А.Н.Магарин, Н.Н.Ларионов Чӗмпӗрти чӑвашла тухса тӑракан «Канаш» хаҫатӑн 20 ҫулхи уявне хӑнасем Шупашкартан, Хусантан, Димитровградран тата ытти хуласенчен килсе ҫитрӗҫ: Чӑваш Республикин культура министерствин пай пуҫлӑхӗ А.Н.Магарин, «Хыпар» хаҫатӑн тӗп редакторӗн ҫумӗ Г.А.Максимов, «СВ-Пресс» издательство центрӗн директорӗ-тӗп редакторӗ А.Н.Вражкин, Тутар Республикинчи чӑвашсен «Сувар» хаҫачӗн тӗп редакторӗ К.А.Малышев. Хӑнасене область филармонин фойинче Чӗмпӗрти «Палнай» ушкӑн хӗрӗсем ҫӑкӑр-тӑварпа, кӑпӑклӑ хӑмла сӑрипе, юрӑ-ташӑпа кӗтсе илчӗҫ. Пухӑннисене хаҫатӑн пӗрремӗш редакторӗ В.Ф.Ромашкин, УОЧНКА председателӗ В.И.Сваев тата ыттисем саламларӗҫ. Чӑваш чӗлхине аталантарас ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн редакцие Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн ятӗнчен Тав ҫырӑвӗ пачӗҫ. Шупашкар делегацин ертӳҫи А.Н.Магарин «Канашӑн» тӗп редакторне Н.Н.Ларионова Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп хучӗпе наградӑларӗ. Редакци коллективӗ ЧР Журналистсен союзӗн (председателӗ В.П.Комиссаров) Хисеп хутне илме тивӗҫлӗ пулчӗ. | ||
Пӗлтӗрхи Ҫавал ейӗвӗ Пушӑн 4-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ хулинче ейӳпе кӗрешекен комиссин ларӑвӗ иртрӗ. Канашлӑва Чӑваш Республикин ҫутҫанталӑк пурлӑхӗпе экологи министрӗн ҫумӗ Е.В. Юшин ертсе пычӗ. Ларӑвӑ Ҫӗрпӳ районӗн администраци пуҫлӑхӗ Ю.М. Николаев, хула тата ял тӑрӑхӗсен пуҫӗсем, Ҫӗрпӳ районӗнчи ейӳпе кӗрешекен комисси членӗсем хутшӑнчӗҫ. Кӑҫалхи лару-тӑру лайӑхах марри палӑрнӑ: юр нумай, ҫӗр тарӑна шӑннӑ, пӑр хулӑм. Ейӳ тухма пултарни куҫ кӗретех. Ҫавна май Ҫӗрпӳ районӗнче ейӳ сиенне чакарма пулӑшакан мероприятисене ирттерме те пуҫланӑ ӗнтӗ: шыв айне пулма пултаракан ялсенчи халӑхпа калаҫусем ирттернӗ, ейӳ вӑхӑтӗнче халӑх пухӑнмалли вырӑнсене палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех автомашин ҫулӗсем ҫинче шыв юхтарса ямалли ҫулсене тасатма пуҫланӑ. Канашлура Ҫӗрпӳ хулине ейӳрен хӳтӗлесси пирки те нумай калаҫрӗҫ — уйрӑмах хӗрарӑмсен Тихвин мӑнастирӗ тата Хӗвелтухӑҫ урамӗ шыв айне пулма пултарассине шута илсе комисси пайташӗсем шывран хӳтӗлекен дамбӑна, насус станцине кайса тӗрӗслерӗҫ. Канашлӑва пӗтӗмлетсе Е.В. Юшин кӑҫалхи ейӳ пысӑк пӑтӑрмахсемсӗр пулнине шанма сунчӗ, инкек-пӑтӑрмахсенчен сыхланма пур шайри влаҫ ҫыннисене пӗрле ӗҫлеме сӗнчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Мари патшалӑх университечӗн сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх финнпа угор тӗпчев институтӗнче ҫармӑс чӗлхипе литературин эрни пуҫланнӑ. Вӑл пуш уйӑхӗн 9-мӗшпе 12-мӗшсенче иртет. Чӗлхе эрнине республикӑна туса хунӑранпа 90 ҫул ҫитнине, Валентин Колумб паллӑ ҫармӑс сӑвӑҫи ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнине, вӗрентекен ҫулталӑкне тата Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 65 ҫул ҫитнине халалланӑ. Пушӑн 9-мӗшӗнче стена хаҫачӗ кӑларассипе ӑмӑртнӑ; пушӑн 10-мӗшӗнче паллӑ ӑсчахсемпе тӗлпулу иртнӗ; пушӑн 11-мӗшӗнче чи лайӑх хайлава тата чаплӑ вулавҫӑна суйлӗҫ. Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче «Вӗрентекен — сан ӗҫӳ те сан яту та ӗмӗр-ӗмӗр хисепре» (Учитель, твое имя и твой труд – в веках) ятлӑ литературӑпа музыка каҫӗ иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче (вӑл кун эрнекуна лекет) Шупашкарти «Mega Galaxy» ятлӑ культурӑпа кану центрӗнче «Чӑваш пики-2010» ӑмӑртӑвӗ иртӗ. Кӑҫал вӑл 4-мӗш хут пулӗ. Ӑмӑртӑва пурӗ 17-25 ҫулхи 13 хӗр хутшӑнӗ. Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Патӑрьел, Сӗнтӗрвӑрри, Тӑвай, Хӗрлӗ Чутай, Шупашкар, Элӗк районӗн пикисем пулӗҫ. Шупашкар хулинчен те пӗр хӗр хутшӑнӗ. Ӑмӑртуҫӑсен чи хитре, чи маттур, чи сӑпайлӑ, чи ӗҫчен пике вырӑнне йышӑнма хӑйсене тӗрлӗ енчен кӑтартма тивӗ — чӑваш халӑх йӑли-йӗркисемпе ун кун-ҫулне те пӗлмелле, чӑваш тумне тӑхӑнса хӑйсен илемне те кӑтартмалла, пултарулӑхпа та палӑрмалла. Ӑмӑрту вӗҫӗнче вӗсен тата жюрие чӑвашсен апат-ҫимӗҫӗпе хӑналамалла. Паллах, хӑйсем хатӗрленӗскерпе, лавккара туяннипе мар. Мала тухнӑ хӗр пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи «Чӑваш пике» ӑмӑртӑва хутшӑнӗ — унта вара ытти регисонсенчи пикесемпе тупӑшса маттурлӑха кӑтартма тивӗ. Ӑмарту Шупашкарта (иртӗ ҫулсенче Мускавра ытларах иртетчӗ) кӑҫалах иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн чӑваш филологи факультечӗ, М.Я. Сироткин ячӗллӗ чӑваш литература кафедри (студентсен «Хунав» литпӗрлешӗвӗ, «Ҫилҫунат» ӑслӑлӑхпа пултару пӗрлешӗвӗ, «Ҫамрӑк журналист» кружок), Чӑваш халӑх академийӗ, чӑваш ачисемпе ҫамрӑкӗсен «Тантӑш» хаҫачӗ Вӗрентекен ҫулталӑкне тата Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 65 ҫул ҫитнине халалласа республикӑра тата ун тулашӗнче 11-мӗш класра вӗренекенсене пултарулӑх хайлавӗсен (сочиненисен) ӑмӑртӑвне хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ. Конкурс тӗллевӗ:Пулас абитуриентсене пурнӑҫ ҫулне суйласа илме пулӑшасси, тӑван чӗлхене юратакан, сӑмахлӑха, культурӑна лайӑх пӗлекен ҫамрӑксене тупса малалла аталанма ҫул уҫса парасси.
Хайлавсене ҫак темӑсемпе йышанаҫҫӗ: 1. «Учитель — ӗнер, паян, ыран». Вӗрентекен ҫулталӑкне халалланӑ е харкам (хӑйне евӗр) учитель ҫинчен ҫырнӑ илемлӗ тӗрленчӗк (сочинени) пулмалла. 2. «Асаттесен паттӑрлӑхӗ — паянхи кун ырлӑхӗ». Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче тӑшмана ҫапса аркатнӑранпа 65 ҫул ҫитнине халалланӑ илемлӗ хайлав. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Нестер Янкас пӗрлӗхӗ — 20 ҫулта Нарӑсӑн 25-мӗшӗнче Красноармейскинче (Тракра) Халӑх пултарулӑх ҫурчӗн ларусен залӗнче Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх 20 ҫул тултарнине халалласа уяв каҫӗ иртрӗ. Уяв кӗрекинче — район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Н.И.Антонов, район администрацийӗн культура, спорт тата ҫамрӑксемпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ А.Лебедев, Шупашкарти «Трак ен» ентешлӗх ертӳҫи А.Н.Львов, Нестер Янкас ячӗллӗ Преми лауреачӗ Ӑсан Уҫӑпӗ ҫыравҫӑ, Нестер Янкас шӑллӗн ывӑлӗ Валерий Кириллов, пӗрлӗх ертӳҫи Георгий Тусли, тӗрлӗ ҫулсенче пӗрлӗхе ертсе пынӑ А.А.Раськин, В.М.Михайлов, В.З.Константинов, Н.Г.Ершов-Янкер юлташсем тата 2008 тата 2009 ҫулсемшӗн пӗрлӗх Премине илме тивӗҫлӗ пулнӑ А.Яковлев журналист, Ю.Степанов-Листопад журналист тата П.Федоров юрӑҫӑ. Уява ертсе пыраканӗ — районти тӗп вулавӑш ӗҫченӗ С.А.Гурьева. Уяв асаилӳсенчен пуҫланчӗ. Чи малтанах пӗрлӗх епле йӗркеленни ҫинчен Нестер Янкас ячӗллӗ Преми лауреачӗ В.М.Михайлов тухса калаҫрӗ. Вӑл пӗрлӗх йӗркеленнин кун-ҫулне тӗпӗ-йӗрӗпе ҫутатса пачӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
2010 ҫулхи пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче И.Н. Ульянов ячӗллӗ чӑваш патшалӑх университечӗн культура керменӗнче Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн студенчӗсен ҫурхи уявӗ иртет!
Пуҫламӑшӗ — 18 сехет ҫурӑра! Билет хакӗ — 60 тенкӗ
Билечӗсене ҫак номерпе ыйтса илме пулать – 89053413505. Лилия Геральдовна
Пурне те хапӑл туса йыхравлатпӑр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫӑварни иртрӗНарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Муркаш районӗн Чуманкасси ял тӑрӑхӗн администрацине кӗрекен Шарпаш ялӗнче ӗлӗкхи чӑвашсен йӑлипе, ҫӑварни уявӗ иртрӗ. Унта вара кӗҫӗн ачаран пуҫласа ваттисем те хутшӑнчӗҫ. Ял хӗрарӑмӗсем хӑйсен яланхи шали тутӑра ҫыхрӗҫ. Уява библиотека ертӳҫи Иванова З.И. уҫса ячӗ. Вӑл пурне те ыр кӑмӑлтан уяв мӗнле майпа нумай ӗмӗр тӑршшӗпе аталанса пынине каласа кӑтартрӗ, пурне те сӑртран ҫунашкапа ярӑнма чӗнчӗ. Пурте хавасланса тӑвайккинчен ярӑнчӗҫ. Мӗн чухлӗ интереслӗх те хаваслӑх пулчӗ ҫав ытарайми вырӑнта. Тата ҫавӑнтах Гордеев Вячеслав хӑйӗн урхамахне урама илсе тухса ял-йыша савӑнтарма пултарчӗ. Ҫавӑнтах ӑна ачасем те хупӑрласа илме ӗлкӗрчӗҫ. Вячеслав кучӑра мӗн каҫ пуличченех ял-йыша хаваслантарса катаччи чуптарма май килчӗ. Ҫав вӑхӑтрах тата ваттисем сӑмаварпа чей вӗретсе уяв икерчи хатӗрлерӗҫ. Ҫак уяв майӗпен иртсе пынӑ май ял халӑхӗн ҫӑварни кунӗ тутлӑ шыв пек асӑмра тӑрса юлчӗ. | ||
Чӑваш патшалӑх университетӗнче «Ҫирӗп вӑй-хал» тата сывлӑх» спартакиада малалла тӑсӑлнӑ май нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче университет ӗҫченӗсем хушшинче йӗлтӗрпе чупассипе ӑмӑрту иртрӗ. Хӗрсемпе хӗрарӑмсем 2 километрлӑ дистанцине чупса тухрӗҫ. А.Н. Лукина ассистент хӑйӗнпе пӗр ҫитӗнӳри ҫынсемпе ӑмӑртса 3-мӗш вырӑн ҫӗнсе илме пултарчӗ. Арҫынсем 3-5 километрлӑ дистанцине чупса тухрӗҫ. Пирӗн команда ячӗпе ӑмӑртӑва хутшӑннӑ В.А. Иванов профессор 3-мӗш вырӑна тухрӗ. Васильева Ф.И. аслӑ преподаватель те 3-мӗш выран йышӑннӑ. Факультет ӗҫченӗсене малти вырӑнсене тивӗҫ пулнӑ ятпа саламлатпӑр, ҫитес ӑмӑртусенче ӑнӑҫу сунатпӑр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
пӑтӑрмаха лекнӗ танк Ananova информаци агентстви Кӑнтӑр Корейӑра ҫар ҫыннисемпе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах пирки пӗлтерет. Каҫхи вӗрентӳрен таврӑнакан корей танкисчӗ ҫынсем пурӑнакан вырӑн урлӑ каҫнӑ чухне руль умӗнче ҫывӑрса кайнӑ тет. Ыйха юратакан (те ывӑннӑ-ха ӗнтӗ) пурӗ икӗ машина таптаса лапчӑтнӑ тет тата ҫул хӗрринчи икӗ йывӑр тиев машинине ҫӗмӗртнӗ тет. Танкӗ пӗр магазин ҫурчӗ умне пырса тӑрӑннӑ хыҫҫӑн ҫеҫ чарӑннӑ тет. Пӑтӑрмах машинсемпе ҫурсене кӑна сиен кӳнӗ, танкиста шута илмесен урӑх ҫынсем аманман. Пӗр ҫынни хӑйӗн телейне кура ҫеҫ суранланман тет — танк гусеници ларан ҫын вырӑнӗ енне ҫӗмӗрсе кайнӑ. Пӑтӑрмаха лекнӗ танкист пуҫне ҫурнӑ тата кӑкӑрне амантнӑ — ӑна пульница ӑсатнӑ. Хыпарҫӑ-агентство пӗлтернӗ тӑрӑх танкист магазин ҫурчӗ ҫумне пырса ҫапӑннӑ хыҫҫӑн ҫеҫ вӑраннӑ тет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |