Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: планетӑсем

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Эсир «Чӑваш Ен» ятлӑ планета пуррине пӗлнӗ-и? Ӑна 1977 ҫулта физикӑпа математика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Н.С.Черных Крым обсерваторийӗнче уҫнӑ, каярахпа ӑна шӑпах ҫавӑн пек ят панӑ.

Вӑл 28 ҫухрӑм диаметрлӑ, Хӗвел тавра 474 млн ҫухрӑм аякра ҫаврӑнать. «Чӑваш Ен» ята вӑл 1982 ҫулта, СССР йӗркеленнӗренпе 60 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ чухне, тивӗҫнӗ. Ҫавӑн чухне ҫӗршыври республикӑсем ячӗпе космосри объектсене ят пама пуҫланӑ.

Паянхи кун ҫак планетӑна 2670 номерпе регистрациленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_75792
 

Тӗнчере
Телеграмри t.me/pro_cheby канатан илнӗ сӑнӳкерчӗк
Телеграмри t.me/pro_cheby канатан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енре пурӑнакансем планетӑсен парадне курайӗҫ. Кун пирки Телеграмри каналсенчен пӗринче, «Чебоксары в курсе» ятлинче, пӗлтернӗ.

Унта хыпарланӑ тӑрӑх, асӑннӑ пулӑм — питех те сайра-хура пулаканскер. Тата тӗрӗсрех каласан, 20 ҫулта пӗрре.

Планетӑсем парада ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче тӑрса тухӗҫ. Тӑрса мар-ха. Парада тӑнӑн йӗркипе курӑнӗҫ.

Пӗр йӗр ҫинче ҫав кун Сатурн, Нептун, Юпитер, Меркурий тата Уран курӑнӗ.

Ҫутҫанталӑкри сайра тӗл пулакан пулӑма асӑрхас тесен ятарлӑ хатӗр кирлӗ мар. Планетӑсен парадне нимсӗрех курма май килӗ. Пӑхма манса каймалла мар кӑна.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pro_cheby/5118
 

Ӑслӑлӑх

Пӗтӗм тӗнчери астрономи пӗрлӗхӗ ҫӗнӗрен уҫнӑ экзопланетӑсен ячӗсен конкурсне пуҫарнӑ. Ун йышне 305 планетӑна кӗртнӗ. Теори тӗлӗшӗнчен пӑхсан, унта пурӑнма май пур. Тен, хӑш-пӗр ҫав планетӑран Ҫӗр ҫинчисене те сӑнаҫҫӗ?

Ҫав планетӑсем 260 ҫӑлтӑр тытӑмӗсенче вырнаҫнӑ. Тӗнчери астрономи клубӗсемпе организацисем, шкулти кружоксем… Пурте конкурса хутшӑнма пултараҫҫӗ. Сасӑлава NameExoWorld сайтра уҫҫӑн ирттерӗҫ. Вӑл ҫитес ҫулхи ҫулла вӗҫленӗ. Ун чухне ҫӗнтерӳҫӗ тата планетӑсен ячӗсене палӑртӗҫ.

Кирек мӗнле ят та пама юрать. Ҫапах ӑнлантармаллах. Калӑпӑр, Кӑнтӑр Америкӑра пурӑнакансем майя или инксен империсене халаллама пултараҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа, планетӑсене мифологи ячӗсемпе ҫыхӑнтарнине ырлаҫҫӗ.

Паллах, комисси хӑшӗ-пӗри планетӑсене хӑйсен юратнӑ йыттисене халалласа ят парассинче те иккӗленмест. Планетӑсене ят парас конкурса миллионран кая мар сӗнӳ килессе кӗтеҫҫӗ. Ытлашши вӑрӑм ятсене — 13 саспаллирен нумайрах сӑмахсене — тӳрех пӑрахӑҫлӗҫ. Кирек мӗнле чӗлхепе те киревсӗр сӑмахсене те йышӑнмӗҫ.

 

Нумай пулмасть «Хаббл» телескоппа асӑрханӑ пирӗн Ҫӗр пекен сенкер планета шывпа мар, кантӑкпа витӗннӗ иккен. Маларах ӑсчахсем унта тинӗссемпе океансем сарӑлса выртнӑ тесе шухӑшланӑ, анчах тӗплӗрех тунӑ тӗпчевсем пачах урӑхла ӳкерчӗк кӑтартнӑ имӗш.

HD189733b номерлӑ планета, иккен, хӑйӗн ҫӑлтӑрӗнчен питӗ ҫывӑхра вӗҫет. Ҫавӑнпа та ун ҫиӗнчи температура 1 пин градус таран ҫитет. Питӗ вӗри пулнӑран планета ҫийӗнчи кремний ирӗлсе кантӑк евӗр пулса ларнӑ.

Унсӑр пуҫне планетӑра вӑйлӑ ҫил вӗрет пулас — унӑн хӑвӑртлӑхӗ пӗр сехет хушшинче 7 пин ҫухрӑма ҫитет. Шӑп та лӑп ҫавна пула планета ҫийӗн ирӗлнӗ кантӑк тумламӗсем вӗҫеҫҫӗ те имӗш. Сенкер тӗс ҫак пулӑмсемпе ҫыхӑнать те иккен.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 21

1925
100
Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ.
1925
100
Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ.
1947
78
Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ.
1955
70
Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть