Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: телескопсем

Ӑслӑлӑх

Ӗҫӗ-пуҫӗ кунта тӑвар пиркиех пырать-ха, анчах та Юпитерӑн Европа ятлӑ уҫлӑхташӗ (спутинкӗ) пирки. Вӑл Хӗвелтен инҫетре вырнаҫнӑ, унӑн ҫийӗ пӑрпа витӗннӗ. Шӑп та ҫав пӑр ҫийӗнче тӗттӗм пӑнчӑсем мӗнрен тӑни ӑсчахсене кӑсӑклантарнӑ та ӗнтӗ. Geophysical Research Letters журналта пичетленсе тухнӑ статьяра вара ӑсчахсем вӑл тӗттӗм пӑнчӑсем епле пулса кайнине ӑнлантарса панӑ та.

Вашингтонри NASA штаб-хваттерӗнче тӑрмашакан Курт Нибур тата унпа пӗрле ӗҫлекен ӑсчахсем тӗрлӗ экспериментсем лартса тӗттӗм пӑнчӑсем тӑвар пулнине палӑртнӑ. Вӑл, иккен, пӑр айӗнчи океанран шывпа пӗрле сӑрхӑнса тухса уҫлӑхташ ҫийне лекнӗ, космос пайӑркисене пула хуралнӑ. Ӑсчахсем ятарлӑ хатӗр ӑсталанӑ — вӑл темиҫе сивӗтӗшрен, пӑр тӗслӗхӗнчен, магнитсенчен тата ытти ӑслӑлӑх хатӗрсенчен тӑрать. Ятарлӑ хатӗрте Европӑри никӗсне йӗркелеме пултарнӑ имӗш. Пӗлме: уҫлӑхташра -173 °С сивӗ, атмосфера ҫуккипе пӗрех, Юпитертан лекекен вӑйлӑ тулаш магнитлӑ уй, космос пайӑркисем нумай ӳкеҫҫӗ.

Ӑсчахсем тӗрлӗ теорие тӗрӗсленӗ. Сӑмах май, унччен ытти ӑсчахсем ҫав тӗттӗм пӑнчӑсем тулай пулӑмсене пула йӗркеленнӗ тесе шутланӑ, кӳршӗлле Ио вулканӗсенчен тухакан магнипе кӳкӗрт вӗҫсе килнӗ пуль тенӗ.

Малалла...

 

Хаббл пирки эсир илтнех пулӗ — ҫак телескоп пирӗн Ҫӗр тавра спутник евӗр ҫаврӑнать. Унпа усӑ курса ӑсчахсем тӗнче уҫлӑхӗнче ҫӗннине нумай пӗлчӗҫ. Хаббл та пӗччен мар унта, тӗрлӗ космос агентстви хатӗрленӗ телескопсен йышӗ вуннӑран та иртет: Кеплер, Интеграл, Планк, Радиоастрон, Спитцер, тата ыттисем. Ӗҫлессе те вӗсем тӗрлӗрен тӗпчеҫҫӗ: пӗри кӗске хумсене сӑнать, тепри хӗрлӗ хум айӗнчи пайӑркасене пӑхать, виҫҫӗмӗшӗшӗн рентген пайӑркисем кӑсӑклӑ. Хаблла илес пулсан вӑл курӑнакан пайӑркасене сӑнать. Е тепӗр май каласан вӑл оптикӑллисен йышне кӗрет.

Ӑсчахсем, паллах, телескопсене инҫерех те инҫерех вырнаҫтарасшӑн. Тӗслӗхрен, Хаббл ҫӗр пичӗ ҫинче вырнаҫнӑ пулсанах унӑн пахалӑхӗ 1–10 хут чакнӑ пулӗччӗ. Ҫавӑнпах пулӗ International Lunar Observatory Association агентство ҫӗнӗ телескопа Уйӑх ҫине лартасшӑн. 2016–2018 ҫулсем тӗлне вӗсем Уйӑхри Малаперт тӑвӗ ҫине икӗ метрлӑ радиоантенна тата оптика хатӗрне вырнаҫтарасшӑн. Ҫак сӑрт Уйӑхӑн кӑнтӑр полюсӗ ҫывӑхӗнче иккен, ҫавӑнпа та унти температура унталла-кунталла сикмест — яланах -50° С патӗнче тӑрать (ытти вырӑнта температура уйӑх ҫийӗнчи кун хушшинче 300 градуса ҫити ылмашӑнма пултарать).

Малалла...

 

Нумай пулмасть «Хаббл» телескоппа асӑрханӑ пирӗн Ҫӗр пекен сенкер планета шывпа мар, кантӑкпа витӗннӗ иккен. Маларах ӑсчахсем унта тинӗссемпе океансем сарӑлса выртнӑ тесе шухӑшланӑ, анчах тӗплӗрех тунӑ тӗпчевсем пачах урӑхла ӳкерчӗк кӑтартнӑ имӗш.

HD189733b номерлӑ планета, иккен, хӑйӗн ҫӑлтӑрӗнчен питӗ ҫывӑхра вӗҫет. Ҫавӑнпа та ун ҫиӗнчи температура 1 пин градус таран ҫитет. Питӗ вӗри пулнӑран планета ҫийӗнчи кремний ирӗлсе кантӑк евӗр пулса ларнӑ.

Унсӑр пуҫне планетӑра вӑйлӑ ҫил вӗрет пулас — унӑн хӑвӑртлӑхӗ пӗр сехет хушшинче 7 пин ҫухрӑма ҫитет. Шӑп та лӑп ҫавна пула планета ҫийӗн ирӗлнӗ кантӑк тумламӗсем вӗҫеҫҫӗ те имӗш. Сенкер тӗс ҫак пулӑмсемпе ҫыхӑнать те иккен.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ эсир юрату серепине ҫакланма пултаратӑр. Сире шӑпах романтика хутшӑнӑвӗ кирлӗ вӗт? Анчах ҫӑлтӑрсем асӑрхаттараҫҫӗ: килӗштерӳ кӗҫех кӗвӗҫӳпе ылмашӑнӗ. Хирӗҫни уйрӑлу патне илсе ҫитерме пултарать. Тен, ҫывӑх ҫынсем е тӑвансем пулӑшу ыйтӗҫ.

Пуш, 31

1899
126
Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1926
99
Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1976
49
Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ.
1981
44
Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ.
1985
40
Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть