакан пунктсене 333,8 пин тонна ыраш, 645,76 пин тонна тулӑ, 308 пин тонна урпа, 11 пин тонна сӗлӗ, 9,4 пин тонна пӑрҫа ӑсатнӑ. Кашни гектара тивекен вӑтам тухӑҫ 32,5 центнер. Шел те, рапса типӗ ҫанталӑкра йӑлтах пухса кӗртме май килмен, унӑн пӗтӗмӗшле лаптӑкӑн 55 процентӗнче ҫеҫ ӗҫ вӗҫленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() хальхи гидроагрегат «РусГидро» АУО уйрӑмӗ шутланакан Шупашкар ГЭСӗнче 13 тата 14 номерлӗ гидроагрегатсене ҫӗнетме пуҫланӑ. Оборудование улӑштарассине 2011 ҫулта палӑртнӑ техника ҫӗнетӗвӗ тата юсавӗн программипе килӗшӳллӗн пуҫланӑ. 27 ҫул ӗҫленӗ агрегатсене ҫӗннипе, Швейцаринчи АВВ кӑларнӑ «Unitrol 6800» системӑпа улӑштарӗҫ. Тӑвӑмпа техника хӗсмечӗн технологиллӗ управлени ушкӑнӗн ертӳҫи Алексей Русинов пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӗнетӳсем оборудованин шанчӑклӑхӗпе хӑрушлӑхсӑрлӑхне ӳстерме май парӗ, тата ӑна малашне тытса-пӑхса тарас ӗҫ те ҫӗмӑлланма тивӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ял уявӗнче Авӑнӑн 3-мӗшӗнче Тутаркасси ял тӑрӑхӗнчи (Шупашкар районӗ) Тури Макаҫ ял уявне паллӑ тунӑ. 250 ҫул каялла йӗркеленнӗ ҫак ял. Хастарсем ял кун-ҫулӗ пирки стенд, алӗҫ ӑстисен тата кӗрхи тулӑх пахча-ҫимӗҫ куравне йӗркеленӗ. Уява авалхи чӑваш йӑли-йӗркипе пуҫланӑ. Пухӑннисене Тутаркасси ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ А. Елимов, ял старости В. Филиппов, Тутаркасси ял тӑрӑх депутачӗ Л. Кириллова саламланӑ. Алексей Александрович ялти ватӑсене, тин ҫуралнисене парнесемпе дипломсем панӑ, ялти чи лайӑх ҫуртсемпе чи лайӑх хуҫалӑхсене палӑртнӑ. Ҫӑкалӑхьял тата Урай Макаҫ ял клубӗсен, Котеркассинчи Фольклор ҫурчӗн илемлӗх коллективӗсем, Тутаркассинчи Тӗп культура ҫурчӗн «Хӗлхем» ташӑ ушкӑнӗ куракансене хӑйсен ташши-юррипе савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ӗнер, авӑнӑн 8-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе Элӗк районӗнче пулнӑ. Чи малтанах Элӗкри «Новый путь» (Ҫӗнӗ ҫул) хуҫалӑх ӗҫӗпе паллашнӑ. Ӗҫлес енӗпе ҫак пӗрлешӳ республика шайӗнче те, районта та малтисен ретӗнче шутланса тӑрать. Ҫӗнетӳсем те ҫук мар вӗсен. Сӑмахран, Юлӑш ферминче ҫу туса кӑларма май паракан тавар фермине хута яма шутлаҫҫӗ — унта 200 пуҫа яхӑн ӗне вырнаҫайӗ. Паянхи кун унта хӗрӳ ӗҫҫи пырать — ҫанталӑка пӑхмасӑр кашни кунпа туллин усӑ курса ӗҫлеҫҫӗ. Пӗлтӗрхи тӑкаксене кура хуҫалӑхра выльӑх апатне ик-виҫ ҫуллӑха хатӗрленӗ. 180 пуҫ выльӑх усрамалли пӑрусен фермине те ҫӗнӗрен хӑйсен укҫи-тенкипе ҫӗнетме шутлаҫҫӗ. Малалли ҫула тухас умӗн Чӑваш Ен Элтепӗрӗ ял ӗҫченӗсене тӑрӑшуллӑ ӗҫлеме вӑй-хал сунмасӑр хӑварма пултараймарӗ. Ӗҫлӗ ҫулҫӳрев Йӑлкӑш шкулне ҫитсен хӑнасем шкула кайма вӑхӑт ҫитмен ачасемпе калаҫу ирттернӗ. Пепке пахчи ертӳҫи Альбина Егорова ушкӑна 20 ача ҫӳрени пирки пӗлтернӗ. Йӑлкӑш шкулне вара ултӑ ялтан пурӗ 60 ача ҫӳрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӑваш патшалӑх филармонине йӗркеленӗренпе авӑнӑн 3-мӗшӗнче 75 ҫул ҫитнӗ. Вӑл Чӑваш патшалӑх хорӗн (1939 ҫултанпа — Юрӑпа ташӑ ансамблӗ), симфони тата вӗрсе калакан оркестрсене пӗрлештернӗ. Унсӑр пуҫне филармони ҫумӗнче ҫамрӑк мусӑкҫӑсен — Шупашкарти музыка техникумне пӗтернисен — хӗлӗхпе калакансен квартечӗ чӑмӑртаннӑ. Кӗсле калакансен ансамблӗ те йӗркеленме пуҫланӑ. 1959 ҫулта 325 вырӑнлӑ концерт залне хута янӑ. Филармонин пӗрремӗш директорӗ — Иосиф Люблин композитор тата пианист. Хальхи вӑхӑтра асӑннӑ учреждени республикӑри культура пурнӑҫӗнче пысӑк вырӑн йышӑнать. Вӑл классикӑна, хальхи вӑхӑтри (ҫав шутра чӑваш профессионал музыка ӳнерӗнче те) хайлавсемпе халӑха савӑнтарать. Филармонин пултарулӑх йышӗнче ҫак ушкӑнсем ӗҫлеҫҫӗ: «Ҫавал» фольклорпа эстрада, «Ҫеҫпӗл» эстрада ансамблӗсем, «Чӑваш Ен» ушкӑн, камерлӑ оркестр, музыка лекторийӗ, хӑйне евӗрлӗ жанр артисчӗ Святослав Шаронов, миниатюра театрӗ. Чӑваш патшалӑх филармонийӗн пӗлтерӗшлӗ проекчӗсен хушшинче халӑхра палӑрнисем: «Нарспи» мюзикл, «Авалхи сас» музыкӑпа театрализациленӗ программа (вӗсене ЧР Президенчӗн гранчӗн укҫипе кӑларнӑ), ачасен чӑваш юррин «Мехел» республика телекурав конкурсӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |