Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.6 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Пушар хыҫҫӑн та шыв кирлӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 27.06.2013 17:27 | 1378 хут пӑхнӑ
Вожатӑйсене хӳтӗлесе акцие пухӑннисем
Вожатӑйсене хӳтӗлесе акцие пухӑннисем

Пушар хыҫҫӑн шыв кирлӗ мар теҫҫӗ те, ку тӗслӗхре урӑхла пулаймасси паллӑ ӗнтӗ. Сӑмахӑмӑр Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Ылтӑн пучах» уйлӑхра вожатӑйсем ухмахла ашкӑнни пирки пырать. Аса илтеретпӗр, вӗсем ҫывӑракан ачасене матрасӗ-мӗнӗпе коридора йӑтса тухнӑ, ыйхӑран вӑратнӑ, хӑратнӑ. Пӗр арҫын ачана матрасӗ-утиялӗпе пӗрле ваннӑна хунӑ, душ кӗмелли шлангран шыв янӑ. Ун пирки эпир хыпарланӑччӗ.

Ҫӗршывӗпе янӑракан тӗслӗх хыҫҫӑн ведомствӑсем хушшинчи комисси васкавлӑ майпа канашлӑва пуҫтарӑннӑ. Ларӑва хупӑ алӑк хыҫӗнче ирттернӗ-ха. Унччен вара журналистсене пухса кӗске калаҫу йӗркеленӗ. Брифинг вӑхӑтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Вӗренӳ институтӗнче вожатӑйсене хатӗрлемелли программа хатӗрлесшӗн. Психологсем вара хирӗҫтӑруллӑ лару-тӑрура епле тытмалли пирки сӗнӳсем хатӗрлесшӗн. Ку вӑл килес ҫула палӑртнӑ ӗҫ. Анчах Вӗренӳ министерстви унччен алӑ усса ларасшӑн мар-мӗн. Сӑмахран, вожатӑйсене ҫывӑх вӑхӑтра психологи тата педагогика тӗлӗшӗнчен тест витӗр кӑларасшӑн.

Сӑмах май, ӗнер Шупашкарти Константин Иванов палӑкӗ умне асӑннӑ уйлӑхра пӗрремӗш сменӑра каннисем хӑйсен вожатӑйӗсене хӳтӗлес тӗллевпе ятарлӑ акцие пухӑннӑ. Унта пуҫтарӑннисем каланӑ тӑрӑх, уйлӑхра вӗсене питӗ килӗшнӗ-мӗн. Акцие пырса ҫитнӗ ачасен ашшӗ-амӑшӗсенчен хӑшӗсем те вожатӑйсем пирки начар каламан иккен, вӗсен тыткаларӑшне шӳт вырӑнне йышӑннине пӗлтернӗ имӗш.

#Шупашкар, #уйлӑхсем, #Ылтӑн пучах, #хӳтӗлев

 

Комментари:

2013.06.27 19:09
Аçтахар Плотников
Вĕсен тата уйлăх пуçлăхне хӳтĕлемелле пулнă — çак ĕç-пуçа пула ăна ĕçрен хăтарнă...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем