![]() Саламланӑ самант Кӗҫнерникун, чӳкӗн 18-мӗшӗнче, Шупашкар хулин депутачӗсен черетлӗ Пухӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ. Депутатсем сӳтсе явнӑ тӗп ыйтусенчен пӗри — хула администрацийӗн пуҫлӑхне ҫирӗплетесси пулнӑ. Маларах, конкурс комиссийӗ ҫак вырӑна йышӑнма тӑратнӑ виҫӗ ҫын программине пӑхса тухнӑ. Николай Емельяновӑн программи чи лайӑххи тесе палӑртнӑ. Депутатсем комисси ӗҫӗпе килӗшнӗ, хула ертӳҫи Леонид Черкессов Николай Емельяновпа контракт ҫырса ҫирӗплетнӗ. Шупашкар хула администрацийӗн ҫӗнӗ ертӳҫи хӑйне шанса панӑ ӗҫе тивӗҫлӗ туса пырасси пирки пӗлтерчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ӑмӑрту саманчӗ Иртнӗ кӗҫнерникун, чӳкӗн 18-мӗшӗнче, шкул ачисем шахматпа выляса ӑмӑртнӑ. Ахаль выляман, ку ӑмӑрту Чӑваш Ен Президенчӗн Кубокӗшӗн иртекен XIII Спартакиада шутне кӗрет. Финалта районсенчи 6 ушкӑн тата хула ачасем тупӑшрӗҫ — вӗсем маларах хӑйсен районӗсемпе хулисенче мала тухнӑ пулнӑ. Ӑмӑртӑва пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн чи маттур шахматҫӑсем Ҫӗнӗ Шупашкарсем пулни палӑрнӑ, вӗсем ыттисенче лайӑхрах выляни сисӗннӗ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене вара пӗр-пӗринчен пӗр очко ҫеҫ уйӑрса тӑнӑ. Ҫапла май Шупашкар хулин ушкӑнӗ иккӗмӗш вырӑна лекнӗ, Элӗк районӗн ачисем — виҫҫӗмӗшне. Унсӑр пуҫне Ҫӗмерле хулипе Елчӗк районӗн ачисем лайӑх вылянине палӑртма пулать. Мала тухнӑ пур ушкӑна та медальсемпе, дипломсемпе тата асра юлмалли парнесемпе чысланӑ. Мала тухнӑ ятпа эпир пурне те саламлатпӑр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Шупашкар районӗн стелли. Admin сӑнӳкерчӗкӗ Нумай пулмасть республика шайӗнче ял хуҫалӑх ӗҫченӗсен уявӗ иртрӗ. Шупашкар районӗ унтан пушӑ алӑпа таврӑнман — 1-мӗш степеньлӗ диплома тата 70 пин тенкӗ премине тивӗҫнӗ. Чӑваш Енре агропромышленность комплексне аталантарасси ҫинчен калакан тӗллевлӗ программӑна ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлассипе шупашкарьенсем муниципаллӑ районсем хушшинче ҫурҫӗр зонӑра пӗрремӗш пулнӑ. Преми укҫине тухӑҫлӑ ӗҫлекен районти ял хуҫалӑх предприятийӗсене парӗҫ — ҫапла пӗлтерет район хаҫачӗ «Тӑван Ен». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӑваш наци музейӗ Чӳкӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗнче «Чӑвашсен авалхи тӗнчи» фильм презентацийӗ иртрӗ. Унӑн авторӗ — Чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче вӗренсе пӗлӳ илнӗ, Чӑваш художникӗсен пӗрлӗхӗн Патшалӑх Канашӗн ӗҫченӗ Владимир Галошев. Фильм чӑвашсен мифологийӗпе историйӗ ҫинче никӗсленнӗ. Презентацире факультет студенчӗсемпе вӗрентекенӗсем хастарлӑх кӑтартнӑ. Чӑваш тата танлаштаруллӑ литература пӗлӗвӗ кафедрин доценчӗ, ЧНК вице-президенчӗ Валентин Абрамов факультет ячӗпе В.Галошева саламланӑ, пултарулӑхра ӑнӑҫусем суннӑ, факультет юбилейне чӗннӗ. Сӑмах май, В.Галошев — ЧФКФ эмблемин авторӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Пермь хули Ҫапла, кӑҫал иртнӗ ҫырава пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн, Пермь хулине миллион ҫынлӑ хуласенчен кӑларма тивет. Кун пирки «Ҫӗнӗ регион» (выр. Новый регион) информаци агентствине Пермь Енӗнчи патшалӑх статистикин федераллӑ хӗсметӗн ертӳҫи Лидия Яшманова пӗлтернӗ. 2010 ҫулхи ҫырав пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн хулара халӗ пурӗ те 956 пин ҫын ҫеҫ пурӑнать. Миллионлӑ хуласен шутне Пермь хулине 1979 ҫулхи ҫырав хыҫҫӑн кӗртнӗ — вӑл ҫулхине унта шӑп та лӑп 1 миллион ҫын шутланӑ. Кӑҫалхи ҫырав умӗн Раҫҫейре 13 хула-миллионер пулнӑ. Пермьсӗр пуҫне Мускавра, Питӗрте, Самарта, Екатеринбургра, Ростовра, Чурхулара, Ҫӗнӗ Ҫепӗрте, Волгоградра, Хусанта, Челепире, Омскра тата Ӗпхӳре халӑх йышӗ пӗр миллион ытла пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӳкӗн 13-мӗшӗнче Пӑва районӗнчи Пӳркел ялӗнчи Культура керменне ирех халӑх пуҫтарӑнма пуҫларӗ. Кунта ҫав кун ҫакӑнта ҫуралса ӳснӗ чӑвашсен чаплӑ ҫыравҫине, куҫаруҫине, публицистне, экономистне, обществӑлла деятельне Д.П.Петров-Юмана Асӑну хӑми уҫрӗҫ. Пӑва тӑрӑхӗнчен тухнӑ чаплӑ ҫынсене ҫакӑн пек Асӑну хӑмисем уҫни йӑлана кӗрсе пырать. Нумаях та пулмасть Хирти Кушкӑра Н.Симунова, Ҫӗнӗ Мертлӗре А.Кӑлкана, Альшихре Н.Петровскаяна, Раккассинче В.Урташа, Пӳркелӗнче В.Ухлине ҫавӑн пек чыс тунӑ хыҫҫӑн пӳркелсем кӑҫал Мӗтри Юман 125 ҫул тултарнине халалласа тепӗр пӗчӗк палӑк уҫма вӑй ҫитерчӗҫ. Мул енӗпе ҫак ӗҫре «Вамин-Буа» агрофирма пулӑшрӗ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӗмпӗрти И.Я. Яковлев палӑкӗ Чӗмпӗр хулинчи Сентябрӗн 12-мӗшӗн урамӗнчи «Йӗплӗ садик» ятне улӑштарнӑ — Иван Яковлевич Яковлев ятне панӑ. 2006 ҫулта уҫнӑ чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗн палӑкӗ шӑп та ҫак скверта тӑрать те ӗнтӗ. 2011 ҫулта ҫак сквера йӗркене кӗртме палӑртнӑ. Унта ҫӗнӗ карта тытӗҫ, хунарсем ҫакӗҫ, саксем вырнаҫтарӗҫ, ҫулсене плитка хурса ҫӗнетӗҫ. Ҫапла май ку сквер чӑн та илемленессе шанӑҫ пур. |
![]() 17 ӗмӗр варринче Раҫҫейре Ҫтенькӑ Разин ертсе пынӑ хресчен вӑрҫи вӑхӑтӗнче Чӑвашран тухнӑ чаплӑ ҫар пуҫӗ Пайтул Искеев пулнине таврапӗлӳҫӗсем тахҫанах ҫырса кӑтартнӑ. Анчах та ҫамрӑк ӑру ун пирки сахал пӗлет. Искей Пайтулӗ — чӑваш ҫӗрӗнче патша ҫарӗсене ҫӗмӗрсе тӑкас енӗпе паттӑррӑн кӗрешнӗ ҫын. Вӑл Красноармейски районӗнчи Сурӑмхӗрри Карай ялӗнче ҫуралнӑ, 1671 ҫулта тан мар ҫапӑҫура пуҫне хунӑ. Унӑн вил тӑприйӗ — хальхи Шупашкар районне кӗрекен Чиканкасси ялӗ ҫывӑхӗнчи сӑртра. Ку вырӑн Ҫӗнӗ Шупашкар хули шутне кӗрет. Кунти халӑх хӑйӗн авалхи утаманне манмасть. Шупашкарта Пайтул ячӗпе урам хисепленет пулсан, Ҫӗнӗ Шупашкарсем Пайтул ячӗллӗ пӗрлӗх туса хунӑ. Халӗ ҫӗкленекен микрорайона та ун ятне парасшӑн, унтах Пайтул палӑкне лартасшӑн. Нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарти историпе таврапӗлӳ музейӗ Пайтула халалланӑ уяв ирттернӗ. |
![]() Пӑлхар хулинче Иртнӗ канмалли кунсенче «Сувар» фонд Шупашкарти гуманитари институчӗн ӑсчахӗсемпе пӗрле тӑван халӑхӑн авалхи несӗлӗсен Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑх вырнаҫнӑ тӑрӑхне кайса килчӗҫ. Институтран Исаев Ю.Н. директор, паллӑ историк, этнограф Иванов В. П., краеведсен пӗрлешӗвӗн пуҫлӑхӗ Бахмисов Э. К. пулчӗҫ. Ҫавӑн пекех ушкӑнра вӗрентӳ колледжӗн директорӗ Сапожников В.В. та пурччӗ. Суварсенчен ҫулҫӳреве Тимӗрпе пӗрле В. Алмантай таврапӗлӳҫӗ, халӑх художникӗ Ю. Ювенальев, Аксар Сӗрмек хутшӑннӑ. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенчен те пулчӗҫ: телекуравран Марина Карягина журналистка , Чӑваш наци радиовӗнчен Роза Деменцова хутшӑнчӗҫ. Тӑкаксене пӗтӗмӗшле фонд хӑй ҫине илнӗ. Авалхи Пӑлхар хулинче заповедник комплекс директорӗпе тӗлпулу пулчӗ. |
![]() «Хальхи самана» композицире Ӗнер, чӳкӗн 16-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Надежда Кирилловӑн пултарулӑх каҫӗ пулчӗ — унта Чӑваш Енӗн хисеплӗ артисткӑн, Митта Ваҫлей ячӗллӗ премийӗн лауриачӗн тӑванӗсем, юлташӗсем, тата ун пултарулӑхне кӑмӑллакансем пуҫтарӑнчӗҫ. Уява хӑйех уҫрӗ — куракансем умне вӑл Константин Ивановӑн «Хальхи самана» сӑвӑллӑ композиципе тухрӗ. Тӗрлӗ ҫынсем тав сӑмахӗсем тухса каларӗҫ, артиста саламларӗҫ. Уявра ҫавӑн пекех Геннадий Айхин, Ҫеҫпӗл Мишшин, Любовь Мартьяновӑн, Петер Хусанкайӑн сӑввисемпе лартнӑ театрзациленӗ композицисем пулчӗҫ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |