![]() Вӗрентӳ институчӗ. foto.cheb.ru сӑнӗ Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедри «Чӑваш чӗлхинчи сӑмах пулӑвӗпе форма пулӑвӗ: теори тата шкул практики» темӑпа ӑслӑлӑх конференцине йыхравлать. Конференцие 2011 ҫулхи акан 14-мӗшӗнче 13:00 сехетре ирттерме палӑртнӑ. Конференци тӗллевӗ — чӑваш чӗлхинчи сӑмах пулӑвӗпе форма пулӑвне теори енчен ӑнлантарасси. Задачӑсем: 1) сӑмах пулӑвӗпе форма пулӑвне пӗр-пӗринчен уйӑрмалли критерисене уҫса парасси; 2) сӑмах пулӑвӗпе форма пулӑвне аслӑ тата вӑтам шкулсен вӗренӳ кӗнекисенче ӑнлантармалли меслетсене палӑртасси. Конференцие ӑсчах чӗлхеҫӗсене, чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсене йыхравлаҫҫӗ. Тухса калаҫма палӑртнӑ темӑсене вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхи кафедрине 2011 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗччен ҫитермелле. Доклад тезисӗсене «Халӑх шкулӗ» журналта пичетлесе кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. 1,5 хушӑллӑ Times New Roman Chuv шрифтпа пичетленӗ материал 3 страницӑран ытла пулмалла мар.
Институт адресӗ: 428001, Шупашкар х., М.Горький пр., 5 ҫ. Телефон: 58-47-46; Факс: 58-45-22 Эл.почта: chrio11@cap.ru Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Сильвия Петровӑн Мулкачӗ Нарӑсӑн 26-мӗшӗнче федераллӑ Пӗрремӗш канал эфирӗнче 2014 ҫулта иртекен хӗллехи олимп вӑййин талисманӗсене палӑртрӗҫ — суйлава пӗтӗмлетрӗҫ. Виҫӗ талисман шутӗнче пирӗн республикӑра ҫуралса ӳснӗ Сильвия Петровӑн (Тӑвай районӗ, Ҫӗнӗ Пуянкасси) ӗҫӗ те пур — сасӑлавҫӑсем унӑн Мулкачне (уншӑн 16% сасӑланӑ) те суйланӑ. Олимп вӑййи талисманӗсен ӑмартӑвӗ пӗлтӗрхи авӑнӑн 1-мӗшӗпе раштавӑн 5-мӗшӗччен пынӑ. Пурӗ 24 пин ытла ӗҫ ярса панӑ. Раштавӑн 21-мӗшӗнче иртнӗ ларура жюри пурӗ 11 ӗҫ суйласа илнӗ. Хӗл Мучи сӑнарӗ ПТОК (МОК) аллине лекесрен шикленсе ӑна сасӑлавран маларах кӑларма лекнӗ, ҫапла вара талисман ятне илме 10 ӗҫ тупӑшрӗҫ. Сильвия Петрова Тӑвай районӗнчи Ҫӗнӗ Пуянкасси шкулӗнче вӗренет, шкул ҫумӗнче йӗркеленнӗ ачасен обществӑллӑ «Старшекласник» пӗрлешӗвӗн пайташӗ. 2011 ҫулта вӑл президентӑн стипендине илме тивӗҫнӗ, чылай ӑмӑртусенче ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ. Сильвийӑна эпир ҫак ҫитӗнӳпе чун-чӗререн саламлатпӑр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Yикита Сверчков. Автопортрет Чӑваш Енӗн халӑх ӳнерҫи Никита Сверчков ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисем республикӑра чылай пулчӗҫ. Ҫав шутра нарӑсӑн 25-мӗшӗнче иртнӗ «Чӑваш Енӗм» («Чувашия моя») концерта та асӑнма пулать — хӑйӗн пултарулӑхӗпе чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Раҫҫей халӑх иртисчӗ Морис Яклашкин ертсе пыракан «Классика» капелла паллаштарчӗ. Капелла солисчӗсем чӑваш кӗвӗҫисем хывнӑ чи чаплӑ юрӑсене юрласа пачӗҫ — вӗсем чӑвашла та, вырӑсла та янрарӗҫ. Репертуарта Ф. Лукин, Т. Фандеев, А. Михайлов, Г. Хирпю, П. Фёдоров, Анисим Асламас, Н. Катранов тата ытти паллӑ композиторсен хайлавӗсем пулчӗҫ — вӗсем Никита Сверчков ӳкерчӗкӗсем хушшинче янрани чӑн та питӗ илемлӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Уҫӑ урокра Красноармейски районӗн Пикшикри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулӗнче районти шкулсенче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен методика пӗрлешӗвӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Чи малтанах ларӑва пухӑннисем асӑннӑ шкулта чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен Л.А.Тихоновӑн уҫӑ урокне итлерӗҫ. Урок теми: «Пӗр чӗлхе — пӗр ӑс, икӗ чӗлхе — икӗ ӑс». Вӗрентекен ачасене тӑванла тӗрӗк чӗлхисен — чӑваш тата турккӑ чӗлхисен — танлаштаруллӑ грамматикипе паллаштарнӑ. Вӗренекенсем турккӑ чӗлхин алфавитне тишкерчӗҫ, унпа усӑ курса турккӑлла вулама хӑнӑхрӗҫ. Турккӑ чӗлхи чӑваш чӗлхине пит ҫывӑх иккен. Ачасем турккӑ чӗлхине ятарласа вӗренме те кӑмӑллӑ пулмалла терӗҫ. Нумайӑшӗ ӑна Интернет урлӑ вӗренме шухӑш тытрӗ. — Урокра тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн сире пурне те манран парне — «пиллӗк», — терӗ учительница. Урока сӳтсе явнӑ май итлекенсем вӗрентӳ процесӗ тухӑҫлӑ иртнине палӑртрӗҫ. Кун евӗр уроксене Тӗнче тетелӗнче онлайн урок парсан аван терӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() ЧФКФ сӗтелӗ ЧПУ студенчӗсем ҫӑварние 10 кун маларах палӑртнӑ, «Масленица-2011» ирттернӗ. Чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче ӗҫлекен сотрудниксемпе преподавательсем те унта хутшӑнчӗҫ. Православи тӗнӗнче Ҫӑварни кӑҫал нарӑсӑн 28-мӗшӗпе пушӑн 6-мӗшччен иртмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Василий Васильевич Николаев Нумаях пулмасть «Сувар» фонд Пушкӑрт республикинчи Чӑваш Карамал ялӗнче пулса иртнӗ Николаевӑн вулавне хутшӑнчӗ. Вулава чӑваш тӗнчин паллӑ ҫыннине Василий Васильевич Николаева (1939-2007) халалланӑ. Вӑл ҫав ялта ҫуралса ӳснӗ. РАЕН академикӗ, Чӑваш Республикин патшалӗх премине икӗ хутчен тивӗҫнӗскер, Ӑремпур газпром гендиректорӗ пулса ӗҫленӗ. Василий Васильевич тӑван халӑхӑн пуян историне нумай тӗпченӗ, тӗпчевҫӗсене пухса вӗсемпе пӗрле чаплӑ та пуян кӗнекесем кӑларнӑ. «Халӑхӑмӑрӑн историпе ҫыхӑннӑ кӗнекесемпе ытти ӗҫсен шайӗ питӗ ҫӳллӗ, тӗнче шайӗнче, пулмалла», — тенӗ вӑл. Сӑмахран, «Чувашский костюм» кӗнекене Финляндири типографинче кӑларттарнӑ. Халӑх тум-тирӗ пирки ҫырнӑ ытти халӑхӑн ҫавнашкал чаплӑ кӗнеке никамӑн та ҫук тесен те йӑнӑш пулмӗ. В.Николаев нишлӗ те мӗскӗнрех кӑларнӑ ӗҫсене чӑтма пултарайман. Вӑл пӗр май асилтерсе тӑнӑ: «Хамӑра хисеплемелле — унсӑрӑн пире тӗнчере никам та хисеплемӗ». Вулав ҫӳллӗ шайра иртрӗ. |
![]() «Колхоз пасарӗ». Хыпарти сӑн «Колхоз пасарӗ» тупӑнни пирки «Хыпар» хаҫат пӗлтерет. Чӑваш профессионал ӳнер искусствин никӗслевҫин тата Украинӑн ӳнер енӗпе аслӑ пӗлӳ паракан шкулӗн (кӑҫал шӑпах 90 ҫул пулать) йӗркелӳҫин А.А. Кокелӗн пуян еткерӗ, шел те, туллин упранса юлайман. Унӑн паллӑ ӗҫӗсенчен ҫаксем ҫухалнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ: «Итальянсем» (1913), «Ҫемье портречӗ» (1913), «Постра» (1927), «К.Е. Ворошилов танкистсем патӗнче» (1937), «Ударницӑна чыслани» (1931), «Тӑвар кӑларни» (1936), «Ватӑ рабочи», «Хресчен». 2007 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Кокелӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем, ҫав шутра В.А.Васильев профессор, Кейӳри тата Харьковри ӳнер музейӗсене ятарласа кайса килнӗ, ҫухалнӑ ӗҫсен шӑпипе кӑсӑкланнӑ. 1934 ҫулта А.А.Кокель пленэрта «Колхоз пасарӗ» картина ӳкерет. Харьковри Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗсенче унӑн икӗ эскизӗ упранса юлнӑ. Анчах картина хӑй ӑҫта пулни пирки ку таранччен те пӗлмен. Ӳнерҫӗ вилнӗ хыҫҫӑн йӗркеленӗ курав (1960 ҫул) каталогӗ тӑрӑх — вӑл Лебедин хулинчи музейре упранмалла пек. Ҫапах та 2007 ҫулта унта ыйтса янӑ хыҫҫӑн ҫакӑн пек хурав пулнӑ: картинӑна урӑх музее куҫарса кайнӑ. |
![]() Кӑҫал Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑранпа 70 ҫул ҫитет. Ӑна халалласа ятарлӑ проект пуҫарнӑ — «Астӑвӑм ҫырӑвӗсем». Ҫак хӑрушӑ вӑрҫӑ кашни яла, кашни киле пырса тивнӗ — салтака ӑсатнӑ, тылра ӗҫленӗ. 70 ҫул иртнӗ пулин те хӑш-пӗрисен фронта янӑ ҫырусем упранаҫҫех. Проект тарӑх ҫав ҫырусене пухса кӗнеке кӑларасшӑн, ҫавӑнпа та пуҫаруҫӑсем тӑванӗсене (ачисене, мӑнукӗсене) вӗсене ярса пама ыйтаҫҫӗ. Ҫырусене хӑварӑн килсе леҫмелле мар, хальхи технологисемпе усӑ курмалла — сканерламалла (е фотоаппаратпа ӳкерсе илмелле) та siru@chuvash.org адреспа ярса памалла. Сирӗн килте е тӑванӑрсем патӗнче ҫавнашкал ҫыру упранса юлнӑ пулсан — проекта, тархасшӑн, пулӑшӑр! Хӑвӑршӑн та лайӑх пулӗ — сирӗн тӑванӑрсем янӑ ҫыру кӗнекен тухса ӗмӗрлӗхе упранса юлӗ. |
![]() Нарӑсӑн 19-мӗшӗнче Чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче «Уҫӑ алӑксен кунӗ» иртрӗ. Факультет преподавателӗсем пулас абитуриентсемпе тӗл пулса калаҫрӗҫ, факультет ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа пачӗҫ, вӗрентӳ тата йышӑну йӗркипе тӗплӗн паллаштарчӗҫ, абитуриентсен ыйтӑвӗсем ҫине хуравларӗҫ. Хӑнасем факультет ӗҫӗ-хӗлне ҫутатса паракан презентацисене курчӗҫ. Тӗлпулӑва абитуриентсем хамӑр республикӑн районӗсенчен кӑна мар, Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчен те килнӗ. Факультетри студентсем хушшинче кӳршӗлле республикӑсенчен вӗренме килнӗ студентсем сахал мар, вӗсен йышӗ ӳсессе эпир шансах тӑратпӑр! Хапӑл туса кӗтетпӗр! Тӗлпулӑва килейменнисене ҫак адреспа ҫыру ҫырса ыйтусем пама пултараҫҫӗ: irinakir1@mail.ru. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Нумай пулмасть ЧПУн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн студенчӗсем Наци вулавӑшӗнче И.Д. Тимофеев-Вутланӑн «Российская пыль в морщинах пирамид» кӗнеки тӑрӑх иртнӗ вулав конференцинче пулчӗҫ. Конференци И. Вутлан тухса калаҫнинчен пуҫланчӗ. 70 тултарнӑ ҫыравҫӑ Ҫывӑх Хӗвелтухӑҫӗнче нумай ҫул хушши куҫаруҫӑ, разведчик, елчӗ ӗҫӗсене пурнӑҫласа пурӑннӑ иккен. Кайран ҫыравҫӑ пулса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин Азири тата Африкӑри халӑхсен Пӗрлешӗвӗн председателӗ Бассам Аль-Балауи доктор та тухса калаҫрӗ. Вӑл И.Вутлан кӗнекипе ҫыхӑнтарса Ҫывӑх Хӗвелтухӑҫ ҫӗршывӗ ҫинчен сӑмах хускатрӗ. «63 ҫул хушшинче ҫак ҫӗршывсенче 11 ытла вӑрҫӑ-харҫӑ тухрӗ. Халӗ акӑ Египетра пӑлхава ҫӗкленнӗ халӑх, 30 ҫул ытла влаҫра ларса ҫӗр-шыва юхӑнтарнӑ Мубарак президента хирӗҫ тухнӑ вӗсем. Египет Раҫҫейпе кӳршӗллӗ пурӑнать. Ҫавӑнпа вӑрҫӑ нуши Раҫҫей ҫыннисене те шухӑшлаттармасӑр тӑма пултараймасть пуль тетӗп», — терӗ Бассам Аль-Балауи, пирӗн яш-кӗрӗме тӑван ҫӗршыва юратма чӗнсе каланӑ май. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.02.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |