Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял-Покровски ял тӑрӑхӗнче «Кивпулӑх—Ишлей ст.—Мишер—Янту» ҫула хута ячӗҫ. Ҫак савӑнӑҫлӑ саманта палӑртма Кивпулӑхпа Янту халӑхӗ пухӑнчӗ.

Ҫула уҫнӑ ятпа саламласа Шупашкар район пуҫлӑхӗ Анатолий Князев, Ҫӗньял-Покровски ял тӑрӑхӗн кӑлави Фёдр Данилов, «Дорстройӑн» тӗп инженерӗ Владимир Михайлов ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ, ҫула перекетлӗ тытма хушрӗҫ.

Ҫула «Дорстрой» организаци сарчӗ — пӗтӗмӗшле тӑршшӗ 1,66 ҫухрӑм. Маларах Янтӑва ҫитме ҫынсен Явӑш урлӑ каҫса ҫӳремелле пулнӑ. Унта та ахаль урапа ҫулӗ ҫеҫ — ҫанталӑк пӑсӑлсан ни тухма, ни кӗме. Халӗ ӗнтӗ ҫӗн ҫула Кивпулӑх урлӑ сарнӑ. Ҫулӑн пӗлтерӗшӗ самай пысӑк — вӑл Янтӑва кӑна мар, Кивпулӑхпа Мишерте пурӑнакан ҫынсене те самай усӑ парӗ — шӑп та лӑп ҫак ялсен урамӗпе иртет те ӗнтӗ. Тавралӑхӗ ҫырма-ҫатраллӑ пулнӑран укҫине те самаях тӑкаклама тивнӗ — республика бюджетӗнчен 20 млн. ытла тенкӗ кирлӗ пулнӑ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Район пуҫлӑхӗ С.А.Николаев Пенза облаҫӗнчи чӑваш наципе культура автономийӗн председательне Н. Н. Чирков юлташа йышӑннӑ. Николай Никифорович — Ҫӗмӗрле районӗнче ҫуралса ӳснӗ, Хутар шкулне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнче пӗлӳ пухнӑ. 1981 ҫултанпа Пенза хулинче ӗҫлесе пурӑнать. Н.Н.Чирков чӑваш культурине тулай чӑвашӗсем хушшинче упраса хӑварас тӗллевпе нумай тӑрӑшать. Халӗ облаҫре 10 чӑваш ялӗ. Вӗсенче 7 пин ытла чӑваш пурӑнать. Вӗсенчен иккӗшӗ — Социализмла Ӗҫ Геройӗ, Петр Константинович Чернов — Ленин орденӗн кавалерӗ. Елена Ильдебейкина — тӗнче класлӑ спорт мастерӗ. Николай Архипкин — чаплӑ гармонист. Автономи ҫумӗнче «Асамат» ансамбль пур, вӑл хӑйӗн концерт программисен репертуарне чӑваш халӑх юррисемпе чӑваш композиторӗсен хайлавӗсене кӗртме тӑрӑшать.

Станислав Андреевич хӑнана кӗскен район аталанӑвӗпе паллаштарнӑ, районта ҫуралса ӳснӗ паллӑ ҫынсемпе паллаштаракан «Красноармейский район.

Малалла...

 

ҪУР
13

Шӑмӑш ялӗнче — кӗпер
 akram | 13.08.2009 11:45 |

Шупашкар районне кӗрекен Шӑмӑш ялӗнче ҫурлан 12-мӗшӗнче хаваслӑ уяв иртрӗ. Ялта кӗпер уҫрӗҫ. Малтанхи кӗпер йывӑҫран пулнӑ, кӗҫ-вӗҫ ишӗлсе анман. Кӗпере «Механик» строительство фирми тунӑ. Ҫӗнӗ кӗпере тума 700 пине яхӑн укҫа хывнӑ. Кӗпере уҫнӑ хыҫҫӑн концерт иртрӗ. Концертра эстрада ҫӑлтӑрӗсем те пулчӗҫ. Ҫитес шӑматкун чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсемпе концерт пулмалла.

 

Ҫурлан 7-мӗшӗнче «Сурпан» курав залӗнче «Аксар» студи ертӳҫи Алексей Васильевич Иванов тунӑ сӑнӳкерчӗкӗсемпе паллашма пулать.

«Сурпана» ҫитме 1, 15, 18 троллейбуссемпе кайсан «Хӗрлӗ лапам» чарӑнура, 1с, 15, 23 автобуссемпе тата 3, 4, 7, 12 троллейбуссемпе «Мода ҫурчӗ» чарӑнура тухмалла. Вӑл Шупашкар кӳлмекӗ хӗрринчех ларать, адресӗ: Калинин ур., 60 ҫ. Курав ахаль кунсенче 10-па 18 сехетчен, шӑматкун 10-па 17 сехетчен ӗҫлет, вырсарникун — кану кунӗ.

Хапӑлласа кӗтетпӗр!

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

2009 ҫулхи кӑрлачпа утӑ уйӑхӗсем хушшинче Красноармейски районӗнчи ӗҫпе тивӗҫтерекен центра ӗҫ вырӑнӗ шыраса 824 ҫын пынӑ. Вӗсене пурне те ӗҫ шыракан тесе шута илнӗ, вӗсен шутӗнчен пирвай ӗҫ шыракан 51 ҫынна шута илнӗ (предприятисемпе организацисенчен ӗҫрен хӑтарнисем), 397 ҫын — хӗрарӑм, 322 ҫын — 16-29 ҫулсенчи ҫамрӑксем, 16 инвалид. Пурӗ 410 ҫынна ӗҫсӗррисен шутне тӑратнӑ.

2009 ҫулхи ҫурлан 1-мӗшӗ тӗлне ӗҫпе тивӗҫтерекен центрта 169 ӗҫсӗр ҫын регистрацинче тӑрать, вӗсенчен 38-шӗ — предприятисемпе организацисенчен ӗҫрен хӑтарнисем, 97-шӗ хӗрарӑм, 51 ҫын — 16-29 ҫулсенчи ҫамрӑксем, 3-шӗ инвалид. 34-шӗ — аслӑ профессиллӗ пӗлӳ илнисем, 32-шӗ — вӑтам профессиллӗ пӗлӳ илнисем, 34-шӗ — пуҫламӑш профессиллӗ пӗлӳ илнисем, 61-шӗ — вӑтам пӗлӳ илнисем, 8 — тӗп пӗлӳ илнисем. Ӗҫсӗрлӗх шайӗ 1,75% процентпа танлашать (ӗҫ вырӑнӗ пуррисен шайӗнчен).

Красноармейски районӗнче 7 уйӑхра 637 ҫынна ӗҫ вырӑнӗ тупса панӑ.

Ҫӗнӗ професси илмешкӗн 29 ҫынна вӗренме янӑ. Ытларах ҫак профессисемпе: автоводитель, токарь, электро-газосварщик, сутуҫӑ-кассир, электромонтер, котельнӑй операторӗ.

Малалла...

 

Кӑҫал Раҫҫейре Физкультурниксен кунне 70-мӗш ҫул паллӑ тӑваҫҫӗ. Пирӗн район та ҫулсеренех ҫак куна чыслӑ кӗтсе илме тӑрӑшать. Августӑн пуҫламӑшӗнче районта яланах тӗрлӗ спорт мероприятийӗсемпе тӗрлӗ вӑйӑсем иртеҫҫӗ.

Кашни учитель, тренер, спортсмен тата физкультурник хӑй ҫитӗнӗвӗсене пӗтӗмлетет - мӗн тунӑ, мӗн туса ҫитереймен, малашне мӗн тумалла...

Пӗтӗмӗшле илсен, район спорт аталанӑвӗнче япӑх мар палӑрса тӑрать: районта мероприятисем ирттерессипе те, спортсменсен резервне хатӗрлессипе те, ҫӗнӗ спорт ҫитӗнӗвӗсем туптассипе те. Активлӑ тата ҫирӗп сывлӑхлӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑлассипе те ӗҫсем начар мар пыраҫҫӗ.

Районта спорт техникин бази палӑрмаллах ҫирӗпленчӗ: нумай функциллӗ спортплощадка хута кайрӗ, кӗҫех ҫӑмӑл сооружениллӗ тепӗр стадион хута каймалла, тренерсем хӑйсен пӗлӗвне ӳстерсе килчӗҫ, укҫа-тенкӗ ресурсӗсене сыхласа хӑварма май килчӗ (тӗнчери финанс кризисне пӑхмасӑрах). Ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем те юлашки вӑхӑтра пирӗн ыйтусем ҫине тимлӗрех пӑхма тытӑнни сисӗнет.

Яланхи пекех, ҫитӗнекен ӑрушӑн ятлӑ-сумлӑ спортсменсем тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ.

Малалла...

 

Утӑн 27-мӗшӗнче Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче Ева Лисина ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалланӑ литература каҫӗ иртрӗ. Пӗлменнисене пӗлтеретпӗр — паллӑ чӑваш ҫыравҫин, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗн, Раҫҫей ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн пайташӗн ҫуралнӑ кунӗ утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче.

Ҫак каҫ Ева Лисинӑна саламлама Чӑваш Республикин культурӑн, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци полтикипе архив ӗҫӗн министерствин пай пуҫлӑхӗ Михаил Краснов, Чӑваш наци музейӗн ертӳҫи Ирина Меньшикова, Чӑваш Республикин професиллӗ ҫыракан ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн председателӗ Сергей Павлов килчӗҫ. Ҫавӑн пекех культурӑпа ӳнер тӗлӗшӗнче ӗҫлекен ытти халӑх та пулчӗ.

Михаил Краснов Роза Лизаковӑн салам хутне, Н.В Фёдоров саламласа ярса панӑ телеграммӑна вуласа пачӗ.

 

Сӑнӳкерчӗксем

 

Утӑн 24-мӗшӗнче Анаткас Уҫырма культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем Уйкас урамӗ ҫумӗнче вырнаҫнӑ пӗве хӗрринче «Юханшыва ҫӑлар» экологи уяв ирттерчӗҫ. Культура ҫурчӗн пуҫлӑхӗ Ю.Н.Николаева пухӑннӑ ачасенчен шывпа ҫыхӑннӑ ыйтусем пачӗ: «Юханшывсемпе кӳлӗсене упраса хӑварас тесе мӗн тумалла-ши?», «Шыв мӗнпе паха?» Наташа Архиповӑпа Ирина Петрова ку тӗлӗшпе ытларах пӗлнине кӑтартрӗҫ, ыттисенчен ытларах тӗрӗс хуравларӗҫ. Фельдшерпа аккушер пунктӗнче ӗслекен Т.В.Васькова медаппа шыва кӗнӗ чухне асӑрханмалли пирки те ачасене пӗлтерме манмарӗ, инкеке лекнӗ ҫынна епле пулӑшмалли пирки каласа пачӗ.

Ыйтусем пӗтсен, калаҫӑва вӗҫленсен вара ачасемпе аслисем пӗве ҫывӑхӗнчи тавралӑха ӑпӑр-тапӑртан тасатрӗҫ — «юханшыва ҫӑлар» субботник ирттерчӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Пӗлетӗр-и, ыран, утӑн 25-мӗшӗнче, наци радиовӗ Вӑрнар районӗнче дискотека ирттерет? Пӗлмесен — халӗ пӗлтӗр ӗнтӗ. Савӑнӑҫлӑ юрӑ-ташӑ уявӗ Калининӑри культура ҫуртӗнче иртӗ. Паллах, каҫхине.

Ку пӗрремӗш дискотека мар. Иккӗмӗш. Пӗрремӗшӗ икӗ эрне каялла, Элӗк районӗнче пулнӑ, Юнтапара. Халӑха питӗ килешнине пула дискотекӑсене малалла та ирттерме палӑртнӑ. Вӑт... ыран иккӗмӗшӗ пулать. 21 сехет тӗлне пухӑнмалла.

 

Сӑмах май... паян, утӑн 24-мӗшӗнче наци радиовӗ яланхи пек 22 сехетчен мар, 24 сехетчерех юрӑ шӑрантарчӗ. 22 сехет хыҫҫӑн Стас Владимиров юрӑҫпа калаҫу иртрӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

«Чӑваш Ен» наци радиовӗ радиоспектакльсен ярӑмне пуҫларӗ. Эфирта К.В. Иванов ячӗллӗ чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн тата Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн спектаклӗсене итлеме пулать.

Паянхи кун тӗлне таватӑ спектакль ҫырма ӗлкернӗ, вӗсенчен иккӗшне радио итлекенсем илтме пултарчӗҫ те ӗнтӗ. Пӗри А. Тарасовӑн «Инҫет телей ҫути» драми, тепри — Н. Сидоровӑн «Шӑнкӑрав курӑкӗ» мелодрами. Ҫитес вӑхӑтра А. Пӑрттан Ҫиҫӗм тивнӗ чунсем», Н. Угаринӑн «Чечек ӑшӗнчи пӳрт» мелодрамӑсене илтме май пулӗ.

Театрти артистсен тӗп ушкӑнӗ хальлӗхе канура. Кану вӑхӑчӗ пӗтнӗ хыҫҫӑн спектакльсене татах та ҫырса илӗҫ, пире итлеттерӗҫ. Ҫулталӑк вӗҫӗччен наци радиовӗ тата 10 спектакль ҫырса илесшӗн.

Ҫапла май спектакль итлес тесен сирӗн «Чӑваш Ен» наци радиовӗн хумӗ ҫинче юлас пулать!

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 3723, 3724, 3725, 3726, 3727, 3728, 3729, 3730, 3731, 3732, [3733], 3734, 3735, 3736, 3737, 3738, 3739, 3740, 3741, 3742, 3743, ... 3799
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

1 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере вак-тӗвекшӗн те савӑнмалла, мӗншӗн тесен хальлӗхе пысӑкки курӑнмасть ха. Шел те, ӳкӗнме тивӗ. Юнкунпа эрнекун ҫынпа паллашас шанчӑка ан вӗҫертӗр. Ӗҫлӗ хутшӑнусене анлӑлатма тӑрӑшӑр. Эрне вӗҫӗнче пӗлӗшсем хӑйсен ӗҫӗсемпе аппалантарасшӑн тӑк ан килӗшӗр, унсӑрӑн хӑвӑрӑн ӗҫӗрсем валли вӑхӑт юлмӗ.

Раштав, 30

1940
84
Михаил Сениэль, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1989
35
Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен «Канаш» хаҫачӗ тухма пуҫланӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...