![]() Утӑн 26-мӗшӗнче Шупашкар администрацийӗнче ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен юлташлӑхӗсемпе (ҪЙХЮ, выр. ТСЖ) управляющи компанисен ертӳҫисемпе канашлу иртнӗ. Унта ҪЙКХ реформисене пулӑшакан фонд уйӑракан укҫа-тенкӗпе усӑ курса юсама палӑртнӑ ҫурт хуҫисем пухӑннӑ. Пухӑва ҫурт-йӗр хуҫалӑхӗн ыйтӑвӗсемпе ӗслекен администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ Герман Александров ертсе пычӗ. Пӗтӗмлетсе каласан калаҫу ӗҫлӗ иртрӗ — юсав ӗҫӗсем епле пыни ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ. Хӑш-пӗр ҫуртсенчи ӗҫсене 30% та туманнине палӑртрӗҫ — «Сенкер», «Сатурн-Строй», «Полимермонтаж», «Калита», «Дайвер», «Гражданстрой» компанисен ӗҫне хӑвартлатмалли пирки каларӗҫ. Юсав ӗҫӗсем вӗҫленсе пыракан ҫуртсем те пур — Р.Зорге ур, 11 ҫ; Эгер б., 8 тата 14 ҫурт; К.Маркс ур., 46 ҫ.; Ленин пр., 16А ҫ. Ку, паллах, лайӑх пулӑм. Пӗтӗмӗшле хулара 65 нумай хваттерлӗ ҫурта тӗпрен юсамалла. Ӗҫсен калӑпӑшне паянхи куна вӑтамран 55% пурнӑҫланӑ та ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Утӑн 21-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей пӗрлештернӗ командине кӗртнӗ чӑваш спортсменӗсемпе тата вӗсен тренерӗсемпе тӗл пулнӑ. Ҫуллахи ХХХ Олимпиада вӑййисем 2012 ҫулхи утӑн 27-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 12-мӗшӗччен Лондонра иртеҫҫӗ. Пӗтӗм тӗнчери тӗп ӑмӑртусене пирӗн республикӑран 5 спортсмен хутшӑнӗ: Ирина Калентьева, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ, тӗнче чемпионки, тӗнче кубокӗсен ҫӗнтерӳҫи, Европа чемпионачӗсен призерӗ, ХХIХ Олимп вӑййисен бронза призерӗ (маунтинбайк); Татьяна Архипова, ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫейӗн тӗнче класлӑ спорт мастерӗ, ХХIХ Олимпиада вӑййисене хутшӑннӑскер, 2007 ҫулхи тӗнче чемпионачӗн чӑрмавсем урлӑ 3 000 метра чупассипе кӗмӗл призерӗ, Раҫҫейӗн 2011 ҫулхи чемпионачӗн 10 000 метра чупассипе кӗмӗл призерӗ, Токиора 2011 ҫулта иртнӗ марафонӑн бронза призерӗ (ҫӑмӑл атлетика — марафон); Альбина Майорова, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче класлӑ спорт мастерӗ, XXVIII Олимпиада вӑййисене марафон чупӑвне хутшӑннӑскер, 2012 ҫулта Японире иртнӗ тӗнче марафонӗн ҫӗнтерӳҫи (ҫӑмӑл атлетика — марафон); Кристина Савицкая, ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей спорт мастерӗ, 2011 ҫулта иртнӗ Раҫҫей чемпионачӗн бронза призерӗ, 2011 ҫулта тӗнчери ҫамрӑксен ӑмӑртӑвне хутшӑннӑскер, 2012 ҫулта Раҫҫейӗн ҫичӗ енлӗ ӑмӑртӑвӗн (ҫӑмӑл атлетика — ҫичӗ енлӗ ӑмӑртӑвӗ) чемпионки; Елена Наговицына, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче класлӑ спорт мастерӗ, 2011 ҫулта 10000 метра чупассипе Раҫҫей чемпионки, Раҫҫейӗн 2012 ҫулхи чемпионачӗн 5000 метра чупассипе кӗмӗл призерӗ, ҫӑмӑл атлетика (5000 метра чупасси). |
![]() Комсомольскинчи ача-пӑча ӳнер шкулӗ ҫумӗнчи «Островок» хореографи ансамблӗ Турцири халӑхсен культурин фестивалӗнчен таврӑннӑ. Ҫамрӑк артистсем Адала ял тӑрӑхӗнчи Акатуй евӗрлӗ наци праҫникне хутшӑннӑ. Асӑннӑ уява абрикос, черешня тата иҫӗм ҫырлине пухса кӗртнӗ хыҫҫӑн ирттереҫҫӗ. Фестиваль тӑватӑ куна тӑсӑлнӑ. Унта Аслӑ Британири, Болгарири тӗрӗк юррисене шӑрантаракан ансамбльсене те, Анкара, Стамбул, Измир хулисенчи профессионал артистсене те чӗннӗ. Ҫак уява ҫулсеренех 30 пин ытла ҫын пухӑнать. Каҫал тӑрӑхӗнчи «Островок» ансамбль чӑваш тата тутар ташшисене кӑтартнӑ. Куракансем пирӗн артистсене ӑшшӑн кӗтсе илнӗ, тӑвӑллӑн алӑ ҫупнӑ. Пурне те Тав ҫырӑвӗпе тата асӑнмалӑх парнепе чысланӑ. |
![]() Марина Семенова йӗс медаль илнӗ Утӑн 18-23-мӗшӗсенче Шупашкарта маунтинбайкпа Раҫҫей чемпионачӗ пырать. Пӗрремӗш кун эстафетӑпа 15-16 ҫулхи хӗрсем ӑмӑртнӑ. Хӗрсем хушшинчи Санкт-Петербург командинчи Анастасии Сумцова ҫӗнтернӗ, ун хыҫҫӑн финиша Тинӗсҫум Енри Кристина Макроусова ҫитнӗ. Муркаш районӗнче ҫуралса ӳснӗ Марина Семенова — виҫҫӗмӗш вырӑнта. Саламлатпӑр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫутӑ тавӑраҫҫӗ Вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл иртнӗ хыҫҫӑн самай шар курнӑ ял тӑрӑхӗсенче — Октябрьски, Шӗнерпуҫ, Карапаш тата Аксарин ял тӑрӑхӗсенче — паянтан пуҫласа хытарнӑ йӗрке пуҫарнӑ. Асаилтеретпӗр, утӑн 17-мӗшӗнче иртнӗ ҫил-тӑвалпа пӑр ку тӑрӑхри ҫурт-йӗрсене самай аркатнӑ: 300 ҫурт сиенленнӗ, 6 вӗренӳ учрежденийӗн ҫурчӗ кӑштах арканнӑ, 2 культура ҫурчӗ сиен тӳснӗ, пӗр ял тӑрӑхӗн ҫурчӗ шар курнӑ. Пахча-ҫимӗҫ пурӗ 539 гектарта аманнӑ. Малтанлӑха пӑхса тухнӑ тӑрӑх ҫутҫанталӑк 200 миллион тенкӗлӗх сиен кӳнӗ. Вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл кӳнӗ сиене паян кун та юсаҫҫӗ — пур яла та тенӗ пекех ҫутӑ панӑ. Октябрьски пуҫне — кунти подстанцие ҫутҫанталӑк вӑйӗсем аркатнӑ, ҫавӑнпа та куҫса ҫӳрекен подстанципе ҫыхӑнтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Илдус Файзовӑн сирпӗннӗ машини Паян Тутарстанӑн муфтийӗ ҫине тапӑннӑ. Машинине сирпӗтнӗ хыҫҫӑн Илдус Файзов суранланнӑ (урисене хуҫнӑ) ҫеҫ. Пӗр сехет маларах вара унӑн ҫумӗ пулакан Валиулла Якупова вӗлернӗ — паллӑ мар хурахсем ӑна подьездра тапӑннӑ, ултӑ пуляпа пенӗ. Аманнӑскер вӑл машин патне ҫитсе водителе тапӑнни пирки пӗлтерме ӗлкӗрнӗ, анчах та пульница ҫитес умӗн сурансенчен вилнӗ. Кӳршӗ республикӑн ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак тискер ӗҫсен сӑлтавӗ муфтийсен тӗп ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ. Уҫӑмлах каламаҫҫӗ пулин те радикаллӑ исламҫӑсем айӑплӑ тесе шутлаҫҫӗ. Тепӗр верси тӑрӑх паянхи тапӑнусем хаджа кайма уйӑрнӑ вырӑнсемпе ҫыхӑннӑ. Анчах та чылай эксперт шухӑшӗпе ку верси малти вырӑнта мар — ку хыпар пирки тахҫанах калаҫаҫҫӗ имӗш, ун пирки нумайӑшӗ пӗлеҫҫӗ иккен. Ҫакланасран хӑраса вӑрӑ-хурахсене тытмастчӗҫех тесе шутлаҫҫӗ экспертсем. Паянхи пӑтӑрмах хыҫҫӑн Тутарстанри мечӗтсемпе тӳре-шара учрежденийӗсене вӑйлӑрах сыхлама пуҫланӑ. Чӑваш Ен муфтийӗ Альбир Крганов Валиулла Якупов вилнӗ пирки унӑн ҫывӑх ҫыннисемпе тата тӑванӗсемпе перле хурланнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Акӑ, тахҫантанпа чунтан кӗтекен кун ҫитрӗ. Иртнӗ шӑматкун, утӑн 14-мӗшӗнче, Тӑвайра савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура «Аль» вӑй-хал культурипе спорт комплексӗ уҫӑлчӗ. Район центрӗнчи кӑна мар, республикӑри чи хитре капмар ҫуртсенчен пӗри пулнӑн туйӑнать вӑл. Ытти районсеннинчен чылай лайӑхрах пек. Мӗншӗн тесен ӑна тума нумайӑшӗ чун ӑшшине панӑ: район администрацийӗн пуҫлӑхӗнчен пуҫласа строительсем, массӑллӑ субботниксен вӑхӑтӗнче тирпей-илем кӗртес ӗҫсене хутшӑнакансем таранах. Тӑвайри вӑтам шкулта вӗренекенсем ҫав паллӑ уява хатӗрленсе, комплекс умӗнче кунсерен репетицисем ирттерчӗҫ. Комплекс шӑпи, тӗрӗссипе, республика Пуҫлӑхӗ, министрсем таранах хумхантарчӗ. Ахальтен мар пуль ӑна уҫма Михаил Васильевич Игнатьев, ЧР физкультурӑпа спорт тата туризм министрӗ Сергей Мельников, Раҫҫей Спорт министерствин физкультурӑпа массӑллӑ спорт Департаменчӗн директорӗ Марина Томилова (Мускав), Алтай Республикин ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Огнев, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Валерий Ивановпа Генрих Васильев тата ытти сумлӑ хӑнасем, хаҫат-журнал, телевидени редакцийӗсен журналисчӗсем йышлӑн килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() «Хыпар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, 2012 ҫулхи утӑн 17-мӗшӗнче чӑваш чӗлхин паллӑ тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Анатолий Ермолаевич Горшков доцент пирӗнтен яланлӑхах уйрӑлса кайрӗ. Анатолий Ермолаевич Горшков 1931 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче Муркаш районне кӗрекен Вускасси ялӗнче хресчен ҫемйинче кун ҫути курнӑ. 1938 ҫулта Сӑпайкассинчи пуҫламӑш шкулта, унтан Калайкассинчи ҫичӗ ҫул вӗренмелли, Ишлейри вӑтам шкулсенче ӑс пухать. 1949 ҫулхи кӗркунне Чӑваш патшалӑх педагогика институтне вӗренме кӗрет. Аслӑ шкула хӗрлӗ дипломпа пӗтернӗ хыҫҫӑн пӗр хушӑ Чӑваш патшалӑх кӗнеке издательствинче вӗрентӳпе педагогика литературин редакторӗнче ӗҫлет. 1954 ҫулта педагогика институчӗн аспирантурине вӗренме кӗрет. Ӑна пӗтернӗ хыҫҫӑн Анатолий Ермолаевич каллех издательствӑна таврӑнать, 1961-1965 ҫулсенче тӗп редакторта ӗҫлет. |
![]() Ӗнер республикӑн хӑш-пӗр районӗсем урлӑ вӑйлӑ ҫил иртнӗ тет. Шупашкар патӗнче, сӑмахран, йӗрӗ те курӑнманччӗ. Шар курнӑ районсем: Ҫӗрпӳ, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Улатӑр, Йӗпреҫ, Шупашкар (пӗлтертӗм ӗнтӗ — Шупашкар ҫывӑхӗнче ҫил нимле сӑтӑр та туман) тата Елчӗк. Ытларах Сӗнтӗрвӑрри районӗ шар курнӑ иккен — ҫилпе пӑр 302 киле сӑтӑр тунӑ, 48 ял (9 000 ҫын) ҫутӑсӑр юлнӑ. Республикӑпа пурӗ 71 ял ҫутӑсӑр юлнӑ, паянхи ир тӗлне вӗсенчен 36-шӗнче ҫутта тавӑрнӑ (тата 35 ялта ҫутӑ тавармалла — пурӗ 3 400 кил). Инкек курнӑ ҫынсене Правительство хӑвармӗ — ҫӑмӑл кредитсем илме пулӑшӗ, ҫил-тӑвӑл пӗтернӗ тырӑпа ҫӗрулмишӗн укҫа-тенкӗ уйӑрӗ. Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов пӗлтернӗ тӑрӑх пӑрлӑ ҫумӑр Ҫӗрпӳпе Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче 400 тата 1600 гектар лаптӑкра тырра пӗтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Хырхӗрри ял тӑрӑхӗн сайтчӗ асӑрхаттарать: аслати тухсан тем тесен те ҫӳллӗ йывӑҫ айне ан тӑрӑр! Ҫиҫӗм-аслати килнӗ вӑхӑтра вӑрмана лекрӗр пулсан хурӑнран, юманран, хыртан, тирекрен аякрах кайӑр, пӗчӗкрех тӗмӗсем шырӑр. Шыва ан кӗрӗр, шыв хӗрринчен кайӑр. Ҫӳллӗ вырӑнта тӑратӑр пулсан айлӑма анӑр. Ҫиҫӗм-аслати килнӗ вӑхӑтра уя лекрӗр пулсан ҫӗр ҫине ан выртӑр, чӗркуҫҫиленсе ларсан аванрах пулӗ. Уйрӑмах алӑра тимӗр япаласем (мотоцикл, велосипед) пулсан вӗсене аяккарах хурӑр, 20-30 метра куҫсан та пӑсмӗ. Аслати кӗрленӗ вӑхӑтра телефонпа та калаҫмалла мар. Телевизор, радио, ытти электрохатӗрсене сӳнтермелле. Килте чӳречесемпе алӑксене хупӑр, сывлӑш тухмалли шӑтӑксене питӗрӗр. Аслати вӑхӑтӗнче машинӑра пулсан унтах юлӑр, радиоитлев антеннине антарӑр, чӳречесене хупӑр. Аслатиллӗ ҫумӑрта инкек лекрӗр пулсан 01 номерпе (карас телефонӗпе — 112) шӑнкӑравласа пулӑшу ыйтӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |