Республикӑри халӑхсемпе ӗҫлекен канашӑн пайташӗсем тата хуласемпе районсенчи культура енӗпе ӗҫлекен пуҫлӑхсем паян Елчӗк районне пухӑнчӗҫ. Кунта «Республикӑн «Чӑваш Ен культури: 2006-2011 ҫулсем» тӗллевлӗ программин «Чӑваш Республикин патшалӑх наци политикин Концепцине пурнӑҫласси» пайне Елчӗк районӗнчи вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсем тата культура учрежденийӗсем пурнӑҫа кӗртес енӗпе пухнӑ опытпа палашасси» канашлу-семинар иртрӗ. Канашлӑва пухӑннисем чи малтан Елчӗкри паллӑ вырӑнӗсемпе паллашрӗҫ — часовньӑра, районӑн тӗп вулавӑшӗнче, историпе краеведени музейӗнче, ӳнер шкулӗнче, физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнче пулса курчӗҫ. Мишер Патирекре ҫӑлкуҫ путне ҫисе курчӗҫ, ялти вулавӑшпа, ҫӗнелнӗ культура ҫурчӗпе тата нумай пулмасть уҫӑлнӑ шкулпа паллашрӗҫ. Пур вырӑнта та хӑнасене тараватлӑн кӗтсе илчӗҫ — хитре чӑваш тумӗсемпе, юрӑ-ташӑпа. Канашлу-семинарӑн тӗп пайӗ «Елчӗкри культурӑпа кану ценрӗнче» иртрӗ. Канашлӑва Чӑваш Республикин культурӑн, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци полтикипе архив ӗҫӗн министрӗ Роза Лизакова уҫрӗ. |
Ҫапла, юпан 9-мӗшӗнче «Уллах» ЧҪП Чӗмпӗрте черетлӗ дискотека ирттерет. Вӑл Арбатра (Чӗмпӗрсем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ) пулӗ, 21 сехет каҫхине пуҫланӗ. Дискотека «Салтака ӑсататпӑр» ятпа пулать. Ятарлӑ хӑнасем: Чӗмпӗр облаҫӗнчи юрӑҫсем.
Билет хакӗ: 13 сехетчен — 150 тенкӗ, ун хыҫҫӑн — 200 тенкӗ. Маларах туянас текенсем 100 тенкӗпе туянма пултараҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли инҫесас номерӗ: 8-908-471-32-67. Чӗмпӗр каччисемпе хӗрӗсем! Сире пурне те ҫак хаваслӑ мероприятине йыхлавлатпӑр! |
Мускавра авӑн уйӑхӗн вӗҫӗччен Пӗтӗм Раҫҫейри XXII пыл ярмаррки ӗҫлӗ. Унта чӑваш пылне те тутанса пӑхма май пулӗ. Ку ярмарка ҫулталӑкра иккӗ иртет — хӗлле Манежра, ҫулла — «Коломенски» паркра. Енчен те малтанхи ҫулсенче ку мероприятине чӑвашран пӗр Шупашкарти Кузьминсен ҫемьи кӑна каятчӗ пулсан, юлашки ҫулсенче хутшӑнакансен йышӗ ӳсрӗ. Кӑҫал ярмарккӑра Столяровсен (Шӑмӑршӑ районӗ) тата Наколаевсен (вӗсен утарӗсем Ҫӗрпӳ, Элӗк тата Шупашкар районӗсенче вырнаҫнӑ) хуҫалӑхӗсенче туса илнӗ пыла туянма пулать. Сӑмах май Мускавсем пирӗн республикӑра туса илнӗ пыла кӑмӑлласах туянаҫҫӗ.
Сӑнӳкерчӗкӗн авторӗ Сергей Приходько.
|
70 ҫул каялла, 1939 ҫулта, Куҫма Чулкаҫӑн «Ҫамрӑк патриотсем» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Пурӗ вӑл вӑхӑтра 5 пин экземпляр ҫапӑнса тухнӑ. Ҫамрӑк вулавҫӑсем 2 калавпа паллашма пултарнӑ. Пӗри — «Артека кайнӑ май», тепри — «Чечек татма кайсан». Вӗсене вуласа ачасем тӑван ҫӗршыва юратма, хисеплеме, ыррине усалтан уйӑрма вӗренейреҫҫӗ. Куҫма Чулкаҫ ача-пӑча валли хайлавсем ҫырнипе паллӑ. Чӑваш Республикин патшалӑх пичет архивӗнче ҫыравҫӑн 50 кенеки упранать. «Сунарҫӑ халапӗсем» кӗнекиех 9 хутчен пичетленнӗ — чӑвашла 6 хут (1937, 1944, 1956, 1964, 1973, 2003), вырӑсла — 3 хут (1944, 1958, 1989). Сӑмах май, вырӑсла куҫарӑвне И. Ярославцев тунӑ пулнӑ. Пирӗн сайтри электронлӑ вулавӑш та, май тупансан, сире ҫак хайлавсемпе паллаштарма тӑрӑшӗ.
|
Юлашки чылай хыпар вӗренӳпе ҫыхӑннӑ. Апла пулин те тепер хыпар сире пӗлтерер. Вӑл та пуҫланнӑ ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗпе ҫыхӑннӑ. Чӑваш Республикинчи Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви 2009 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен III Интернет Педканашӗ пуласси ҫнчен пӗлтерет. Интернет Педканаш http://pedkanash.chuvash.org сайтра иртет. Ӑна Чӑваш Республикинчи Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви, Вӗрентӳ институчӗ, Чӑваш халӑх сайчӗ тата Чӑваш чӗлхин инҫет вӗрентӳ центрӗ ирттереҫҫӗ. Чӑваш чӗлхипе литературине, халӑх культурине, ҫавӑн пекех ытти предметсене вӗрентекенсем педканаша активлӑ хутшӑнасса шанатпӑр. Сайт хӑнисем вӗсен канашлӑвне тишкерме пултараҫҫӗ. |
Ольга Михайловна Степанова – Чатукассинчи тӗп пӗлӳ паракан шкул директорӗ. 1958 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче хамӑр районти Типвар ялӗнче ҫуралнӑ. Чатукасси шкулӗнче вӑтам пӗлӳ илнӗ. 1981 ҫулта И. Я. Яковлев ячӗллӗ педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Кунта нимӗҫ, акӑлчан, француз чӗлхисене вӗрентекен специалиста ҫирӗплетекен диплома алла илнӗ. Малтанах Улатӑр районӗнчи Эйпеҫре нимӗҫ чӗлхине вӗрентнӗ, директорӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулнӑ. 1985 ҫулта хӑйӗн пурнӑҫ биографине Чатукасси шкулӗпе ҫыхӑнтарнӑ. 2001 ҫултанпа — шкул директорӗнче. Ҫемьеллӗ. Аслӑ хӗрӗ Ирина И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ют ҫӗр-шыв чӗлхисен факультетӗнче вӗренет. Кӑҫал иккӗмӗш ҫул Америкӑра акӑлчан чӗлхине туптас енӗпе практикӑра тимлет. Наталия — Чӑваш патшалӑх университечӗн студентки, вӑл та, аппӑшӗ пекех, ют чӗлхесен факультетӗнче вӗренет. |
Паян, авӑнӑн 1-мӗшӗнче, пур шайри шкулсенче те пӗлӳ кунне уявлаҫҫӗ. Пӗлсе тӑма: Чӑваш Енре пурӗ 515 шкул; парта хушшине кӑҫал 126 пин ытла ача ларӗ, вӑл шутра пӗрремӗш класа каякансен шучӗ — 13 пинрен ытла. Чӑваш Енре 3 ача ҫурчӗ, 435 ача пахчи (выр. детский сад), 22 аслӑ шкул. Сӑмах май каласан студентсен йышӗ кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнче 75 пин ҫурӑпа танлашать. Ҫак пысӑк йыша вӗрентес тӗлӗшпе 25,3 пин ҫын тӑрмашӗ.
|
Кӑҫал Раҫҫейре Болгари патшалӑхӑн ҫулталӑкӗ. Ӑна тӗрлӗрен палӑртаҫҫӗ. Сӑмахран Атӑл тӑрӑх куҫса ҫӳрекен Болгари культурин фестивальне ирттерме палӑртнӑ. Ку фестиваль Шупашкара авӑнӑн 9-мӗшӗнче ҫитет. Трактор тӑвакансен культура керменӗнче болгар ӳнер ӑстисен концерчӗ пулать. Вӑл 18 сехетре пуҫланать. «Болгары» концертра сире мӗн кӗтет? Болгар халӑхӗн сӑпрайпа ташӑ композицийӗсем, хальхи кӗвӗсемпе хореографи ӳнерӗ. «Найден Киров» ятлӑ патшалӑх фольклор ансамблӗ халӑх кӑмӑллакан юрӑсене юрласа парӗ. Сӗрме купӑс сассине кӑмӑллакансем «Стрингс» ансамбль пултарулӑхӗпе паллашма пултарӗ. Ҫавӑн пекех ҫак ушкӑнсем пулӗҫ: «Булгара» джаз-фолк ушкӑнӗ, «Эва квартет» юрӑ ушкӑнӗ, «Веда джуниор» хальхи балет театрӗн солисчӗсем. Болгаринчи ал ӑстисем пуканесем тӑвас, керамика ерешлевӗн, хӗрарӑм тумтирне тӑвас тата ытти ӑсталӑхпа паллаштарӗҫ. Куҫса ҫӳрекен фестивалӗн программине ҫавӑн пекех «Раҫҫейпе Болгари массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсен хушшинчи калаҫу» проекта та кӗртнӗ. |
Ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗсемшӗн, учительсемшӗн яваплӑ тапхӑр — ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ ҫывхарать. Красноармейски район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, сентябрӗн 1-мӗшӗнче районти шкулсенчи партӑсем хушшине 1950 яхӑн вӗренекен ларӗ. Вӗсенчен 150 ачи — пӗрремӗш хут. Районти шкулсенче пӗлӳ илекенсен йышӗ, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 70—80 вӗренекен сахалрах пулӗ. Сакӑр шкулта пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ парӗҫ. Чатукассипе Кӗҫӗн Шетмӗ шкулӗсем кӑҫалтан тӗп пӗлӳ паракан шкулсен шутне кӗрӗҫ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗрленсе, районти шкулсенче ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче юсав ӗҫӗсен пысӑк калӑпӑшне пурнӑҫланӑ. Вӗренекенсене тарӑн та ҫирӗп пӗлӳ илме условисем туса парассишӗн сахал мар тӑрӑшнӑ. Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 10 шкулти пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхӗн никӗсӗн кабинетне, мӗн пур шкулсен пуҫламӑш класӗсене вӗрентӳпе кӑтарту пособийӗсемпе, оборудованисемпе, кунсӑр пуҫне пуҫламӑш классене сӗтел-пукансемпе тивӗҫтернӗ. Района тепӗр 27 аудит доски илсе килмелле. Ҫурлан 10—13-мӗшӗсенче районта пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденисене ӗҫе йышӑнчӗҫ. |
Красноармейскинчи ача-пӑча искусство шкулӗн хӑйӗн ялавӗ тата гербӗ пур. Республикӑри хушма пӗлӳ паракан шкулсем хушшинче ку пӗрремӗш пулӑм. Ӑна эпир пурте пӗлекен районсен тата хуласемпе ялсен гербӗсен авторӗ, паллӑ художник Вадим Шипунов ӑсталанӑ. Гербра кашкӑр ами ҫинче шӑпӑр каласа ларакан ачана ӳкернӗ. Ку ӳкерчӗк тӗрӗксен мифне аса илтерет: тӗрӗк ачине кашкӑр ами вилӗмрен ҫӑлса хӑварать. Тӗрӗк тата монгол халӑхӗсен мифӗсенче - кашкӑр управҫӑ тата хӳтӗлевҫӗ. Кашкӑр ҫӑварӗнчен ҫулӑм тухни - пултарулӑх хӗрӳлӗхне пӗлтерет. Кашкӑр тирӗ ҫинчи тӗрлӗ тӗслӗ пӑнчӑ-ҫаврасем - пултарулӑх тӗнчи нумай енлӗ пулнине систерет. Шӑпӑр сӑнарӗ те ахальтен ҫуралман. Красноармейски районӗнчи Шӑпӑрлӑвар ялӗнче ӗлек-авалтанах шӑпарҫасен пуххи иртни паллӑ. Унта вӗсем шӑпӑр каласа ӑмӑртнӑ. Шӑпӑрҫӑ пуҫ тӑрринчи ҫут ҫӑлтӑр вара — ача-пӑчана искусство (ӳнер) тата наци культури аталанӑвӗн ҫулне кӑтартса пыракан чун тӳпи. Искусство шкулӗнче вӗренекен ачасем гербпа ялава пысӑк кӑмӑлпа йышӑнчӗҫ. Вӑл ачасене хавхаланупа кӑмӑл ҫӗкленӗвӗ кӳрсе тӑрӗ. Ҫапла пулмасӑр! Ку герба йышӑнма Н.М.Никонорова, шкул директорне, хӑй Георгий Вилинбахов, патшалӑх геральдмейстерӗ, хистенӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Моисей Фёдорович, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Скворцов Михаил Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Енӗн иккӗмӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |