 Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
      Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
     Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
     Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
     
 Шӑрӑх та типӗ ҫанталӑк тӑнине пула кӑнтӑр енчи районсенче — малтан Патӑрьелӗнче, каярах Комсомольскинче инкеклӗ лару-тӑру пирки пӗлтерни пирки маларах эпир хыпарланӑччӗ.
Пахчари апат-ҫимӗҫе епле те пулин шӑварса тӑма пулӗ-ха, анчах гектарӗ-гектарӗпе сарӑлса выртакан тыр-пула искусствӑлла майпа пулӑшаймӑн. Ҫапах та хальхи вӑхӑтра вунӑ районта ял хуҫалӑх культурисене искусствӑлла майпа шӑварассине йӗркеленӗ.
Типӗ те шӑрӑх ҫанталӑка пула Патӑрьел тата Комсомольски районӗсем ҫеҫ мар, шӑмӑршӑсемпе елчӗксем те аптӑранӑ иккен. Вӑл тӑрӑхсенче ял хуҫалӑх культурисем шар курнӑ. Республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви шутланӑ тӑрӑх, хайхисем 70 пин тоннӑна яхӑн тӗш тырӑ ҫухатма пултараҫҫӗ. Ҫӗрулмие вара — 25-30 пин тонна таран. Ҫак цифрӑсене муниципалитет пуҫлӑхӗсемпе видеоконференци мелӗпе калаҫнӑ чух асӑннӑ иккен. Шӑрӑх та типӗ тӑнӑ ҫанталӑк Патӑрьел районне уйрӑмах шар кӑтартнӑ. Унта ял хуҫалӑх культурисем 7 пин гектар ҫинче типсе ларнӑ, ҫав шутран пысӑк пайӗ — 5 пинӗ — пӗрчӗллӗ культурӑсене пырса тивет.
