Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑлахсене ӗҫсер хӑвармаҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 19.07.2013 10:43 | 1446 хут пӑхнӑ

Тӗрлӗ сӑлтавсене пула сусӑрланнӑ, чирлекен ҫын хӑш-чухне медицина йышӑнӑвӗпе «инвалид» тейӗнме те пултарать. Ку диагноз вара ҫын пушшех «юрӑхсӑрланнӑ», обществӑна нимле усӑлӑх кӳрме пултараймасть тесе калама васкамалла мар. Шӑпан тискӗрлӗхе пула хӑйсене ҫунатсӑр кайӑк пек туякансем нумай чухне пурнӑҫра пысӑк пӗлтерӗшлӗ, усӑллӑ ӗҫсем тӑваҫҫӗ.

Ҫӗмӗрле хулинче инвалидсене ӗҫпе тивӗҫтерме тытӑнни ҫинчен эпир маларах хыпарланӑччӗ. Республика шайӗнче вара пӗтӗмӗшле ҫак енпе лару-тӑру япӑх мар. Ӗҫпе тивӗҫтерекен патшалӑх служби палӑртнӑ тӑрӑх кӑҫал ҫур ҫул кӑтартӑвӗпе республикӑра 659 сусӑр ҫынна ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтернӗ. Ку хисепе процент ҫине куҫарсан — ӗҫе вырнаҫас текенсенчен 70% майлӑ пулать. Унсӑр пуҫне 77 инвалида вӗренме янӑ, виҫӗшне вара хӑйсен уйрӑм ӗҫне уҫма пулӑшупа тивӗҫтернӗ. 2013 ҫулта инвалидсене ӗҫе вырнаҫтарас тӗллевсемпе федераллӑ хыснаран — 6,4 миллион тенкӗ, республика хыснинчен вара — 420 пин тенкӗ уйӑрмалла тесе йышӑннӑ.

Утӑн 1-мӗшӗнчи кӑтартӑвӗсем тӑрӑх республикӑри 300 организаци 2 пин яхӑн инвалид валли уйрӑм ӗҫ вырӑнӗсене йӗркеленӗ. Паянхи куна 1 700 вырӑн хӑйӗн ӗҫченӗсене тупнӑ. Пӗтӗмӗшле вара республика организацийсенче 2 500 майлӑ чӑлах вӑй хурать.

Республика программипе килешӳллӗн виҫӗ ҫул хушшинче 300 инвалида тата чӑлах ача-пӑчана ӳстерекен 150 ашшӗпе-амӑшне ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтерме планланӑ. Унсӑр пуҫне программӑра ҫирӗплетнӗ йышӑнупа инвалидсем валли ятарлӑ ӗҫ вырӑнне йӗркелессипе тунӑ ӗҫе вырнаҫтаракансен тӑкакӗсене саплаштарма палӑртнӑ.

Кӑҫалхи кӑрлачпа ҫӗртме уйӑхӗсем хушшинче ӗҫпе тивӗҫтерекен ятарлӑ центӑрсем республикӑри тӗрлӗ организацийӗсемпе инвалидсем валли 70 ӗҫ вырӑнӗ йӗркелемелли ҫинчен килешӳ тунӑ.

Инвалидсем вара бухгалтер, хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерекен инженер, суту-илӳ менеджерӗ, диспетчер, хуралҫӑ, пушмакҫӑ специальнӑҫсемпе ӗҫ вырӑнӗ тупнӑ.

#Ҫӗмӗрле, #ӗҫ, #сусӑррисем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем