Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Питрав

Чӑвашлӑх

Питрав кунне уявласси чылай ялта йӑлана кӗнӗ. Утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Курнавӑш ҫыннисем те уява пуҫтарӑннӑ.

Уяв халӑх йӑли-йӗркинчен пуҫланнӑ. Халӑх вӑйӑ картине тӑнӑ. Унта наци тумне тӑхӑннӑ хӗрарӑмсемпе хӗрсем хутшӑннӑ.

Ҫапла майпа курнавӑшсем «Вӑйӑ», «Хуҫа юрри», «Вӑйӑ такмакӗсем», «Хӗр юрри», «Ҫерем пӑсса вир акрӑмӑр» кӑтартнӑ. Ҫаксене йӑлтах Курнавӑшри культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем Ольга Шмелева тата Раиса Горшкова ертсе пынӑ.

«Вӑйӑ» вӗҫленсен хӗрсемпе хӗрарӑмсем халӑх вӑййисенче тата кокурссенче тупӑшнӑ. Пултарулӑх ушкӑнӗ вара халӑх юррисене шӑрантарнӑ. Халӑх вӗсене хапӑлласах йышӑннӑ.

Курнавӑшсем наци тумне тӑхӑнса вӑйӑ картине тӑни аякран чӑннипех те илемлӗ курӑннӑ.

Сӑнсем (24)

 

Ял пурнӑҫӗ

Питравра Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Кивӗ Атикасси ял тӑрӑхӗнче те Питрав кунне ирттернӗ. Пӗчӗк Яманкасси ялӗнче пурӑнакансем япӑх ҫанталӑка пӑхмасӑрах пӗрле савӑннӑ.

Ентешӗсене ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Чертов чунран саламланӑ. Уяв вырсарникуна лекнӗрен ҫынсем пухӑнкаланӑ. Питравра яманкассисем ял кунне паллӑ тунӑ.

Уявра вӗсем вӑйӑ картине тӑнӑ, юратнӑ юрӑсене итленӗ. Вӗсене «Шупуҫ» фольклор ушкӑнӗ шӑрантарнӑ.

Ял ҫыннисем валли вӑйӑсемпе конкурссем йӗркеленӗ. Ҫынсем михӗсемпе ӑмӑртса чупнӑ, вӗрен туртнӑ…

Хӑнасем пурте чӑваш шӳрпине ҫисе пӑхнӑ. Ӑна ҫавӑнтах пысӑк хуранта пӗҫернӗ. Уявра кашни килте тенӗ пекех пуян сӗтел хатӗрленӗ, тӑванӗсене хӑналанӑ.

 

Чӑвашлӑх

Ӗнер, Питрав кунӗнче, чылай районти ялсенче уявсем йӗркеленӗ. Хӑшӗсем ҫак уява палла тӑвассине йӑлана кӗртнӗ.

Комсомольски районӗнчи Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнчи ҫынсем те ҫулсерен Питравра пӗрле пухӑнаҫҫӗ. Кӑҫал та уява аслисем те, вӗтӗр-шакӑр та пухӑннӑ.

Пурте уяв лапамне наци тӗррипе илемлетнӗ тумсемпе пынӑ. Ватти-вӗтти вӑйӑ картине тӑрса чӑваш юррисене шӑрантарнӑ, ӗлӗкхи вӑйӑсене вылянӑ. Ватӑсем те ачасем пекех савӑннӑ.

Уяв чӑннипех те лайах иртнӗ, мӗншӗн тесен пурте кӑмӑллӑ юлнӑ. Куншӑн ентешӗсем ял клубӗн культйӗркелӳҫине Елена Степановӑна тата клуб канашне тав тунӑ.

Вӑйӑ карти вӗҫленсен уяв сӗтелӗ хатӗрленӗ. Хӑнасене ҫырла кукӑлӗпе сӑйланӑ.

Сӑнсем (15)

 

2011-мӗш ҫулхи Питрав пуххи
2011-мӗш ҫулхи Питрав пуххи

Ҫак вырсарникун Чулхула облаҫӗнчи чӑвашсем тӑван халӑхӑмӑр культурин фестивальне — ӑна «Питрав пуххи» ят панӑ — ирттерме шут тытнӑ. Унти йӑхташӑмӑрсем ку уява кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут пухӑнаҫҫӗ. Вӑл Воротынец районти Лысая Гора поселокра иртет. Облаҫ шайне кӑларнӑ мероприятире вӑл тӑрӑхри ушкӑнсем кӑна мар, пирӗн республикӑрисем те хутшӑнмалла. Артистсем концерт кӑтартӗҫ, ал ӑстисем хӑйсен ӗҫӗсен куравне йӗркелӗҫ. Йӗркелӳҫӗсем чӑваш сӑрине астивсе пӑхма та май пуласса шантарҫҫӗ. Программӑна туслӑх кӑшӑлӗ йӗркелессине те, чӑваш халӑх вӑййисене те кӗртнӗ-мӗн.

«Питрав пуххи» ирхи вунӑ сехетре пуҫӑнмалла.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ахӑртнех, сирӗн унчченхи юрату йӑл илӗ. Ку пӗр-пӗринпе интересленни те пулма пултарать. Анчах шӑпа пӳрнипе сирӗн ҫулсем пӗрлешӗҫ. Килти ӗҫсене нумай тимлӗх уйӑрсан вӗсен ӑшне путсах ларатӑр. Кайран вара унтан тухма йывӑр пулӗ.

Авӑн, 03

1900
126
Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ.
1910
116
Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ ҫуралнӑ.
1932
94
Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ вилнӗ.
1937
89
Григорьев Николай Федорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ.
1962
64
Надежда Силпи, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть