Чӗмпӗр облаҫӗнче тӗрлӗ нацисен хушшинче 1-мӗш хут «Эп — анне» конкурс иртнӗ. Унта сакӑр наци хӗрарӑмӗ хутшӑннӑ: чӑваш, тутар, еврей, мордва, вырӑс, вьетнам, эрмен, азербайджан. Кашни хӗрарӑм хӑй наци культурине туллинрех кӑтартса пама тӑрӑшнӑ. Жюри ҫаплах халӑх юррисене шӑрантарнине, наци тумне тӑхӑннине хакланӑ. Конкурсра чӑваш хӗрарӑмӗ — Чӗмпӗрте пурӑнакан Светлана Трубочникова (Караполова) ҫӗнтернӗ. Вӑл ача садӗнче воспитательте вӑй хурать. Конкурсра ӑна мӑшӑрӗ Александр тата 4 ҫул та тултарман хӗрӗ Виктория пулӑшнӑ, Светланӑпа пӗрле сцена ҫине тухнӑ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Чӗмпӗр облаҫӗнче тухакан «Канаш» хаҫат |
Вӑрмар районӗнчи «Хӗрлӗ ялав» хаҫат редакцийӗ хӑнасене яланах хавас. Ку хутӗнче ялавҫӑсем патӗнче Кӗтеснер шкулӗнчи 2-мӗш тата 4-мӗш классенче вӗренекенсем пулчӗҫ. Н.Николаевӑпа О.Сорокина ачасене экскурсине ахальтен илсе килмен: хӑйсен ентешӗ, Чӑваш халӑх писателӗ В.Алендей, кунта редакторта ӗҫленӗ. Ҫавӑнпа та вӗренекенсем хаҫат кӑларас ӗҫпе кӑна мар, паллӑ ентешӗн нумай енлӗ пултарулӑхӗпе те паллашрӗҫ. Хаҫат редакцийӗ Вӑрмар посёлокӗнче, Совет урамӗнчи 8-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Хаҫат эрнере иккӗ тухать, пӗтӗмӗшле тиражӗ: 2300. Тӗп редактор: Пётр Васильевич Алексеев. Хаҫатӑн кун-ҫулӗ 1931 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗнче пуҫланнӑ — ун чухне вӑл «Трактор» ятпа тухнӑ. 1938 ҫултанпа хальхи ятпа тухать. Хаҫат материалӗсемпе кунта паллашма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
WhiteKnightTwo тата SpaceShipTwo самолетсен ҫыхӑнӑвӗ Ӗнер, пушӑн 22-мӗшӗнче, Virgin Galactic компани тӗнче уҫлӑхӗн ҫулҫӳревҫисем валли тунӑ SpaceshipTwo карапӑн пӗрремӗш вӗҫев тӗрӗслевне ирттернӗ. Кун пирки AFP хыпар агентстви пӗлтерет. Вӗҫев тӗлӗслевӗ Калифорни штатри Мохаве пушхирте иртнӗ. WhiteKnightTwo ҫине ҫаклатнӑ SpaceshipTwo карапӑн пӗрремӗш вӗҫевӗ 2 минут ҫеҫ тӑсӑлнӑ, тӗрӗслев ӑнӑҫлӑ иртнӗ тесе палӑртнӑ. SpaceShipTwo ракетоплана уйрӑм ҫын хатӗрлет, патшалӑх хутшӑнмасть. Карап орбита ҫывӑхӗнчи уҫлӑха (100 пин ҫухрӑм ҫӳллӗшне) ҫитме пултарать. Вӗҫевре карап малтан WhiteKnightTwo самолетпа ирттерӗ — вӑл ӑна 16 пин ҫухрӑм ҫӳллӗшне хӑпартӗ. Малаллахи ҫулне вара SpaceShipTwo хӑйӗн вӑйӗпе вӗҫӗ. Вӗҫев 2 сехет патнелле тӑсӑлӗ. Вӑл хушӑра карапри ҫулҫӳревҫӗсем йывӑрӑшсӑрлӑха туйса илӗҫ. Карап уҫлӑха пурӗ 6 ҫулҫӳревҫе хӑпартма пултарать. 2010 ҫулхи пуш уйӑхӗ тӗлне тӗнче уҫлӑхне ҫитсе курма 330 ҫын ытла ҫырӑннӑ — вӗсен хушшинче Раҫҫей ҫыннисем те пур. Вӗҫев хакӗ — 200 пин доллар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Авалхи храм вырӑнӗнче Турккӑ археологӗсем хальхи вӑхӑтчен сыхланса юлнӑ чи авалхи храма шыраса тупнӑ. «Hurriyet» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх ӑна 12 пин ҫул каялла туса лартнӑ. Малтан чи авалхи таса вырӑн шутӗнче Мальта утраври храм шутланнӑ — тӗпчевҫӗсем шутланӑ тӑрӑх ӑна пирӗн эрӑччен VI-V пин ҫул каялла туса лартнӑ пулнӑ. Турцире вырнаҫнӑ храма тин ҫеҫ тупман, ӑна малтан та пӗлнӗ — вӑл Сири чикки ҫывӑхӗнчи Шанлӑурх илте (ил — Турци пайланӑвӗ, чӑвашла «тӑрӑх», вырӑсла «провинция») вырнаҫнӑ авалхи Харран хули ҫумӗнчи Кепеклитеп сӑрчӗ ҫинче вырнаҫнӑ. Анчах та хальхи вӑхӑтччен ун аваллӑхӗ ҫавӑн пек тарӑннине татса калайман. Тин ҫеҫ тупӑннӑ статуэткӑсем вара ӑна сӗм авалта туни пирки калама май панӑ. Йӗрӗх евӗр статуэткӑсене ҫын кӗлеткине евӗр тунӑ пулин те пуҫӗсем е пачах ҫук, е кайӑк пуҫлӑ. Ҫакнашкал кайӑк тӗсӗсем тӗл пулаҫҫӗ — кашкӑр, тилӗ, сысна, ҫӗлен, скорпион, тӑрна. Храмӑн тепӗр хӑйнеевӗрлӗхӗ — юписем «Т» евӗрлӗ. Ку таса вырӑна мӗнле йӑх туса лартма пултарни пирки ӑсчахсем хальлӗхе пӗлмеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хальхи «Ял пурнӑҫӗ» Красноармейски районӗнче тухса тӑракан «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑранпа 75 ҫул ҫитрӗ. Вӑл чи малтанах «Колхозник» ятпа ҫапӑнса ҫынсем патне саланнӑ. 1939—1962 ҫулсенче район хаҫачӗ «Коммунизм ҫулӗпе» ятпа пичетленнӗ. «Ял пурнӑҫӗ» вара 1966 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тухса тӑрать. Редакци йышӗнче, хаҫат тематикипе содержанийӗнче нумай улшӑнусем пулнӑ. И. Хатаевский, А. Маркова, Л. Семенов, Л. Николаев редакторсем уйрӑмах нумай ҫул ӗҫленӗ. Халӗ И. А. Прокопьев тӗп редактор пулса вӑй хурать. Ҫак ӗҫе вӑл 20 ҫул йӗркелесе пырать. Юлашки ҫулсенче хаҫат сӑн-сӑпачӗ чылай улшӑнчӗ. Вулакансен йышӗ ӳсни те ҫак ӗҫре тимлекенсене савӑнтарать. 2010 ҫулӑн пӗрремӗш ҫур ҫулӗнче хаҫат 1790 экземплярпа ҫапӑнать. Райхаҫат 75 ҫул тултарнине халалласа пушӑн 5-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ уяв иртрӗ. Мероприятине райхаҫат гимнӗпе уҫрӗҫ, ӑна редакцинче вӑй хуракансем юрларӗҫ. Ун хыҫҫӑн Иван Афанасьевич пуҫтарӑннисене хаҫат историйӗпе паллаштарчӗ, малта пыракансене Хисеп грамотипе наградӑларӗ. Уявра ЧР культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, информации политикин тата архив ӗҫӗсен министрӗн ҫумӗ А. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
ЧР Культура министерствинче Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗ енӗпе ӗҫлекен йӗркелӳ комитечӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта асӑннӑ ҫыравӑн логотипне хатӗрлессипе йӗркеленӗ конкурса пӗтӗмлетнӗ. Жюри пурӗ 50 ӗҫ пӑхса тухнӑ. Вӗсен авторӗсен пысӑк пайӗ — И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн дизайнпа компьютер технологийӗсен факультечӗн тата Шупашкарти ӳнер училищин дизайн уйрӑмӗн студенчӗсем. Конкурса ҫавӑн пекех преподавательсем те хутшӑннӑ. Жюри ҫирӗплетнӗ тӑрӑх пӗрремӗш вырӑна И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн ДКТ-62-06 ушкӑнӗнче вӗренекен Иван Никифоров йышӑннӑ, иккӗмӗшне — ӳнер училищинчи Олег Григорьев преподаватель, виҫҫӗмӗшне — тӗп хулара пурӑнакан Владислав Ильин. Иван Никифоров хатӗрленӗ логотиппа Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗпе ҫыхӑннӑ пичет тата сувенир хатӗрӗсем кӑларнӑ чухне усӑ курма сӗннӗ. Вӗсене Чӑваш Енри районсене ҫеҫ мар, йӑхташсем пурӑнакан пур региона, чикӗ леш енне те ӑсатӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш Республикин Президенчӗ Николай Федоров кӑларнӑ хушӑвӗпе хатӗрлекен Чӑваш Ен энциклопедийӗн виҫҫӗмӗш томӗ пичетленсе тухрӗ. Тӑватӑ томлӑ энциклопедийӗн малтанхи икӗ томӗ тухнӑ ӗнтӗ: пӗри 2006 ҫулта кун ҫути курчӗ, тепри — 2008 ҫулта. Виҫҫӗмӗшӗ, кӑҫал, 2010 ҫулта тухрӗ. Тӑваттӑмӑшне вара 2011 ҫултах калӑпласа пӗтересшӗн. Виҫҫӗмӗш тома «М»-ран пуҫласа «Се...» саспаллиллӗ статьясем кӗнӗ. Вулакансем кунта ҫутҫанталӑкпа, ӳнерпе, халӑх сӑмахлӑхӗпе ҫыхӑннӑ статьясем тупма пултарӗҫ. Статьясен чи пысӑк пайӗ — чӑвашсен хушшинче палӑрнӑ уйрӑм ҫынсем пирки каласа параканнисем. Энциклопедине хатӗрлес ӗҫре 200 яхӑн ӑсчах тӑрӑшать — вӗсен шутӗнче 16 ӑслӑлӑх тухтӑрӗ те пур. Редакци канашӗнче пурӗ 26 ҫын, ун председателӗ — Николай Васильевич Фёдоров. Кӗнеке ҫитес вӑхӑтра лавккасене ҫитӗ — туянма ан манӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Иртнӗ канмалли кунсенче Лида Евсеева, Кӳкеҫри «Пӳрнеске» ача сачӗн «Пукане» юрӑпа ташӑ ансамблӗн ҫамрӑк таланчӗ ҫак конкурса хутшӑнса, мала тухнӑ. Республикӑри инҫекурав чӑвашла юрлакан ачасен эстрада конкурсне 4-мӗш хут ирттерет ӗнтӗ. Ачасем те, ашшӗ-амӑшӗсем те, педагогсем те питӗ тӑрӑшса хатӗрленеҫҫӗ ӑна яланах. Ҫак ҫитӗнӳ вӑл — пурте пӗрле вӑй хурса туптанӑ ҫитӗнӳ. Конкурс вӗҫленмен-ха. Малта — гала-концерт.
«Мехел» ӑмӑртӑва йӗркелекенсем: «Чувашия» патшалӑхинҫерадиокомпани, Чӑваш республикин композиторсен пӗрлешӗвӗ тата Чӑваш патшалӑх филармонийӗ. Ӑмӑртурӑва 6-17 ҫулхи ачасем хутшӑнаҫҫӗ (виҫӗ ушкӑн: 6-9, 10-13 тата 14-17 ҫулхисем). Нарӑсӑн 13-мӗшӗнче конкурса хутшӑнма юрӑхлисене суйланӑ, пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче вара — вӗсен хушшинче ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ. Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче гала-концерт иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш тата танлаштаруллӑ литература пӗлӗвӗ кафедрин преподавателеӗсем Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 9:00 сехетре Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ «Уҫӑ алӑксен кунне» ирттерет. Пулас абитуриентсем тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн ӗҫченӗсемпе тӗл пулса калаҫма, факультетӑн вӗренӳ тата йышӑну йӗркипе паллашма, вӗренме кӗмелли экзаменсем ҫинчен тӗплӗнрех ыйтса пӗлме пултараҫҫӗ. Тӗлпулу университет ҫурчӗн 1-мӗш корпусӗнче, 4 хутра, 434-мӗш аудиторире иртет. Ҫак кунах пултарулӑх конкурсӗ иртет. Театр ӗҫӗпе специализациленес текенсем, эстрада тата халӑх юрри, хореографи ӑсталӑхне алла илес текенсем пултарулӑх конкурсне хутшӑнма пултараҫҫӗ. Абитуриентсен пултарулӑх конкурсӗнче сӑвӑ е юптару каламалла, юрӑ юрласа памалла, ташласа кӑтратмалла, пӗр-пӗр ситуацине выляса кӑтартма пӗлмелле (этюд) — хӑвӑрӑн пултарулӑха пур енлӗн кӑтартмалла. Пулас абитуриентсем хӑйсен музыка инструменчӗсемпе, диск-кассетӑсемпе, костюмсемпе усӑ курма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӑрнар училищи кивӗ сӑнӳкерчӗкре Вӗрентӳ учрежденийӗсем хушшинче чи лайӑх сайт — вӗсен. «Ҫӗнӗлле ӗҫлекен ҫулталӑкри чи лайӑх учреждени», «Аслӑ Атӑл ҫамрӑклӑхӗ», «Объектив», киновидео творчествин «Ҫамрӑксем кӑтартаҫҫӗ...» республикӑри конкурссенче кӗмӗле тивӗҫнӗ. 2009 ҫул Вӑрнарти 29-мӗш училище коллективӗпе вӗренекенӗсемшӗн тухӑҫлӑ та ӑнӑҫлӑ иртрӗ. Маларахри ҫулсене илес пулсан та, кӑтартуллӑ ӗҫлени куҫ умӗнче — тӗрлӗ Кубоксем, дипломсемпе грамотӑсем ҫитӗнӳсене мӑнаҫлӑхпа ҫирӗплетеҫҫӗ. Вӗрентӳпе воспитани процесӗ ҫулсерен ҫӗнелсе пырать, професси вӗрентӗвӗ пурнӑҫ ыйтнине тивӗҫтерет, кунтан тухакансем ӗҫе вырнаҫасси тивӗҫлӗ шайра, культурӑпа массӑллӑ ӗҫ — лайӑххисен шутӗнче. Туслӑ коллектив палӑртнӑ задачӑсене пурнӑҫлассипе тӗллевлӗ ӗҫлет. Корпоративлӑ культурӑна аталантарассипе темиҫе ҫуллӑха хатӗрленӗ программа училище имиджне ӳстерессине кӑна мар, вӗренекенсен пур енлӗ аталанӑвне, вӗсен ӗҫ рынокӗнчи тупӑшаслӑх вӑйне ӳстерессине те тӗпе хывнӑ. Вӗрентӳ пахалӑхне пӗтӗм тӗнчери стандарта ҫитерессипе чылай тимлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Михаил Сениэль, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен «Канаш» хаҫачӗ тухма пуҫланӑ. | ||
Пулӑм хуш... |