Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Шӑп та лӑп 15 ҫул каялла, 1996 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗнче тухнӑ та ӗнтӗ пирӗн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗ. Ун чухне ун тиражӗ 9 пинпе танлашна пулнӑ.

Хальхи вӑхӑтра хаҫат 1700 экземплярпа юнкунсерен тухать. Хаҫат редакторӗ пулса тӗрлӗ вӑхӑтра В.Н. Петров, Н.А. Галкин, Л.Л. Васильев, В.Н. Алексеев пулнӑ. Паянхи кун вара ку ӗҫе О.А. Петрова туса пырать.

 

Пӑтӑрмах вырӑнӗ. Н.Плотников сӑнӗ
Пӑтӑрмах вырӑнӗ. Н.Плотников сӑнӗ

Паян, пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, кӑнтӑрласенче Ҫӗнӗ Лапсар посёлокӗ патӗнчи ҫул тӑваткалӗ ҫывӑхӗнче пӑтӑрмах пулса иртнӗ — пуш вакунсене туртакан локомотивпа тиев машини ҫул уйӑрайман. Ҫул ҫинчи пӑтӑрмаха пула ку вырӑнти машинсен ҫӳревне чылай вӑхӑта чарма тивнӗ — вӗсем кунта час-часах ҫӳренине шута илсен ҫулсем тем тӑршшӗ пӑкӑланса ларнӑ.

Пӑтӑрмахра тиев машини айӑплӑ пулни куҫ кӗрет. Вӑл чукун ҫулӗ ҫине сиксе тухнине пула тата локомотивӗн хӑвартлӑхӗ пӗчӗк пулманран пӗр-пӗринпе ҫапӑннӑ та ӗнтӗ. Тиев машинин водителӗ сиенленмен — локомотив унӑн хыҫалти пайне аркатнӑ.

 

Сӑнсем (16)

 

Чӑваш Республикин вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин министерстви, «Тантӑш» хаҫат редакцийӗ, Чӑваш Республикин Журналистсен пӗрлӗхӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ, Г.С. Лебедев ячӗллӗ наци интернат лицейӗ «Букварьтен — илемлӗ литературӑна ҫити» ӑмӑрту пуҫлаҫҫӗ, унта 7-11 классенче вӗренекен ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Комисси халиччен пичетлемен, конкурссене тӑратман чӑвашла сӑвӑсемпе калавсем, очерксемпе повеҫсем, пьесӑсем тата литературӑн ытти жанрӗпе ҫырнӑ ӗҫсем йышӑнать.

Конкурс тӗллевӗсем: чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ И.Я. Яковлева чысласси, Чӑваш чӗлхи кунне тивӗҫлӗ шайра палӑртасси; шкулта вӗренекенсене литература ӗҫӗпе ҫывӑхрах туслаштарасси, ҫамрӑк ҫыравҫӑсен ӑсталӑхӗпе пултарулӑхне ӳстерме пулӑшасси.

Хайлавсене компьютерпа пичетлесе е алӑпа таса та тирпейлӗ ҫырса акан 8-мӗшӗччен коммисие ярса памалла.

 

Конкурсӑн йӗрки-шывне кунта вырнаҫтарнӑ.

Малалла...

 

Уявра
Уявра

Паян, пушӑн 5-мӗшӗнче, Шупашкарти «Ҫӑлкуҫ» хупахра «Сувар» фонд тӑрӑшнипе йӗркеленӗ Ҫӑварние уявларӗҫ.

Уява Виталий Петрович Станьял пуҫларӗ — вӑл ун ҫинчен кӗскен каласа пачӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл православи тӗнне пӑтрашӑнса кайнӑ пулсан, чӑн чӑвашла ӑна пушӑн 21-27-мӗшӗсенче, ҫӗрпе кун танлашнӑ вӑхӑтра ирттермелле. Арсений Тарасов уяв ячӗн этимологине каласа пачӗ — вӑл «ҫу»-па ҫыхӑнман иккен, хӗвелпе ҫыхӑннӑ. Вӑл шутланӑ тӑрӑх авалхи пӑлхар-сӑвар-чӑваш чӗлхинче «хӗвел» пӗлтерӗшлӗ «яр» сӑмах пулмалла пулнӑ. Ҫапла майпа вара уяв ячӗ хальхилле «хӗвел эрни» пӗлтерӗшлӗ.

Ҫӑварни сӑри ӗҫнӗ хушӑра пухӑннисене хӑйӗн пултарулӑхӗпе «Шуҫӑм» фольклор ушкӑнӗ савӑнтарчӗ. Вӗсен юрри-кӗвви пурне те килӗшрӗ. Маларах вӗсен пултарулӑхӗпе паллашманскерсем тӗлӗнсе итлесе ларчӗҫ, ыттисенче хытӑрах алӑ ҫупрӗҫ.

«Сувар» фонд уявра сумлӑ арсемпе арӑмсене хӑйсен хӗвел паллине парнелесе чысларӗ. Деменцова Роза Трофимовнӑпа Алена Терентьева («Чӑваш наци радиовӗн» ӗҫченӗсем) шӳлкеме евӗрлӗ палла тивӗҫрӗҫ.

Малалла...

 

Пайсупин ялӗ
Пайсупин ялӗ

Ӗнер, пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Пайсупинти ял кану ҫуртӗнче (Красноармейски районӗн Упи ял тӑрӑхӗ) «Юхӑм» ятлӑ драма коллективӗ Анатолий Чебанов ҫырнӑ «Тарҫӑ» спектакле лартса тӑрӑхри ял халӑхне савӑнтарчӗҫ.

Рольсене Геннадий Сергеев, Галина Михайлова, Алина Григорьева, Юрий Филиппов, Раиса Степанова, Геннадий Яковлев, Анюта Маркова тата Лидия Степанова вылярӗҫ.

«Юхӑм» ушкӑнӑн ку пӗрремӗш спектакль мар, вӗсем унччен «Уйӑх тулнӑ каҫ» драмӑна, «Кӑмака ҫинче ларса качча каяймӑн» комедие тата ытти хайлавӗсене лартса халӑха савӑнтарнӑччӗ. Хальхинче те сӑнарсене епле кӑтарса пани куракансен кӑмӑлне тивӗҫтерчӗ теме пулать — вӗсем ушкӑн вӑййине ал ҫупса хакларӗҫ.

 

Ӑмӑртӑва хутшӑннӑ хӗр-упраҫсем
Ӑмӑртӑва хутшӑннӑ хӗр-упраҫсем

Красноармейскинчи иккӗмӗш номерлӗ шкулта «Чӑваш пики — 2011» конкурсӑн пӗрремӗш турӗ иртрӗ. Унта кашни 9-11 класран пӗрер хӗр упраҫ хутшӑнчӗ. Жюри членӗсем чи маттур та ӑслӑ, хитре те капӑр, ӑста та вӑр-вар чӑваш пикине суйларӗҫ.

Хӗр упраҫсем тӑван чӗлхене, халахӑн историйӗпе йӑли-йӗркине, культурине аван пӗлессипе тупӑшрӗҫ. Тата вӗсем юрларӗҫ, ташларӗҫ, сӑвӑ каларӗҫ.

Конкурс вӗҫӗнче хӗрсем наци апат-ҫимӗҫне хатӗрлес енӗпе кулинари ӑсталӑхне кӑтартрӗҫ.

Конкурс пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх ҫакӑ паллӑ пулчӗ: 9«б» класра вӗренекен Анастасия Никифорова «Чӑн-чӑн пике артистка» номинацире, 10«б» класра вӗренекен Татьяна Петрова «Чи сӑпайлӑ пике» номинацире, 11«а» класра вӗренекен Алина Ефимова «Чи савӑнӑҫлӑ пике» номинацире ҫӗнтерӳҫӗ ята ҫӗнсе илчӗҫ. «Чӑваш пики — 2011» ята вара 9«а» класра вӗренекен Ксения Петрова тивӗҫрӗ. Вӑл район шайӗнче иртекен конкурса хутшӑнӗ.

 

Сӑнсем

 

Трепел. Шумы патӗнчи пурлӑх
Трепел. Шумы патӗнчи пурлӑх

Ҫӗр айӗнчи пуянлӑх Чӑваш Енре нумаях мар — пирӗн тӑрӑхра ытларах кирпӗч ҫапма юрӑхлӑ тӑм, хӑйӑр, торф, акшар, трепел кӑлараҫҫӗ. Ытти йышшисем (ангидрит, доломит, гипс, арагонит, кварц, сланец, гранодионит) кунта сахалрах. Нефть та пур теҫҫӗ, анчах та ӑна пирӗн патра кӑларма хакла ларать.

Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх паян, пушӑн 3-мӗшӗнче, эксперлӑ комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ, унта «Нерудэксперт» ТМЯО Улатӑр районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗ ҫывӑхӗнчи трепел пурлӑхӗн калӑпӑшне палӑртса хатӗрленӗ отчетпа паллашнӑ. Унпа килӗшӳллӗн ҫӗр хӑйӗн айӗнче C1 категорипе 5454,7 пин м³ трепел (мергел) упрать. Экспертлӑ комисси отчета пӑхса тухса вӑл калӑпӑша ҫирӗплетрӗ. Ҫӗнӗ Эйпеҫ трепелне Атрать месторожденири (Улатӑр районӗ) тӑмпа хутӑшса керемика япалисене ӑсталама усӑ курӗҫ.

 

Хисеплӗ чӑваш, хисеплӗ пӑлхар, хисеплӗ сувар!

«Сувар» фонд сана ҫывхаракан уяв ячӗпе саламлать, пушӑн (мартӑн) 5-мӗшӗнче (вӑл шӑматкун пулӗ) Ҫӑварни сӑри ӗҫме «Ҫӑлкуҫ» хупаха чӗнет! Уяв кӑнтӑрла 12 сехетре пуҫланӗ. Чӑвашлӑх саншӑн пуш сӑмах мар пулсан «Сувар» фонд уява пӗрле юнашар ларса ирттерме чӗнет.

Ҫӑварние эрехсӗр уявлӗҫ. Сӑра вӗретме Ишлейсем лартнӑ та ӗнтӗ!

Арҫынсене чӑваш тумӗпе килме хистеҫҫӗ, хӗрарӑмсене — тутӑрпа.

 

Чыслав саманчӗ
Чыслав саманчӗ

Виҫӗмкун, пушӑн 1-мӗшӗнче ЧППУ акт залӗнче иртнӗ «Халӑхсем хушшинчи Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗсем» (сӑмах май каласан, кӗнекене чӑвашла «Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ тӗнче преми лауреачӗсем» ят парсан вырӑнлӑрах пулмалла) кӗнеке хӑтлавӗнче Виталий Петрович Станьяла Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен «Еткер» фончӗ йӗркеленӗ И.Я. Яковлев ячӗллӗ преми орденӗпе чысларӗҫ.

Олег Мустаев хӑйӗн сӑмахӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, премие Виталий Петровича пӗлтӗрех панӑ. Шел те, 2010 ҫулта Чӗмпӗрте сумлӑ мероприятисем ирттерме май килменрен ордена пама халь тин май тупӑннӑ.

Орденӗ чӑн та илемлӗ, сумлӑ курӑнать. Ӑна тивӗҫнӗ Виталий Петрович Станьялӑн чӑвашлӑхшӑн тунӑ ӗҫсем те сумлӑ.

Премие тивӗҫнӗ ятпа эпир хастар ӑҫчаха, таврапӗлӳҫе чун-чӗререн саламлатпӑр.

 

Преми лауриачӗсем
Преми лауриачӗсем

Паян, ҫуркуннен (календарь тӑрӑх ӗнтӗ) пӗрремӗш кунӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн акт пулӗмӗнче пӗлтӗр «Ҫӗнӗ вӑхӑт» издательствӑра тухнӑ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауриачӗсен биографиллӗ кӗнекен хӑтлавӗ иртрӗ. Вӑл 13 сехет ҫурӑра пуҫланчӗ, Валери Туркай ертсе пычӗ.

Хӑтлава халӑх, ытларах пайӗпе университет студенчӗсем пулчӗҫ пулин те, акт пӳлӗмӗ туллиех пухӑнчӗ. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауриачӗсем зал варрине вырнаҫса тухрӗҫ.

Хӑтлава ача-пӑчасен «Эревет» ушкӑн (вӑл та ҫак премие тивӗҫнӗ) уҫрӗ. Шел те чӑвашла тумланнӑ ачасем вырӑс чӗлхипе ҫеҫ усӑ курчӗҫ. Ҫав шутра вырӑс халӑх юррине чӑвашла тумсемпе юрлани питӗ хӑйне евӗрлӗ пулчӗ — те Ҫеҫпӗл Мишшине сума сурӗҫ, те чӑваш тумӗ вырӑсла та юрлама юрӑхлине кӑтартасшӑн пулчӗҫ. Ертӳҫи маттур-ха, сӑмах ҫук, анчах залра ларакансенчен чылайӑшне ку ытлах килӗшмерӗ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 3702, 3703, 3704, 3705, 3706, 3707, 3708, 3709, 3710, 3711, [3712], 3713, 3714, 3715, 3716, 3717, 3718, 3719, 3720, 3721, 3722, ... 3837
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.02.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Çывăх çынсемпе, туссемпе е ĕçтешсемпе хутшăнура йывăрлăхсем пулма пултараççĕ. Сăлтавĕ - элек. Килĕшÿ нумай вăхăтлăха çухалĕ. Уява е тĕлпулăва такамăн гĕрсĕр шÿчĕ пăсĕ. Тен, сăлтавĕ сирĕнре те пулĕ.

Нарӑс, 25

1913
112
Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1969
56
Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ.
1970
55
Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...