![]() Савӑнӑҫлӑ каҫра Вырсарникун, юпан 24-мӗшӗнче, Шупашкарти кӳлмек хӗрринче ларакан «Кивӗ тӳрем» («Старая площадь») кафере Чӑваш Республики патшалӑх суверенитечӗ пирки калакан декларацине йышӑннӑранпа 20 ҫул ҫитнине палӑртса савӑнӑҫлӑ каҫ ирттерчӗҫ. Пухӑва Атӑлпа Урал тӑрӑхӗнчи халӑхсен ассамблейин председателӗ Н. Лукианов, ҫамрӑксен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗш элтепӗрӗ О. Цыпленков, ЧНК представителӗ В.Абрамов, ЧНК ваттисен канашӗн ертӳҫи А. Кипеч, тӗнчере паллӑ ӳнерҫӗ Праски Витти, ҫамрӑксен «Хастар» пӗрлешӗвӗн представителӗсем тата ыттисем хутшӑнчӗҫ. Раҫҫейӗн ытти регионӗсенчи тата чикӗ леш енчи хӑнасем те пухӑва пынӑччӗ. Мероприятие пухӑннисем иртнине аса илчӗҫ — республика суверинитечӗн пӗрремӗш утӑмӗсене, малтанхи ҫулӗсенчи лару-тӑрӑва. Хальхи вӑхӑтра пулса иртекен пулӑмсене те асӑнмасӑр хӑвармарӗҫ. Калаҫусем хыҫҫӑн «Шуҫӑм» ансамбль пуҫтарӑннисене хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗ — юрӑсем юрларӗҫ, ташларӗҫ те. Чӑваш Республики патшалӑх суверенитечӗ пирки калакан декларацине 20 ҫул каялла, 1990 ҫулхи юпан 24-мӗшӗнче, Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канашӗ йышӑннӑ. |
![]() Юпан 25-мӗшӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн васкавлӑ майпа вӗренкенӗсем патшалӑх экзаменӗ тытрӗҫ. Тӗрлӗ республика чӑвашӗсем пухӑнчӗҫ ҫак кун. Пушкӑрт республикинчен килнӗ студентсем «Культура теорийӗ тата историйӗ» специализаципе тӗрӗсленчӗҫ. Пулас филологсем Чӑваш, Тутар, Чӗмпӗр тӑрӑхӗсенчен пуҫтарӑннӑ. Чӑваш студенчӗсене патшалӑх экзаменне ӑнӑҫлӑ тытнӑ ятпа эпир те чунтан саламлатпӑр, ӑнӑҫусем сунатпӑр. Чӑваш ене килсе ҫӳреме ҫулӗ такӑр пултӑр, кӑмӑлӗ тулсах тӑтӑр!
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Раҫҫейри 2010 ҫулхи ҫырав вӗҫленчӗ темелле. Шупашкар районӗнче юлашки ӗҫсене тӑваҫҫӗ. Вӗсем халь ял тӑрӑхӗсенче тӗрӗслевпе ҫӳреҫҫӗ, тӗп тапхӑр хушшинче ҫитейменнисем патне кӗрсе тухаҫҫӗ. Паянхи кун тӗлне районӗпе пурӗ 60 120 ҫынна ҫырса тухнӑ, ку вӑл районти 97,9%. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Юпан 1-мӗшӗ тӗлне Шупашкар районӗнчи халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрта 720 ӗҫсӗр ҫын учетра тӑрать. Иртнӗ ҫул ҫак вӑхӑт тӗлне 739 ҫын пулнӑ. Ӗҫсӗр ҫынсем хушшинче кӑҫал хӗрарӑмсем 54,1%, 16-19 ҫула ҫитнӗ ҫамрӑксем — 35,5%. Ӗҫсӗррисем хушшинче хӑй ирӗкӗпе ӗҫрен тухса кайнисем — 57,9% . Нумай вӑхӑт хушши ӗҫсӗр пурӑнакансем вӗсем хушшинче — 34,8%. Ҫынсене ӗҫ тупса парас тӗллевпе Шупашкар районӗнчи халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр тӗрлӗ организацисемпе пурӗ 47 килӗшӳ тунӑ: ял тӑрӑхӗсемпе 140 ҫын валли, «Паха тӗрӗ» фабрикӑпа — 4 , «Ольдеевская» агрофирмӑпа — 3, «Зодчий-Универсал» ТМЯОпа — 3, Кӳкеҫри 27 №-лӗ профтехучилӗщӗпе — 3 тата ытти те. Обществӑлла ӗҫсене 200 ҫынна янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Трак енти музыка обществи халь хӑй тӗллӗн вӗреннӗ 18 кӗвӗҫе пӗрлештерет, вӗсем пурте пултарулӑх лаҫҫинче тӳпе хываҫҫӗ, ҫӗнӗ юрӑсем ҫыраҫҫӗ. Красноармейски районӗн музыка обществин правленийӗн председателӗнче районти ачасемпе ҫамрӑксен ӳнер шкулӗн директорӗ Николай Никоноров ӗҫлет. Юпан 12-мӗшӗнче, ытларикун, малтан палӑртнӑ пекех районти халӑх пултарулӑх ҫуртӗнче музыка обществин ларӑвӗ иртнӗ. Унта виҫӗ ыйту пӑхса тухнӑ. Композиторсем умӗнче малтанах правлени председателӗ Н.Никоноров тухса калаҫнӑ, кӑҫал чӳк, раштав уйӑхӗсенче пурнӑҫламалли ӗҫ-хӗлпе паллаштарнӑ. Акӑ чӳк уйӑхӗнче районти ачасемпе ҫамрӑксен ӳнер шкулӗнче юрӑ-кӗвӗ ҫыракансене нотӑсене компьютерпа ҫырма хӑнӑхтармалли занятисене йӗркелеҫҫӗ. Раштав уйӑхӗнче вара Алманчри вӑтам шкулта ҫамрӑк юрӑҫсен фестивалӗ пулать. Ку тӑрӑхра хӑй тӗллӗн вӗреннӗ Олег Димитриев композитор ҫуралса ӳснӗ. Ларура Кӑлавара ҫуралнӑ, Красноармейскинче пурӑннӑ хӑй тӗллӗн вӗреннӗ композитор Наум Григорьев ҫуралнӑранпа 85 ҫул тултарнӑ май, унӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен районти Н. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Сорӑм ялӗ картта ҫинче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи 90 киллӗ Сорӑм ялӗнчи ачасен пысӑк савӑнӑҫ: кунта «Сорӑм шӑпӑрланӗ» лапам уҫӑлнӑ. Район администрацийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх — ӑна ялти ҫамрӑк ашшӗ-амӑшӗн тӑрӑшулӑхӗпе хута яма май килнӗ. Стройматериалсемпе ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.Кузнецов тивӗҫтернӗ. Ачасен юратнӑ вырӑнӗ пулса тӑнӑ халӗ ку селӗм лапам. Ырӑ тӗслӗх ял тӑрӑхӗнчи ытти ялта пурӑнакансеие те хавхалантарнӑ. Атнарта кун евӗрлӗ икӗ площадка пур. Урикассинчи те нумаях пулмасть ача шавӗпе тулнӑ. Тарапайсем те ыттисенчен юлман. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн йышӑнӑвӗпе «Ял тӑрӑхӗнчи чи лайӑх ача-пӑча площадки» конкурс ирттернӗ. |
![]() К. Ивановӑн «Нарспи» поэмине пӑхмасӑр калатпӑр» конкурс хӑй ӗҫне пӗтерчӗ. Конкурса республикӑн тӗрлӗ йышши шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем хутшӑнчӗҫ. Вӗсем ҫаксем: ● Александрова Наталия Викторовна, Шупашкар хулин 60-мӗш шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен. ● Васильева Зоя Витальевна, Шупашкар хулин 4-мӗш професси училищинче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен. ● Васильева Татьяна Анатольевна, Сӗнтӗрвӑрри районӗн Октябрски шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен. ● Васильева Татьяна Ильинична, Канаш районӗн Катек шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен. ● Игнатьева Людмила Семеновна, Муркаш шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен. ● Ласточкина Анфиса Ильинична, Комсомольски районӗн Ӗнел шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() 49-мӗш шкул Республикӑри демографи ҫитӗнӗвӗ чакса пыни обществӑн тӗрлӗ сийӗсене пырса тивет. Уйрӑмах профессиллӗ пӗлӳ паракан вӗрентӳ заведенийӗсене те. Юлашки ҫулсенче студентсен шучӗ ҫулсерен чакса пыни тӗпрен илсен ҫак сӑлтавпах ҫыхӑннӑ. Ҫавӑнпах университетри факультетсен пулас абитуриентсем ҫинчен халех шухӑшлама тивет. Профориентаци ӗҫне чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче йӗркелесе янӑ ӗнтӗ. Факультет ӗҫченӗсем хулари, тӗрлӗ районти шкулсене уйӑрса илсе вӗсене ҫитсе курма палӑртса хунӑ. Ҫак тӗллевпех ытларикун, юпан 19-мӗшӗнче, И.Ю. Кирилловӑпа Е.Р. Афанасьева доцентсем, Л.В. Антонов ассистент Шупашкар хулинчи 49 № шкула (Хусанкай урамӗ, 23 ҫурт) 10-11-мӗш класра вӗренекенсемпе тӗлпулӑва кайса килчӗҫ. Акт залне шкул ачисемпе вӗрентекенсем пухӑнчӗҫ. И.Ю. Кириллова пухӑннисене пӗтӗмӗшле университетпа, факультетри специальностьсемпе паллаштарчӗ. Е.Р. Афанасьева ачасене культурологи специальноҫӗ ҫинчен тӗплӗнрех каласа пачӗ. Л. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӗмпӗрти «Палнай» ансамбль Мускаври Акатуйра 2011 ҫулхи ҫӗртмен 4-мӗшӗнче Чӗмпӗрте пӗрремӗш хут Пӗтӗм Раҫҫей чӑвашӗсен Акатуйӗ иртет. Унччен маларах виҫӗ кун Чӗмпӗр облаҫӗнче Чӑваш Республикин кунӗсем пулаҫҫӗ. Уявӑн йӗркелӳ комитетне Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Сергей Иванович Морозов ертсе пырать. Ҫак кунсенче вӑл лару ирттерчӗ. — Уява питӗ чаплӑ ирттерес килет. Унта пӗтӗм тӗнчери паллӑ чӑвашсене, чапа тухнӑ ҫынсене пуҫтарасчӗ. Акатуйра кашни чӑваш хӑйӗн халӑхӗпе мӑнаҫланма пултартӑр. Тен, Акатуя килме Раҫҫей Президентне е премьер-министрне йыхрав ярӑпӑр. Ун пек тума вара уява ҫӳллӗ шайра ирттермелле. Халӗ эпир Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗсенче пурӑнакан чӑвашсенчен сӗнӳсем кӗтетпӗр — Акатуй лайӑх ирттӗр тесен программӑна ҫӗннине мӗн кӗртме пулать? — терӗ С.И.Морозов.
Акатуй программинче: профессионал артистсен тата пултарулӑх ушкӑнӗсен концерчӗсем, лашасене чуптарасси, кӗрешӳ, тӗрлӗ конкурссем тата вӑйӑсем... Хутшӑнакансен шучӗ — 2 пин ҫын, куракансем — 30 пин. Хӑвӑрӑн сӗнӗвӗрсене 8-842-2-41-12-80 тата 8-842-2-30-03-91 инҫесас (ҫаках телефакс) номерӗсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме пултаратӑр. |
![]() Куснар ялӗ картта ҫинче Куславкка районӗнчи Куснар ял тӑрӑхӗн администрацийӗ республикӑри ялсенче ҫуртсене, комплекслӑ тата компактлӑ лартмалли проектсен конкурсӗнче малтисен йышне кӗнӗ. Куснарти вӑтам шкулӑн спорт залне юсаса ҫӗнетнӗ. Ялти фельдшерпа акушер пункчӗн сӑнӗ те улшӑннӑ: район депутачӗсен пухӑвӗнче утӑ уйӑхӗнче асӑннӑ объектсемпе пӗрлех культура ҫуртне юсама 4,2 млн тенкӗ уйӑрнӑ. Конкурс условийӗсемпе килӗшӳллӗн юсав ирттерме каякан укҫан пӗр пайне федераци бюджетӗнчен саплаштараҫҫӗ, ҫуррине — вырӑнти администраци шутӗнчен. Патшалӑх пулӑшӑвӗпе ял ҫыннисем кӑмӑллӑ. Ытти ӗҫре те пуҫаруллӑ вӗсем. Ялти шыв пӑрӑхӗ темиҫе ҫӗрте шӑтсан такам килсе юсаса-туса парасса кӗтсе ларман: халӑхран укҫа пухнӑ та ҫийӗнчех кӑлтӑка пӗтернӗ. Ҫавӑнпа пӗрлех шыв юхтарса ларакан, юрӑхсӑра тухнӑ колонкӑсене йӗркене кӗртнӗ. Куславккари «Ял хуҫалӑх химийӗ» организаци Куснар ял урамӗсене вак чул сарса хытарнӑ. Ӑна тума федераци бюджетӗнчен уйӑрнӑ укҫа-тенкӗпе усӑ курнӑ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |