![]() <p>«Театр верснисажӗ» — раштавӑн 15-мӗшӗнче ҫак ятпа Йӗпреҫ районӗнче драма ушкӑнӗсен курав-ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Пучинкери, Чӑрӑшкассинчи, Хурамалти, Хирти Выҫлинчи культура ҫурчӗсенчи тата Хумри Юнтапари ял клубӗн ушкӑнсем Хурамал культура ҫуртӗнче хайсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ. Районти драма ушкӑнӗсенчи артистсем ҫулран ҫул сӑнарсене лайӑхрах кӑтартма вӗренни куҫа курӑнчӗ.</p> <p>Пучинке театр ушкӑнӗ Николай Сидоровӑн «Пушмак пӑру мыскари» комедие (режиссёрӗ — Н. Шибаева) кӑтартрӗ. Хурамалти ушкӑн вара куракансене «Ҫӗн Ҫул умӗнхи тӗлӗнтермӗш» юмахпа савӑнтарчӗ. Чӑрӑшкассисем «Упӑшки канаканни, арӑмӗ — ӗҫлекенни» постановка (ертӳҫи — И.Данилова) кӑтартрӗҫ. Хирти Выҫлинчи культура ҫуртӗнче вырнаҫнӑ театр ушкӑнӗ куракансем умне А. Никитинӑн «Ҫӗн ӗмерти хуняҫа» комедипе (режиссёрӗ — О. Никитина) тухрӗ. Хумри Юнтапа артисчӗсем вара З. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Михаил Васильевич сӑмах калать Паян Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Ольдеевски» агрофирмӑра ҫӗнӗ теплицӑна хута ячӗҫ. Ку мероприятие Чӑваш Ен президенчӗ Михаил Васильевич Игнатьев та килчӗ. Хӑй сӑмахӗнче вӑл теплицӑсемпе ытларах усӑ курма сӗнчӗ, вӗсенче ӳстерекен экологи тӗлӗшӗнчен таса ҫимӗҫ яланах халӑха кирлӗ тесе палӑртрӗ. Юлашкинчен агрофирмӑна ӗҫре ӑнӑҫу сунчӗ. Теплица лаптӑкӗ — 2,25 гектар. Унта энергие сахалтарах тӑкаклакан ҫӗнӗ технологисене усӑ курнӑ, чылай ӗҫе компьютер тӑвать. Теплицӑна тума «Россельхозбанкран» 148 млн. тенкӗ укҫа кивҫен илнӗ пулнӑ. «Ольдеевски» ХАО Раҫҫейри теплицӑпа ӗҫлекен пысӑк тата хӑварт аталанакан предприятисем шутне кӗрет. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкар хули ҫумӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна 1979 ҫулта никӗсленӗ. 2008 ҫултанпа выльӑх-чӗрлӗх те тытма пуҫланӑ. Ҫулталӑкне 9 пин тонна таран тӗрлӗ пахча ҫимӗҫ ӳстерет, кунне 6500 тонна ытла сӗт парать. Унсӑр пуҫне кунта калча, тӗрлӗ чечексем ӳстереҫҫӗ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Тӗлпулура Раштавӑн 10-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх университетӗнче унчченех палӑртнӑ йӗркепе килӗшӳллӗн «Интеграция школы и вуза как основы системы непрерывного образования» (чӑв. «Шкулта аслӑ пӗлӳ паракан заведени — пӗр татӑлмасӑр вӗренмелли системӑн никӗсӗ») ятлӑ конференци иртрӗ. Чӑваш филологийӗпе культура факультетне Элӗк районӗнчи шкулсен директорӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. Килсе ҫитнӗ шкулсенчен ҫаксем пулчӗҫ: Юнтапари, Чӑваш Сурӑмӗнчи, И.Я.Яковлев ячӗллӗ Элӗкри т.ыт. вӑтам шкулсем. Тӗлпулура паянхи кун шкулсемпе аслӑ шулсем умне тухса тӑнӑ проблемӑсене сӳтсе яврӗҫ. Вӗретекенсемпе преподавательсем кашниех хӑйӗн опычӗпе паллаштарчӗҫ. Тухса калаҫнисен сӑмахӗнче малашне пӗрле тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлесен ҫеҫ ӗҫ кал-кал пырасса шанма пулать текен шухӑш палӑрчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Шупашкарӑн Калинин районӗнче кӑҫал 2400-мӗш ача ҫуралнӑ. Малтанхи ҫулсенчипе танлаштарсан ку чӑн та питӗ пӗлтерӗшлӗ. Пӗлтӗр пурӗ те 2399 ача ҫеҫ ҫуралнӑ. 2008 ҫулта — 2359, 2007 ҫулта — 2245. Кӑҫал шучӗпе 2400-мӗш ача — хӗрача, вӑл раштавӑн 12-мӗшӗнче кун ҫути курнӑ. Михаилпа Анна Кудяновӑсен ҫамрӑк кил-йышӗнче Яна (ӑна ҫапла ят хунӑ) — пӗрремӗш ача. Амӑшӗ хальлӗхе пульницаран тухман пулин те тӑванӗсем вара ӑна кӗтсе илме хатӗрленеҫҫӗ — парнесем туянаҫҫӗ, ачан пӳлӗмне хатӗрлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Йӑлана кӗнӗ ятпа паян, раштавӑн 14-мӗшӗнче, Михаил Васильевич Игнатьев Патшалӑх Канашӗпе Чӑваш Ен халӑхӗ умне ҫырупа тухрӗ. Ҫыру ятне вӑл «Ҫамрӑксене шанмалла!» панӑ.
Кӗскен тӗп шухӑшсене пӑхса тухсан ҫакна уйӑрма пулать: ◊ политикӑн тӗп тӗллевӗсенче халӑха е уйрӑм ҫынна телейпе ырлӑх кӳмешкӗн уҫӑмлӑ, суймасӑр ӗҫлени пулмалла. ◊ пирӗн ҫутҫанталӑк умӗнче экологи енчен те культура енчен те хамарӑн яваплӑха туйма вӗренмелле. ◊ вӑрмансене ӳлӗмри ӑрусем валли сыхласа хӑвармалла. ◊ тӗрӗс апатланма вӗренмелле. «Ҫын сывлӑхӗшӗн вӑл ҫуралса ӳснӗ вырӑнта ҫитӗнтернӗ ҫимӗҫ, мӗн пӗчӗкрен ӗҫме хӑнӑхнӑ шыв кирлӗ» ◊ республикӑн лайӑх енӗсенчен пӗри, ыттисемпе тупӑшма май параканни — чӑваш ҫӗрӗ таса пулни. ◊ ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсен хӑйсен ҫӗрне тухӑҫлӑ усӑ курасси чи малтанхи тӗллев пулса тӑрать. ◊ паянхи ял хуҫалӑхӗн ҫӗнӗ технологисемпе ӗҫлемелле. ◊ малалла хӑвӑрт ӳсес тесен экономикӑн кашни пайне улӑштармалла (модернизацилемелле). ◊ экономикӑн кулленхи секторӑн аталанӑвӗнче майӗпен, ҫулран ҫул ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстересси пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Шупашкарти Калинин урамӗн 80 ҫуртӗнче вырнаҫнӑ «Гараж» мастерской ачасем валли ятарлӑ уроксем уҫнӑ — «Бум!» клуб йӗркеленӗ. Унта 4,5-7 ҫулхи ачасем пыма пултараҫҫӗ. Укҫалла, пӗрремӗш урокӗ — тӳлевсӗр (малтан ҫырӑнмалла). Уроксем кашни вырсарникун, эрнере пӗр хут иртеҫҫӗ. Енчен те эсир хӑвар ачӑрӑн пултарулӑхне аталантарас килет пулсан — ҫак клуба ҫырӑнтарма пултаратӑр. Ачасем унта ӳкерӗҫ, апликацисем тӑвӗҫ, мӗн те пулин ӑсталӗҫ. Ҫырӑнмалли телефонсем: 8-927-996-06-70 (Катя), 8-927-386-51-87 (Надя). Контактри ушкӑн — Club21839397.
ХК: Парнесем валли «Гараж» мастерскойӗ картин рамисене хӑвӑрт тата вӑхӑтра туса панӑшӑн чун-чӗререн тав тӑватпӑр. |
![]() Кӗнеке хуплашки Чӑваш кӗнеке издательствинче Юрий Сементерӗн «Кӗрхи вӗҫев» ҫӗнӗ кӗнеки пичетленсе тухрӗ. Редакторӗ — В.Н. Алексеев, художникӗ С.А. Бритвина. Пин экземплярпа тухнӑ кӑларӑм ум сӑмахне Чӑваш халӑх поэчӗ хӑй ҫырнӑ. Вуласа пӑхсамӑр, питӗ интереслӗ. Сӑввисем те ытармалла мар хитре. Юратнӑ халӑхӑмӑра ҫӗнӗ хайлавсен пуххине тыттарнӑ май, хӗвеллӗ Муза, сана чун-чӗрери хавалӑмпа тепӗр хутчен пуҫӑма тайса илес терӗм, ма тесен эсӗ пирӗншӗн — пуҫламӑшӗсен пуҫламӑшӗ, эсӗ пур ҫӗрте те пур: юрласа юхакан ҫӑл куҫ шывӗн кӗмӗл хӗлӗхлӗ сассинче те, ҫӗнӗ вӑрлӑх акнӑ хыҫҫӑн мал ӗмӗтлӗн витӗнсе выртакан суха кассинче те, ҫурӑлакан ҫеҫкен шурӑ-кӗрен сӑн-питӗнче те, кӗрхи уяв кӗрекин ҫӗнӗ ҫӑкӑрӗ умӗнче ура ҫине тӑрса пуҫлакан «Алран каймийӗмӗрӗн» туйӑмлӑ янравӗнче те. Илем туйӑмӗ — пӗр сӑмахпа татса калайми сипетлӗх, чунпа ытарса ытарайми кӗтретлӗх, умри тӗллеве меллӗн те меслетлӗн пурнӑҫа кӗртме пулӑшакан таса хӑват, кашни ҫынна этемлӗх кӑйкӑрӗсен шайне ҫӗкленме йыхӑракан пиллӗхлӗ мӑшӑр ҫунат. Тавах сана, Муза: тӗнчемӗрӗн ултӑ пин чӗлхи хушшинче пирӗн чӑваш чӗлхине эсӗ хӑйне евӗрлӗ шухӑш пултарӑвӗ, сасӑ ӗнерӗвӗ, хӑва хулли пек пиҫӗлӗх, асамат кӗперӗ пек илӗртӳлӗх парнеленӗ, пурнӑҫӑмӑрӑн кирек хӑш сыппин пулӑмӗсене те хамӑрла пайӑррӑн, хамӑрла витӗмлӗн сӑнласа кӑтартма, ӑнлантарма май туса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() «Трак Ен» ушкӑн Ырӑ йӑла-йӗрке ҫухалмасть пирӗн йӑваш халӑхӑн. Ӗлӗкренех пӗр-пӗрин патне ҫитсе-курса пӗр-пӗрин пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашасси тата ҫав тӗл пулура пухӑннисене асӑнмалӑх юрӑ-ташӑпа савӑнтарасси манӑҫман. Красноармейски районӗнчи халӑх пултарулӑх ҫурчӗ ҫумӗнчи Н. Янкас премийӗн лауреачӗ «Трак ен» халӑх фольклор ушкӑнӗ (илемлӗх ертӳҫи Н. Никоноров баянист-юрӑҫ) 15 ҫул ытла ӗнтӗ куракансене хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарать, чун-чӗрере вӑй-хал хушма пулӑшать тата хуйхӑ-суйха пӗрле пайлать. Асӑннӑ тапхӑрта пӗчӗкех мар йыш Трак ен тӑрӑхӗнчи кашни ялтах, хӑш-пӗр ҫӗрте темиҫе хутчен те, пулнӑ, хӑйӗн пуян та тулли содержаниллӗ программине кӑтартнӑ. Вырӑнти артистсем районти ялсенче ҫеҫ мар, республика тулашӗнчи чӑвашсемшӗн те хисеплӗ те кӗтнӗ хӑнасем. Тӗмен облаҫне икӗ хутчен ҫитнӗ. Мари Эл, Тутар Республикисенче сценӑсем ҫине тухнӑ, унти ялсемпе шкулсенче тӗлпулусем йӗркеленӗ. Хальхинче те пултарулӑх ушкӑнӗ палӑртнӑ кун кӳршӗллӗ Тутар Республикинчи Ҫӗпрел районӗнчи Саплӑк ялӗнче пурӑнакан чӑвашсемпе курнӑҫнӑ, икӗ сехете яхӑн концерт кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Борис Алексеев СССР халӑх артисчӗ, Чӑваш патшалӑх акдеми драма театрӗн актерӗ Борис Алексеев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитет. Вӑл Шупашкар районӗнчи Паҫпак ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ҫавна майӑн унӑн ентешӗсем пултаруллӑ артистӑн юбилейне ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Паҫпак Мишши ҫыравҫӑ районти «Бичурин тата паянхи самана» музее артистӑн сӑнӳкерчӗкӗсене тата ун ҫинчен хаҫатра пичетленнӗ материалӗсене пырса та панӑ ӗнтӗ.
Алексеев Борис Алексеевич 1911 ҫулхи ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкар уесӗнчи Паҫпак ялӗнче ҫуралнӑ. 1932 ҫулта Чӑваш музыкӑпа театр техникумӗн театр уйрӑмне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн ӑна Чӑваш драма театрне илнӗ. Унта вӑл мӗн ӗмӗрӗ вӗҫлениччен ӗҫленӗ. Унӑн паллӑрах ролӗсем: Ухтеркке («Судра», Ф. Павлов, 1941), Ленин («Пӑшаллӑ ҫын», Н.Ф. Погодин, 1942), Энтип («Энтип», В.Т. Ржанов, 1948). Борис Алексеевич П.Н.Осипов, Н. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Карай шкулӗ раштавӑн 4-мӗшӗнче хӑйӗн 120 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ. Ҫак тапхӑрта унтан 1062 ҫамрӑк вӗренсе тухнӑ. Чылайӑшӗ каярахпа вӗрентекенсемпе тухтӑрсем, инженерсемпе офицерсем, механиксемпе техниксем, промышленноҫра тата ял хуҫалӑхӗнче кирлӗ специалистсем пулса тӑнӑ. Уява хӑнасем, ку шкултан вӗренсе тухнисемпе вӑй хунисем, йышлӑн пухӑнчӗҫ. Малтанах учительсем вӗсене пӗлӳ ҫурчӗпе — вӗрентӳ пӳлӗмӗнче йӗркеленӗ ал ӗҫ куравӗпе тата таврапӗлӳ музейӗпе паллаштарчӗҫ. Вӗрентекенсем ертсе пынипе ачасем мӗнле кӑна модульлӗ оригами ӑсталаман пуль! Ытармалла мар хитре! Телей кайӑкӗ, пулӑ, мулкач, шапа, тӑмана, кушак,чечексем, тӗрлӗ тӗслӗ вазӑсем… Тӗрленӗ, ҫыхнӑ япаласем, пластилинран, чустаран, вӑрӑсенчен ӑсталанӑ ал ӗҫӗсем куҫа илӗртеҫҫӗ. Ҫак ӗҫе Платоновсен, Николаевсен, Романовсен ҫемйисем хутшӑннӑ, М. В. Яковлеван (рисовани учителӗ), Н. В. Григорьеван (ветеран-педагог) тӗрленӗ ӗҫӗсем, В. Романован (5-мӗш класс, «Юный фотограф») фотокуравӗ, вӗренекенсен тата ытти нумай ал ӗҫӗсем куҫа савӑнтарчӗҫ. Шкулӑн «Хисеп хӑмине» ачасен хаваслӑ сӑнӗсем илем кӳреҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |