Виҫӗ ҫултан аслӑрах мӗнпур шӑпӑрлана кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне ача-пӑча пахчинче вырӑнпа тивӗҫтермелле иккен. Ҫакӑн пирки Экономикӑна ҫӗнетес тата технологи тӗлӗшӗнчен аталантарассипе ӗҫлекен канашӗн ларӑвӗнче республикӑн вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов шантарнӑ. Кунсӑр пуҫне вӑл ҫулталӑк ҫурӑран пуҫласа виҫӗ ҫулчченхисене 60 процентне шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденине ҫӳреме май килесси пирки асӑннӑ.
Ача-пӑча пахчисене ҫӗклеме тата юсама федераци хыснинчен кӑҫал пирӗн республикӑна 614,5 миллион тенкӗ килмелле иккен. Унсӑр пуҫне Чӑваш Ен бюджетран 100 миллион кивҫен илессе шанать иккен. Ача-пӑча пахчисенче хушма вырӑнсем уҫма 20 миллион тенкӗ ытла килес шанчӑк та пур-мӗн.
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2013.07.18 22:02 | |
Темшĕн-çке пирĕн вĕренӳ министрĕ чăваш пулсан та чăвашлăх ыйтăвне мала хумасть — вырăн çитменни пирки кăна пăшăрханать. //тĕрĕссипе, тен, вырăнсăр юлнă ачасем ашшĕ-амăшĕпе пĕрле чăвашларах та ӳсĕç пулĕ? Ача пахчисене ытларах вырăсланаççĕ вĕсем. |